Халӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ тӳлевсӗр уйӑрса параҫҫӗ. Ку таранччен Шупашкарта 1115 лаптӑк уйӑрса панӑ. Ҫӗр лаптӑкне тивӗҫекенсем ҫулсерен нумайланса пыраҫҫӗ.
Анчах пӗр ыйту ҫивӗч: хулара лаптӑксем ҫитмеҫҫӗ. Шупашкарта юрӑхлӑ лаптӑксем юлманнине пӗлтереҫҫӗ. Чиновниксем кӳршӗ муниципалитетсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ун вырӑнне Шупашкар, Муркаш, _-Ҫӗрпӳ районӗ|Ҫӗрпӳ__ районӗсенче лаптӑксем уйӑрса парасшӑн. Вӗсем Шупашкар агломерацине кӗреҫҫӗ.
Район администрацийӗсем хирӗҫ мар. Вӗсем темиҫе лаптӑк уйӑрса панӑ. Апла пулин те Шупашкарта 820 яхӑн ҫемье лаптӑк илмешкӗн черетре тӑрать. Ку ыйтӑва уҫӑмлатас ӗҫ малалла пырать.
Ҫӗре тивӗҫнисем валли вара лайӑх хыпар пур. Хула лаптӑксене коммуникацисемпе тивӗҫтерме малтанах шантарнӑ. Халӗ сетьсене проект тумашкӑн контрактсем алӑ пуснӑ. Апла кӗҫех ҫул, газ, шыв, ҫутӑ пулӗҫ унта.
«Книгуру» ятпа иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасемпе аслӑ классенчи ачасем валли ҫыракан авторсен чи лайӑх ӗҫне палӑртмалли ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫ 15 ӗҫе асӑннӑ. Списока Шупашкарта пурӑнакан Евгения Басова ӗҫӗ те кӗнӗ. Вӑл «Подросток Ашим» ӗҫе тӑратнӑ.
Автор пирки каласан, Евгения 1963 ҫулта Красноярскра (чӑв. Хӗрлӗҫыр) ҫуралнӑ. Кӑштахран вӑл инженер ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Журналистика ӑсталӑхне сумлӑ ҫав аслӑ шкулта туптанӑ хыҫҫӑн вӑл Магадан хулине куҫса кайнӑ. Нумаях пулмасть Евгения Басова Шупашкара куҫса килнӗ. Халӗ вӑл профсоюзсен «Время» хаҫатӗнче корреспондентра тата дизайнер-верстальщикра тӑрӑшать.
Илга Понорницкая хушма ятпа ҫыракан автор ӗҫне 10–16 ҫулсенчи кирек епле ача та хаклаять. Ҫапла тӑвас тесен kniguru.info сайта кӗрсе регистрациленмелле те ӗҫсене вуласа вӗсене хакламалла.
Юпан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Камера театрӗнче чӑвашсен тата удмуртсен «Аптӑра-фест» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртет.
Ку Чӑваш Еншӗн ҫӗнӗлӗх. Пирӗн кӳршӗсем, удмуртсем, дизайн, электронлӑ кӗвӗ, хулари наци культурине йӗркелес енчен малта пыраҫҫӗ. Ӳнерӗн тепӗр енӗсем вара пачах тепӗр май — Чӑвашра аталаннӑ.
Чӑвашсемпе удмуртсен пӗр-пӗринчен вӗренмелли пур. Фестиваль программинче — чӑваш живопиҫӗн куравӗ, вулавсем, концертсем, модӑ кӑтартӑвӗ, ташӑ каҫӗ. Унта Праски Виттин, Владимир Ишутовӑн, Игорь Улангинӑн, Георгий Фомиряковӑн ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Литература пайӗнче Богдан Анфиногентов (Удмурт Республики), Дмитрий Воробьев (Чӑваш Ен), Алеша Прокопьев (Мускав-Чӑваш Ен), Иосиф Трер (Чӑваш Ен) тухса калаҫӗҫ.
Музыка пайӗнче «Ҫиларман» тата Dukes (Удмурт Республики) ушкӑнсем пулӗҫ.
Шупашкара Елена Летучая килнӗ пирки шавларӗҫ. «Пятница» телеканалта «Ревизорро» кӑларӑма ертсе пыраканскер кафесене, апатланмӑшсене тӗрӗслет.
Тӗслӗхрен, Елена Летучая пӗркун виҫӗ кафене ҫитнӗ. Ав вӗҫҫӗшӗнчен иккӗшӗ тӗрӗслев витӗр тухайман.
Елена Летучая ун чухне «Университетская» кафене, «Ехрем хуҫа» ресторана, «Уильям и Кейт» паба ҫитнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫынсем апатланма килекен вырӑнсен таса пулмалла, апат-ҫимӗҫе тӗрӗс упрамалла. Ун чухне пӗртен пӗр кафе ҫак йӗркене пӑхӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл — «Университетская» кафе. «Ехрем хуҫа» тата «Ульям Кейт» тӗрӗслев витӗр тухайман. Елена Летучая вӗсене ырламан.
Елена Летучая канмалли кунсенче те кафесене, ресторансене ҫитнӗ. Анчах вӑл ӑҫталла ҫул тытассине маларах никам та пӗлмен.
Кӗркунне пур ҫӗрте те ҫулҫӑ пуҫтараҫҫӗ. Халӗ техника вӑйлӑ аталанать те… вӑл ӗҫе ҫӑмӑллатать.
Шупашкарта та ҫӗнӗ технологипе усӑ кураҫҫӗ. Вӑл типӗ курӑка, туратсене, ҫӳп-ҫапа хӑварт пухать.
Техника пысӑк лаптӑка кӗске вӑхӑтрах пуҫтарать. Ӑна пӗрремӗш хут 2008 ҫултах туяннӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче тепӗр иккӗ туяннӑ. Халӗ хулара унашкал 6 техника ӗҫлет.
Ҫак техника пылесос пекех. Анчах ҫӳп-ҫап трактор прицепӗ ҫине пухӑнать. Шлангӗн диаметрӗ вара ҫур метр таранах.
Чӑннипе, чылайӑшӗ кӗркунне ҫулҫӑ пухас ӗҫе кирлӗ тесе шутламасть. Специалистсем вара ку хула экологийӗшӗн усӑллине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫулҫӑсенче йывӑр металсен пӗрлешӗвӗсем пухӑнаҫҫӗ. Ӑна пуҫтармасан тӑпрара токсинсем пухӑнаҫҫӗ. Ҫулҫӑ пушар тухас хӑрушлӑх та кӑларса тӑратать.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксем ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсем — Мускавран. Артистсем Мускаври Галина Вишневская ячӗллӗ колледжран вӗренсе тухнӑ та Шупашкара ҫул тытнӑ.
Оперӑпа балет театрне тӑватӑ каччӑ килнӗ. Труппӑра шӑпах йӗкӗтсем ҫитмен. Вӗсемпе пӗрле Элеонора Чалигова балерина та килнӗ. Театрта кун пек балет труппи тахҫанах пулман.
Шупашкара ӗҫлеме килнӗ ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех Мускавра ҫуралса ӳснӗ. Алексей Рюмин ҫеҫ Тулӑран.
Вӗсене Мускавра та ӗҫлеме чӗннӗ-мӗн. Анчах вӗсем Шупашкарпа паллашсан, оперӑпа балет театрне ҫитсен кунтах юлма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне колледж педагогӗсем те вӗсене Шупашкара суйлама сӗннӗ. Ара, кунта иртекен балет фестивалӗ пирки чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ-ҫке.
Мускавран килнӗ артистсен ӑсталӑхӗ пысӑк. Вӗсене сцена ҫинче тӗп партисене шанса панӑ. Апла, вӗсем Чӑваш Ен ҫыннисен кӑмӑлӗсене каяҫҫех.
Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем 12 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл республикӑри районсенчен пӗринче пулни паллӑ.
Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫухалнӑ арҫын ача ӑҫта пулине пӗлме май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчен килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Йӗрке хуралҫисем вӑл пӗр районта аякри тӑванӗсем патӗнче пулнине палӑртнӑ. ЧР ШӖМӗ халӗ ҫав арҫын ачана шырать.
Кӑҫал Шупашкарта тӑватӑ ҫул тӑваткалне аслӑлатнӑччӗ — ку вӑл 9-мӗш Пиллӗкҫуллӑхпа Хусанкай урамӗсем, Эгер бульварӗпе Гараж тӑкӑрлӑкӗ, Ярославльпе Воробьев композиторсен урамӗсем, Ленин проспекчӗпе Николаев урамӗ хӗрӗсленнӗ вырӑнсем пулчӗҫ. Унта урапасем ҫӳремелли ҫулсене сарлакалатрӗҫ, ҫуран ҫынсене ҫӳреме лайӑхлатрӗҫ.
Килес ҫул та темиҫе ҫул тӑваткалне аслӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Проектсем тӑратас тӗлӗшпе конкурс та пуҫарнӑ. 2016 ҫулта ҫул-йӗр ҫинчи ӗҫсем ҫак вырӑнсене пырса тивӗ:
- Мир проспекчӗпе Эгер булварӗн ҫул тӑваткалӗ («Лира» кафе енӗнче);
- Ленин Комсомолӗн урамӗ Пролетари урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн;
- Гагарин урамӗпе Октябрь 50 ҫулӗн урамӗ хушшинчи ҫул тӑваткалӗ. Кунта «Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑва куҫарӗҫ тата общество транспорчӗн валли «кӗсьесем» хатӗрлӗҫ;
- Карл Маркс урамӗпе Электроаппаратчиксен урамӗ хӗрӗсленнӗ вырӑн;
- Иван Яковлев проспекчӗпе Ашмарин урамӗ хӗресленнӗ ҫул тӑваткалӗ.
Проектсене 2016 ҫулхи ҫуркуннеччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасать. Ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 24 метра таран ҫитет.
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ хуҫалӑха сахал мар сӑтӑр тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, «Элара» савутӑн ҫивиттине сӳсе илнӗ те Мускав проспекчӗ ҫине илсе пенӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта вара лавккана шар кӑтартнӑ — тӑррине тӗппипех вистесе вӗҫтерсе кайнӑ. Шупашкарти «Улатимӗр сӑрчӗ» чарӑну патӗнче тимӗр листисемпе кирпӗчрен тунӑ картана тӳнтернӗ, Эгер бульварӗнче пушатнӑ ҫуп-ҫап контейнерӗсене вӗҫтерсе кайма тапратнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑҫсем ӳкни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вӑйлӑ ҫил паян шӑматкун кӑна мар, ыран та пулӗ. Ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 14–17 метрпа танлашӗ, кассӑн-кассӑн 24 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрӗ.
Нумаях пулмасть республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи таврапӗлӳпе наци литературин пайӗнче чӑваш ҫыравҫипе Людмила Николаевӑпа тӗлпулу иртнӗ. Унта шкул ачисем пынӑ.
Людмила Петровна ачасем валли вырӑсла та, чӑвашла та ҫырать. Вӑл «Сывлӑм ӑҫтан тупӑнать», «Кӗр парни» кӗнекесен авторӗ. Унӑн хайлавӗсене «Нарт-нарт кӑвакал», «Пӗчӗк туссем» кӗнекесенче те тупма пулать.
2009 ҫулта унӑн «Побегу я по дорожке» пуххи тухнӑ. Хайлавсене чӑвашларан вырӑсла Раиса Сарпи куҫарнӑ.
Тӗлпулура Людмила Николаева хӑйӗн хайлавӗсене хавхаланса вуланӑ. Ачасем унӑн сӑввисем валли рифмӑсем шухӑшласа тупнӑ. 4-мӗш класс ачисем ҫыравҫӑн сӑввисене вуласа кӑтартнӑ. Шӑпӑрлансем ыйтусем панӑшӑн савӑннӑ вӑл.
Людмила Николаева Шупашкарти 62-мӗш шкулта ӗҫлет, ачасене чӑваш чӗлхипе литературин предмечӗсене ӑса хывма пулӑшать. Вӑл Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗнче тӗп сӑнарсене вылять. Ачасем тӗлпулура ҫаксене те пӗлнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |