Ульяновскра тухса тӑракан чӑвашла «Еткер» кӑларӑм 20 ҫулта.
Юпан 24-мӗшӗнче Ульяновскри Халӑх культурисен центрӗнче "Еткер" телекӑларӑм уҫӑлнӑранпа 20 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ мероприяти иртрӗ. Кермен залӗнче пухӑннӑ лӑк тулли халӑх пӗрне-пӗри уявпа саламларӗ. Официаллӑ делегацисем Тутарстанран, Чӑваш Республикинчен тата Самар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. «Еткер» редакцин редакторӗ пӗр улшӑнми 20 ҫул пулса вӑй хуракан Олег Николаевич Мустаева Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр ячӗпе саламласа ылтӑн сехет парнелерӗҫ. Тӗрлӗрен обществӑлла организацисемпе патшалӑх тытӑмӗн ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн уяв малалла Светлана Яковлева, Алексей тата Андрей Шадриковсем, Дипендра Мани, Александр Ильин, Светлана Карсакова, Силиса, Типшӗм Сашук юрӑҫӑсемпе «Авангард» ташӑ ушкӑнӗн илемлӗ концерчӗпе малалла тӑсӑлчӗ.
Савӑнӑҫлӑ каҫ вӗҫӗнче Олег Мустаев уява унпа пӗрле паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ентешсене пуҫ тайса тав турӗ.
Чӗмпӗрти «Арбат» культура комплексӗнче юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗ кунӗнче чӑваш каччисемпе хӗрӗсем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ. Уява йӗркелекенӗ — «Уллах» ятлӑ чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ. Дискотекӑна 400 ҫын ытла пухӑннӑ. Кӳршӗ Тутарстан ҫамрӑкӗсем те ҫитнӗ. Конкурссенче, вӑйӑсенче ҫӗнтерекенсене парнесем парса хавхалантарнӑ. Вырӑнти ҫамрӑк юрӑҫсем Елена Чечукова, Дмитрий Ахмеров пуханнисене янӑравлӑ сассипе савӑнтарнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Канаш» хаҫат (Чӗмпӗр)
Ҫапла, юпан 9-мӗшӗнче «Уллах» ЧҪП Чӗмпӗрте черетлӗ дискотека ирттерет. Вӑл Арбатра (Чӗмпӗрсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ) пулӗ, 21 сехет каҫхине пуҫланӗ. Дискотека «Салтака ӑсататпӑр» ятпа пулать.
Ятарлӑ хӑнасем: Чӗмпӗр облаҫӗнчи юрӑҫсем.
Билет хакӗ: 13 сехетчен — 150 тенкӗ, ун хыҫҫӑн — 200 тенкӗ. Маларах туянас текенсем 100 тенкӗпе туянма пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли инҫесас номерӗ: 8-908-471-32-67.
Чӗмпӗр каччисемпе хӗрӗсем! Сире пурне те ҫак хаваслӑ мероприятине йыхлавлатпӑр!
Утӑ уйӑхӗн 5-11-мӗшӗсенче «Сувар» ятлӑ ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫулҫӳреве тухрӗ. Чунҫӳреве (поломничествӑна) пурӗ 33 ҫын тухрӗ — вӗсен шутӗнче О. Цыпленков (чунҫӳрев ертӳҫи), «Шуҫӑм» ансамбль, ҫыравҫӑсем (С. Асамат, Лидия Сарине), Вера Никонорова эстрада ҫӑлтӑрӗ, чӑваш чӗлхи вӗрентӳҫисем, ҫамрӑксем пулчӗҫ. Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗ те вӗсемпе пӗрле кайса килчӗ.
Чунҫӳрев утӑн 5-мӗшӗнче пуҫланчӗ. Чи малтан ҫула тухнӑскерсем Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ ялне кӗрсе тухрӗҫ — паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ! Кайран Митта Ваҫлейӗн, Геннадий Айхи вилтӑприйӗсем ҫине ҫитсе вӗсене асӑнчӗҫ, Тикеш хулашпа паллашрӗҫ. Пӗрремӗш кун Кӑнна Кушкинче вӗҫленчӗ — Иван Яковлев ҫуралнӑ ялӗнче музейпе паллашрӗҫ, ҫула тухнӑ артистсем концерт кӑтартрӗҫ, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведущийӗ Антонина Андреева кӑвар чӗреллӗ поэтӑн кун-ҫулӗпе, унӑн сӑввисемпе паллаштарчӗ.
Иккӗмӗш кунне чунҫӳревҫӗсем Чӗмпӗр урлӑ Самар облаҫӗнчи Ухинкел ялне кайрӗҫ. Шел те, ку кун Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче музей ӗҫлеменнине пула Чӗмпӗрте чарӑнса тӑрасси пулмарӗ.
Хальлӗхе 1-мӗшӗ ҫеҫ-ха. Ун тиражӗ — 4 пин экземпляр. Проект авторӗ, укҫа-тенкӗпе тивеҫтерекенӗ, редакторӗ, издателӗ Дмитрий Кузьмин усламҫӑ ҫак кӗнекесене хӑвӑртрах сутса пӗтерсе ҫав укҫапа 2-мӗш томне кӑларма пикенесшӗн. 1-мӗш тома Ульяновск, Сарӑту, Пенза облаҫӗсенче пурӑнакан е ҫак регионсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ 1250 ҫынна кӗртнӗ. Ҫаплах ҫакӑнта вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсем, паллӑ вырӑнсем ҫинчен ҫырни пур кунта. Ҫавӑнпа кӗнеке ячӗ те ҫапларах: «Краткая чувашская региональная энциклопедия». 2-мӗш том валли те чылай ят пуҫтарнӑ ӗнтӗ.
Кӗнеке кӑларма патшалӑх пӗр пус та паман, уйрӑм усламҫӑсем ҫеҫ кӑштах пулӑшнӑ. Пӗтӗм йывӑрлӑхне вара Дмитрий Васильевич хӑй ҫине илнӗ: хӑй машинипе ялсем тӑрӑх ҫӳресе тивӗҫлӗ ҫынсен ячӗсене пуҫтарнӑ, укҫалла наборщик, корректор, верстальщик тупса ӗҫлеттернӗ.
Кӗнекене Шупашкарти типографире пичетленӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хасат
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ пулать. Вырӑнӗ — Винновка ращи (чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен инҫе мар). 11 сехетре пуҫланать. Артистсене, кӗрешӳҫӗсене, кире пукан йӑтакансене, куракансене йыхравлатпӑр.
Уява Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Чӗмпӗрте Чӑваш Республикипе Ульяновск облаҫӗ хушшинче «Диалог культур» ятпа культура ҫыхӑнӑвӗсене анлатма Килӗшӳ туса ҫирӗплетрӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӗмпӗре Шупашкартан делегаци пырса кайрӗ: культура министерӗн ҫумӗ Казакова Т.В., пай пуҫлӑхӗ Краснов М.Н., ЧПУ доценчӗ Абрамов В.А., РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ В.П.Нагорнов.
Ҫак Килӗшӳ тӑрӑх Культура программи Ульяновск облаҫӗнче чӳк уйӑхӗччен тӑсӑлмалла. Унта ҫыравҫӑсен, ӳнерҫӗсен тата ытти пултарулӑх ҫыннисен тӗлпулӑвӗсем иртмелле.
Чӗмпӗрсем умӗнче Чӑваш патшалӑх академи ансамблӗ пысӑк концерт кӑтартрӗ.
Пуш уйахӗн 26-мӗшӗнче Чӗмпӗрти чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗн 1000-мӗш номерӗ тухрӗ. Пӗрремӗш кӑларӑмӗ вара 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче тухнӑччӗ. Хаҫат кӑҫал 20 ҫул тултарать.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӑй хуракансем ӑслӑлӑхра малтисен ретӗнче пулни тата В.А. Милютин доцент кӗҫех Элиста хулинче (Калмӑк республики) иртекен фольклор ташшисен конференцине хутшӑнасси пирки эпир интернетра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Пирӗн ӗҫтешӗмӗр Калмӑк патшалӑх гуманитари институтӗнче иртнӗ семинар-практикумра «Чӑваш ташшин традицилле лексикинчи хӑшпӗр уйрӑмлӑхсем» темӑпа доклад тунӑ. Владимир Аркадьевич сӑмахпа каласа ҫеҫ мар, ташӑри хӑшпӗр уйрӑмлӑхсене хусканупа та кӑтартса парса Питӗр, Нальчик, Владикавказ, Якутск хулисенчен килнӗ хӑнасене тӗлӗнтернӗ. Калмӑк фольклорисчӗсене уйрӑмах ҫакӑ кӑсӑклантарнӑ: В.Милютин доцент кӑтартнӑ хӑшпӗр хусканусем, тӗслӗхрен, чӑваш хӗрарӑмӗсем мӑшӑрлӑ ташӑра ӳт-пӗве чӗтрентерсе ташлани, калмӑк халӑхӗ хушшинче анлӑ сарӑлнӑ хусканусен шутне кӗреҫҫӗ. Ҫакнашкал ташӑ пайрӑмӗсене Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсем ӑҫтан вӗреннӗ-ха? Ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе-явнӑ май ҫакӑ паллӑ пулнӑ: асӑннӑ регионта тахҫан авал (ваттисем каланӑ тӑрӑх) калмӑксем те пурӑннӑ-мӗн.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинче хупӑ чӑваш дискотеки иртӗ. Вӑл «Арбат» клубра 18 сехетпе 23 сехетчен иртӗ. Хакӗ 200 тенкӗ. Дискотекӑна пурте килме пултараҫҫӗ: асли те кӗҫӗнни те!
Дискотека хупӑ мелпе иртнӗрен унта лекмешкӗн сирӗн ирттерекенсемпе ҫыхӑнма тивет: 8-937-453-86-98 (ку кӗсье телефонӗн номерӗ). Маларах ҫыхӑнсан дискотекӑна лекес шанчӑк пысӑкрах!
«Арбат» клубӑн адресӗ: Чӗмпӗр хули, Карл Маркс урамӗ, 7-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |