Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑнӗ.
Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫӑн органӗсен ҫӗнӗ тытӑмӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Министрсен Кабинечӗн икӗ ҫум. Вӗсем министрсен ӗҫӗ-хӗлне, влаҫри ӗҫ тӑвакан ытти органа ертсе пырӗҫ. Правительствӑн вице-премьерӗсем министрсен ӗҫне пурнӑҫламӗҫ.
Алла Салаева социаллӑ ыйтусен енӗпе ӗҫлӗ.
Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ.
Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ.
Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ.
Ырантан, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкартан Мускава социаллӑ самолет вӗҫме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Шупашкар аэропортӗнче ыйтса пӗлме пулать.
Самолетсем Мускавра «Внуково» аэропортра анӗҫ. Самолет Boeing 737-800 маркӑлли пулӗ. Билетсен хакӗ самолет хӑш кун вӗҫнинчен те килӗ. Ҫапах вӑл ыттисенчен йӳнӗрех.
Шупашкартан 20 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Мускавра вара 22 сехетре пулӗ. Каялла 17 сехет те 50 минутра тухӗ, Шупашкара 19 сехет ҫурӑра ҫитӗ.
Кӑсӑклантаракан ыйтусене 301-241, 301-487 номерсемпе шӑнкӑраваласа пӗлме пулать.
Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫулти арҫын ача ЧР Президенчӗ Владимир Путин валли рэп стилӗпе юрӑ ҫырнӑ. Арнольд Иванов 4-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренет.
Ҫапла майпа арҫын ача Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа саламлама хатӗрленнӗ. Юрӑ «Владимир Владимирович Путин» ятлӑ. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл ӑна тӗнче тетелне кӑларӗ.
Пӗлтер Арнольд Владимир Путина ыйту парасшӑн пулнӑ: компьютер вӑййисене, хӑрушшисене, хӑҫан выляттарма чарӗҫ? Ачапа Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫыхӑннӑ та ку темӑна анлӑ ҫутатмаллине каланӑ.
Арнольд сӑвӑ ҫырма тата вулама юратать. Арнольда Раҫҫейри пултаруллӑ ачасен йышне кӗртнӗ. Вӑл Владимир Путина халалласа сӑвӑ ҫырнӑ тӑрӑх пӗлӗшӗ кӗвӗ хатӗрленӗ.
Юрра ҫынсем тӗнче тетелӗнче юпан 7-мӗшӗнче курма пултарӗҫ. Ун чухне Владимир Путин 63 ҫулхине паллӑ тӑвӗ.
Ку таранччен Шупашкар хула аминистрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Ладыков пурнӑҫланӑ. Суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем пуласси малтанах паллӑччӗ. Ладыков хӑй вырӑнӗнчех юлӗ-и? Ку чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ.
Халӗ паллӑ: Алексей Ладыкова ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Шупашкар хулин Уставӗпе килӗшӳллӗн администраци пуҫлӑхне контрактпа лартаҫҫӗ. Ӑна вара ятарлӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла майпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ҫӗнӗрен суйлама тивнӗрен сити-менеджера лартмалли процедурӑна тепӗр хут тумалла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗн должноҫне палӑртмалли конкурс пирки ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗҫ. Юпа уйӑхӗнче депутатсен хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетсе контракт алӑ пусма тивӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку тивӗҫӗ 2011 ҫултанпа пурнӑҫланӑ. Хальлӗхе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Маклыгин пурнӑҫлать.
Чӑваш Енре «Наци кросӗ» черетлӗ хут иртнӗ. Паллах, ытти тӑрӑхпа танлаштарсан, Шупашкарта чи нумай ҫын хутшӑннӑ. Унта 16 пин ҫын старта тухнӑ.
12 сехетре пурте кӳлмеке пухӑннӑ. Старта Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫи Клавдия Афанасьева панӑ. VIP-чупуна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Алексей Ладыков та старта тухнӑ.
Кӑҫал чи ҫамрӑк спортсмен 2 ҫулта пулнӑ, чи ваттисем вара — 82 ҫулти Леонид Никифоров тата 85-ри Миранда Кольцова.
Тӗрлӗ ӳсӗмре пӗрремӗш вырӑна тухнисене асӑнса хӑварар: Дарья Васильева, Михаил Ефимов, Лилия Степанова, Николай Сергеев, Ольга Николаева, Олег Ильин, Виктория Соловьева, Николай Сергеев, Татьяна Ефимова, Александр Васильев.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ.
Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ.
Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Вӑл чирли пирки малтанах илтнӗччӗ. Вӑл вара ҫаплипех вылятчӗ. Ним пулман пек хӑйне чӗрӗ те хавас тытатчӗ. Чире ҫӗнетех пуль тесе питех те шанас килетчӗ. Ҫук иккен. Усал чир уямарӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Ольга Почалкинӑна та шеллемерӗ вӑл. 41 ҫулти сцена ӑстине леш тӗнчене илсе кайрӗ.
Театр ӳнерне кӑмӑллакансем Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткине кирек епле сӑнара калӑпласан та ӑшшӑн йышӑнатчӗҫ. Чунне парасла вылятчӗ Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Питӗрти театр училищин патшалӑх академийӗнче артист ӑсталӑхне алла илнӗ ӑста. 1996-мӗш ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксене театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унӑн ролӗсене асӑнса та пӗтереймӗн. Тӗслӗх вырӑнне хам халь кӑна тепӗр хут пӑхса илнӗ «Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуҫҫинчен…» спектакле илсе парас-ши е тата «Ирпе автан авӑтсан» ятлине-ши? Тепӗр тесен, пӗрех мар-и? Пуринче те Ольга Почалкина тӗлӗнмелле маттур вылятчӗ.
Ольга Почалкинӑпа ыран, 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
ЧР Спорт министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ку — иккӗмӗш хут.
Авӑнӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчери утмалли куна паллӑ тӑвас енӗпе канашлу иртнӗ. Ку мероприяти Шупашкарта юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче иртӗ. Ӑна Спорт министерстви тата хула администрацийӗ йӗркелӗ.
Вӑл кӳлмекре 10 сехетре пуҫланӗ. Унта, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пур ӳсӗмри 100 яхӑн ҫын хутшӑнмалла. Вӗсен йышӗнче — студентсем, тӳре-шара, предприятисенче ӗҫлекенсем, шкул ачисем…
Ҫав кунах «Тухтӑрпа уҫӑлса ҫӳретпӗр» акци те иртӗ. Дистанцие парӑнтарнӑ вӑхӑтра, финиша ҫитичченех, ҫынсем тухтӑртан пулӑшу ыйтма, унпа калаҫма пултарӗҫ.
Китайри лавккасенче Шупашкар канихвечӗсем курӑнма тытӑннӑ. Чӑвашри «Акконд» фабрика ҫапла хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, продукцине Китая ӑсатма тытӑннӑ.
Нумаях пулмасть Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе виҫӗ контракт алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн Шупашкар пылакӗсем Китая ӑсанма тытӑнӗҫ.
Китайри Лункоу, Мишань, Муданьцзян тата Суйфэньхэ хулисенче пурӑнакансем Шупашкарти канихветсемпе сӑйланма тытӑнӗҫ. Паллах, унта пур канихвета та ӑсатмӗҫ. Китая хӑш-пӗр тӗс ҫеҫ ҫитӗ.
Малашне вара унта канихвет кӳрсе килес ӗҫе анлӑлатма палӑртнӑ. Халӗ Китайри пысӑк дистрибьюторсемпе — Пекинпа тата Шанхайпа — калаҫаҫҫӗ.
Сӑмах май, Шупашкар канихвечӗсем 20 ҫӗршывра сутӑнаҫҫӗ: Казахстанра, Украинӑра, Грецире, Германире, Канадӑра тата АПШра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |