Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Республикӑра

Иртнӗ эрне вӗҫӗнче республикӑра «Хӗрарӑма мухтар» ятпа республикӑри III фестиваль иртнӗ. Унта тӗрлӗ ял-хулара пурӑнакан, тӗрлӗ ӗҫоре тӑрмашакан 25 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Республика шайӗнчи мероприятие хутшӑниччен хайхисен районта тупӑшма тивнӗ. Хӑйсем пирки кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ хӗрарӑмсене дипломсемпе тата парнесемпе чысланӑ.

«Ҫемье ҫирӗп пулсан общество та ҫирӗп», — тенӗ фестивале хушӑннисене саламлама ҫитнӗ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Унта вӑл мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, пынӑ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланнине те асӑнса хӑвранӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ юлашки ҫул хушшичне кӑна 10 процент нумайланнӑ. Кунта, ахӑртнех, нумай ачаллисене патшалӑх тӗрлӗ пулӑшу кӳни мӗн тесен те витӗм кӳретех. Аса илтеретпӗр, виҫӗ ачаллисене ҫӗр тӳлевсӗр параҫҫӗ, амӑш укҫин виҫи те ӳссех пырать. Унтан та ытларах — ҫемьери виҫҫӗмӗш пепкешӗн республика хыснинчен те тупра уйӑраҫҫӗ.

Сӑнсем (31)

 

Чӑвашлӑх

Чӑвашла кунталӑк (календарь) кӑларас йӑлана эпир кӑҫал малалла тӑсрӑмӑр. Асаилтеретпӗр, чи пирвайхи чӑвашла календаре эпир виҫӗмҫул кӑлартӑмӑр — ун чухне 2012 ҫулхи паллӑ юбилярсене вырнаҫтарнӑччӗ. Чӑвашла кунталӑк пӗлтӗр те кӑларса, анчах «Сӑвар» фондпа пӗрле. Ӑна эпир Анатолий Розов ӳнерҫе халалласа хатӗрленӗччӗ.

Кӑҫал вара эпир тахҫанах шухӑшласа хунӑ кунталӑка пичетлесе кӑлартӑмӑр — хальхинче чӑваш уявӗсемпе. Пирӗн кӑҫалхи календарьте эсир хӑҫан Сурхури, хӑш кун Калӑм эрни пуҫланнине, Ҫӑварнине хӑҫан уявламаллине пӗлме пултарайратӑр. Ҫавӑн пекех Кӑшарни, Хӗр сӑри, Мӑнкун, Ҫимӗк, Питрав, Нартукан уявӗсене кунӗсене те палӑртнӑ. Вӗсене уявламалли кунсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенче тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ. Эпир вара уяв кунӗсене Фёдор Мадуровпа тата Виталий Станьялпа канашласа палӑртрӑмӑр.

Кунталӑкра официаллӑ уявсене палӑртма та манса кайман. Унсӑр пуҫне ытти хӑш-пӗр паллӑ кунсене уйӑрнӑ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.i-sum.su/t/44480.html
 

Персона

Кӑҫал Фёдор Миронович Лукин композитор, хор дирижёрӗ, педагог, музыкӑпа общество ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитрӗ. Вӑл Чӑваш музыкӑпа театр техникумне чи малтан пӗтернисенчен пӗри — унтан вӑл 1932 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Консерваторинче аслӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш музыканчӗсенчен пӗри пулнине те палӑртмалла.

Федор Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа республикӑра тата Федор Лукинӑн тӑван, Красноармейски районӗнче кӑҫал тӑтӑшах тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ыран, 17 сехетре, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пултарулӑх каҫӗ пулмалла. Ӑна хатӗрлекенсем уяв савӑк кӑмӑл парнелессе шантараҫҫӗ.

 

Культура

Иртнӗ шӑматкун Ҫӗрпӳ районӗн «Ҫавал» опт базин лаптӑкӗнче чӑваш уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ — ӑна йӗркелессипе базӑн директорӗ Александр Васильев ҫине тӑнӑ. Уява фольклор ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ — районтисем те республикӑрисем те.

«Кӗр сӑри» ирттерме килнӗ юрӑ-ташӑ ушкӑнӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑна мар, хӑнасене тивӗҫлӗ кӗтсе илме пултарассине те кӑтартрӗҫ — вӗретӗ сӑрапа сӑйларӗҫ, апат-ҫимӗҫе пӗҫерес ӑсталӑха вӗрентрӗҫ.

Сӑмах май уявра ӑмӑрту та пулчӗ — килти сӑрана кам тутлӑрах вӗретнипе тупӑшрӗҫ. 1-мӗш вырӑна Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗнчи «Ямаш» ансамбль тивӗҫрӗ. 2-мӗш вырӑна та ҫав тӑрӑхрисемех тухрӗҫ — «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ. Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ял тӑрӑхӗнчи «Шурварпа» Рынкӑ ял тӑрӑхӗнчи «Пилеш» ансамбльсем виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ.

Уяв эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе вӗҫленнӗ.

Сӑнсем (12)

 

Тӗнчере

Шӑп та лӑп 95 ҫул каялла, 1918 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче, Францири Компьень хулинче Германи парӑнни пирки мирлӗ килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла май тӑватӑ ҫул та виҫӗ уйӑх тӑсӑлнӑ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ.

Ку вӑрҫӑра 10 миллиона яхӑн ҫын вилнӗ, 20 миллиона яхӑн — аманнӑ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи политика карттине те самай улӑштарнӑ: Европӑра Германи, Австрипе Венгри тата Раҫҫей империйӗ саланнӑ, Азинче — Оттоман империйӗ пӗтнӗ. Советсен Пӗрлӗхӗн никӗсне хывасси те ҫак вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ тесен йӑнӑш пулмӗ.

Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чӑваш ҫӗрне витӗм кӳмесӗр иртсе кайман. Раҫҫей империне кӗнӗ май фронта чӑвашсене те ӑсатнӑ. Унсӑр пуҫне вӑрҫӑ Раҫҫейшӗн ӑнӑҫсӑр пынӑ май хаксем хӑпарнӑ, ӗҫ укҫи пӗчӗкленнӗ — пурнӑҫ йывӑрланса пынӑ.

Чӳкӗн 11-мӗшӗ Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫинче пуҫа хунӑ салтаксене асӑнмалли кун шутланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.calend.ru/holidays/0/0/1324/
 

Республикӑра

Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Ен приставӗсем хӑйсен професси уявне палӑртрӗҫ. Пӗрисем вӗсене укҫаллӑ парӑмҫӑсем сунчӗҫ, теприсем ӗҫ сахалланса пытӑр та йыш чактӑр терӗҫ.

Кирек епле уяври пекех суд приставӗсене те професси кунӗнче тӗрлӗ шайри наградӑпа чысларӗҫ. Ҫав шутра — икӗ хутчен сӗтев пама тӑрсан та ӑна илмен ӗҫчен те пулчӗ. Ун пек каланине залрисем тата уява пырса ҫитнӗ хӑнасем ӑшшӑн кулса йышӑнчӗҫ. Ку вӑл ӗнтӗ таса чунлӑ специалиста ырлани пулчӗ-тӗр. Пӗтӗмпе вара савӑнӑҫлӑ пухура 50 ытла ӗҫчен Тав хучӗпе дипломлӑ пулса тӑчӗ. Вӗсен хушшинче «Шырава чи лайӑх ирттерекен суд приставӗ» те, «Судри йӗркене тытса тӑрассипе чи лайӑх пристав» та тата ыттисем те пулчӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Паян Шупашкарпа ун ҫумӗнче вырнаҫнӑ Вӑрманкас ялӗ чиккинче чӳк ирттерчӗҫ. Чӑваш тӗнне тытса пыракансем ку вӑхӑтра Кӗр сӑри ирттереҫҫӗ — ӑна вӗсем 1236 ҫулта пирӗн халӑхӑн малтанхи патшалӑхне тутар-монгол ҫарӗсем аркатнӑ хурлӑхлӑ куна асаилсе йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вара унтанпа 777 ҫул ҫитнӗ иккен — ӑна асӑнса ирттерчӗҫ те.

Кӗр сӑри чӳкне пурӗ 50 яхӑн ҫын пухӑнчӗ — вӗсем чӑваш халӑхӗн пултаруллӑ та маттур ывӑлӗсемпе хӗрӗсем. Ҫавӑн пекех юнашар вырнаҫнӑ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен ялсенчи ҫынсем те сахал марччӗ.

Чи малтанах пуҫтарӑннӑ халӑх мӑнаҫлӑ элемпе утса тухрӗ, кайран вара кӗлӗ вуланӑ тата чӳкленӗ хыҫҫӑн вӑйӑ карти йӗркелерӗ. Кӗр сӑрине вӗҫленӗ майӑн така пусса техӗмлӗ шӳрпе тутанчӗҫ.

Халӑхӑн йӑли-йӗркине темле хӗтӗрсен те пӑрахмассине пӗлтерсе сӑтӑрҫӑсен «ӗҫне» те тӳрлетрӗҫ: юпа ҫумӗнчи шӑтӑка хупларӗҫ, йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ картапа килӗшменнине кӑтартса ун урлӑ каҫса кӗчӗҫ.

Сӑнсем (131)

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Паян, чӳкӗн 1-мӗшӗнче, республикӑн аграрийӗсен хӑйсен професси уявне палӑртӗҫ. Тӗрӗссипе, календарь тӑрӑх пӑхсан, вӗсен уявӗ ҫак уйӑхӑн 2-мӗш вырсарни кунӗнчех пулнӑччӗ. Анчах хресчен хирти ӗҫ-пуҫа вӗҫлемесӗр кӗрекене пухӑнмасть. Кӑҫал тата йӗпи-сапи кӗрхи ӗҫсене ирттерме хытах кансӗрлерӗ.

Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Унта районсен делегацийӗсем килсе ҫитӗҫ. Яланхиллех тӗрлӗ курав йӗркелӗҫ. Хӑйсен продукцине сутлӑха республикӑри 10 ытла предприяти тӑратӗ.

Аграрисене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламламалла. Ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов отчет тӑвӗ. Ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ шайри наградӑпа чыслӗҫ. Тата, паллах, концерт та пулӗ.

 

Культура

Иртнӗ юнкун, юпан 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Хушу алӑ пуснӑ — 2014 ҫулхи Республика Кунне Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче ирттермелли пирки ҫирӗплетнӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗ района ятарлӑ ӑмӑрту ирттерсе палӑртнӑ иккен. Михаил Игнатьев хӑйӗн сӑмахӗнче Каҫалсем чи лайӑх хӑтлав кӑтартнине пӗлтернӗ. «Вӗсем чи лайӑх хӑтлав кӑна тӑвайраҫҫӗ тесе ан шутлӑр, ӗҫре те вӗсем яланах хастар!» — тенӗ вӑл.

Хушупа килӗшӳллӗн район Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмелле — вӑл укҫана инфраструктурӑна аталантарма ямалла. Тепӗр май каласан, ялсемпе урамсене капӑрлатма тата илемлетме.

Ҫитес Республика Кунӗнчи мероприятисен планӗ хальлӗхе хатӗр мар-ха, ӑна тума Министрсен Кабинетне хушнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ плана «Акатуя» уявлассине, ҫавӑн пекех культура тата спорт мероприятисене кӗртмеллех тенӗ.

 

Мускаври кӗр сӑри (2006). CRadio сӑнӗ
Мускаври кӗр сӑри (2006). CRadio сӑнӗ

Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗ ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче «Кӗр сӑри» уява йыхравлать. Праҫник ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Унта ҫитес тесен «Тушински» метрора тухмалла. Уява чӑваш юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем хутшӑнмалли пирки пӗлтереҫҫӗ. Культура ҫурчӗн фойинче вара «Букет Чувашии», «Акконд» кондитер хапрӑкӗ, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хӑйӗн продукцийӗн куравне йӗркелӗ.

Уяв концертне тӳлевсӗр кӗреймӗн паллах. Билет хакӗ 400 тенкӗ тӑрать. Ку вӑл вӑй питтисем валли. Пенсионерсене 300 тенкӗпе кӗртеҫҫӗ, студентсене — 250-па. Анчах хӑв тивӗҫлӗ канура е аслӑ шкулта пӗлӳ туптанине ӗнентерме ятарлӑ хут кӑтартмалла.

«Кӗр сӑри» тесе хитре ят панӑ уяв пирки пӗлтернинче халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ епле мероприяти иртессине асӑнман-ха. Кирек епле пулсан та пӗрле пухӑнни паха — вӑл та ҫынсене туслаштарать-ҫке.

 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ... 163
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 23

1931
93
Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та