Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех йышлӑ ҫемьери тата йывӑр пурнӑҫпа пурӑнакан ачасене Ҫӗнӗ Ҫул уявӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов пулӑшать. Кӑҫал та районти ачасем Хӗрлӗ Чутая уява пуҫтарӑнчӗҫ.
Малтанах вӗсене Пукане театрӗн артисчӗсем спектакльпе савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисене 2016 ҫулпа Чӑвашпотребсоюз председателӗ Валерий Павлов саламларӗ, вӗсене вӗренӳре, спортра ӑнӑҫусем сунчӗ. Хӗрлӗ Чутай администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ачасен ашшӗ-амӑшне пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла талпӑнма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Унтан ачасем чӑрӑш тавра юрласа-ташласа савӑнчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике, Фунтик, Беладонна тата ытти юмах сӑнарӗсем уява илемлетрӗҫ.
Паллах, кашниех Хӗл Мучи парнине илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Сӑнсем (37)
Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттернӗ чухне эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури уявӗсенче те ҫак йӗркене пӑхӑнӗҫ.
Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисен, ярмӑрккӑсен вӑхӑтӗнче эрех-сӑра сутма юрамасть.
Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуҫласа карлачӑн 1-мӗшӗнчи ирхи 8 сехетчен, алкоголь шӗвекӗ сутма юрамӗ. Ку — массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ вырӑнта кӑна. Ҫакӑ Шупашкарта Ярославль, Ленинград, Карл Маркс, К.Иванов, К.Ефремов, Воробьев композиторсен урамӗсенче, Ехрем купса бульварӗнче, Президент бульварӗнче, Юханшыв порчӗн лапамӗнче Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ суту-илӳ предприятийӗсене пырса тивет.
Ҫавӑн пекех Сурхури уявӗнче, карлачӑн 6-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 8 сехетчен эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Шупашкарта Юрпикене суйланӑ. Кӑҫал «Юрпике — 2016» коронӑна кам тивӗҫнӗ-ха?
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче финал кастингӗ иртнӗ. Унта 15 пике хутшӑннӑ. Чи маттурри вара Шупашкарти 54-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Васильева пулнӑ. Вӑл жюрие сӑнарӗпе кӑна мар, тумӗпе те килӗшнӗ.
Пӗлтӗр Юрпике ятне тивӗҫнӗ Наталья Изотова ӑна коронӑна панӑ. Анастасия гитара енӗпе музыка шкулне пӗтернӗ. Вӑл вокалпа кӑсӑкланать. Настя сноубордпа та кӑсӑкланать.
«Юппике» ята тивӗҫнӗ Анастасия Васильева хулара иртекен мероприятисенче Юрпике пулӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен курма май пулӗ.
Шупашкарти чӑрӑш Раҫҫейри чи хаклисен списокне кӗни пирки пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова хак пирки ӑнлантарса панӑ. Унччен «Рен-тв» телеканалпа Шупашкарти чӑрӑш ҫинчен сюжет та тухнӑ пулнӑ.
— Лапамра юлашки ҫулсенче лартнӑ ёлка юрӑхсӑра тухнӑ, каркасӗ деформациленнӗ. 2006 ҫулта ӑна «Комманаллӑ технологисем» хулана парне пек туянса панӑ. Пӗлтӗр ҫынсем: «Ёлка ӳкмест-и?» - тесе те ыйтнӑ, — тенӗ Людмила Маркова.
Ҫапла кӑҫал ҫӗнӗ ёлка туянма палӑртнӑ. Вӑл 6,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Анчах тата хаклӑрах пулайнӑ вӑл. Ӑна туяннӑ чухне 900 пин тенкӗ перекетлеме те май килнӗ-мӗн.
Ёлка укҫин 60 проценчӗ — хыснаран, 40 проценчӗ — ытти ҫӑлкуҫран. Сюжет ӳкернӗ журналистсем ҫӗнӗ ёлкӑна 9 ҫуллӑха илнӗ. Хитре ёлкӑпа кӳршӗ регионсенчи кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗнчи туристсене те илӗртесшӗн.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл мучи патне ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ, ӗмӗчӗсем пирки пӗлтереҫҫӗ. Авӑ Ҫӗмӗрлери интернат шкулта пурӑнакансен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем парнесем илнӗ. Хӗл мучирен ыйтнисене. Ӗмӗчӗсене пурнӑҫланма вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Ачасем Хӗл мучи патне ҫыру ҫырнӑ. Акӑ халӗ Хӗл мучи вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ. Андрей Федоров юлашки кунчченех иккӗленнӗ: Хӗл мучи унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлайӗ-и? Ӑна ҫырнӑ футболка кирлӗ пулнӑ. Интернатри чи пӗчӗк хӗрача вара магнит хӑми пирки ӗмӗтленнӗ.
Интернатра – 80 ача. Кашнинех ӗмӗчӗ тӗрлӗрен. Списокра кролик валли читлӗх ыйтакан та пулнӑ. Ҫапах пурин те ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те.
Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать.
Мускаври чӑвашсем хастарлӑхпа вӗҫӗмех палӑраҫҫӗ. Хальхинче унти маттурсем литература каҫӗ ирттерме шут тытнӑ. Вӑл паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, иртӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫисене халалланине пӗлтернӗ «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Мускаври чӑвашсем» ушкӑнра.
Мероприяти кӗҫех пуҫланмалла. Ӑна 11 сехетре уҫмалла. Литература каҫне Мускаври Нацисен ҫуртӗнче пухӑнаҫҫӗ. Нацисен ҫурчӗ, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Уявӑн ятарлӑ хӑнисем Елена Соловьева юрӑҫ тата Мускаври чӑвашсен «Атӑл» хорӗ пуласса хыпарлаҫҫӗ.
Литература каҫне каяс текенсен «Красные ворота» метрора тухмалла. Унта кӑмӑл пур ҫынна кирек кама та кӗртессине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе корпоратив ирттермӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи влаҫ органӗсенче Юрий Васильев «Правда ПФО» интернет-кӑларӑма пӗлтернӗ. «Раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах пӑрахӑҫларӑмӑр. Кун пек тусан лайӑхрах пулать тесе шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Элтепер Администрацийӗнчи тӳре-шара.
Ҫапах та Юрий Васильев корпоратив ирттернӗ чух ытти ҫул та хысна шучӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнманнине пӗлтернӗ. ЧР Элтепер Администрацийӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫав тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен бала пыракансен билета хӑйсен кӗсйинчен тӳлеме тивнине ӗнентернӗ. Пӗр билет хакӗ 5 пин тенкӗ таран ларнине каланӑ вӑл. Кӑҫал, ав, уяв туса ларас темен.
Ыран, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗп чӑрӑша уҫӗҫ. Ун чухнех уяв бульварӗ те ӗҫлеме тытӑнӗ. Кӳлмекре Хӗл мучи резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ.
Ҫапла, Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать! Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пуҫланӗҫ. Анчах… Ытти ҫулсенчи пек хулара пӑр кӳлепесем ҫук. Вӗсене ӑсталаса ӗлкӗрӗҫ-и — калама ҫук. Ара, ҫанталӑк май памасть-ҫке-ха.
Ҫанталӑк хӗллехи пек тӑнӑ пулсан ку таранччен кӳлмекре пӑр тӑвайкки пулмаллаччӗ. «Ҫеҫпӗл» Ҫӗнӗ ҫул академийӗ патӗнче ҫуналлӑ пӑлан тумаллаччӗ. Анчах пӑр ҫук.
Ҫанталӑк парсан, тен, кӑҫал хӗлле пӑланпа тӑвайкки пулӗҫ-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ.
Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ.
Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |