Шупашкарта 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачана шыраҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Екатерина Кораблева ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине ҫухалнӑ. Ун чухне вӑл ют чӗлхе шкулӗнчен тухнӑ. 20 сехет те 18 минутра вӑл картишри пӗр ҫурт камери ҫине лекнӗ. 21 сехетре вара иртен-ҫӳрен унӑн сумкине тупнӑ. Хӗрача килне таврӑнман.
Ӑна полицейскисем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шыраҫҫӗ. Катя 169 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ кӑвак. Сӑрӑ польтопа, хура атӑпа, капрон колготкӑпа, шурӑ блузкӑпа, хура юбкӑпа пулнӑ вӑл.
Катя пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 02, 102, 020 (кӗсье телефонӗнчен) е (8352) 62-46-58 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енри шкулсене тума кӑҫал пирӗн республикӑна 583,6 миллион тенкӗ ытла укҫа килӗ. Кун пирки ҫӗршыв шайӗнчи хушӑва Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Мускавран килекен «кӗмӗле» вӗрентӳ учрежденийӗсенче ачасем валли хушма вырӑнсем тума ӑсатӗҫ.
Кӑҫал, акӑ, сӑмах май каласан, Шупашкарти Гладков урамӗнче 1100 вырӑнлӑх шкул туса лартмалла. Унта пуҫламӑш класра вӗренекенсен, вӑтам тата аслӑ классен уйрӑм блоксем пуласса шантараҫҫӗ. Спорт залне иккех тӑвасшӑн, бассейн та пулӗ. Кӑҫалах Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернат ҫурчӗ пулнӑ шкула тӗпрен юсамалла. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 54-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскер 500 ача вӗренмелӗх ҫитмелле.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Раҫҫейре Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫырнӑ. Унта ют ҫӗршывра пурӑнакансем те хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра акцие хастар хутшӑннине палӑртмалла. Пӗтӗмпе вырӑс чӗлхипе 478 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра диктанта 350 ҫын ҫырнӑ. ЧР Наци вулавӑшне 61 ҫын килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназие вара — 39-ӑн, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑвашри уйрӑмне 28-ӑн пынӑ.
ЧПУра диктанта тӑваттӑмӗш ҫул ҫырнӑ ӗнтӗ. Кӑҫал унта диктант текстне РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитетӑн Председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова вуланӑ.
Ку акцие Раҫҫейре 13 ирттереҫҫӗ. Ҫак тапхӑрта вӑл анлӑ сарӑлнӑ.
Шупашкарти виҫӗ ача пахчи Раҫҫей шайӗнче иртнӗ конкурсра палӑрнӑ. Ака уйӑхӗн 14-16-мӗшӗсенче Мускавра регионсен хушшинче «Эврика – Авангард 2016» конференци иртнӗ. Ӑна «Вӗренӳ, XXI ӗмӗр: проект, аталану» темӑпа йӗркеленӗ.
Конференцире вӗренӳ организацийӗсен хушшинче ҫулсерен иртекен конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Конкурсра, Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хулари виҫӗ ача пахчине палӑртнӑ. 146-мӗш, 130-мӗш тата 178-мӗш ача пахчисем мала тухнӑ.
Юхма Мишши 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна акан 14-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче йышпа пӗрле уявланӑ. Уява Альбина Юрату сӑвӑҫ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ертсе пынӑ.
Малтанах Михаил Николаевича тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ саламлӑ ҫырусемпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин юбилейне ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисем, студентсем пухӑннӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов Михаил Никлаевич тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарнӑ.
Михаил Николаевич — Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, ӑна саламлама хула администрацийӗнчен те килнӗ. Уяв, паллах, юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Юбиляра чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енри пӗр ҫамрӑк автостоп мелӗпе ҫӗршыв курса ҫӳрет. Чипер-йӗркеллӗ ҫӳрекенскер, никама та чӑрмантарманскер йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Ленинград облаҫӗнче пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе йӗрке хуралне шӑнкӑравланӑ вӑл.
Пакунлисене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартнӑ. Вӑл Тверь облаҫӗнчен килнӗ-мӗн. Унта вӑл ҫула май каякан пӗр урапана чарнӑ. Пӗр заправкӑра каччӑ «нушапа» тухнӑ. Водитель вара меллӗ лару-тӑрупа усӑ курнӑ — вырӑнтан тапраннӑ та кайнӑ. Салонра лешӗн япаласем чикнӗ рюкзакӗ, 10 пин тенкӗ ытла тӑракан телефонӗ юлнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Куславкка Атӑл ҫыранӗнче вырнаҫнӑ хуласенчен пӗри пулнӑ май ҫулла унти пристане теплоходсем вӗҫӗмех чарӑнаҫҫӗ. Унпа ҫула тухнисем хулапа паллашнӑ май вырӑнти хыснана кӗмӗл хӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та туристсене ҫухатасшӑн мар вырӑнтисем. Ун валли вара вӗсене пристань кирлӗ. Ӑна кашни ҫуркунне Шупашкарти юханшыв порчӗ вырнаҫтарать. Тӑкакӑн пӗр пайне порт хӑй ҫине илет, теприне — хула. Пӗлтӗр 2,6 миллионне Куславкка район хыснинчен уйӑрнӑ пулсан, кӑҫал Шупашкар юханшыв порчӗ 4,5 миллион ыйтнӑ. Ку суммӑна карапсене ҫыранпа ҫыхӑнтарни те, дебаркадер (пристане ҫапла калаҫҫӗ) та кӗрет.
Район администрацийӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн, суту-илӗвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Пушков пӗлтернӗ тӑрӑх, район хыснинчен 2,8 миллион тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Ку укҫапа Шупашкар юханшыв порчӗ килӗшессипе килӗшмессине куславккасем хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ-ха.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумне Алла Салаевӑна должноҫран кӑларса урӑх ӗҫе куҫарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Анчах Алла Леонидовнӑна ӑҫта куҫарасси пирки каламанччӗ ун чухне.
Алла Салаева, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗнче ҫур ҫул ӗҫленӗскер, хӑйӗн унчченхи ӗҫ вырӑнне таврӑннӑ-мӗн. Малашне вӑл Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшӗ.
Администрацире вӑл социаллӑ ыйтусеме ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Халӗ Алла Леонидовна культурӑпа туризм аталанӑвӗн управленине, вӑй-хал культурипе спорт управленине, социаллӑ ыйтусен пайне ертсе пырӗ.
Шупашкар хулинчи ТЭЦ-2 патӗнчи транспорт чарӑнӑвӗн вырӑнӗ ҫуккишӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем чунтан пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Ирина Романова ятлӑ ҫын тӗнче тетелӗсенчен пӗринче ҫырса хунӑ.
ТЭЦ-2 тӗлӗнчи чарӑну павильонне сӳтнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен вырнаҫтарманнишӗн Шупашкарти энергетиксен кӑмӑлсӑрланӑвӗн вӑйне амперметрпа виҫсе пӗтереймӗн тенӗ ҫав ҫын.
Чарӑнӑва ҫулталӑк каялла сӳтнӗ иккен те паян кун та туса лартман. «Светофор, ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн, юр ҫине хунӑ асфальт пирки эпӗ шарламастӑп та», — тарӑхса ҫырать хайхи.
«Паян — ҫапла, хӗвел пӑхать. Ҫак кунсенче кӑна ҫумӑр самай ҫурӗ. Хӗл сасартӑк ҫӑва ҫаврӑннине кӗтмен ҫынсем сунчӑксӑрах тӑратчӗҫ. Вӗсене ҫумӑр витӗр йӗпетрӗ», — ӑнлантарать чарӑну мӗншӗн кирлине Ирина Романова.
Шупашкар пуҫлӑхӗсем патне ку ыйтупа сахал мар ҫырнине ӗнентерет, анчах чарӑнӑва хальлӗхе кӗтсе илеймен иккен-ха.
«Нумай та ыйтмастпӑр вӗт», — тет вӑл унтан. «Ҫав вӑхӑтрах савута агитаци материалне хутаҫӗ-хутаҫӗпе йӑтаҫҫӗ. Сӑнӗсем пӗрин тепринчен чипер. Ман обой илсе те тӑкакланмалла мар — ӗҫ пӳлӗмне ҫыпӑҫтарса тухма ҫитет», — чунтан тарӑхса шӑрҫаланӑ хула ҫынни.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 71 ҫул тултарнӑ ятпа Шупашкарта велочупу йӗркелӗҫ. Унӑн маршручӗ паллӑ ӗнтӗ.
Велочупу ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫак кун велосезон официаллӑ мелпе уҫӑлӗ. Велосипедпа ярӑнма кӑмӑллакансем ирхи 10 сехетре Хӗрлӗ лапамра пухӑнӗҫ. Малтанах вӗсене номере палӑртнӑ наклейка парӗҫ.
Мероприяти 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Унтан старт парӗҫ. Маршрут ҫапла пулӗ: Хӗрлӗ лапам — Президент бульварӗ — Мускав кӗперӗ — Мускав проспекчӗ — «Рашча» — Мускав проспекчӗ — Президент бульварӗ — Хӗрлӗ лапам.
Финишра вӗсене культура программи кӗтӗ. Ҫаван пекех парнесем выляттарӗҫ. Вӗсен йышӗнче велосипед та пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |