Шупашкарти ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хӑш-пӗр тытӑм компанийӗсем ҫурт-йӗре тӗплӗн юсама тесе пухакан тӳлевшӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн пӗр квитанци ярса пама тытӑнӗҫ. Иккӗшӗ расна килни нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансемшӗн меллӗ марччӗ. Пӗрлехи квитанци ҫакна ансатланасса шанмалла.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрлехи квитанципе тӳлеттерес тытӑм ҫине чи малтан «Кӑмӑл» управляющи компани куҫнӑ.
Квитанци тӑрӑх компанире, Перекет банкӗн уйрӑмӗсенче, пуштӑра тӳлеме май килӗ. Уншӑн комисси илмӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх порталӗнче Потребителӗн уйрӑм пӳлӗмне кӗрсе счетпа тӳлев пирки хыпарланипе паллашайӗҫ.
Шупашкарти пӗр ҫамрӑк арҫын Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ. 32 ҫулти программист тӗнчери чи пӗчӗк Рубик тӑваткала хатӗрлесе палӑрнӑ. Кун пирки vchaspik.ua сайт пӗлтерет.
Рубик тӑваткала пуҫтарнӑ чухне чылайӑшӗ пуҫ ватать. Нумайӑшӗ унти тӗссене вырӑна лартассишӗн нумай вӑхӑт тӑрӑшать. Анчах тӑваткала темиҫе ҫеккунтра пуҫтарма пултаракансем те пур. Шупашкар каччи Евгений Григорьев — вӗсен шутӗнче.
Евгений тӑваткала самантрах пухать. Ҫавӑнпах-тӑр программист йывӑртараххине шутласа кӑларнӑ.
Программист лазер пулӑшнипе 1 сантиметр сарлакӑш Рубик тӑваткала хатӗрленӗ. Евгений ӑна виҫӗ минутра пухать. Евгений ҫакна шухӑшласа кӑларса Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗме пултарнӑ.
Анчах Шупашкар каччи кунпа та ҫырлахасшӑн мар. Вӑл тата пӗчӗкрех тӑваткал тӑвасшӑн.
Шупашкарти пӗр стройфирма ӗҫченӗсем каллех «хаклӑ» япала тупнӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ.
ЧР Наци музейне тупнӑ япала пирки пӗлтерсен ӗҫченӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Фирма ӗҫченӗсем бизон мӑйракине тупнӑ-мӗн. Мӗнле тупнӑ-ха вӗсем ӑна?
ЧР Наци музейӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти портран илсе килнӗ вӗтӗ чул ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ. Ҫурт тӑвакансене вӑл авалхи япалана аса илтернӗ.
Музейӑн археологи тата авалхи истори сектор заведующийӗ тата директор ҫумӗ ҫав вырӑна пынӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав япала — бизон мӑйраки. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш наци мезейӗн фондӗнче упранать.
Шупашкарти аэропорт пуҫлӑхне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарни пирки эпир ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, Александр Николаевича ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тилхепесӗр хӑварнӑччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Александр Жирнов — ҫар ҫынни пулнӑcкерччӗ. Вӑл 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинче, Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ.
Малашне аэропорта Олег Игмунов ертсе пырӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва паян Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑл — Шупашкара 1994–2002-мӗш ҫулсенче ертсе пынӑ Анатолий Игумнов ывӑлӗ.
Шупашкар шыв управлӑхне 68 метр ҫӳллӗш хӑпартмӗҫ. Ҫапла татса пама ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин пӗлтерни пирки Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев хӑйӗн блогӗнче ҫырнӑ.
Тепӗр майлӑ каласан, Атӑлти шыв шайӗ пирӗн патра хальхилле 63 метр кӑна пулӗ. Шанцев блогра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв Президенчӗ чулхуласене майлӑ пулнӑ, Раҫҫей правительствине Шупашкарти шыв управлӑхне 63 метр ҫӳллӗшӗнче хӑтлӑх кӗртме мероприятисен план-графикне хатӗрлеме хушнӑ.
Ҫак ыйтупа Раҫҫей правительствинче пӗрремӗш канашлу иртнӗ те. Унта Чулхула облаҫӗнчи Балахна районӗнче пӗчӗк пусӑмлӑ плотина тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. «Кӗрешӳ 30 ҫул пычӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл уйрӑмах вӑйланчӗ. Анчах выляса илтӗмӗр», — тенӗ Валерий Шанцев кӗпӗрнаттӑр.
Шупашкарта паян, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, «Кӑмӑлпа ҫирӗпписем» марафон вӗҫленет. Ӑна Афганистанран ҫарсене илсе тухнӑранпа 26 ҫул ҫитнине тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Марафон ӗнер, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрнере старт илнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Канаш урла кайса Шупашкара ҫитӗ.
Утӑн 31-мӗшӗнче Шупашкара вӑрҫӑ ветеранӗсем, хирӗҫтӑрӑва хутшӑннисем, ҫамрӑксем Шупашкара пухӑннӑ. 14 сехет ҫурӑра Ҫӗнтерӳ паркӗнче кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсем марша тухнӑ. Марафона хутшӑннисем астӑвӑм вырӑнӗсене чечексем хунӑ.
Унтан вӗсем боччере, дартсра, новусере, сӗтелҫи теннисӗнче, шашкӑра, нардра вӑй виҫнӗ, кире пуканӗ йӑтнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарта ватӑ ҫынсем валли «Сывлӑх ярмӑркки» йӗркеленӗ. Ку социаллӑ проект сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансен кӑмӑлне кайнӑ.
Хулари ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче уҫӑлнӑ ярмӑрккӑра пенсионерсен аллипе тунӑ ӗҫсем ҫеҫ пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри чун киленӗҫне пахчара тупнӑ. Пӗрисем майра патши евӗр панулми илсе килнӗ, теприсем — шапа евӗр пӑрӑҫ. Хӑшӗ-пӗри ярмӑрккӑна курӑк чейӗ илсе пынӑ.
Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан ватӑсем валли специалистсем сывлӑха ҫирӗплетмелли гимнастика ирттернӗ. Кашни тренажер вӑл е ку мышцӑна аталантарать.
Пенсионерсем унта сывлӑха ҫирӗплетме кӑна мар килеҫҫӗ. Кунта вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнма, савӑнӑҫӗпе пайланма пултараҫҫӗ.
«Сывлӑх ярмӑрккинче» тухтӑрсем ватӑ ҫынсен юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, юн илнӗ. Тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунта ҫӳрекенсем хӑйсен пурнӑҫне вӑрӑмлатаҫҫӗ кӑна мар, ыттисене тӗслӗх те кӑтартаҫҫӗ.
«Сывлӑх ярмӑркки» ҫитес вӑхӑтра хулари ытти районта та иртмелле.
Кӗҫех Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртӗ. Вӑл спортсменсене тӗнче чемпионатне суйламалли тапхӑр пулӗ.
Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 3–5-мӗшӗсенче иртекен чемпионатра спортсменсем наградӑсен 38 комплекчӗшӗн тупӑшӗҫ. Унта тӗнчери вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетҫӑсем Екатерина Конева, Мария Кучина, Светлана Школина, Даниил Цыплаков, Денис Кудрявцев, Анжелика Сидорова килӗҫ. Ҫавӑн пекех унта Олимп чемпионӗсем Иван Ухов тата Анна Чичерикова хутшӑнӗҫ. Кунсӑр пуҫне ют ҫӗршыв спортсменӗсем те ҫитӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Пекинра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне кайӗҫ.
ЧР Спорт министерстви чемпионат курма ҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтерет. Хальхинче куракансем валли те кӑсӑклӑ программа хатӗрленӗ. Вӗсем ҫӑмӑл атлетикӑн тӗрлӗ дисциплининче тупӑшма пултарӗҫ. Чи маттуррисене чемпионат партнерӗсем парнесемпе хавхалантарӗҫ. Куракансем паллӑ спортсменсенчен автограф та илме пултарӗҫ.
Чӑваш Енре йӗрке хуралҫи ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вырӑнтан пӑрахса кайман-ха вӑл, хытах та амантман, анчах йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ май пысӑках мар ҫак инкек те шӑв-шав ҫуратнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи пӑтӑрмах пирки республикӑн Шалти ӗҫсен министерстви тӗрӗслев те пуҫарнӑ. Арҫын-полицейски хӑйӗн урапине тытса пынӑ, вӑл ӳсӗр пулман.
Кунсӑр пуҫне тата ҫакӑ паллӑ. Инкек ӗнер Шупашкарта каҫхи ултӑ сехетре Шупашкарта пулса иртнӗ.
Ленин проспектӗнчен Карл Маркс урамне пӑрӑннӑ вырӑнта полицире тӑрӑшакан арҫын ҫул урлӑ каҫакан 33 ҫулти хӗрарӑма машинӑпа пырса ҫапнӑ. Вӑл кӑштах кӑна суранланнӑ. Кӑштах инкек тӳснӗ хӗрарӑма пульницӑна хумалла туман, пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче Чӑваш Енрен 1771 ҫамрӑка ҫара илме Тӗп ҫар округӗ хушнӑ. Ҫӳлтен каланине пирӗннисем пурнӑҫланӑ. Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене 1443 ҫынна янӑ, ытти ҫарпа ҫар чӑмӑртанӑвне — 328. Кун пирки республикӑн правительство ларӑвӗнче ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева каласа кӑтартнӑ.
Ҫара ӑсатнисен шучӗпе яланхиллех Шупашкар (487 ҫын) тата Ҫӗнӗ Шупашкар (114) хулисем, Патӑрьел (116), Канаш районӗсем (81) палӑраҫҫӗ.
Хӗсмете кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче янисенчен 22,3 проценчӗ — аслӑ професси пӗлӗвӗ илнӗ ҫамрӑксем, 16,3 проценчӗ ДОСААФ организацийӗсенче ҫарпа учет специальноҫне алла илнӗ.
Хӗсметрен тарса ҫӳрекенсем юлашки ҫулсенче сахалланса пынине палӑртаҫҫӗ. Призыв комиссине 6422 ҫынна чӗннӗ пулсан 99,6 проценчӗ унта пынӑ. Пӑрӑнса ҫӳрекенсем 2012 ҫулта 3508 ҫын шутланнӑ, 2013-мӗшӗнче — 3508, 2013-мӗшӗнче — 2690, кӑҫалхи ҫурхи призыв вӑхӑтӗнче — 1975.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |