Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн председательне паян патшалӑх наградипе чысланӑ. Ордена ӑна паян тыттарман-ха, анчах парасси ҫинчен калакан хушӑвне кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн паянхи 40-мӗш номерлӗ Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Порфирьев судьяна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ.
Николай Петрович — чӑваш. Кӑҫалхи ҫул уншӑн юбилейлӑ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1951 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑскер ҫитес уйӑхра 65 ҫул тултарать.
Чӑваш Енӗн Аслӑ судне вӑл 2005 ҫултанпа ертсе пырать. 1986 ҫултанпа унта председатель ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Судья ӗҫне 1979-мӗшӗнче Шупашкарти Мускав районӗн тӳринчен тытӑннӑ. Кайран ӑна асӑннӑ район сучӗн ертӳҫине лартнӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» ятпа ирттернӗ видесӑвӑсен конкурсра мала тухнисене палӑртнӑ. Кун пирки «Шкулта» интернет-журнал пӗлтерет. Хаклавҫӑсен йышӗ пӗчӗк мар пулнӑ — пурӗ 13 ҫын. Вӗсен ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн мала ҫак ачасем тухнӑ:
«Пукан ҫинче» номинацире (кунта чи кӗҫӗннисем пулчӗҫ) Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫри тӗп шкул ҫумӗнчи ача пахчине ҫӳрекен Софья Моисеева тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Татьяна Патшинӑпа Мария Лотова йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех палӑрнӑ: Арина Емельянова, Ева Сорокина тата Макар Иванов.
«Пукане» номинацире 4 ҫул ҫурӑран аслӑрах шкул ҫулне ҫитмен хӗрачасем тупӑшрӗҫ. Чи маттурри Комсомольски районӗнчи 2-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Мария Николаева пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ульяна Шашковӑпа Анна Михайлова йышӑнчӗҫ. Анна — Пушкӑрт Республикинчен. Ҫавӑн пекех палӑрчӗҫ: Ульяна Альгеева, Юлия Маркова, Марина Алексеева.
«Шӗвӗркке» номинаци «Пукане» пеккиех, анчах арҫын ачасем валли. Кунта мала Шупашкарти 112-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Даниил Афанасьев тухрӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Владимир Яковлевпа Сергей Лукианов йышӑнчӗҫ.
Шупашкарти 29-мӗш вӑтам шкулта туалета ашшӗ-амӑш укҫипе юсанӑ. Материалне туянма та, ӗҫне пурнӑҫлама та вӗренӳ учрежденийӗ 1-мӗш «м», 2-мӗш «а», 3-мӗш «п» классенче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗн куҫӗнчен пӑхнӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫнӑ, анчах вӗсем укҫана хӑйсенчен ирӗксӗртен пухнине йышӑнман.
Апла-и, капла-и, саккунпа килӗшӳллӗн вара шкула муниципалитетӑн тытса тӑмалла. Енчен те ыркӑмӑллӑх укҫи тесе кӗмӗл пухас-тӑвас пулсан ӑна вӗренӳ учрежденийӗн счечӗ ҫине куҫармалла, ашшӗ-амӑшӗпе ыркӑмӑллӑх укҫи пухни пирки килӗшӳ ҫырмалла.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче прокуратура ачасене шкула йышӑннӑ чух документсене ашшӗ-амӑшӗнчен кӑна мар, асламӑшӗ-кукамӑшӗнчен йышӑннине те тупса палӑртнӑ. Кӑлтӑксем пирки шкул директорне представлени ҫырса панӑ. Унта ҫитменлӗхе пӗтерме, айӑплине явап тыттарма хушнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ ҫывхарнӑ май республикӑри район-хулана илемлетме тытӑнӗҫ. Шупашкарта ҫак уяв тӗлне икӗ тачанка вырнаҫтарасшӑн.
Пулемет тачанкисене «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче тата Чапаев скверӗнче лартасшӑн. Арт-объектсемпе хулана илем кӳресшӗн.
Ахӑртнех, Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи тачанкӑсемпе кашнинех ҫывӑхрах паллашас килӗ. Ҫӗнӗ арт-объектсем Чапаев музейӗнчи пекех пулӗҫ. Вӑрҫӑра унпа «Максим» пулемета куҫарса ҫӳренӗ.
Тачанкӑна 2-3 лаша кӳлнӗ. Унпа лаша ҫарӗнче ытларах усӑ курнӑ. Тачанкӑсем патӗнче хула ҫыннисем сӑн ӳкерӗнме пултарӗҫ.
Шупашкарти аэропорта федераци пӗлтерӗшлисен списокне кӗртнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Хушӑва ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ. Хушупа килӗшӳллӗн, федераци пӗлтерӗшлӗ аэропортсен йышне 91-ен кӗнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарти те.
Списока Мускаври тӑватӑ аэропорт, Питӗрти, Раҫҫей субъекчӗсен тӗп хулисенчи аэропортсем кӗнӗ. 13-ӗшӗн тӗнче шайӗнчи статус ҫук.
Кӑҫал Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул хыҫа юлать. Уява яланхиллех ҫӳллӗ шайра йӗркелесшӗн. Кӑҫал кун валли хыснаран укҫа сахалрах уйӑраҫҫӗ пулин те уява ытти чухнехинчен кая мар ирттересшӗн.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫырӑвне Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: «2016 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. Уяв мероприятийӗсене хатӗрленес тата вӗсене ҫӳллӗ шайра ирттерес тӗллевпе Сирӗнтен оклад чухлӗ ыркӑмӑллӑх пулӑшӑвне кӳме сӗнетӗп». Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗнче, республикӑра правительство пуҫарӑвӗпе лицевой счет уҫнӑ. Фонда пухӑннӑ укҫа уяв валли кайӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫыхӑнура» форумра kuka-84 никлӑ ҫын ӗҫӗнче Ҫӗнтерӳ уявӗ валли укҫа пухнине пӗлтернӗ. Ахаль ӗҫченсенчен — 50 тенкӗ, пай пуҫлӑхӗсенчен — 100 тенкӗ, пуҫлӑх ҫумӗсенчен — 200, директортан 300 тенкӗ пухнине хыпарланӑ вӑл. «Укҫана Министерство Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявламашкӑн пухать. Пухнӑ укҫа виҫи пысӑках мар пулин те эпир тӗлӗнтӗмӗр.
Шупашкарта вӗренекен ачасем Ӗнчӗри (Индири) Дели хулинчен таврӑннӑ. Унта вӗсем ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ.
Шупашкарти 41-мӗш шкулта ӑс пухакан пилӗк ача Делири харпӑр шкулта хӑнара пулса курнӑ. Унта вӗсем 17 кун пурӑннӑ. Чӑваш ачисене ҫав шкула вӗренме ҫӳрекен шӑпӑрлансен ҫемйисем хӑйсем патне вырнаҫтарнӑ.
Палӑртар: Индипе Чӑваш Ен делегацийӗсем 2014 ҫулта пӗрремӗш хут ылмашӑннӑ. Унтан 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Инди ачисем Шупашкара килнӗ.
Ӗнчӗри ҫав шкулта 2500 ача вӗренет, вӗсене 100 яхӑн учитель ӑс парать. Вӗсем акӑлчанла вӗренеҫҫӗ. Хинди чӗлхине (тӑван чӗлхе) пирӗн шкулта чӑваш чӗлхине вӗреннӗ пек вӗренеҫҫӗ. Эрнере 3 сехет пулать-мӗн.
Инди шкулӗнче пирӗннисем шӑнкӑрч вӗллисем тунӑ, унти ачасемпе баскетболла вылянӑ. Шкул ҫывӑхӗнче — пахча. Унта пирӗннисем йывӑҫ та лартнӑ. Ачасем ку ҫулҫӳревпе кӑмӑллӑ юлнӑ.
Шупашкарта ҫухалнӑ Катя Кораблевӑна шырама чарӑннӑ. 15 ҫулти хӗрача паян, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ.
Катьӑн кукамӑшӗ Любовь Федоровна каланӑ тӑрӑх, Катьӑна паян темӗнле ҫынсем таксипе илсе килнӗ. Ку ирхине пулнӑ, ирхи 7 сехет те ҫитмен ун чухне.
— Катя шокраччӗ, макӑратчӗ. Пире курма хавас пулчӗ вӑл. Ӑна илсе килнӗ ҫынсемпе — ватӑрах арҫынпа тата хӗрарӑмпа — эпӗ калаҫмарӑм, Катьӑна курнипе кун пирки шухӑшламан та, — тенӗ Любовь Федоровна.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Катя тӗлӗшпе преступлени туман. Хӗрачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна анализ партарнӑ. Унтан ӑна йӗрке хуралҫисем тӗпчеме илсе кайнӑ.
Ҫӗнтерӳ уявӗнче республикӑра чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Раҫҫейри тӗрлӗ хулара ҫынсем пӗрле пухӑнса «День Победы» юрра шӑрантараҫҫӗ. Кунашкал акцие Шупашкар та хутшӑнӗ.
Ку мероприяти ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Юрлама пӗлни, хӑш ӳсӗмре пулни пӗлтерӗшлӗ мар — пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.
Хӗрлӗ тӳреме пынӑ кашни ҫынна хутран ӑсталанӑ ялав парӗҫ, унӑн тепӗр енче юрӑ сӑмахӗсем пулӗҫ. Мероприятие вокал студийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ.
Сӑмах май, кунашкал мероприяти пӗлтӗр те иртнӗ. Унта ун чухне 7 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Мӗн тума? Мӗн тӗллевпе? Пӗлместӗп, анчах Шупашкарти аналитика агентстви руль умӗнче миҫе арҫын тата хӗрарӑм ларнине шутланӑ.
Агентство шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарти кӑтартӑва Раҫҫейри пысӑк хуларисемпе танлаштарма пулать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан пӗр хӗрарӑм пуҫне пилӗк арҫын лекет.
Агентство ӗҫченӗсем тӗплӗнрех те калама пултараҫҫӗ: Шупашкарта урапа рулӗ умӗнче ларакан водительсен 81 проценчӗ — арҫын. 19 проценчӗ вара — хӗрарӑм.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| «Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |