Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӗмпӗр

ҪУ
05

Ылтӑн этно мистер — чӑваш каччи
 Николай Ларионов -Йелмел | 05.05.2011 09:02 |

Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче
Леонид Антонов чӗлхе кунӗнче

Чӗмпӗрте С.Морозов кӗпӗрнаттӑр пуҫарнипе пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче «Этно мистер» конкурс иртрӗ. Унта 10 каччӑ хутшӑнчӗ — Израильтен, Нигерирен, Арменирен, Азербайджанран, Казахстанран тата ытти ҫӗртен. Чӑвашсен ятне Шупашкартан килнӗ Леонид Антонов (Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ) хӳтӗлерӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма «Асамат» ушкӑна илсе килнӗ. Ку ушкӑна куракансем тата жюри «чувашские песняры» тесе мухтарӗҫ.

Юлашкинчен жюри председателӗ Елена Морозова ҫӗнтерӳҫӗ кам пулнине пӗлтерчӗ. Вӑл чӑваш каччи — Леонид Антонов! Ҫапла вара вӑл «Ылтӑн этно мистер-2011» ята тата хаклӑ парнене тивӗҫрӗ! Залри халӑх авалхи чӑвашсен Аттил патши тумне тӑхӑннӑ Л.Антонова ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗ.

 

ПУШ
18

Настя — Чӗмпӗр Ен сарпики
 Николай Ларионов-Йелмел | 18.03.2011 13:03 |

Анастасия Ахмерова
Анастасия Ахмерова

Чӗмпӗрте чӑваш хӗрӗсен облаҫри 11-мӗш конкурсӗ — «Сарпике-2011» иртрӗ. Унта 11 ҫамрӑк хутшӑнчӗ.

Вӗсем 5 тапхӑр витӗр тухрӗҫ: хӑйӗнпе паллаштарни, спорт ташши е гимнастики, ӑс-хакӑл, чӑваш апачӗ, пултарулӑх.

Жюри конкурс ҫӗнтерӳҫи тесе Чӑнлӑ районӗнчи Пухтел ялӗнчен килнӗ Анастасия Ахмерована палӑртрӗ. Ӑна хатӗрлекенӗ — В.И.Салюкина вӗрентекен. Иккӗмӗш вырӑнта — Алёна Карсакова (Чӗмпӗр), виҫҫӗмӗш — Оксана Долговӑпа (Ҫӗнӗ Улхаш) Татьяна Буркина (Ирҫел).

Мероприятие ирттерме укҫа-тенкӗ енчен УОЧНКА (ертӳҫи В.И.Сваев) ҫумӗнчи чӑваш арӗсен «Эртел» ушкӑнӗ пулӑшрӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «Билайн» компани кӗсье телефонӗсем парса чысларӗ.

 

РАШ
27

Тӑван чӗлхе вӗрентӳҫисен конкурсӗ
 Николай Ларионов-Йелмел | 27.12.2010 18:02 |

Светлана Марышева
Светлана Марышева

Чӗмпӗрте тӑван чӗлхе вӗрентӳҫисен конкурсӗ иртрӗ. Ӑна облаҫри вӗренӳ министерстви тата облаҫри чӑвашсен наципе культура автономийӗ (УОЧНКА) йӗркелерӗҫ. Унта тутар, мӑкшӑ, чӑваш халӑх ҫыннисем хутшӑнчӗҫ. Кашни наци уйрӑммӑн ӑмӑртрӗ. Чӑвашсен конкурсне ултӑ вӗрентӳҫӗ суйласа илнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр хулинчи 55-мӗш шкулта вӗрентекен Светлана Марышева (вӑл Чӑваш Республикинчи Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ) ҫӗнсе илчӗ. Иккӗмӗшӗ — Валентина Киргизова (Димитровград хули). Светлана Телеева (Чӑнлӑ районӗ, Анат Тимӗрҫен ялӗ) виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Мала тухакана УОЧНКА ҫумӗнчи усламҫӑсен «Эртел» ушкӑн арӗсем ноутбук парнелерӗҫ. Ыттисем те парнесӗр юлмарӗҫ.

Конкурса хутшӑнакансене Шупашкартан пынӑ ЧНК президенчӗн ҫумӗ Валентин Абрамов та парнесем парса чысларӗ.

 

ЧӲК
19

Чӗмпӗрте — И.Я.Яковлев скверӗ
 Николай Ларионов -Йелмел | 19.11.2010 13:56 |

Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев палӑкӗ
Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев палӑкӗ

Чӗмпӗр хулинчи Сентябрӗн 12-мӗшӗн урамӗнчи «Йӗплӗ садик» ятне улӑштарнӑ — Иван Яковлевич Яковлев ятне панӑ. 2006 ҫулта уҫнӑ чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн палӑкӗ шӑп та ҫак скверта тӑрать те ӗнтӗ.

2011 ҫулта ҫак сквера йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Унта ҫӗнӗ карта тытӗҫ, хунарсем ҫакӗҫ, саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫулсене плитка хурса ҫӗнетӗҫ. Ҫапла май ку сквер чӑн та илемленессе шанӑҫ пур.

 

ЮПА
21

Акатуя лайӑхрах ирттерес тесе сӗнӳсем кӗтетпӗр
 Николай Ларионов | 21.10.2010 11:14 |

Чӗмпӗрти «Палнай» ансамбль Мускаври Акатуйра
Чӗмпӗрти «Палнай» ансамбль Мускаври Акатуйра

2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫей чӑвашӗсен Акатуйӗ иртет. Унччен маларах виҫӗ кун Чӗмпӗр облаҫӗнче Чӑваш Республикин кунӗсем пулаҫҫӗ. Уявӑн йӗркелӳ комитетне Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Иванович Морозов ертсе пырать. Ҫак кунсенче вӑл лару ирттерчӗ.

— Уява питӗ чаплӑ ирттерес килет. Унта пӗтӗм тӗнчери паллӑ чӑвашсене, чапа тухнӑ ҫынсене пуҫтарасчӗ. Акатуйра кашни чӑваш хӑйӗн халӑхӗпе мӑнаҫланма пултартӑр. Тен, Акатуя килме Раҫҫей Президентне е премьер-министрне йыхрав ярӑпӑр. Ун пек тума вара уява ҫӳллӗ шайра ирттермелле. Халӗ эпир Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсенчен сӗнӳсем кӗтетпӗр — Акатуй лайӑх ирттӗр тесен программӑна ҫӗннине мӗн кӗртме пулать? — терӗ С.И.Морозов.

 

Акатуй программинче: профессионал артистсен тата пултарулӑх ушкӑнӗсен концерчӗсем, лашасене чуптарасси, кӗрешӳ, тӗрлӗ конкурссем тата вӑйӑсем...

Хутшӑнакансен шучӗ — 2 пин ҫын, куракансем — 30 пин.

Хӑвӑрӑн сӗнӗвӗрсене 8-842-2-41-12-80 тата 8-842-2-30-03-91 инҫесас (ҫаках телефакс) номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пултаратӑр.

Малалла...

 

Сайт пичӗ
Сайт пичӗ

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен тӗнче тӗтелӗнче чӑваш вӗрентекенӗсен интернет педканашӗ ӗҫлӗ. Ку канашлу тӑваттӑмӗш хут иртет. Кӑҫалхи форума ирттерме ятарласа ҫӗнӗ сайт уҫнӑ. Унта http://pkanash.chv.su/ каҫӑпа кӗме пулать.

Педканаша Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗрентӳ институчӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттереҫҫӗ. Виҫӗмҫулхи педканаша 72 педагог хутшӑннӑччӗ, пӗлтӗр канашлӑва хутшӑннисен хисепӗ 101-пе танлашрӗ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче форума хутшӑнакансем вӑл е ку ыйтупа 700 хут ытла сӑмах илнӗ.

Виҫӗ ҫул хушшинче Чӑваш Республикин пур районӗнчи педагогсем форумпа тухса калаҫнӑ, унсӑр пуҫне Чӗмпӗр, Тутарстан тата Пӑшкӑрт Республикин тӑрӑхӗсенчи чӑваш педагогӗсем те педканашра хӑйсен сӑмахне каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pedkanash.chv.su
 

УТӐ
21

Чӗмпӗрте Раҫҫей чӑвашӗсен Акатуйӗ пулӗ
 Николай Ларионов-Йелмел | 21.07.2010 09:42 |

2011 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Чӗмпӗрте пӗрремӗш хут Пӗтӗм Раҫҫейри чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Хӑнасене ҫӗршыври 50 регионтан тата 6 ют ҫӗршывран чӗннӗ. Пурӗ 1500 артист килсе ҫитмелле, 300-ӗшӗ — Шупашкартан.

Лашасем сиккипе чупса та, юртӑпа та ӑмӑртӗҫ.

Чӑваш наци кӗрешӗвӗнче ҫӗнтерекене ҫӑмӑл автомобиль тата така парӗҫ.

Акатуй кураторӗ — Елчӗк районӗ.

Малашне ҫакӑн пек Акатуй кашни ҫул иртӗ, ун вырӑнне ҫулсерен улӑштарса тӑрӗҫ. Ку ӗҫе 2011 ҫулта чӗмпӗрсем пуҫлаҫҫӗ.

 

Димитровград стелли
Димитровград стелли

Ҫу уйӑхӗ вӗҫнелле, ҫӗртме уйӑхӗ пуҫламӑшӗнче чӑваш тӗнчинче Акатуй уявӗ кӗрлеме тытӑнать — вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, ун тулашӗнче те шавлӑн та савӑнӑҫлӑн иртет. Кӑҫал Чӗмпӗрпе Свердловск облаҫӗсенче Акатуя ҫӑвӑн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш Енрен ку уявсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесре (Дмитровград) юрӑ-ташӑпа «Янташ» ушкӑн (ертӳҫи Анатолий Никитин) савӑнтарӗ. Свердловск облаҫӗнчи Акатуя вара «Янра, юрӑ» ансамбль (ертӳҫи Вячеслав Христофоров) хутшӑнӗ.

 

Туссем, юлташсем, тӑванӑмӑрсем!

 

Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче йӗркеленнӗ «Уллах» ятлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхӗ пурне те ҫуралнӑ кун ячӗпе ирттерекен дискотекӑна чӗнет! Сирӗн кӑмӑлӑрсене ҫӗклеме ятарласа Шупашкартан Пётр Ермолаевпа Андрей Шадриков килеҫҫӗ!

 

Дискотека «Мambo» каҫхи клубра иртӗ. Пуҫламӑшӗ 20 сехетре!

 

Билет хакӗ:

- малтан туянсан 150 тенкӗ;

- кӗнӗ ҫӗртре 250 тенкӗпе туянма пулать.

Билетсене ҫак адреспа туянма май пур:

● Радищев урамӗ, 57 ҫурт, «Раҫҫейри ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ» (чӑвашла ҫырман пулсан «Российский Союз Молодёжи» ята шырӑр)

Унта ҫитме кансӗр пулсан 8-908-471-32-67 инҫесас номерӗ урлӑ та туянма пулать.

 

ПУШ
25

Чӑваш хӗрарӑмӗ — чи лайӑх анне
 Николай Йелмел | 25.03.2010 08:51 |

Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче 1-мӗш хут «Эп — анне» конкурс иртнӗ. Унта сакӑр наци хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ: чӑваш, тутар, еврей, мордва, вырӑс, вьетнам, эрмен, азербайджан. Кашни хӗрарӑм хӑй наци культурине туллинрех кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Жюри ҫаплах халӑх юррисене шӑрантарнине, наци тумне тӑхӑннине хакланӑ.

Конкурсра чӑваш хӗрарӑмӗ — Чӗмпӗрте пурӑнакан Светлана Трубочникова (Караполова) ҫӗнтернӗ. Вӑл ача садӗнче воспитательте вӑй хурать. Конкурсра ӑна мӑшӑрӗ Александр тата 4 ҫул та тултарман хӗрӗ Виктория пулӑшнӑ, Светланӑпа пӗрле сцена ҫине тухнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӗмпӗр облаҫӗнче тухакан «Канаш» хаҫат

 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.06.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере астăвăр: çын - машина мар, эппин, сывлăха нумай тимлĕх уйăрмалла. Суранланас е вăраха кайнă чирсем вăранас хăрушлăх пур. Çавăнпа ытлашши ĕçлемелле мар, анчах пуçлăха та кахаллăхпа тарăхтарма юрамасть. Унсăрăн планăрсем пурнăçланмĕç. Эрнен иккĕмĕш çурри вĕткеленÿре иртĕ.

Ҫӗртме, 28

1956
68
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть