Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пуҫа вырнаҫма пултарайман инкек пулнӑ. Арҫыннӑн ӑссӑрла хӑтланӑвӗ — питӗ тискер.
Ҫӗрле 2 сехет патнелле полицие Фучик урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче пӗчӗк хӗрача виллине тупнине пӗлтернӗ. Ҫакна тума пултарнӑ арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӗрарӑм юлташне ӑсатма кайсан хайхискер ҫывӑракан пӗчӗк хӗрачана, ҫулталӑкрискере, урама илсе тухнӑ та пуҫӗпе асфальт ҫине темиҫе хут ҫапнӑ. Ача сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна хупмашкӑн ходатайство хатӗрлеҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи тӑвӗҫ.
Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать.
Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ.
Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ.
«Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑх ӗҫлӗхӗ ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн усламҫӑсем ӗҫлӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ. Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ. Усламҫӑ ӗҫӗ ик алла усса ларнипе пулмасть.
Ӗҫсӗр юлнисене вырӑн тупса парас тесе ӗҫлӗх центрӗсем харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарма май пурри ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Шикленменнисем ҫӗнӗ утӑма хӑюллӑнах тӑваҫҫӗ. Ҫитменнине патшалӑх хыснинчен вӗсем валли укҫа уйӑрса та пулӑшаҫҫӗ. Кам парикмахерски уҫать, кам пӗчӗк кӑна суту-илӳ точки... Урӑх енпе тӑрӑшакансем те пур.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта кӑна ӗҫсӗрсене хӑйсен ӗҫне уҫмаллине ӑнлантарса 5 семинар ирттернӗ. Унта 104-ӑн хутшӑннӑ. Пиллӗк ҫынна кирлӗ хутсене хатӗрлесе пулӑшнӑ, 16 ҫынна ӗҫ пуҫарма укҫа уйӑрса панӑ. Кашнине — 58 пин те 800 тенкӗшер.
Шупашкарти М. Горький урамӗнчи «Заварка» чей клубӗнче чӑваш ӳнерҫисен ыркӑмӑллӑх куравӗ иртет. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пире пӗлтерет. Хӑйсен ӗҫӗсемпе Арина Перцева, Ольга Альфонс тата Атнер Маков паллашма сӗнеҫҫӗ. Курава Арина Перцевӑн хӗрне — Настьӑна — ДЦП чирӗнчен сыватма укҫӑ-тенкӗ пухма йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗсен ӗҫӗсене туянма та пулать.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑш-пӗр ӳкерчӗксене туянма та ӗлкернӗ иккен. Теприсем укҫан пулӑшу кӳнӗ. Сӑмах май Настьӑна амӑшӗ Германине пӗрре илсе кайса сыватса килнӗ ӗнтӗ.
Арина Перцева Алексей Альфонс ӳнерҫӗн хӗрӗ пулать. Курава вӑл «Черное море. Якорная щель», «Черное море. Лазаревское», «Лазурный берег» тата ытти ӳкерчӗксене, ҫав шутра натюрмортсене те, вырнаҫтарнӑ. Ольга Альфонс — Аринӑн тӑванӗ пулать. В. Суриков ячӗллӗ ӳнер институчӗн студенчӗ курава «Прекрасный край», «Маковое поле», «Портрет в модерне» ӗҫсене илсе килнӗ. Атнер Маков та Ольга вӗренекен институтра пӗлӳ пухать. Куравра унӑн «Сказочная Индия» (чӑв. Юмахри Ӗнчӗ ҫӗршывӗ) ӳкерчӗкпе паллашма май пур.
Чей клубӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх курав юпа уйӑхӗнче те ӗҫлӗ. Сутӑннӑ ӳкерчӗксем вырӑнне ӳнерҫӗсем тепӗр ӗҫсене илсе килеҫҫӗ.
Юпан 4-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче тепӗр хут «Поэтсен балӗ» музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Унта Рустем Галич тата «АrСо» квартет (Сергей Григорьев, Оксана Милицина, Гульсина Григорьева, Надежда Казакова), оперӑпа балет театрӗн солисткисем Маргарита Финогентова, Татьяна Прытченкова хутшӑнӗҫ.
Рустем Галич АПШра, Раҫҫейре, Европӑра гастрольсемпе нумай пулать, ӳнер вулавӗн жанрне сарать. Йӗркелӳҫӗсем поэзи каҫӗ кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ара, унта ҫынсене хаваслӑх парнелеме юратакан чӑн-чӑн профессионалсем хутшӑнаҫҫӗ-ҫке-ха.
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу уҫӑлнӑ кун хулари тӗп урамсенче хӑш-пӗр транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ҫав кун ҫынсене хӑйсен транспорчӗпе ҫула тухма сӗнмеҫҫӗ. «Спорт бульварӗ» проект ӗҫленӗ чухне, юпан 9-мӗшӗнче, ирхи 1 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен Карл Маркс урамӗ Воробьев композиторсен урамӗпе хӗресленнӗ таран, Воробьев композиторсен урамӗ Ярославль урамӗпе хӗресленнӗ вырӑнтан Президент бульварӗ таран транспортсем ҫӳрессине чакарӗҫ. Юпан 8-мӗшӗнче 20 сехетрен пуҫласа юпан 9-мӗшӗнчи 19 сехетчен ҫав урамсенче транспортсен стоянки пурин валли те ӗҫлемӗ. «Спорт бульварӗ» маршрут ҫинче хӑварнӑ автомобильсене эвакуацилеҫҫӗ. Ку ыйтупа 24-27-70 тата 62-00-22 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравалса пӗлме пулать.
Юпан 9-мӗшӗнче хӑнасем килекен транспортсене оперӑпа балет театрӗ, Юханшыв порчӗ, Анне монуменчӗ умӗнче лартма юрать. Авӑнӑн 29-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 15-мӗшӗччен «Хальхи спорт. Инновацисемпе малашлӑх» пӗтӗм тӗнчери курав ӗҫленӗ вӑхӑтра Республика тӳремӗ енчен Карл Маркс урамӗн сылтӑм ҫулӗпе 36-мӗш ҫуртран пуҫласа 38-мӗш таран, Республика тӳремӗпе Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртран пуҫласа Карл Маркс урамӗнчи 38-мӗш ҫурт таран транспортсене ҫӳреме чакарӗҫ.
Чӑваш Енре паллӑ мар наркотипе йывӑр сиенленсе пульницӑна лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унпа наркӑмӑшланаканнисен йышӗ тунтикунтан чакма тытӑннине те ҫырнӑччӗ. Халӗ тата тепӗр хыпар. Туртмалли усал хутӑш сутать тесе 17-ри яш пирки шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ун ҫумӗнче 35 грама яхӑн синтетикӑллӑ наркотик тупнӑ имӗш. Ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна арестлеме пултараҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне яш ҫынсем психиоактивлӑ япаласемпе наркӑмӑшланма тытӑннӑ хыҫҫӑн лекнӗ пулать. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл клиентсене спайс хурса пама кайнӑ чух полицейскисем тытса чарнӑ. Ӑҫта хурса памалли тата саккас пирки смс-хыпарпа ҫыхӑнса тӑнӑ-мӗн. Ҫамрӑк ҫумӗнче 12 пӗчӗк хутаҫ тупнӑ.
Ҫав хутаҫсенче 35 грамм наркотик пулнӑ-мӗн. Тепӗр 10-а яхӑн наркӑмӑша оперативниксем каччӑн килӗнче тупнӑ. Шыранӑ хыҫҫӑн тата тепӗр 4 вӑрттӑн вырӑн тупнӑ имӗш — унта та ача психоактивлӑ япала пытарса хунӑ-мӗн.
Наркоконтролӗн управленйиӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотика сутса ӑҫтан кӳрсе килнине пӗлеҫҫӗ имӗш. Шупашкарта хайхи япалана сутакан тӗп вырӑн иккӗ пулнине палӑртнӑ пулать.
Шупашкарти Ленин комсомолӗн урамӗнче тепӗр нумай функциллӗ суту-илӳ центрӗ ӳссе лармалла. Нумай пулмасть пулас ҫуртӑн проект хучӗсене тата архитектурӑпа планировка вырнаҫӑвне йышӑннӑ.
Ҫурта Г. Татур архитектор хатӗрленӗ, хучӗсене «Артек» проект бюровӗ» ТМЯП ӑстисем йӗркелесе ҫитернӗ. Суту-илӳ центрӗ 6 хутлӑ, «Г» саспалли евӗр пулмалла. Пӗрремӗш хутӗнче суту-илӳ пӳлӗмӗсем вырнаҫӗҫ, ыттисенче — офис пӳлӗмӗсем.
Нумай пулмасть ЧНК пухӑвӗ иртнӗ, унта конгресӑн хулари уйрӑмне йӗркеленӗ (ертӳҫӗ пулма Эдуард Бахмисова шаннӑ). Хула мэрӗ Леонид Черкесов тухса сӑмах каланӑ чухне Шупашкарти предприятисем умне палӑрткӑчсемпе вывескӑсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырма тӗллев лартнӑ.
Черкесов шухӑшӗпе ҫак ӗҫе Чӑваш наци конгресӗ ертсе пырсан килӗшӳллӗ пулмалла. Унсӑр пуҫне тӗп хулари урам ячӗсене тӗрӗс е йӑнӑш ҫырнине тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.
Палӑрткӑчсемпе вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырмаллине Чӑваш Республикин «Чӗлхесем ҫинчен» саккун хушать, анчах пурнӑҫра хӑшӗ-пӗри ӑна пӑхӑнмасть. Саккуна пӑснӑшӑн та никама та явап тыттарман хальлӗхе — кун пирки пӗр сас-хура та ҫук-ха.
Шупашкарта «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланасси нумаях юлмарӗ. Унта Раҫҫейри 50 регионти ҫынсем хутшӑнӗҫ. Вӗсен йышӗнче — паллӑ спортсменсем, спорт индустрин ҫалтӑрӗсем.
Раҫҫӗйӗн паллӑ спортсменки, Олимп чемпионки Аделина Сотникова пурне те канашлӑва йыхравлать.
«Манӑн Чӑваш Ене питӗ килес килет. Унта — манӑн тымарсем. Чӑвашра манӑн мӑн аслатте Совет Союзӗн Паттӑрӗ Александр Кочетов ҫуралнӑ. Форум Шупашкарта иртнӗшӗн хӗпӗртетӗп. Шупашкар спорт регионӗн статусне ҫирӗплетмпе пултарнӑшӑн савӑнатӑп», — тенӗ Аделина.
Аса илтерер: форумпа килӗшӳллӗн Хӗрлӗ тӳремре ҫӑлтӑрпа зарядка иртӗ. Ӑна паллӑ спорт журналисчӗ Дмитрий Губерниев ертсе пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |