Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта кӑларнӑ мечӗксем ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Теттере цинк нормӑран 1,8 хут нумайрах пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тӗп специалисчӗ Наталья Кузьмина пӗлтернӗ тӑрӑх, мечӗке Эльгер урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри лавккара туртса илнӗ. Ӑна Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ кӑларнӑ-мӗн.
Тӗпчев ирттермешкӗн суту-илӳ лавккинче тӗрлӗ тетте туяннӑ. Ҫав шутра — мечӗк те. Анализ тунӑ хыҫҫӑн унта сиенлӗ япала пулнине палӑртнӑ.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн сутуҫа 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Теттена туса кӑларакана — 100 пин тенкӗлӗх. Завода ку ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
«Ҫумӑр» мим-театр сцени ҫинче Чулхула артисчӗсем спектакль пӗрремӗш хут кӑтартнӑ. Олег Бурлаков режиссер Ҫӗнӗ Шупашкара ачасем валли «Тӗлӗнтермӗш ҫулӗ» постановка илсе килнӗ.
Сюжет ансат. Артистсен труппи кивӗ фургонта пырать, ӑнсӑртран полицейский ҫине кӗрсе каять. Фургона ыйхӑллӑ ӗне туртать. Айӑпран хӑтӑлас тесе вӗсем «цирк» кӑтартаҫҫӗ.
Актерсем труппӑра тӗрлӗрен. Вӗсем кашни расна ҫӗрте вӗреннӗ. Кашнин — хӑйӗн пултарулӑхӗ. «Ҫумӑр» мим-театр режиссерӗ Чулхула артисчӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара ахальтен чӗнмен — вӗсем иккӗшӗ те пӗр жанрпа — пантомимӑпа — ӗҫлеҫҫӗ.
Чулхула артисчӗсен гастролӗ вӗҫленнӗ. Анчах шупашкарсемпе ҫӗнӗ шупашкарсене урӑх парне кӗтет: клоунада, пантомима, пластика фестивалӗ.
Шупашкарти Анисимов урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫумӗпе ҫул тума шут тытнӑ. Ӑна ахаль те виҫӗ енчен ҫул хупӑрланине кура ҫавӑнта пурӑнакансем ку шухӑша тарӑхса йышӑннӑ иккен. Район администрацийӗпе калаҫу ирттерни те «ҫимӗҫне кӳмен» имӗш.
— Акӑ пирӗн ҫурт. Акӑ хула ҫулӗ иртет. Тепӗр енпе каллех ҫул выртать, — пӳрнепе тӳллесех ӑнлантараҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем. Машинӑсем хӗрӳ ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫуран иртесси уйрӑмах нушаллӑ.
Апла пулин те пурте апла шухӑшламаҫҫӗ иккен. Ҫурт комитечӗн ертӳҫи Галина Елисеенко шучӗпе ҫул тӑвассине ҫынсене пӗлтерме тивӗҫ мар. «Хӑть трактор айне кӗрсе выртӑр, хӑть ун урапи айне. Ҫак ҫула тӑвассине эпир чармӑпӑр», — тет иккен вӑл.
Ҫӗнӗ ҫул ытлашши тесе никам та каламасть иккен-ха. Ӑна туса пӗтерессе кӳршӗллӗ 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем уйрӑмах кӗтеҫҫӗ иккен. Йӗркеллӗ ҫул ҫуккине пула вӗсем тӑватӑ теҫетке ҫул асапланаҫҫӗ-мӗн. Кӗрсе-тухма ҫукранах ни тухтӑр машинин, ни пушар службин кӗрсе тухма май ҫук иккен. «Япала илсе килесси те чӗр нуша», — тесе калать-мӗн унта пурӑнакан Арнольд Матисон ятлӑ ҫын.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ЧР тава тивӗҫлӗ строителӗ пулса тӑнӑ. Кун пирки паян мэрин официаллӑ твиттерӗнче тӗвӗтленӗ.
Алексей Ладыков администраци пуҫлӑхӗнче 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ӗҫлет. Унччен вӑл Шупашкарти депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах «Старатель» ҫурт тӑвӑм компанийӗнче тӗп директорта ӗҫленӗ.
Юпан 25-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ҫамрӑк композиторсен «Атӑл ачисем» республикӑри уҫӑ III конкурсӗ иртмелле. Вӑл 15 сехетре пуҫланмалла. Конкурса асӑннӑ училище йӗркелет. Ӑна асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн 85 ҫулхине тата Анисим Асламас композитор ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Конкурса музыка училищисенче, колледжсенче, культура тата ӳнер училищисенче, аслӑ шкулсенче, ача-пӑча музыка тата ӳнер шкулӗсенче вӗренекенсем хутшӑнасса шанаҫӳҫӗ. Конкурсантсене икӗ ушкӑна пайлӗҫ: 12–15 ҫулсенчисене уйрӑм, 16–20 ҫултисене расна. Ҫамрӑк композиторсем хӑйсен пултарулӑхне «Композици» тата «Импровизаци» номинацисенче тӗрӗслеме пултарӗҫ. Иккӗмӗшӗ — аслӑ ҫулхи категори валли кӑна.
Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ шутне пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксене тупса палӑртассине тата Анисим Асламас композиторӑн ят-сумне сарассине кӗртеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакан кашни ача тӗрлӗ музыка жанрӗллӗ темиҫе хайлав тӑратма пултарать. Пӗри 6 минутран вӑрӑм пулмалла мар. Конкурсра соло е камерлӑ оркестр валли ҫырнӑ инструмент хайлавӗсем, камерлӑ вокал хайлавӗсем — юрӑсем, романссем, вокал ҫаврӑмӗсем, ҫырса илемлетнисем, вариацисем, сюитӑсем тата ытти пулма пултараҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери «Раҫҫей — спорт ҫершывӗ» канашлӑва ирттернӗ чухне икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнманнине сивлет.
Гуманитари институчӗ тӗнче тетелӗнче ҫынсем Шупашкарти чарӑнусен чӑвашла ячӗсене хуратнине сӳтсе явнине асӑрханӑ. Хула влаҫӗ канашлу умӗн чарӑнусен ячӗсене улӑштарнӑ. Юпан 7-мӗшӗнче хулари тӗп урамсенче чарӑнусен икӗ чӗлхеллӗ ячӗсене илсе ҫӗннисене вырнаҫтарнӑ. Анчах — вырӑсла ҫеҫ.
Халӑх тӳре-шараран кун пирки кӑсӑкланнӑ. Вӗсем чӑвашла ҫырнисене хатӗрлесе ӗлкӗреймен-мӗн…
Гуманитари институтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, кунта влаҫран чӑвашла куҫарма ыйтса ҫырнӑ пӗр ҫыру та килмен. Ӑсчахсем, институт «Чӗлхе саккунне» пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ.
Республикӑра юпан 18–20-мӗшӗсенче Айхи кунӗсем иртӗҫ. Ӑна Чӑваш Енри «Айхи фончӗ» общество организацийӗ йӗркелет. Ҫак ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑш та хутшӑнӗ.
Айхи кунӗсенче ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем иртӗҫ. ЧР Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Ю.Гагарин ячӗллӗ тӗп вулавӑшӑн «Кӗнеке-пурнӑҫ: Геннадий Айхин Чӑвашри кунӗсем» проект пурнӑҫа кӗрӗ. Вӑл кӑҫал ЧР Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ.
Айхи кунӗсем юпан 18-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче пресс-конференцирен пуҫланӗ (12 сехетре). Ҫак кун Игорь Макаревич, Владимир Пики, Владимир Коновалов сӑнӳкерчӗкӗсен куравӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Кунсӑр пуҫне кӗнеке хӑтлавӗсем иртӗҫ. Наталия Азаровӑпа Татьяна Грауз поэтӑн «Расположение счастья» кӗнекине, Арсен Мирзаев Геннадий Айхи пирки аса илнӗ кӗнекене, Борис Чиндыков «Gennadi Ajhi «ŞICHӖ SӐVӐ» кӗнекене хӑтлӗҫ.
Иккӗмӗш кун Г.Айхин 12 чӗлхепе тухнӑ «Мир Сильвии» кӗнекине хӑтлӗҫ, ҫак кӗнекен ӳнерҫин Анастасия Новиковӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Чӳк уйӑхӗнче Шупашкарта коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗ самай ӳсет. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ иккен. Хакланнин сӑлтавӗ — квитанцире хваттерсене ӑшӑтнишӗн йӗрке хутшӑнни.
Ӑшӑшӑн малашне мӗн чухлӗ усӑ курни тӑрӑх, пӗтӗм ҫуртри счетчик тӑрӑх, тӳлеттерме тытӑнӗҫ. Ҫавӑнпа та хӗлле ытларах тӳлӗпӗр, ҫулла — сахалтарах.
Маларах асӑннӑ управленире шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, ӑшӑтмалли тапхӑрта коммуналлӑ тӳлев 1,2 хутран тытӑнса 3 хутчен хӑпарма пултарать. Ӑшӑ мӗн чухлӗ тӑкакланине шутлакан счетчик лартман ҫуртсенче хак уйрӑмах хӑпарма пултарать имӗш. Шупашкарта ун пеккисем 2495 ҫуртран — 247. Шутлавҫӑ лартма май ҫук ҫуртсем те ҫав шутра пур.
Коммуналлӑ тӳлев тӑкакӗ ытла пысӑк пек туйӑнсан (унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 25 процент хаклӑрах-тӑк) ҫулталӑклӑх хушши пӗчӗкшерӗн тӳлеме ирӗк пур. Ҫемье тупӑшӗнчен 22 процентӗнчен ытларахӑшӗ коммуналӑ тӳлевпе тухса кайсан субсиди ыйтма юрать.
Шупашкарпа Канаш хушшинче ҫӗнӗ йышши электропуйӑс ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ вакун питӗ хӑтлӑ. Хытӑ ларкӑч вырӑнне — ҫемҫе кресло. Телевизор тата wi-fi та пур.
Билет хакӗсем вара ҫавсемех юлнӑ. Ҫулсерен Чӑваш Енре хулаҫум пуйӑсӗсемпе 75 пин ҫын усӑ курать.
Вакунри ҫӗнӗ интерьера тунӑ чухне дизайнерсем пассажирсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 30 ҫулти вакун халӗ ҫӗнӗ пекех курӑнать: урайӗнче — кавир, чӳрече ҫинче — карӑ.
Халӗ вакунри кашни пассажир тӗнче тетелне тӳлевсӗр кӗме пултарать. Анчах ҫӗнӗлӗхе те хӑнӑхмалла-мӗн. Зинаида Клеверова пассажир ав хура аттипе таса вакуна кӗме шикленнӗ. Ара, варалас килмест-ҫке-ха. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ кивӗ вакунрах каять.
Дача сезонӗ вӗҫленсен тепӗр вакуна вӗҫертӗҫ. Ҫапла ҫӗнни ҫеҫ тӑрса юлӗ. Билет хакӗ ӳсмӗ. Халӗ Шупашкартан Канаша ҫитмешкӗн 264 тенкӗ-мӗн. Пуйӑс унта 2,5 сехетре ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |