Атӑлҫи федераци округӗнчи субъекчӗсен мэрӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева миҫемӗш вырӑн йышӑннӑ-ха? Вӑл – 14-мӗш йӗркере.
Танлаштарӑма «Медиалогия» хатӗрленӗ. Журналистсене Ирина Клементьева должноҫӗпе ытлашши усӑ курнипе кӑсӑклантарнӑ. Вӗсене следовательсем ун тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарни интереслентернӗ. Анчах танлаштарӑмра вӑл япӑх хаклав илнӗ.
Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Хусан мэрӗ Ильсур Метшин йышӑннӑ. Вӑл журналистсене Хусан футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне 95 процент йышӑнма хатӗррине пӗлтернӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ольга Ырсем ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 14 сехетре пуҫланнӑ. Унта пыракансем валли фойере сӑнӳкерчӗксен куравӗ йӗркеленӗ. Вӑл РФ тава тивӗҫлӗ артисткин тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ.
Театр сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, программа Ольга Ырсем пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Спектакльти сыпӑксене те кӑтартнӑ. Надежда Кузьмина тата Сергей Павлов артистсен репертуарӗнчи юрӑсем янӑранӑ.
Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарта ҫуралнӑ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ.
Етӗрне районӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пленэр иртнӗ. Унта Шупашкарти, Волгоградри, Пензӑри, Ӗрӗнпурти, Хусанти, Самарӑри, Пенза облаҫӗнчи Сердобскри, Эстонири Таллинти паллӑ художниксем пухӑннӑ.
Вӗсем Етӗрнери А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасене ӑстасем живопиҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ, пултарулӑх утӑмне епле туни ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартнӑ. Хӑюллӑраххисем художниксене ыйтусем те панӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Аслисем ачасемпе кӑмӑлтан калаҫнӑ, илем тӗнчинче пурин вырӑн епле тупнине ӑнлантарнӑ, илеме туйма пӗлмелле тесе каланӑ.
Чӑваш спортсменки Татьяна Арясова Хусанти марафонра ҫӗнтернӗ. Ӑмӑрту ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ. Унта Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. 3 ҫухрӑмлӑ дистанцие VIP-персона чупнӑ. Вӗсен йышӗнче Нюша юрӑҫ та пулнӑ.
Пин-пин спортсмен йышӗнче пирӗн ентеш мала тухнӑ. Вӑл 42,2 ҫухрӑма 2:31:12,49 кӑтартупа вӗҫленӗ. Куншӑн ӑна 200 пин тенкӗ парне парӗҫ.
Ӑмӑртура ҫурмамарафон та чупнӑ. 21,1 ҫухрӑмлӑ дистанцире пирӗн ентешсене ҫитекенни пулман. Пьедесталӑн виҫӗ картлашкине те вӗсем йышӑннӑ. 1-мӗш вырӑна – Наталья Пучкова, 2-мӗш вырӑна - Галина Иванова, 3-мӗш вырӑна Ирина Юманова тухнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Нуреттин Каяпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем туслӑ ҫыхӑнусене анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Турципе Раҫҫей хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла анлӑтас пирки ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Турципе Чӑваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2115 пин долларпа танлашнӑ. Хими,электротехника, промышленноҫ, ял хуҫалӑх тата ытти тавара Турцие ӑсатса Чӑваш Енре ҫак кӑтартӑва татах ӳстересшӗн. Турцин Хусанти Генконсулӗ Чӑваш Ене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗртен-пӗр чаплӑ регион тенӗ. Кун пикри республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Республика тулашӗнчи чӑвашсем тӑван чӗлхешӗн тунсӑхланине пӗрре кӑна мар илтме тивнӗ. Вӗсем Чӑваш Енре тухса тӑракан хаҫат-журнала ҫеҫ мар, урӑх регионсенчи чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене те вулаҫҫӗ. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский "лӑпӑр-лапӑр хаҫатсене вуласа вӑхӑта ирттерсе лариччен" "Раҫҫей каталогӗнчи арпашусене пӑхмасӑр, Чӗмпӗртенех, Чӑваш Республикинче тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала; Тутарстанри «Сувар», Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатсене» ҫырӑнни пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑвашла пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнма вӑл 1050 тенкӗ тӑкакланине вӑл уйӑхсерен пайланӑ. Нумай та мар: 175 тенке ларать иккен. «Чӗмпӗр ҫӗрӗнче пурӑнса ача чухне юратса, ҫурӑлса пӗтиччен вуланӑ «Тӑван Атӑл» журналпа, хам ҫуралнӑ тӑван республикӑри «Сувар» хаҫатпа хыпаланмасӑр паллашма пулать. Ҫырӑннин укҫи (уйӑхрине илсен) — пулӑ е кӑлпассин хӳри хакӗ, вӑл ӑҫта кайса ҫухалнине те туймастӑн, кӗсъе тӗпӗнче те тупаймастӑн. Чӑвашлӑха пулӑшни, хамӑр чӗлхепе вулани, вара, мӗне тӑрать!» — шухӑшлать Микулай Павловский.
Нумаях пулмасть Тутарстанра унта пурӑнакан халӑхсен съезчӗ иртнӗ. «Бизнес онлайн» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрах, капла форума унччен икӗ хут кӑна ирттернӗ: пӗрре — 1992 ҫулта, тепре — 2007-мӗшӗнче.
Тутарстанра тӗпленнӗ халӑхсемпе паллаштаракан, вӗсен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ пирки сӳтсе явакан анлӑ форума чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тутар Республикинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем, чӑвашсем, шучӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи йышлисем, паллах, тутарсем. Унтан — вырӑссем, кайран — чӑвашсем. Тутарстанри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин уява наци кӗпине тӑхӑнса ҫитнӗ.
Шупашкарта пӗрремӗш призывниксене ҫара ӑсатнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри нацгвардире ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Паян ҫар комиссариачӗн пуху пунктӗнче, Пирогов урамӗнче, пулас салтаксене тӑванӗсем ӑсатнӑ. Пӗтӗмпе 14 каччӑ пынӑ унта. Вӗсем ҫар тивӗҫне Мускавра, Хусанта пурнӑҫлӗҫ.
Призывниксене ятарлӑ тумсемпе тивӗҫтернӗ. Кашнине электронлӑ картта, сим-картта панӑ. Тӑванӗсем сывпуллашмалли самант ҫитсен куҫҫульне чарайман. Ҫапах кашниех ӑнланнӑ: ҫар тивӗҫне пурнӑҫласси — кашни арҫыннӑн тивӗҫӗ.
Тӑван республикӑмӑрта чӑнкӑ туллӑ-сӑртлӑ вырӑнсемех ҫук-ха. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ачасем Шупашкарти олимп резервӗн 1-мӗш шкулӗнчи скалодромра тупӑшнӑ. Унта республикӑн тӗп хулин шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту иртнӗ.
Шупашкарта йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Хусанти, Кироври, Меллекесри (Дмитровградри), Тольяттинчи, Самарти, Чулхулари хӗрачасемпе арҫын ачасем килсе ҫитнӗ. Тупӑшӑва сакӑр ҫултан пуҫласа 15 ҫула ҫитнисем таран йыхравланӑ.
Кӗҫӗн ушкӑнра Кироври Екатерина Дульгерова тата Давид Мамин ҫӗнтернӗ. 10–13 ҫулсенчисенчен — Хусанти Алиса Валеева тата Самарти Алексей Толмачёв, 14–15 ҫулсенчи хӗрсемпе яшсенчен — Тольяттинчи Тимофей Софрыгин тата Чулхулари Мария Плеснева.
Ту ҫине хӑвӑрт улӑхнӑ ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе тата дипломсемпе чысланӑ.
Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |