Хӗрлӗ Чутайӗнчи тӗп вулавӑшра Николай Ашмарина асӑнса паян литературӑпа тематика каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие чутайсем Николай Иванович ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Аса илтеретпӗр, Николай Ашмарин — тюрколог, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи, профессор, хальхи чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенӗ, СССР Наукӑсен академийӗн член-корреспонденчӗ.
Николай Ашмарин тӑван халӑхӑмӑр культурине тата ҫутта кӑларассине тӗлӗнмелле пысӑк тӳпе хывнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухман-ши! Чӑваш халӑх культурин тӗн никӗсне те тӗпченӗ, чӑваш диалекчӗсемпе калаҫӑвне тишкернӗ. Унӑн пурте пӗлекен паллӑ ӗҫӗ — 17 томлӑ словарь.
Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ ятпа Хӗрлӗ Чутайӗнчи вулавӑш маларах «Чӑваш ӑслӑлӑхӗн ашшӗ» курав йӗркеленӗ, паян вара — литература каҫӗ.
Вӑрнарти тӗп вулавӑшра тата историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Халӑх ҫӳпҫинчен» ятпа фольклор уявӗ иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн ламран лама куҫса пыракан пуянлӑхне кӑтартма ҫамрӑксене пуҫтарнӑ. «Халӑх ҫӳпҫинчен» фольклор уявне йӗркелекенӗ вара вырӑнти культура ӗҫченӗсем пуҫарса янӑ «Эткерлӗх» клуб.
Вӑрнар рйаонӗнчи тӗп вулавӑшӑн пулӑшу кӳрекен пайӗн пуҫлӑхӗ Л.Г. Кадыкова ҫамрӑксене чӑвашсен ал ӑсталӑхӗпе, ытти пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесене кӑтартнӑ. Кӗнекесенче тӗрӗ ӑсталӑхӗ, йывӑҫран касса тӗрлӗ япала тӑвас вӑрттӑнлӑх, ҫӗвӗ тата пир тӗртес пултарулӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Таврапӗлӳ музейӗн пуҫлӑхӗ Е.И. Шарипова вара Чӑваш Енре ӳнер хуҫалӑхӗсем епле аталанса пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (5)
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ пурне те юмах уявне йыхравлать. Юратнӑ юмахсене пӗр ҫӗрте курма май пур-и? Паллах! Эппин, Ҫамрӑксен театрне ҫул тытмалла.
Мымренок ашшӗ-амӑшне тата ачасене асамлӑ юмах тӗнчине, юратнӑ сӑнарсемпе курнӑҫма чӗнет. Горбунок, Малыш, Карлосон, чее тилӗ, хӑравҫӑ Мулкач, Принцесса тата Ҫынҫиен пулӗҫ унта.
Уявра ача-пӑча спектаклӗсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ: «Кот в сапогах», «Ключи по закоулочкам», «Мымренок», «Когда поют светофоры», «По зеленым холмам океана», «Один дома» тата ытти те.
Юмах каҫӗ юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланӗ.
Ваттисен кунӗ умӗн Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ара, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ватӑсене саламласа чыслаҫҫӗ-ҫке-ха.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ирттерме те палӑртнӑ. Унта шӑнкӑравласа пенси пирки ыйтса пӗлме пулать.
«Хӗрӳ лини» авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ. Кирек кам та унта шӑнкӑравласа кӑсӑклантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Ыйтусен социаллӑ тӳлевпе, пенси саккунӗсемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑнмалла.
«Хӗрӳ линие» 8(8352) 39-36-81 номерпе шӑнкӑравламалла.
Тин кӑна ЧР экс-Элтеперӗ Николай Федоров хӗрне Каринӑна чаплӑ туй туса качча пани пирки Шупашкарӗпех кӗрлерӗҫ. Тӗп хулара тепӗр туй кӗрлеттерме хатӗрленеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар мэрӗ хӗрне качча парать.
Леонид Черкесовӑн хӗрӗ Анна ятлӑ. Нумаях пулмасть вӑл хулари пӗр кафере хӗр тусӗсемпе уяв ирттернӗ. Ун чухне вӑл ҫутӑ шӑлавар тата диадема тӑхӑннӑ. Тусӗсем вара хура костюмсемпе килнӗ.
Хӗрсем караоке-залра пулнӑ. Анна тата унӑн тусӗсем кафере ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене «Инстаграм» халӑх тетелне кӑларса хунӑ. Туй пулассине ҫавӑнтан пӗлнӗ ӗнтӗ ҫынсем. Анчах вӑл хӑш кун иртӗ? Кун пирки хальлӗхе сӑмах тухман-ха.
Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсен тытӑмӗнчи чи хӑватлӑ вӑй – спецназ. Ятарлӑ тӗллевлӗ ҫав отряда «Аслати» ят панӑ. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн професси кунне паллӑ тунӑ. Вӑл куна Наркотикӑн сккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци служби йышӑннӑ.
Спецназра вӑй-хал енчен ҫирӗп те тӗреклӗ, кӑмӑл-сипет пахалӑхӗ тӗлӗшпе лайӑх енсемлӗ ҫынсем ӗҫлени пирки пӗлтерет маларах асӑннӑ органӑн Чӑваш Енри Управленийӗн пресс-служби. Профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ май отрядри пӑхаттирсем тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксемпе тӗл пулаҫҫӗ, преступлени тумалли марри пирки каласа ӑнлантараҫҫӗ.
Професси кунӗнче спецназ ҫыннисем табель хӗҫ-пӑшалӗнчен пульӑпа перессипе тупӑшнӑ.
Сӑнсем (5)
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче уяв иртнӗ. Пӗлӳ кунӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ.
Алманчӑсене саламлама Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов та килнӗ. Уява ытти сумлӑ хӑна та ҫитнӗ. Малтанах культура ӗҫченӗсем хӑнасене ял историйӗпе паллаштарнӑ, унтан концерт лартнӑ.
Н.Глухов, О.Мешков, Г.Петров пухӑннисене ял тӑрӑхӗн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки кӗскен каласа кӑтартнӑ. Унтан «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнисене чысланӑ.
Лидия Ковалюк поэтессӑна «Алманчӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл Ҫӗпӗрте вӗреннӗ, унтан ЧППУна килнӗ. Малтанах Алманчӑ ялӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан ытти шкулсенче вӑй хунӑ. Шупашкарта 1981 ҫултанпа пурӑнать. Лидия Алексеевна 8 кӗнеке кӑларнӑ, Алманчӑ ялӗн гимнне ҫырнӑ.
Ял уявӗнче ачасем валли аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫӗрулми кӑлармалли вӑхӑт пулсан та халӑх уявра савӑнма васканӑ.
Сӑнсем (33)
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Мускав 868-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Тӳре-шара анлӑ программа хатӗрленӗ. Унта 10 миллион ытла хӑна пухма палӑртнӑ.
Тӗп уяв Пушкин лапамӗнче иртӗ. Ку – мускавсен юратнӑ вырӑнӗ. Унта Мускав прессин фестивалӗ иртӗ, эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, ытти мероприятие йӗркелӗҫ.
Уяв йӗркелӳҫисем мускавсене саламламашкӑн Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова чӗннӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сцена ҫине «Атӑл» халӑх хорӗ тухӗ. Пушкин лапамӗнче, Кремль ҫывӑхӗнче, чӑваш юрри пӗрремӗш хут янӑрӗ. Хор икӗ юрӑ шӑрантарӗ. Вӗсем сцена ҫине авӑнӑн 5-мӗшӗнче 14 сехетре тухӗҫ. Мероприятие Мускав телеканалӗсемпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.
Мускав уявӗнче 500 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫынсем уяв мероприятийӗсене хӑйсем онлайн мелӗпе сасӑласа суйланӑ. Унта 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.
Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ.
Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ.
Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ.
Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ.
Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Ачасем сумкӑсем йӑтса шкул сукмакне такӑрлатма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енре ҫак ҫулсенче ырӑ йӑла пуҫарчӗҫ — пӗлтерӗшлӗ уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чарчӗҫ.
Ыран та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенче алкоголь продукцине сутма чарӗҫ. Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн.
Шупашкар хула администрацийӗ алкоголь продукцине ваккӑн сутакансем ҫак йӗркене пӑснӑшӑн мӗнле яваплӑх пулнине аса илтерет.
Должноҫри ҫынсем йӗркене пӑссан 5–10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Ку кӑна мар: алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Юридици сӑпачӗсен вара ҫак йӗркене пӑснӑшӑн 50–100 пин тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Вӗсенне те алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |