Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтерессе пурте кӗтеҫҫӗ ахӑртнех. Анчах ӑна палӑртнӑ срокран каярах хута ярӗҫ. Унта халӗ ӗҫ хӗрӳ пырать.
«ХКХ управленийӗ тата таврана хӑтлӑх кӗртесси» управленин тӗп инженерӗ Андрей Дьяков каланӑ тӑрӑх, проспектри ҫула вӗсен Республика кунӗ валли уҫмалла пулнӑ. Вӗсем ку тӗллеве пурнӑҫланӑ. Строительство йӗркеллӗ пынӑ-тӑк ӗҫченсем малтан коммуникацисене куҫарӗчӗҫ, унтан ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тӑвӗччӗҫ те тин ҫула уҫӑччӗҫ.
Графикран пӑрӑнни коммуникацисене куҫарас ӗҫре йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Сӑмах темиҫе ҫухрӑм газ тата шыв пӑрӑхӗсем пирки. Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнти тӗп пайра отделка ӗҫӗсене туса пӗтернӗ. Гранит урай тата мрамор стена та хатӗр ӗнтӗ. Ӗҫченсем колоннӑсене тума тытӑннӑ. Раствор типтӗр тесе ҫав вырӑна ятарлӑ пушкӑсемпе ӑшӑтаҫҫӗ.
Суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна раштав уйӑхӗнче уҫма палӑртнӑ.
Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче ӳнер пирки калаҫу пынӑ. Кампа? Раҫҫей театрӗн тата киновӗн актерӗ Анатолий Гущин журналистсемпе тӗлпулнӑ.
Анатолий Гущин Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл Щепкин театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Халӗ ентеш Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Анатолий Гущин театрта тата кинора чылай роле калӑпланӑ. Вӑл «Гагарин», «Вий», «Первый в космосе», «Грозовые ворота» картинӑсенче ӳкерӗннӗ.
Анатолий Гущин Юрий Спиридонов режиссерӑн «Обочина» чӑваш фильмӗнче те ӳкерӗннӗ. Вӑл картинӑна ырланӑ. Актер ҫав фильмӑн ӳкерӳ вӑрттӑнлӑхӗсемпе журналистсене паллаштарнӑ.
— Эпир унпа паллашрӑмӑр, тепӗр кун ресторанра тӗлпулма калаҫса татӑлтӑмӑр. Эпӗ сценари ыйтрӑм. Анчах вӗсем ӑна пӗр каҫра ҫырма шантарчӗҫ. Вӗсем 5 страница ҫырчӗҫ, сцена шухӑшласа кӑларчӗҫ. Ҫапла сӗтел хушшине ларса 5 страницӑллӑ сценӑна ӳкертӗмӗр, — аса илнӗ Анатолий Гущин.
Хула администрацийӗ актера тӑван тӑрӑхне татӑшрах килме ыйтнӑ. Леонид Черкесов ҫитес тӗлпулӑва ачасемпе йӗркелеме палӑртнине пӗлтернӗ.
Юпан юлашки кунӗнче Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Компьютерпа — эс тесе» проектӑн пиллӗкмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Ӑна асӑннӑ культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем ирттереҫҫӗ. Ҫав кунах улттӑмӗш ушкӑн йӗркеленнӗ. Унта 12 ҫын ҫырӑннӑ.
Компьютера хӑнӑхтаракан черетлӗ курс вӗҫленнӗ ятпа проект ертӳҫи Нина Димитриева саламланӑ. Шупашкарти ӗҫпе вӑрҫӑ, Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен тата правӑна сыхлакан органсен ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Николай Матвеев та пулнӑ. Курса ҫӳренине ӗнентерекен хута ватӑсене вӑл тыттарнӑ.
Курса ҫӗнӗрен ҫырӑннисене эрнере виҫӗ хутчен: тунтикун, юнкун тата эрнекун, 10 тата 15 сехетре, компьютер вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхтарӗҫ.
Мероприятие «Любава» вокал ансамблӗн концерчӗ вӗҫленӗ.
Сӑнсем (3)
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ултӑ хӗлӗхлӗ гитарӑпа калакансен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Оксана Павлова гитаристкна тата педагога асӑнса тата вӑл ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Оксана Павлована музыкантсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ тесе ырлать республикӑн Культура министерстви. Унӑн вӗренекенӗсем паян Шупашкарти музыка училищинче, Шупашкарти культурӑпа ӳнер институтӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Фестиваль темиҫе мероприятирен тӑнӑ. Пӗрремӗш пайӗнче Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансемпе унта ӗҫлекенсем концерт лартнӑ. Фестиваль ячӗпе йӗркеленӗскере юпан 15-мӗшӗнчех кӑтартнӑ-ха. Кайран, юпан 29-мӗшӗнче Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗн ҫамрӑк преподавателӗ, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Михаил Нагорнов мастер-класс ирттернӗ. Унта музыка шкулӗсенче вӗренекенсем тата музыка училищин 2-мӗш курс студентки Марина Галимова хутшӑннӑ.
Каҫхине Хусан ӑсти пӗчченех концерт кӑтартнӑ. Вӑл гитара музыкин тӗрлӗ тапхӑрти ҫеммине шӑрантарнӑ.
Ӗнер республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе видеконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Правительствин юпан 30-мӗшӗнчи ларӑвӗнче ҫӗршывӑн субъекчӗсене 3 миллиард та 484 миллион тенкӗлӗх грант уйӑрма пӑхнине пӗлтернӗ.
Бюджет хушшинчи трансферта ҫӗршывӑн влаҫ тӑвакан органӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне кура регионсене ҫитерӗҫ. Рейтинга хатӗрленӗ чухне пурнӑҫ тӑршшӗне, халӑхӑн тупӑшне, ӗҫсӗрлӗх шайне, вӗренӳ пахалӑхне, ачасем тӑлӑха юласран профилактика ирттернине, ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ хута янине, экономика аталанӑвне уйрӑм ҫынсем укҫа хывнине, хыснана налук тата налук мар тупӑш кӗнине, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанӑвне шута илнӗ. Кунсӑр пуҫне соцыйтӑм кӑтартӑвне те ӑша хывнӑ-мӗн.
Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен унччен йышӑннӑ 20-мӗш вырӑнтан 14-мӗшне куҫнӑ, республикӑна преми евӗр 165 миллион та 59 пин тенкӗ лекессине асӑнса хӑварнӑ. «Ку премие эпии Шупашкарти микрорайонсенчен пӗринче ача пахчи тӑвӑпӑр. Хула администрацийӗн унӑн вырӑнне палӑртмалла», — тенӗ Элтепер.
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, чӳк уйӑхӗнче 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра пысӑк уяв концерчӗ пулӗ. Анчах хамӑр патри артистсем мар, ҫӗршыври паллӑ ушкӑн кӑтартӗ. Ҫук-ха, тен, хамӑр патрисем те юрласа ташлӗҫ-и, анчах программӑн тӗп хӑни «Здравствуй, песня» ушкӑн иккенне пӗлтереҫҫӗ.
«Здравствуй, песня» ушкӑн вокалпа инструмент ансамблӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенчи хитсемпе килсе ҫитмелле. Пултаруллӑ, пысӑк ӑстасем шупашкарсемпе Шупашкар хӑнисене чӑн-чӑн уяв кӳрӗҫ.
Уяв чӳкӗн 4-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре пуҫланӗ.
«Грамотлӑ потребитель шкулӗ» проектпа килӗшӳллӗн республикӑра ЖКХ тытӑмӗнче медотичка кӑларнӑ. Унта кашни ҫын хӑйне пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать.
Кварплата тӳлӗнӗ чухне укҫана мӗнле перекетлемелле? Шут приборӗсене рассрочкӑпа усӑ курса лартма пулать-и? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне методичкӑра тупма пулать. Хуравӗсене ӳкерчӗксемпе, таблицӑсемпе ӑнлантарса панӑ.
Брошюрӑра картишри парковкӑна мӗнле тумаллине те ӑнлантарса панӑ. Пӗр пайӗнче кӑҫал кӗртнӗ ҫӗнӗлӗхе — капиталлӑ ремонтшӑн укҫа хывнине — халалланӑ. Авторсем унӑн чи пӗчӗк виҫи пирки, укҫа ӑҫта пухӑннине, ӑна мӗнле тӑкакланине ӑнлантарнӑ.
Ку тӗрӗслев выпускӗ кӑна-ха-мӗн. Тепӗр методичкӑсене ятарласа шкул ачисем валли кӑларӗҫ. Хальхинче кӗнеке 1 пин экземплярпа ҫеҫ тухнӑ. Вӗсене ҫуртри аслӑ (пуҫлӑх) ҫынсене ҫеҫ валеҫсе парӗҫ. Анчах ӑна унран илсе кашниех вулама пултарӗ.
Халӑх фрончӗн республикӑри уйрӑмӗн хастарӗсем Шупашкара тӗрӗсленӗ. Мӗн тӗллевпе? РФ Строительство министерстви хушнипе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен авариллӗ ҫуртсем ҫине ятарлӑ хӑма ҫапмалла пулнӑ. Унта ку ҫурт авариллӗ пулнине пӗлтернине ҫырмалла-мӗн.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем ҫак эрнере Шупашкарти авариллӗ ҫуртсем патне ҫитсе килнӗ. Анчах нихӑшӗн патӗнче те ятарлӑ хӑма ҫапман-мӗн.
Общество организацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал ӳкерчӗк республикӑри ытти хулара та хуҫаланать. Тӗслӗхрен, Ҫӗрпӳ хулинче.
Хастарсем кашни ҫурт умӗнче мини-плакатпа сӑнӳкерӗннӗ. Унта ҫапла ҫырна: «Таблички нет» (чӑв. Хӑма ҫук).
Паян Шупашкарта кӑнтӑрла тӗлне, 11 сехет ҫурӑра, кӗтмен пӑтӑрмах пулнӑ. 20-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус Энтузиастсен урамӗнче Росстандарт ҫуртне пырса тӑрӑннӑ.
Пӑтӑрмаха урапа та ҫакланнӑ-мӗн. Общество транспорчӗн водителӗ руле итлеттереймен те «Дэу Матиз» маркӑллӑ урапа ҫине кӗрсе кайнӑ. Унтан «Росстандарт» ҫуртне пырса кӗнӗ.
Троллейбус рулӗ умӗнче 31 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл аварире суранланнӑ. Кондуктор та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Аварире троллейбус та, ҫӑмӑл урапа та сиенленнӗ. Росстандарт крыльцине те халӗ юсама тивӗ-мӗн.
Чӑваш Ени халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти ӗҫ пасарӗнче ытларах рабочи специальноҫӗсем ҫитмеҫҫӗ: ҫӗвӗҫсем, каменщиксем, кондукторсем, тӗпел ӗҫченӗсем, грузчиксем, отделочниксем, поварсем, сутуҫӑсем, бетонщиксем, водительсем, тирпейлӳҫӗсем…
Анчах специалистсем хулара ача пахчинче воспитательсем, тухтӑрсем, водительсем, сутуҫӑсем ҫитменнине палӑртаҫҫӗ. Урамри тирпейлӳҫӗсем, чашӑк-тирӗк ҫӑвакансем, тӗпел ӗҫченӗсем яланхиллех ҫитмеҫҫӗ.
Мӗнле профессисем ытлах кирлӗ мар-ха халӗ? Экономистсем, юрисконсультсем, бухгалтерсем тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |