Шупашкарта «Николаев урамӗ» текен чарӑнура ватӑ хӗрарӑм ыйткаласа ларнине ҫынсем асӑрханах пулӗ. «Про Город» редакцине темиҫен те шӑнкӑравланӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, чӑннипе ҫав ҫын ватӑ мар, ҫамрӑк хӗрарӑм-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Юлия ҫав ҫынна курнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл арҫын е хӗрарӑм, ыйткалакан ватӑ мар. Ун чухне пӗр хӗрарӑм вӑл суйнине тӑрӑ шыв ҫине куҫарнӑ, анчах лешӗ малалла та ним пулман пекех ларнӑ.
Хаҫат корреспонденчӗсем вырӑна тухнӑ. Хӑйне сӑн ӳкернине курсан ҫавскер пуҫтарӑнма тытӑннӑ. Питне вӑл тутӑрпа хупланӑ, куҫлӑх тӑхӑннӑ. Анчах алли вӑл ҫамрӑкрах пулнине кӑтартать. Тутӑр айӗнчен сӑрланӑ ҫӳҫӗ те курӑнать-мӗн.
Хӗрарӑм хӑйне Украинӑри таркай тесе калать, анчах чикан акценчӗ пур унӑн. Унӑн 8 мӑнук имӗш, анчах тарса килнӗ вӗсем, хальлӗхе пурӑнмалли те, ӗҫ вырӑнӗ те ҫук.
Корреспондентсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, вӑл чикан майри, ватӑ хӗрарӑм пек тӑхӑннӑ ҫеҫ.
Ҫынна вӗлересси шӑна вӗлересси пек кӑна тейӗн Шупашкарта пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑмшӑн. Ҫак ҫула ҫитиччен вӑл икӗ ҫынна вӗлерме ӗлкӗрнӗ.
1997 ҫулта ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн 12 ҫуллӑха хупнӑ пулнӑ-ха. Тӗрмерен иртерех кӑларнӑ курӑнать, 2005 ҫулта каллех ӑна айӑпланӑ. Ун чухне ҫынна йывӑр суран кӳрсе вӗлернишӗн тепӗр хутчен суд тенкелӗ ҫине лекнӗ. Иккӗмӗш хут айӑпланӑ чух 8,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатма йышӑннӑ. Ирӗке вӑл 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче хӗрарӑм каллех тепӗр преступлени тунӑ.
Ҫав кунхине вӑл хӑй килӗнче пӗр арҫынпа эрех ӗҫсе ларнӑ. Сӑра сакки сарлака теҫҫӗ те, тем пайлайман икӗ ӳсӗр — хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрарӑм тарӑхса кайса алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа арҫынна вилмеллех чикнӗ. Халӗ хӗрарӑма каллех суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Тӗпчевҫӗсем ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ.
Чӑваш Енри ҫынсем пӑшал парса укҫаллӑ пулаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ саккунлӑ майпа илменни пирки пырать. Ҫавна йӗрке хуралҫисене кӑмӑлпа кайса парсан укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа полицейскисем Чӑваш Ен ҫыннисене 90 пин тенкӗ ытла тӳленӗ. Ятарлӑ майпа шута илмен хӗҫ-пӑшала ҫынсем самай илсе пынӑ. Ҫав шутра — 40 ытла вулӑ, 1,5 пин ытла патрон.
Хӗҫ-пӑшала йӗрке хуралҫисене паракансене ӑна саккуна пӑсса тытнишӗн явап тыттармаҫҫӗ тата укҫа тӳлесе хавхалантараҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе те 70 вулӑ илсе пынӑ, патрона кӑҫалхи чухлех темелле-ха.
Нумаях пулмасть Шупашкарти полицейски пайне республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын тутӑхса кайнӑ сунар пӑшалӗпе пырса кӗнӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл Шупашкар районӗнчи Колешша патӗнчи вӑрманта тупнӑ. Экспертсем пӑшала 1957 ҫулта кӑларнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисене пырса панӑшӑн арҫынна 5-6 пин тенкӗ парса хавхалантарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарта Дмитрий Семёнов тӗлӗшӗпе суд пуҫланнӑ. Хастар ҫамрӑка экстремизмшӑн айӑплаҫҫӗ — вӑл хӑйӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче Дмитрий Медведев сӑнлӑ демотиватор вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ҫакӑншӑн ӑна экстремизмла шухӑша халӑх хушшинче сарнӑ тесе Пуҫиле кодексӑн 280 статьян 1-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.
Евгений Губин ваккат каласа панӑ тӑрӑх вӑл хӳтӗлекен ҫамрӑк хӑйне айӑплӑ туймасть. Дмитрий ҫак ӳкерчӗкӗн авторӗ мар тесе шутлать тата ҫак демотиватор халӑх тетелӗсенче унсӑрах та анлӑ сарӑлнӑ тет.
Паянхи лару хупӑ мелпе иртнӗ. «Пирӗн шухӑшпа тӳре саккуна пӑсса, сӑлтавсӑрах ларӑва сӑнама килнӗ ҫынсене тата журналистсене залран кӑларса ячӗ», — каласа панӑ Евгений Губин ваккат. Тепӗр лару вара ҫурлан 12-мӗшӗнче иртмелле.
Дмитрий Семёнов тавра пуҫиле ӗҫе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче пуҫланӑ. Вӑл РПР-ПАРНАС партин хастарӗ. Чӑваш Енри ФСБ уйрӑмӗ ун тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫсем унччен те пуҫарнӑччӗ. Сӑмахран, 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна Донецкӑн «халӑх кӗпернаттӑрӗн» Павел Губарев сӑнне вырнаҫтарнӑшӑн айӑпланӑ — вӑл хутӗнче йӗрке хуралҫисене Раҫҫейре чарнӑ «РНЕ» организацийӗн символикине лартни кӑмӑла кайман.
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ. Крематори тесе вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта тата кӑмакана каланине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Крематори кирли пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ ларусенчен пӗринче каланӑ.
Хула тӳре-шари сӗннипе крематори, вилнисене пытармалли вырӑн валли ҫӗр лаптӑкне палӑртма проектсене хатӗрлеме пуҫланӑ тесе «Про город» портал ӗнентерет. Хӑй вӑл ку хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче курни пирки палӑртать.
Хулари 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та кӑҫалхи раштав уйӑхӗсенче тулса лармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫак уйӑхра хула администрацийӗ 2-шер гектарлӑ лаптӑксене ҫӑва валли хатӗрлеме тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче крематори те пулӗ. Халӗ ӑна тума хатӗр укҫаллӑ ҫынна шыраҫҫӗ.
Канмалли кунсенче Лондонра «Кевер лиги» ҫӑмӑл атлетика серийӗн вунпӗрмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейрен пӗр ҫын ҫеҫ хутшӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енрен.
Лондонра Раҫҫей чысне пирӗн ентеш Анжелика Сидорова хӳтӗленӗ. Анжелика пӗр эрнере хӑйӗн рекордне икӗ хут ҫӗнетме пултарнӑ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Лондонра чӑваш спортсменки 4.79 метр ҫӳллӗшне иккӗмӗш хутӗнчен илме пултарнӑ. Ку пӗлтӗрхи кӑтартуран виҫӗ сантиметр ҫӳллӗрех.
Апла пулин те Лондонра пӗрремӗш вырӑна Грецири Николета Кириакопули тухма пултарнӑ. Вӑл 4.79 метр ҫӳллӗшне пӗрре сиксех ҫӗннӗ. Анжелика Сидорова вара иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Греци спортсменки Катерина Стефаниди тухнӑ.
Ҫурлан 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Анжеликӑн та унта хутшӑнмалла пулӗ.
Украинӑри политика лару-тӑрӑвӗ пирки Раҫҫейре кӑна мар, тӗнчипех калаҫаҫҫӗ. Унта ахаль ҫынсем те вилни нумайӑшне хумхантарать. Ку условисенче ачасем те пурӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
Йывӑр лару-тӑрӑва кура Раҫҫейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухаҫҫӗ. Шупашкарсем те айккинче юлман. Хулара гуманитари пулӑшӑвне пухмалли 26 пункт уҫӑлнӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Лилия Панычева мӑнукӗпе палаткӑна курса пынӑ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн вӑл пысӑках мар хутаҫ йӑтса таврӑннӑ. Утиял, тетте илсе пынӑ вӑл. Унӑн тӑванӗсем Мариупольте пурӑнаҫҫӗ-мӗн.
Гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли палаткӑсем ӗҫлеме тытӑнсан пирвайхи кунсенчех унта 100 ытла ҫын пынӑ.
Волонтерсене апат-ҫимӗҫ, гигиена хатӗрӗсем, шкул хатӗрӗсем пама юрать. Акцие хутшӑннӑ кашни ҫынна «эпӗ Донбаса пулӑшрӑм» кӑкӑр палли параҫҫӗ.
Палаткӑсем ирхи 10 сехетрен ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
Чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем Крымри Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Тав ҫырӑвӗпе ЧНКн тӗп бухгалтерне Марина Никоноровӑна тата ҫыруҫӑ-референтне Олеся Никитинӑна Чӑваш Республикипе Крым ҫурмаутрав хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекен коммерцилле мар организаци пуҫлӑхӗ Юрий Алексеев чысланӑ.
ЧНК пайташӗсем ку чыса Крымпа Чӑваш Республики хушшинчи культура тата экономика ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме пулӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
«Эсир халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес енӗпе ырми-канми тӑрӑшни, тӑван ҫӗршыва, унӑн историне юратни, яланах малалла ӑнтӑлни пирӗн обществӑна ырӑ утӑмсем тума май парать. Сире ҫaк ӗҫpe ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатӑп», — тесе Тав ҫырӑвӗнче ҫырни тата ҫав ятпа чысланишӗн саламлани пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залӗ чылайӑшне килӗшет. Уйрӑмах – туристсене. Ҫуллахи вӑхӑтра унта нумай турист пулса курать. Акӑ нумаях пулмасть музея каллех хӑнасем ҫитнӗ.
Самар облаҫӗнчи туристсем Шупашкара «Разумовский» теплоходпа ҫитнӗ. Вӗсем те Чӑваш наци музейӗн йӑла-йӗрке залне кӗрсе курнӑ. Музей ӗҫченӗсем вӗсене валли интерактивлӑ мероприяти йӗркелесе чӑваш тумӗсене кӑтартнӑ.
Этнографи секторӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Наталья Захарова 18-19-мӗш ӗмӗрсенче пурӑннӑ чӑвашсен кун-ҫулӗ, анатри, тури тата хутӑш чӑвашсен ун чухнехи тумӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Туристсене музей фондӗнчи тумсем кӑсӑклантарнӑ.
«Янтал» фольклор ансамблӗ «Хӗр макӑрни» йӑлана кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем чӑваш тата вырӑс халӑх юррисене юрланӑ.
Утӑ уйӑхӗн 21–22-мӗшӗсенче Шупашкарти Мускав районӗнчи Лебедев тата Кривов, Павлов мичман урамӗсенче «Сывлӑх ташши» уяв иртнӗ. Ӑна Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев, 29-мӗш патриот клубӗн ертӳҫи Дмитрий Разин йӗркеленӗ.
Унтах чи хастар ҫынсене, нумай хваттерлӗ ҫуртсен председателӗсене чысланӑ. Хисеплӗ хӑнасем картишри чи хастар ҫынсене те палӑртнӑ. вӗсем депутат аллинчен тав хучӗсем илнӗ.
«Сывлӑх ташшине» 59-мӗш шкулти хореограф Инга Громова ирттернӗ. Ачасем картана тӑрса чӑваш кӗввине итленӗ май ташланӑ. Ача нумай пухӑннӑ. Пултаруллисем юрӑсемпе ташӑсем хатӗрленӗ. Спорт енӗпе те ӑмӑртусем иртнӗ.
Лебедев тата Кривов урамӗсенче пурӑнакансем валли казах юррисен «Вольница» ансамблӗ юрланӑ. Уявра юн пусӑмне тӗрӗслеме, сывлӑха тӗрӗслеттерме май пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |