Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗ утӑн 19-мӗшӗнче 900 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Мероприятие вӗт-шакӑртан пуҫласа ватӑ таранах пухӑннӑ.
Уява ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов уҫнӑ. Чатукассисене саламлама Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков та ҫитнӗ. Уявра Хисеп грамотисемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Чатукасси уявне ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, унтан тӗрле енне саланнӑ ҫынсем те килнӗ.
Сцена ҫинче «Ҫӑлкуҫ» фольклорпа эстрада ансамблӗ Чатукасси ял тӑрӑхӗнчи «Телей» фольклор ансамблӗ, «Солнышко» ача-пӑча пултарулӑх ушкӑнӗ, «Тевет» фольклор ансамблӗ юрласа халӑха савӑнтарнӑ.
Каҫхине лазер шоу, ташӑ каҫӗ иртнӗ. Унта вара ҫамрӑксем чунтан савӑннӑ.
Сӑнсем (66)
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Мӗнпе савӑнтарӗҫ-ха кӑҫалхи уявра халӑха?
Яланхи пекех хула урамӗсенче — Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗнче — ачасемпе аслисем валли 70 яхан тематика лапамӗ ӗҫлӗ. Кӑҫал хулан ҫуралнӑ кунӗнче Лариса Долинӑпа Паскаль хӑйсен хичӗсемпе савӑнтарӗҫ.
Юратнӑ хитсене итленисӗр пуҫне хула лапамӗсенче клоунсене, фокусниксене, ташӑҫӑсене, цирк ӗҫченӗсене курма май пулӗ.
Хула кунӗ йӑлана кӗнӗ мероприятирен — ҫӑлтӑрпа иртекен ирхи хускануран — пуҫланӗ.
Утӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун Ҫӗрпелте унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, Канаш районӗнчи Ачча ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ӗсмел (Октябрьски) ялӗ 155 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа асӑннӑ ял тӑрӑхӗн ҫулӗсемпе байкерсем ушкӑнӗ кӗрсе тухнӑ. Вӗсем хӑйсен аллисенче Раҫҫей, Чӑваш Республикин, Сӗнтӗрвӑрри районӗн тата Ӗсмелӗн ялавӗсене тытнӑ.
Уява мӑчавар уҫнӑ. Унтан тӗрлӗ тӳре-шара сӑмах каланӑ, вырӑнти хастара Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Унтан вӑйӑ-конкурс, юрӑ-ташӑ, купӑсҫӑсен, вӗлле хурчӗ ӗрчетекенсен конкурсӗ пуҫланнӑ. Купӑс выляссипе вара хӗрарӑмсем тупӑшнӑ. Унта ҫӗнтернӗ Лидия Васильевана парикмахерские тӳлевсӗр кайма сертификат панӑ.
Пӗлтӗр ял уявне палӑртнӑ чух хӗр вӑрланин йӑлине кӑтартнӑ пулсан кӑҫал – ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралнипе ҫыхӑннӑ йӑлана.
Сӑнсем (73)
Раҫҫейре малашне ветеринарсем те професси уявне паллӑ тума тытӑнӗҫ. Хӑҫан? Ҫурлан 31-мӗшӗнче.
2014 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче РФ Юстици министерстви РФ Ял хуҫалӑх министерствин хушӑвне регистрациленӗ. Вӑл — «Професси уявне йышӑнасси ҫинчен — Ветеринари ӗҫченӗн кунӗ» хушу. Унта палӑртнӑ пекех уява ҫурлан 31-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ.
Халӗ патшалӑх ветеринари службинче 100 пин ытла специалист тӑрӑшать. Аса илтерни те вырӑнлӑ-тӑр: пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Чӑваш Енре ветеринарсен йышне 20 процент чакарасси, юлнисен ӗҫ укҫине ӳстересси пирки сӑмах хускатнӑччӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Этнескер ял уявне паллӑ тунӑ. Уяв лапамне чечексемпе, тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсемпе, плакатсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Мероприяти Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г.Григорьев сӑмах каланинчен пуҫланнӑ. Ялти хастар ҫынсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Унтан район пухӑвӗн депутачӗ, «Звезда» ЯХПК директорӗ В.Г.Хлебников тухса калаҫнӑ. Л.А.Попова депутат Этнескерти чи ҫамрӑк тата чи ӑслӑ ҫынна, юбилярсене, хастарсене парнесемпе хавхалантарнӑ.
«Савӑнӑҫ» ансамбль халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Кун хыҫҫӑн ял-йыш сӗтел хушшинче пухӑннӑ.
Сӑнсем (8)
Муркаш районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ.
Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Атӑльял уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль тӑрӑхӗнчи икӗ ял — Элпуҫпа Кармал — Питрав кунӗнче ял кунӗсене ирттернӗ. Хальхи уява вырӑнтисем ӗлӗкхиллех, карталанса утнинчен, пуҫланӑ. Юрӑсем шӑрантарса ҫынсем Тукмарсай текен вырӑна пухӑннӑ.
Халӑха уявпа саламлама вырӑнти тата районти тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин ҫынсене сывлӑх, телей, ӑнӑҫу суннӑ. Ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Раҫҫей спорт ӑстине Александр Лапшина Ҫирӗклӗ Шӑхаль тӑрӑхӗн хисеплӗ ҫынни ята тивӗҫнине ӗнентерекен хӑю ҫакса янӑ. Районтан пырса ҫитнӗ пҫулӑхсем те тухса калаҫнӑ. «Чи лайӑх кил умӗ» номинацире палрнисене те, юбилярсене те чысланӑ. Вырӑнти «Тарават» пултарулӑх коллективӗ концерт кӑтартнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Хумри Юнтапа ялӗ те уява пухӑннӑ. Вӗсен те ял уявне Питравра паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Хумри Юнтапа халӑхӗ тата ҫывӑхри ял ҫыннисем юханшыв хӗррине пухӑннӑ. Уява 1 400 ытла ҫын хутшӑннӑ. Яланхи пекех уявра Хурамал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тухса калаҫнӑ. «Патман» хуҫалӑх председателӗ Владимир Никифоров та сӑмах илнӗ. Унтан ӗҫре палӑрнисене чысланӑ.
Уявра 25 ҫул пӗрле пурӑнакан Юлия Николаевнӑпа Юрий Геннадьевич Корниловсене, Роза Рашитовнӑпа Валерий Николаевич Никифоровсене саламланӑ. Паньковсен, Васильевсен, Корниловсен ҫемйисенче нумаях пулмасть ача ҫуралнӑ. Вӗсене те чысланӑ.
Спорт лапамӗсем ӗҫленӗ. Арҫынсемпе арҫын ачасем мини-футболла, волейболла, вӗрен туртмалла ӑмӑртнӑ. Концерт пулнӑ. Уява чӑваш эстрада юрӑҫисем те килнӗ.
Сӑнсем (16)
Утӑн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗн халӑхӗ уява пухӑннӑ. Кӑҫалхи мероприяти тата вӑйлӑрах иртнӗ. Уява Удмурт Республикинчи, Украинри, Германири делегацисем килнӗ.
Сумлӑ хӑнасен йышӗнче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Олег Мешков, «Красное Знамя» ЯХПК енртӳҫи, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Никифоров, Иоанн иерей пулнӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Влалимир Никитин ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, чи хастаррисене Хисеп грамотипе, Тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Унтан ялти кашни урам анатри чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кашни урам сӗтел хатӗрленӗ. Ун ҫине наци апатне, килте вӗретнӗ сӑра лартнӑ. Кашни сӗтел хӑнасене йыхравланӑ.
Аслӑ ӳсӗмрисем ӗлӗкхи «техникӑна» кӑтартнӑ. Лапамра «Асра юлнӑ самант» сӑнӳкерчӗксен стендне, чӑваш халӑхӗн алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.
Вӑйлисем ирӗклӗ кӗрешӳре, волейболра, армспортра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче тупӑшнӑ.
Ютран килнӗ делегацисем пӑлапуҫ пашьелсен йӑли-йӗркине тӗлӗнсе те савӑнса сӑнанӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |