Шупашкарта ОРВИпе чирлисен йышӗ ӳссех пырать. Пӗр эрнере, авӑнӑн 15-21-мӗшӗсенче, ОРВИпе чирлӗ 4131 ҫынна палӑртнӑ. Ку 10 пин ҫын ҫине 86,9 тӗслӗхпе танлашать.
Ку кӑтарту иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 1,6 хут нумайрах. Анчах пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 10,6 процент сахалрах. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, гриппа чирлисене тупса палӑртман. 17 ҫула ҫитмен ачасен хушшинче ОРВИпе 75,7 проценчӗ чирлет. Пӗр эрнере сиплевпе профилактика учрежденисене 82 ҫынна госпитализациленӗ. Вӗсенчен 64,6 проценчӗ — 2 ҫул тултарман ачасем.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
«Канаш – Шупашкар» хулаҫум пуйӑсӗсенче вакунсен йышне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе «Содружество» пассажир компанийӗ юпа уйӑхӗнче тума палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче, тата 18, 19-мӗшӗсенче «6501\6502» номерлӗ «Канаш – Шупашкар» (ирхи 3 сехет те 50 минутра тухать те 6 иртни 10 минутра ҫитет) тата 6505\6506 номерлӗ (14 сехет те 50 минутра тухать те 17 сехет те 5 минутра ҫитет) пуйӑссенче икӗ вакун пулӗ.
Анчах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен хулаҫум пуйӑсӗсенче пӗр вакун ҫеҫ юлӗ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн.
Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки.
Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн.
Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем.
Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим?
Республикӑра пӗр кунра икӗ ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Иккӗшӗ те — йӗкехӳре наркӑмӑшне пула. Пӗр пӑтӑрмах Вӑрнар районӗнче пулнӑ, тепри — Шупашкарта.
Икӗ тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула ачасем шар курнӑ. Аслисем йӗкехӳресене пӗтерес тесе наркӑмӑш хурса тухнӑ. Ачасем вара ӑна тупнӑ. Пӗри наркӑмӑша ҫӑвара хыпма ӗлкӗрнӗ, тепри аллине ҫеҫ тытма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл ӑна ҫӑтма та пултарнӑ.
Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Кирлӗ процедурӑсене тунӑ. Хальлӗхе ачасен сывлӑхӗ йӗркеллех.
2010 ҫулта ҫуннӑ вӑрман вырӑнне хунавсем лартас ӗҫ ҫӗнӗрен пуҫланнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак акцие организацисем, ҫынсем хастар хутшӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Ҫурҫӗр поселокӗнче ҫынсем Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле 180 ҫӗпӗр кедрӗ лартнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫӑка, вӗрене лартнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла майпа кӑҫал пуҫӑннӑ ӗҫе малалла тӑснӑ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче те ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗнче хунавсем лартнӑ. Ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри йывӑҫ лартмалли кун Атӑл леш енче кедр аллейи чӗрӗлнӗ.
Шупашкарта туй кӗрлеттерекенсем «Ҫӗнтерӳ» парка кайса сӑн ӳкерӗнесси, шампань эрехӗ ӗҫесси йӑлана кӗнине пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах малашне парка мӑшӑрланакансене тата вӗсен хӑнисене кӗртме пӑрахӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов кирлӗ паллӑсене вырнаҫтарма йышӑннӑ. Парк ҫывӑхӗнче пурӑнакансене туй машинисем пиклеттерни йӑлӑхтарнӑ. Ҫынсем хыҫҫӑн паркра ҫӳп-ҫап нумай юлать-мӗн. Туй хӑнисем тӑтӑшах ҫапӑҫса та илеҫҫӗ-мӗн. Ку вара ҫывӑхри ҫуртри ҫынсен лӑпкӑ кун кунлама май памасть.
Леонид Черкесов ҫынсем янӑ ыйтӑва уҫӑмлатма шантарса парка кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарма йышӑннӑ. Канмалли кунсенче паркра йӗрке хуралҫисем сыхлӗҫ.
Чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ космос паттӑрӗн ҫуралнӑ кунне республикӑра анлӑ уявларӗҫ. Республикӑри коммунистсем те ку мероприятие хутшӑннӑ. Вӗсем Андриян Григорьевича асӑнса Шупашкарта лартнӑ палӑксем умне чечек хурса тухнӑ. Кун пирки чӑваш парламенчӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет.
Унсӑр пуҫне вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫурлан 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Космос мухтавӗн кунӗ туса хума сӗнекен саккун проектне илсе ҫитернине хыпарлать. Ку проекта вӑл авӑнӑн 5-мӗшӗнче тӑратнӑ иккен. Евсеев депутат ҫурлан 11-мӗшне уяв кунӗ тесе палӑртса хӑварасшӑн. Анчах канмалли кун евӗр мар. Календарьти паллӑ пулӑм евӗр.
Шупашкарта чи вӑрӑм «зебра» Чукун ҫул вокзалне хирӗҫ вырнаҫнӑччӗ. Халӗ вӑл ҫук. Ун вырӑнне тротуар.
Унчченхи «зебра» 90 метр таранччӗ. Ҫавна май ҫынсен парковкӑран тухакан урапасем хушшипе асӑрханса утмаллачӗ. Халӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑннӑ.
Пӗр эрне хушшинче ҫуран ҫӳрекенсем валли асфальт ҫултан кӑшт ҫӳллӗрех тротуар тунӑ. Автомобилистсем валли вара парковка валли ятарлӑ йӗрсем ӳкернӗ.
Текстильщиксен урамӗнчи 13-мӗш «а» ҫурта ӑшӑтнӑшӑн тӳлеве 2013 ҫулшӑн ҫӗнӗрен шутланӑ. Ҫавна май хисеп икӗ хут ӳснӗ. Ҫынсем «Про город» (чӑв. «Хула ҫинчен») редакцине шӑнкӑравланӑ.
Фаина Гарагуля пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳлеве, пенси укҫинчен те пысӑкрахскере, вӗсем татаймаҫҫӗ. Ун патне 8 пинлӗх квитанци килнӗ. Вӑл вара 9 пин тенкӗ пенси илет. Унӑн кӳрши вара хисепе курсан васкавлӑ медулӑшу чӗннӗ.
Унччен ҫак ҫуртра пурӑнакансем ӑшӑшӑн 3 пин тенкӗрен ытла тӳлемен. Управляющи команийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна ҫӗнӗ постановлени вӑя кӗнӗрен тунӑ. Хисеп пысӑк тухнӑ, анчах ӑна тӳрех тӳлемесен те-мӗн. Ӑна 3 уйӑхра татма пулать. Ҫапла майпа ҫурла уйӑхӗшӗн вӗсем пачах тӳлемӗҫ.
Апла пулсан та ҫынсем ӑшӑшӑн ҫакӑн чухлӗ тӳлесшӗн мар. Вӗсем прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |