Чӑваш Енри ветерансем валли Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене кашни ветеран килне вырӑнти социаллӑ хӳтӗлев органӗ урлӑ ҫитерӗҫ.
Республикӑра ветерансене профилактика, сиплев, реабилитаци тӗлӗшӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫулсерен поликлиникӑра тата килте ветерансене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсем, ветерансем, тӑлӑх арӑмсем мӗнле условисенче пурӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенчи 101 ветерана сывлӑха ҫирӗплетмелли «Вега» центра (Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ) илсе кайӗҫ. Кӑҫал республика валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫапа 95 ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн черетре 145 ветеран юлӗ. Ҫак ыйтӑва Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле тӗппипех уҫӑмлатма палӑртнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри уява 500 ытла ветеран хутшӑнӗ. Кашнинпе ҫумӑн социаллӑ ӗҫчен пулӗ, васкавлӑ медпулӑшу машинисем тухӗҫ.
ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре вӑрҫӑ инвадличӗсем, ветерансем пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын юлнӑ.
Паян, Ҫуркуннепе Ӗҫлев уявӗнче, Шупашкарта ӗҫ коллективӗсем утма тухнӑ. Кӑҫал унта 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Уяв колонни яланхи пекех хӑйӗн ҫулне Чапаев скверӗнчен тытӑннӑ, тӗп урампа утса Хӗрлӗ лапама ҫитнӗ. Общество пӗрлешӗвӗсем, политика партийӗсем, предприятисемпе организацисен коллективӗсем, профсоюз представителӗсем, студентсем… — уявра чылайӑн пулнӑ. Чылайӑшӗ ҫемйипех килнӗ. Ачасем тӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем, ялавсем йӑтса ашшӗ-амӑшӗпе юнашар утнӑ. Оркестр, халӑх коллективӗсем пурин кӑмӑлне те ҫӗкленӗ.
Колонна ҫулӗ ҫинче интерактивлӑ 8 лапам йӗркеленӗ. Кӑҫал уявра ҫӗнӗлӗх пулнӑ: чи пултаруллӑ колоннӑсен конкурсне йӗркеленӗ. Жюри членӗсем — тӗрлӗ социаллӑ ушкӑнри тата ӳсӗмри ҫынсем. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 5–6-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Хӗрлӗ лапамра пурне те ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев уявпа саламланӑ. Халӑх юррисен ансамблӗсем, хор коллективӗсем, рок-ушкӑнсем тата ыттисем концерт кӑтартнӑ.
«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май «Ирӗклӗх» пӗрлӗх республикӑн тӗп хулин урамӗсенче чӑваш ялавӗсене салатса ҫӳренӗ.
Ҫынсем ку акцине кӑмӑллӑнах хутшӑннӑ. Ҫав-ҫавах ялава алла илме килӗшмен пӗр хӗрарӑм та тупӑннӑ. Вӑл хирӗҫленӗ: «Украинӑри лару-тӑру 1980-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек пӗчӗк акцисенчен пуҫланнӑ та», — тенӗ.
«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юстици министерстви вӗсен пӗрлӗхне официаллӑ майпа регистрацилеме килӗшмен.
«Ирӗклӗх» хальхи вӑхӑтра тата тепӗр акци ирттерет — лавккасемпе организацисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫкӑч валеҫет. Ӑна акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче пуҫланӑ.
Паян Чӑваш Енре — патшалӑх символӗсен наци уявӗ. Кӑҫал ӑна 10-мӗш хут паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫак ува халалласа район-хулара куравсем, викторинӑсем, уҫӑ уроксем, информаци сехечӗсем, тӗрлӗ конкурссем йӗркеленӗ.
Республикӑра патшалӑх символӗсен уявне 2004 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна, ака уйӑхӗн 29-мӗшне, ахальтен суйламан. 1992 ҫулта ҫак кун ЧР Аслӑ Канашӗ Патшалӑх гимнӗ, ялавӗ, гербӗ пирки помтановлени йышӑннӑ. Ялавпа герб авторӗ — Элли Юрьев. Гимн («Тӑван ҫӗршыв») сӑмахӗсене Илле Тукташ ҫырнӑ, кӗввине Герман Лебедев хатӗрленӗ.
Паян наци уявне паллӑ тунисӗр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗ 20 ҫул тултарнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Патшалӑх Канашӗ пулса кайнине, унӑн аталанӑвне сӳтсе явнӑ. 1994 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗрремӗш сесси иртнӗ. 20 ҫулта Патшалӑх Канашӗ республикӑра 1130 ытла саккун йышӑннӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче Чӑваш чӗлхи кунне тата Яван Яковлевич ҫуралнӑранпа 166 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг иртнӗ.
Кӑҫалхи уява ЧР Культура министрӗ Вадим Ефимова хутшӑннӑ. Вӑл тухса калаҫнӑ чухне Патриархӑмӑр чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас, чӑваш чӗлхине тата культурине аталантарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Митингра кӑҫал сумлӑ хӑнасем тата пулнӑ: ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев, ЧР наци телерадиокомпанийӗн директорӗ Александр Магарин, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов.
Мероприятире XV «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте Гран-прие тивӗҫнӗ Сергей Лекеров юра шӑрантарнӑ, Шупашкарти 33-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Диарова сӑвӑ вуланӑ. Ачасен «Еврокурав — 2013» конкурса хутшӑннӑ Анастасия Егоркина та юрланӑ.
Митинг вӗҫӗнче яланхи пекех Иван Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Ҫак кунах ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем Шупашкарти Яван Яковлев проспектӗнчи Яван Яковлев бюсчӗ умне те чечексем хунӑ.
Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурассине ырлать. Ӑна Канаш ӗҫ планне те кӗртнӗ. Республикӑра ҫак уява туни тӗрӗс тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакна Ашшӗсен канашӗн президиум членӗ, Шупашкар хулин депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ.
Ҫак уява календаре кӗртес ыйтӑва пӗлӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ Ашшӗсен канашӗн президиум ларӑвӗнче пӗрремӗш хут ҫӗкленӗ. Унта «Ашшӗн кунне» (ҫӗртме уйӑхӗ) тата «Асанне кунне» (юпан 28-мӗшӗ) уявлама сӗннӗ. Ҫак шухӑша пурте пӗр саслӑн ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку планра кӑна-ха.
Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнче «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурас тӗлӗшпе алӑ пуснисене пухӗҫ. Акци Екатеринбургра старт илнӗ ӗнтӗ. Вӑтам Уралта пурӑнакансем хӑйсен автографӗсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма пултарӗҫ. Унтан кӗнекене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ярӗҫ. Авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫей Президенчӗ патне илсе ҫитерме палӑртнӑ.
Акци йӗркелӳҫисен шухӑшӗпе, «Ашшӗн кунӗ» ашшӗсен сумне ӳстерӗ. Ҫак уява 50 ытла ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри 20 ытла регионта та ӑна уявлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Сидякин патшалӑх шайӗнче паллӑ тума сӗннӗ.
Мускавра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстарцие Хӗрлӗ лапамра ирттерӗҫ. Кун пекки 1991 ҫултанпа пачах та пулман иккен.
Хыпар тӗрӗсеххине Раҫҫейӗн никама пӑхӑнман профсоюзӗсен федерацийӗн председателӗ Михаил Шмаков ҫирӗплетсе панӑ. 1994 ҫулта колоннӑсем Хӗрлӗ лапамран иртнӗ иккен-ха, анчах демонстраци Васильев тӑвайккийӗнче пулнӑ. Хальхинче вара транспарантлӑ ҫынсем Хӗрлӗ лапампа утса кӑна иртмӗҫ, унтах пухӑнӗҫ.
Шмаков каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв ертӳҫисем унта хутшӑнас пулсан та Мавзолей трибуни ҫине хӑпармӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ют чӗлхе вӗрентекенӗсем Раҫҫейри Британи ҫулне халалласа темиҫе мероприяти те ирттерчӗҫ. Акан 23-мӗшӗнче районти кашни шкул вӗренекенӗ пӗр-пӗр уяв пирки хӑтлав (презентаци) тӑрӑх, е кӗске спектакль кӑтартса, сӑвӑ-юрӑ юрласа Британи тата Америка уявӗ пирки каласа пачӗ.
Кӑҫал Вильям Шекспир ҫуралнӑранпа 450 ҫул ҫитет, Хӗрлӗ Чутайри Татьяна Романова ун пирки каласа пачӗ, Шекспир сӑввине пӑхмасӑр вуларӗ. Роберт Бернс поэта халалласа чутайсемех ҫак уяв еплерех иртнине сӑнласа пачӗҫ, шотланди ташши, «Забыть ли старую любовь» Бернс сӑввисем вырӑсла тата акӑлчанла янӑрарӗҫ. Хрантсус чӗлхине вӗренекенсем Кристина Яхатина, Олеся Петрова тата Мария Филиппова Француз уявӗсемпе паллаштарчӗҫ. Лапаева Кристина Ҫветтуй Валентин уявӗ ирки каласа пачӗ. Питӗркасси шкул вӗренекенӗ Павел Михуткин пурте юратакан Раштав — Christmas уявӗн Британири пулӑмӗсемпе паллаштарчӗ.
Хусанушкӑнь вӗренекенӗ Марина Токшикова Пӗтӗм Тӗнчери Ҫӗр уявӗ пирки, Ҫӗр планетӑна упрасси пирки тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшне тата Ҫӗнтерӳ кунне уявламалли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫу уйахен 1-мӗшӗнче ӗҫ ушкӑнӗсем, общество организацийӗсем, культурӑпа наци автономийӗсем, спорт обществисем, ӳнерпе пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем утма тухӗҫ. Кӑҫал районсемпе хуласен хушшинче чи пултаруллӑ колоннӑна палӑртӗҫ. Организацисемпе предприятисем валли ятарлӑ номинацисем пулӗҫ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене уявпа саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ акципе фестиваль йӗркеленӗ. Вӗсем: «Ӑру астӑвӑмӗ», «Конвертри чечек». «Ӑру астӑвӑмӗ» проект Шупашкарта пӗрремӗш хут иртӗ. Унта пултарулӑх конкурсӗсемпе фестивальсем кӗреҫҫӗ. Финал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен пуҫаласа 9-мӗшӗччен «Ҫӗнтерӳ» паркра иртӗ. Кунта кашни кун 19:00 сехетре суйлав турӗсен ҫӗнтерӳҫисем пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче уҫӑ лапамсенче, канупа культура паркӗсенче «Фронт бригадисем» проект ӗҫлӗ. Мусӑкҫӑсемпе артистсем машинӑпа хула тӑрӑх ҫӳрӗҫ. Шупашкарсем «Вилӗмсӗр полк» акцие те хутшӑнӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Олимпийский» стадионта 10:00 сехетре «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» иртӗ. 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ кунӗ» автомобиль ӑмӑртӑвӗ пулӗ.
Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |