Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Кӑҫал тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисене мӗнле юрӑҫ савӑнтарӗ?
Шупашкара ҫав кун Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов килӗ. Халӗ унпа калаҫу пырать.
Хула кунӗ ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Юрӑҫ тата композитор хӑйӗн хичӗсене шӑрантарӗ. Вӑл чӗрӗ сасӑпа юрлӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре 21 сехетре пуҫланӗ. Кунсӑр пуҫне, паллах, ытти мероприятисем иртӗҫ, тӳпене салют ярӗҫ.
Хула хыснине ку хака ларӗ ахӑртнех. 123show.ru сайтра артистсен гонорарӗсем пирки информаци пухнӑ. Унта ҫырнине ӗненес тӗк, Олег Газманов юрланӑшӑн 1 миллион тенкӗрех пуҫласа гонорар илет.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.
Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.
Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ.
Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ.
Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ.
Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман.
Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ.
Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ.
Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ.
Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ.
Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Каркалар ялӗнчи Николай Краснов композитора халалласа уяв ирттернӗ. Районта пурӑнакансем ӑна чи малтанах такмак ӑсти пулнипе пӗлеҫҫӗ. Куракансем унӑн пултарулӑхне кӑмӑлласа йышӑннӑ. Юрӑсем те ҫырнӑ Николай Иванович. Пӗрремӗш юррине Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра ҫырнӑ. Купӑспа калама вара шкула кайичченех вӗреннӗ. Хӑй ӗмӗрӗнче мӗн чухлӗ сӑвӑ ҫырса юрра хывнине, такмак ҫырнине ас туман та Николай Иванович. «Шел пулин те, ытла та ир уйрӑлса кайрӗ пиртен Николай Иванович», — теҫҫӗ вырӑнтисем.
Уяв вӑхӑтӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрӗ ҫумӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ, Кӗҫӗн Таяпа ял тӑрӑхӗнчи «Салампи», Аслӑ Пӑла Тимеш ял тӑрӑхӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем ял халӑхне тата пуҫтарӑннӑ хӑнасене Николай Красновӑн юррисемпе, такмакӗсемпе савӑнтарнӑ. Уяв малалла тӑсӑлнӑ май ытти композитор хывнӑ тӗрлӗ юрӑ шӑраннӑ.
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ. Вӗсене саламламашкӑн Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов килсе кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява ваттисем те, вӗттисем те пухӑннӑ. Уяв лапамне сӗтел лартнӑ, унта ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ вырнаҫтарнӑ. Хуранра шӳрпе вӗретнӗ.
Уява аякка саланнӑ ентешӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем тӗл пулса калаҫнӑ. Николай Угаслов вара ял пурнӑҫӗпе паллашнӑ, халӑхпа калаҫнӑ, ял историйӗпе кӑсӑкланнӑ.
Мӑн Токшике пӗртӑван Малинасем, «Асамлӑ ҫӗршыв», «Шупашкар» ушкӑнсем ҫитнӗ. Уяв лапамӗнче алӗҫсен куравне йӗркеленӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ.
Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех.
Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та. Хаклаканӗсем — хыпара вулаканӗсем. Вӗсем вара расна йышӑннӑ.
«Крымра халӗ шӑпах ҫавӑ ҫитмест те. Чума вӑхӑтӗнчи ӗҫкӗ-ҫикӗ», — тӳрех хурланӑ хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн пӗри. Ку шухӑшпа килӗшмесӗр тепри Крымра мӗн чухлӗ чӑваш пурӑнни пирки статистика чӗлхипе хуравланӑ. Пурӑнччӑр. Аван. Уявлаччӑр. Анчах Ҫуркуннепе ӗҫ уявне мӗншӗн утӑ уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ? Ҫапларах тӗлӗнни сисӗнет тепӗр комментатор ҫырнинче. «Крымра пахча ҫимӗҫ виҫӗ хутчен туса илеҫҫӗ», — тенӗ май ку уява утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттернинче тепри ним начаррине те курмасть.
Иртнӗ уйӑхӑн 24-мӗшӗнче тӑван республикӑмӑр хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Ун пек уяв тӗлӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ объект уҫаҫҫӗ. Кӑҫалхи Республика кунне, аса илтеретпӗр, Шупашкарта тата Элӗк районӗнче уявларӗҫ. Ку уява тепӗр хутчен аса илме пӗр ырӑ хыпар хистерӗ (кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырманччӗ).
Тӗп мероприятисенчен пӗри Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи лапамра, унта йӗркеленӗ сцена ҫинче пулчӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнасене саламлама хутшӑннӑ тӳре-шара хушшинче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пурччӗ. Политиксем халӑха саламланинчен тӗлӗнмеллиех ҫук пулсан, Алена Аршинова «Алран кайми» юрра чӑваш тумне тӑхӑнса шӑрантарни, мӗн тесен те, кӑмӑллӑ пулӑмсенчен пӗри пулчӗ.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗ пысӑк уявне паллӑ тунӑ. Яла летопиҫре асӑннӑранпа 421 ҫул ҫитнӗ.
Уява паллӑ тума очӑкассисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Урамсене илемлетнӗ, ҫынсен алӗҫӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Сӑмах май, Очӑкасси ялӗ пулса кайни Хусан ханлӑхӗнченех пырать. Отучевсен йӑхӗ пулнӑ: Отуч тата Кадыш пиччӗшӗпе шӑллӗ.
Ял кунне хӑна нумай пухӑннӑ. Елена Пучковӑн ӗҫӗсемпе кӑсӑкланакан нумай пулнӑ. Унӑн вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ ӗҫӗсем питӗ илемлӗ курӑннӑ. Григорий Михайлов пробкӑсенчен панно тунӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ.
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха.
Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан.
Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ.
Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |