Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Унта спортсменсем Пекинра иртекен тӗнче чемпионатне каймашкӑн путевкӑсем ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш спортсменӗсенчен кам кайӗ-ха Пекина? Малтанах каласан, ку чемпионат юлашки темиҫе ҫулта Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командишӗн чи ӑнӑҫли пулнӑ. Пирӗн ентешсем чемпионатра пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ылтӑн медаль. Команда зачечӗпе килӗшӳллӗн, Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди турнир таблицинче — иккӗмӗш. Пӗрремӗшӗнче — мускавсем.
Пекина каймашкӑн тӑватӑ чӑваш спортсменӗ тивӗҫ пулнӑ. Алина Прокопьева марафонка, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик тата хӑвӑрт утакан Александр Яргунькин Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрсе Пекинри тӗнче чемпионатне хутшӑнӗҫ. Яргунькин Раҫҫей командинче пӗртен пӗр хӑвӑрт утакан пулӗ.
Аса илтерер: Пекинра ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен тӗнче чемпионачӗ ҫурлан 22–30-мӗшӗсенче иртӗ.
Ыран строительсем професси уявне палӑртӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене республика шайӗнче ӗнерех саламларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Унта республикӑри тӳре-шара — Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакантан пуҫласа министрпа депутатсем таранах хутшӑннӑ.
Унта строительство отраслӗн аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Мероприятие тӑлӑхсем, ҫамрӑк ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Вӗсем уяв епле иртнине залра кӑна сӑнаса ларман — сцена ҫине тухсах калаҫнӑ. Яна Владимирова тата Наталья Бурашникова тӑлӑхсем, нумай ачаллӑ Полоскунсен ҫемйи, Селезневсем ҫамрӑк ҫемйи тӳре-шарана, ҫав шутра правительствӑна, мухтаса хитре сӑмах каланӑ. «Мӑшӑрпа эпир патшалӑх пулӑшнине кура ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхатпӑр», — тенӗ, сӑмахран, Селезневсен ҫемйинчи кил хуҫи.
Паян Шупашкарти хӑш-пӗр урампа ҫӳреме чарӗҫ. Чару тӗп хуламӑрти тӗп урамсене пырса тивӗ. Вӗсемпе урапасен 21 сехет те 30 минутран пуҫласа ҫурҫӗр иртни 30 минут таран ҫӳреме юрамӗ. Ку вӑл паян Шупашкарта каҫхи сакӑр сехетре каҫхи велочупу иртессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна «Республика лапамӗ–Михаил Ҫеҫпӗл скверӗ — Вырӑс драма театрӗ — «Спартак» стадион — Ӳнер музейӗпе Союзсен ҫурчӗ — Республика лапамӗ» маршрутпа йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче ҫутӑ театрӗ хӑй ӑсталӑхне кӑтартӗ, рок-ушкӑнсем, ди-джей пулмалла, фаер-шоу йӗркелемелле.
Урапасене Карл Маркс урамӗпе (Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Ленин проспекчӗпе (Гагарин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа), Гагарин урамӗпе (Ленин проспекчӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан тытӑнса Калинин урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран), Воробьев композиторсен урамӗпе (Карл Маркс урамӗпе хӗресленнӗ вырӑн таран) чупма май килмӗ. Чарнӑ урамсен вырӑнне урапасем Энегельс, Ярославль урамӗсемпе тата Президент бульварӗпе ирӗккӗнех хутлайӗҫ.
20 сехет те 30 минутран пуҫласа 22 сехетчен урапасене Республика лапамӗнчи 1-мӗш ҫурт патне лартма чарса хурӗҫ.
Шупашкарти Агрегат савучӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли вырӑна 600 пин тенкӗпе юсанӑ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администарцийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртессипе тимлекен управленийӗ пӗлтернӗ.
Хула администрацийӗнчи тӳре-шара ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти картлашкасем ҫинчи 26 тимӗр плитана паллӑ мар ҫынсем вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кукӑр алӑллӑ ҫав ҫынсем плитана вӑрах вӑхӑт пӗҫертнӗ пулать. Ҫӗр айӗнчен каҫса ҫӳремелли ҫав вырӑна ҫак уйӑхра тинех юсаса пӗтернӗ.
Ӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртес тесе «Тендер ӗҫӗ-хӗлӗн агентстви» тулли мар яваплӑ общество подряд организацийӗ пулса юсанӑ. Вӑл тимӗр картлашкасене ҫӗнӗрен хурса тухнӑ, стенасене юсанӑ, хитре урай сарнӑ тата ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Мӗнпур ӗҫе укҫа ҫине куҫарсан хула хыснишӗн тӑкак 600 пин тенке кайса ларнӑ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тума палӑртаҫҫӗ. Ҫӗре тара парасси пирки тӳре-шара пӗлтерӳ пичетленӗ.
Унта вӗсем икӗ ҫӗр лаптӑкне тара пама шухӑшланине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри республикӑн тӗп хулинчи Хӗрлӗ тӳремре хӑна ҫурчӗ тӑвасси пирки пырать. Ун валли 1456 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрӗҫ. Хӗрлӗ тӳремри 7-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑскерте хӑна ҫурчӗ хӑпарса ларӗ. Вӑл ҫӗре Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен сулахай енче вырнаҫнӑ.
Тепӗр лотпа хула администрацийӗ 13320 тӑваткал метр лаптӑка индустри паркӗ тума уйӑрма шухӑшлать.
Ҫӗре тара памалли аукциона тӳре-шара авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртӗ. Хӑна ҫурчӗ тӑвас текен те ҫавӑнта хутшӑнайӗ.
Республикӑра ачасем ҫӳллӗ вырӑнсенчен ӳксе суранланни, е унран та хӑрушӑраххи, вилни пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Шел те, чылайӑшӗ уямасть ҫакна. Ӗнер Шупашкарта каллех пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче ӗнер, ҫурлан 6-мӗшӗнче, балконран ача ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Аня Килеева пӗлтернӗ. Унӑн тусӗ ҫав ҫуртра пурӑнать. Вӑл ӳкнӗ ача макӑрнине илтнӗ.
Унтан ҫав вырӑна васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Полицейскисем те ҫитнӗ. Пиллӗкри ача ҫиччӗмӗш хутри балконран ӳкнӗ.
Шел те, ачана пульницӑна илсе кайнӑ чухне вӑл вилнӗ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Халӗ ку ыйтупа следстви комитечӗ ӗҫлет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ун чухне пӗччен пулнӑ.
Вӑй-хал культурин кунне халалласа Шупашкарти тӗп пляжра икӗ кун волейболла вылӗҫ. Пляж волейболӗ енӗпе иртекен турнир уҫӑ мелпе иртӗ.
Турнир ҫурла уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче иртӗ. Ку шӑпах канмалли кунсене лекет. Эппин, шупашкарсем кану кунӗсене сывлӑхшӑн усӑллӑ ирттерме пултараҫҫӗ.
Регистраци шӑматкун 12 сехетре пуҫланать. Пӗрремӗш кун квалификациллӗ вӑйӑсем иртӗҫ, унпа килӗшӳллӗн ушкӑнсене йӗркелӗҫ.
Вырсарникун, ҫурлан 9-мӗшӗнче, икӗ ушкӑн хушшинче ӑмӑрту пуҫланать.
Тупӑшӑва ҫынсене тӑраниччен волейболла выляма май туса парас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Пӗлмешкӗн: пляж волейболӗнче иккӗне иккӗн выляҫҫӗ. Турнир йӗркелӳҫи Оксана Смагина каланӑ тӑрӑх, вӑй-хал культурин кунне ҫулталӑкри чи савӑнӑҫлӑ кун тӑвасшӑн.
Турнир пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен 8-919-665-44-85 телефонпа шӑнкӑравлама пулать.
Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинче «Key to Learning» программӑпа акӑлчан чӗлхине тарӑн вӗренес енӗпе ушкӑн уҫӑлнӑ.
Ачасемпе ятарлӑ воспитательсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен педагогика дипломӗ пур, акӑлчанла ирӗклӗн калаҫаҫҫӗ. Ку программа 3–7 ҫулсенчи ачасем валли. Унпа Аслӑ Британире, Шотландире, Польшӑра, Сингапурта, Уэльсире, Индонезире, Малайзире, АПШра, Индире тата ытти ҫӗршывра анлӑ усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Программа тӗллевӗсенчен пӗри — вӗренӗве интереслӗ тӑвасси. Ача тулли кӑмӑлпа вӗрентӗр чӗлхене. Ҫавӑн пек вӑл кирлӗ информацие ӑса хывать.
«Key to Learning» программа кирек мӗнле ачапа та ӗҫлеме май парать. Унӑн пултарулӑхне кура мар — пурне те чӗлхене ӑса хывма майсем туса параҫҫӗ.
Шупашкар хӑйӗн ҫуралнӑ кунне палла тӑвиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Ун чухне тӗрлӗ мероприяти ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Кашни ҫулах шупашкарсене уявпа саламлама эстрада ҫӑлтӑрӗсем килеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар сцени ҫинче кам юрлӗ-ха?
Шупашкар хула администрацийӗ уява кам килесси паллӑ пулнине пӗлтерет. Хальхинче шупашкарсене «Звери» ушкӑн юрӑсемпе савӑнтарӗ. Ҫӑлтӑрсем Хӗрлӗ лапамри сцена ҫинче юрлӗҫ.
Концерт ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре пуҫланӗ.
Ку ыйтӑва ӗнерхи правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа строительство министрӗ Олег Марков доклад тунӑ.
Пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен 54 проценчӗ усӑ курма хатӗррине, юсав пӗлтӗрхинчен лайӑхрах пынине пӗлтернӗ министр. Котельнӑйсене ӗҫе кӗртессипе — Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Элӗк, Куславкка, Канаш тата Шупашкар районӗсенче, вӗри шыв парса тӑмалли пӑрӑха юсассипе Элӗк, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар районӗсенче графикран юлса пыраҫҫӗ. «Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Муркаш тата Етӗрне районӗсенче, Ҫӗмӗрле хулинче ӑна улӑштарма та пуҫламан», — терӗ Олег Иванович», — пӗлтерет ларура пулнӑ Юрий Михайлов журналист.
Ҫуртсене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли пӑрӑха ҫӗннипе улӑштарас тӗлӗшпе Улатӑр, Куславкка, Пӑрачкав, Шупашкар, Канаш, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче кая юлса пыраҫҫӗ-мӗн.
Пурӑнмалли нумай хваттерлӗ ҫуртсене хутса ӑшӑтма хатӗрлессипе Муркаш, Комсомольски, Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче лайӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |