Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ял тӑрӑхне кӗрекен Исванкӑ ялӗн халӑхӗ ӗлӗкхи йӑлана тытса пыма тӑрӑшать. Ӑруран ӑрӑва куҫакан уявсене вӗсем тӑташах уявлаҫҫӗ.
Кӑҫал та ҫак ял халӑхӗ информаципе культура центрӗ умне пухӑнса ял сӑрине ирттернӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Ватӑ ҫынсем чиркӗве кайнӑ, Турӑран тулӑх пурнӑҫ, тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстерме ҫумӑр, лайӑх ҫанталӑк ыйтнӑ, усал-тӗсел аякра ҫӳретӗр тесе кӗлӗ тунӑ. Вӗсемех уй-хире тухса парне панӑ, кӗлӗ тунӑ.
Ял-йыш сӗтел хушшине ларса пӗрле апатланнӑ.
Сӑнсем (12)
Паян «Шупашкар: 500 ҫул» паркра Раҫҫей кунне паллӑ тунӑ. Унта кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне пухӑннӑ.
Сумлӑ ҫак уяв ячӗпе халӑха ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов саламланӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫамрӑксене паспорт алла пӗрремӗш хут тыттарнӑ. Вӗсене Шупашкар пирки ҫырса кӑтартнӑ кӗнеке те парнеленӗ. Алӗҫ ӑстисем ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ, унта кашниех хутшӑнма пултарнӑ. Пурин те ҫӗршывӑн пысӑк ялавне тытса пӑхма май пулнӑ.
Мероприяти вӗҫӗнче тӳпе айӗнче Шупашкарти пӗрлештернӗ хор Раҫҫей Гимнне юрланӑ. Унпа пӗрле халӑх та ҫак юрра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн пурте ЧР Элтеперӗпе пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Шӑмат ялӗ уяв кӗрлеттернӗ. Халӑх Акуатуйра савӑннӑ. Шӑмат ҫыннисене саламлама Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Владимир Семенов, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Лариса Спасова, Сергей Малов, Петр Столяров, «Дружба» ЯХПК председателӗ Валерий Григорьев ҫитнӗ.
Уявра чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ, пурне те ҫак кунпа саламласа сывлӑх суннӑ. Владимир Кузьмин ял тӑрӑхӗнчи чи хастар депутатсене — Лариса Уткинӑна, Клара Офариновӑна, Ирина Ильинана, Николай Михайлова, Юрий Давыдов старостӑна — Етӗрне район администрацийӗн грамотисене панӑ, Шӑматри ветерансен ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Роза Ивановӑна, Зоя Филипповӑна, Мария Ефимовӑна социаллӑ ӗҫченсен кунӗпе саламланӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уявра юбилярсене саламлама та манман. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер ушкӑнӗсем, «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗ сцена ҫинче халӑха савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Петр Садовников, Светлана Яковлева тата ыттисем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Шӑмат ялӗн волейболисчӗсем 5 командӑпа выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗн чылай ялӗнче ял уявӗсем иртнӗ. Канмалли кунпа тата Ҫимӗкпе пӗр килни вӗсен сумне, паллах, самаях хӑпартрӗ.
Шулюра кӑҫал ял уявӗ шкул ҫумӗнчи стадионта иртрӗ. Сарлака та тӳрем вырӑн кун пек мероприятисем ирттерме питех те меллӗ. Ҫавӑнпах кунта юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем, куракансем, сутӑҫсем валли вырӑн ҫителӗклӗ пулчӗ. Шулю, Пӗрремӗш Липовка халӑхӗ Ачкасси ял тӑрӑхӗнчи ытти ялсенчен активлӑрах. Ку уявра кӑна мар, пуху, лару ирттернӗ чухне те палӑрать. Хальхинче те уявран ватти те, вӗтти те юлман.
Йышлӑ халӑх хушшинче тӗп хуламӑртан килнӗ, ҫак ялсенчен тухнӑ ентешсене — «Чавал» ентешлӗх ертӳҫин ҫумне, «Буревестник» комбинатӑн ертӳҫине Юрий Кудряшова, Чӑваш патшалӑх академийӗн юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Регина Чишкинана тата ытти сумлӑ хӑнасене — курма пулчӗ. Ҫимӗкпе тата ял кунӗ ячӗпе пухӑннисене Ачкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов, хӗрлӗчутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн председателӗ Александр Самылкин, унӑн ҫумӗ Юрий Кудряшов саламларӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркассипе Мишеркасси ял халӑхӗ Ҫимӗк кунӗпе ял уявӗсене Шӗмешке вӑрманӗнче ирттерчӗҫ. Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, «Искра» хуҫалӑх панкрута тухиччен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен яланах Шӗмешке вӑрманӗнче пухӑнса ӗҫпе юрӑ уявне йӗркелетчӗҫ. Малтанхи йӑла-йӗркесене чӗртсе тӑратас тесе ял тӑрӑхӗпе икӗ ял ҫыннисем самаях тӑрӑшнӑ. Вӑрманӗ те тирпейлӗ, сӗтелӗсем те янтӑ, пушартан сыхланас тесе шыв пички те хатӗр.
Шӗмешке вӑрманӗнче илемлӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрани хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗ, таврана шашлӑк шӑрши сарӑлчӗ. Ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах вӑрмана халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансемпе, юлташсемпе, Мишеркасси шкулӗнче пӗрле вӗреннисемпе, вӗрентекенсемпе чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн курса калаҫни темрен те паха.
Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Порфирьев уҫрӗ, ял уявӗпе, Ҫимӗк ячӗпе саламларӗ. Район шайӗнчи обществӑлла ӗҫсенче палӑрнисене райадминистрацин Хисеп хучӗсене пачӗ. Пантьӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Музяков уява ирттерме пулӑшнӑ ял ҫыннисене — Наталия Филиппована, Людмила Анчикована, Роза Седована, Михаил Храмова, вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемейсене — Утаркассинчи Евдокия Михатайкинана тата Мишеркассинчи Мария Сидорована, чи нумай выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хушма хуҫалӑх хуҫисене — Утаркассинчи Зойӑпа Леонид Лукинсене, Мишеркассинчи Зойӑпа Николай Вазяковсене — Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Ӗнер Вӑрмар районӗнчи Сӗнтӗрте район кунӗ иртнӗ. Ӑна вырӑнти чиркӗве уҫнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Сӗнтӗр икӗ ялтан: Чулкасран тата Сӗнтӗртен — тӑнӑ.
Ҫимӗк ячӗпе ирех чиркӳре кӗлӳ пуҫланӑ, чан ҫапнӑ. Службӑна районти тата вырӑнти ял тӑрӑхӗнчи тӳре-шарасем те, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Иван Гаврилов, пырса ҫитнӗ. Депутатсен районти пухӑвӗн депутачӗсенчен пӗри, Леонид Павлов, районпа ял тӑрӑхӗн хуҫисенчен юлман.
Сӗнтӗр уявне ял пуҫарса яракансен тата унӑн кун-ҫулне аталантаракансен уявӗ тесе хакланӑ райадминистраци пуҫлӑхӗ Константин Никитин. Уява официаллӑ майпа уҫнӑ хыҫҫӑн юрӑ-кӗвӗ янӑратнӑ, спорт вӑййисем иртнӗ. Каҫхине вара ташӑ каҫӗ йӗркеленӗ, салют та пулнӑ.
Сӑнсем (71)
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ 150 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ватӑсем каланӑ тӑрӑх, ял Кивӗ Эйпеҫри ҫынсем кунта куҫса килнипе пуҫланнӑ. Ку 1864 ҫулта пулнӑ, пуҫараканӗ — Антипер.
Энтепе юханшывӗ хӗрринче 98 арҫын тата 111 хӗрарӑм пурӑнма тытӑннӑ. Пурте Кивӗ Эйпеҫрен куҫса килнӗ. 1884 ҫулта кунта 51 кил, 319 ҫын, 704 гектар ҫӗр, 388 гектар вӑрман пулнӑ.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче 15 хуҫалӑх Ҫӗпӗре куҫса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗнӗ Эйпеҫрен 117-ӗн тухса кайнӑ, вӗсенчен 67-шӗ таврӑнман.
Пирвайхи культура вучахӗ 1930-мӗш ҫулсенче уҫӑлнӑ. Вӑл — вулав ҫурчӗсем. Унта Павел Сергеевич Ксенофонтов тата Семен Андреевич Воробьев ӗҫленӗ. П.С.Ксенофонтов хӑй чӑваш пьесисем ҫырнӑ, ялта драма куржокӗ йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ хӑйӗн халӑхӗпе мухтанать. Кунтан паллӑ ҫын нумай тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Аркадий Пирожков, ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Владимир Евполов тата Владимир Воробьев, ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ Николай Мустаев, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине тивӗҫнӗ Олег Мустаев, Николай Журавлев майор-генерал…
Уявра ялта пурӑнакан кашни кил-йышран пухӑннӑ.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен тӗп уява — Республика кунне — паллӑ тӑвӗ. Ӑна 1995 ҫулта Чӑваш автономи облаҫӗ 75 ҫул тултарнине халалласа уявлама тытӑннӑ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн Республика кунӗ умӗн районсенче Акатуйсемпе Сабантуйсем иртеҫҫӗ. Ҫӗртмен 23–24-мӗшӗсенче хула-районсенче спорт ӑмӑртӑвӗсем, культура акцийӗсем, фестивальсем, концертсем иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та яланхи пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ тата «Руҫ ӑстисем» алӗҫ ӑстисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗ иртӗ.
Ҫулсерен муниципалитетсен хушшинче Республика кунне уявламашкӑн ирӗк ҫӗнсе илессишӗн конкурс иртет. Ҫӗнтернӗ тӑрӑхра Шупашкарпа танах мероприятисем иртеҫҫӗ. Кӑҫал ав уяв Комсомольски районӗнче пулӗ.
Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси те паллӑ. Хальхинче конкурсра Канаш районӗ ҫӗнтернӗ. Эппин, 2015 ҫулта уяв Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртӗ.
Республикӑн «Чӑвашавтотранс» предприятийӗ Ҫимӗк тӗлӗнче ҫӑва енне каякан маршрутсен шутне ӳстерме шантарать.
Ваттисен праҫникӗнче, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче тата ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 10-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссен йышне вунна ҫитерме йышӑннӑ, 14-мӗшне — хӗрӗхе. Вӗсем Чукун ҫул вокзал ҫумӗнчи Вокзал ҫумӗ лапамран хускалӗҫ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫав кунсенче Карачура ҫӑви патнех ҫитӗ. Ӑна 10 хутчен хутламалла тӑвӗҫ. 249-мӗш номерлин йышне те 12 таран ҫитерӗҫ.
Ирхи ҫичӗ сехетрен пуҫласа каҫхи 19 сехетчен Богдан Хмельницки урампа Фучик урамӗ пӗрлешнӗ вырӑнтан Карачурари чукун ҫул переезчӗ патне ҫити каякан автобуссене тата ҫӳреме ирӗк илнӗ транспортсӑр пуҫне ыттисене кайма ирӗк памӗҫ. Йӗркене пӑхса тӑма ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ҫул-йӗрпе патруль службисене явӑҫтарӗҫ.
Ӗлӗкрех ял уявӗсене ирттересси йӑлараччӗ. Шел те, юлашки вӑхатра ку чылай ҫӗрте манӑҫа тухса пырать. Вӑрнар районӗнчи Пуканкасси ялӗнче вара ак йӑлана тытсах пыраҫҫӗ.
Пуканкасси ял уявӗ нумаях пулмасть иртнӗ. Халӑх тӗплӗн хатӗрленнӗ. Ун умӗн тавралӑха тирпей-илем кӗртнӗ. Уяв кунӗнче чӑваш тумӗ тӑхӑнса клуб еннелле утнӑ. Унта тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫакнӑ, хӑма ҫапса сцена тунӑ, шӳрпе ҫиме сӗтел хатӗрленӗ. Унтах алӑ ӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ.
Икӗ урамра пурӑнакансем юрласа утса ял варринче тӗл пулнӑ, вӑйӑ картине тӑрса «Тутӑр ҫук, тутӑр ҫук» вӑйӑ вылянӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Виктор Анисимов уҫнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров пурне те уяв ячӗпе саламланӑ.
Уявра Пуканкассинчи «Чашма» фольклор ушкӑнӗ, ветерансен «Утмӑлтурат» ушкӑнӗ, Кушар Юнтапари юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ, Ярмушка ялӗнчи шулта вӗренекенсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Алӑ ӗҫӗсен куравӗ пите пуян пулнӑ. Пуканкассинчи Елена Васильева ав турӑшсене вӗтӗ шӑрҫаран ӑсталанӑ, Любовь Анисимова вак укҫасенчен шкатулка тунӑ, Мария Павлова ҫекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |