Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ.
34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ.
Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.
Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ.
Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать.
Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман».
1983 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Иванов ҫулталӑк ҫурӑ каялла ҫухалнӑ. Полици ӑна халӗ те шырать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Етӗрне районӗнчи Ильина Гора ялтан тухса кайнӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна никам та курман, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Арҫын 40 ҫулти евӗр курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ӑна татуировкӑсенчен те палласа илме пулать. Сулахаййинче аҫтахар ӳкернӗ, сылтӑмминче «БР» саспаллисем. Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.
Ӑна курнӑ тӑк полици 39-40-95 е 02 номерпе шӑнкӑравалма ыйтать.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫӗ Александр Николаева шанса панӑ. Чӑваш Енӗн правительствин ертӳҫин ҫумӗ регион хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене пурнӑҫлӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, яваплӑ тилхепене Александр Николаева вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ пулнине шута илнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑрать. Регионсенче пулса пӑтӑрмахсене, Керчь хулинчи трагеди те ҫапла тума хистет-мӗн.
Должноҫе шаннӑшӑн Александр Николаев республика ертӳҫине тав тунӑ, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме шантарнӑ.
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Чӑваш Енре пурӑнакансем халӑх юратакан участковӑя суйланӑ. Вӗсене гитарӑпа вылякан, пулла тата сунара ҫӳреме юратакан, футбол кӑмӑллакан пакунлӑ ҫын килӗшнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Народный участковый» (чӑв. Халӑх участковӑйӗ) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса республикӑран хутшӑнакан ҫынна палӑртнӑ. Капла ӑмӑрту саккӑрмӗш хут иртет. Республикӑри он-лайн сасӑлава 28-ӑн хутшӑннӑ. Халӑха килӗштерекен участковӑя палӑртмалли конкурс ЧР Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртнӗ.
Унта полицин Шупашкарти 1-мӗш пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Леонид Сазонов ҫӗнтернӗ. Вӑл гитарӑпа выляса юрлама, пулла тата сунара ҫӳреме юратать, футбол кӑмӑллать.
Йӗрке хуралӗнче 13 ҫул ӗҫлекен, ҫав шутран 5 ҫулне участковӑйра тӑрӑшакан полици майорӗ Раҫҫейри ӑмӑртӑва хутшӑнӗ.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ.
Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет.
«Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ.
Константин Ишутов блогер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ӑна нацизм идеологине реабилитациленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Уголовлӑ кодексӗн 354-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Григорий Данилов Фейсбукра паян Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, паян ирпе Чӑваш Енӗн прокуратурине тата ЧР Шалти ӗҫсен министерствине ыйтса ҫырусем янине пӗлтернӗ. Надзор органне вӑл пуҫиле ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн пуҫарнине тӗрӗслеме ыйтнӑ.
Сӑмах май, РФ Следстви комитечӗ республикӑри управленийӗ блогер урӑх преступленисем те тума пултарнине тӗрӗсленине те пӗлтернӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наципе культура автономийӗн ваттисен канашӗн пайташӗ Леонид Максимов «100 лет уголовному розыску России» (чӑв. Раҫҫейӗн пуҫиле шыравне 100 ҫул) медале тивӗҫнӗ. Эпир ку хыпара автономи ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтерни тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Паян асӑннӑ служба ӗҫченӗсем професси уявне палӑртаҫҫӗ.
Вероника Тимофеева ҫырнӑ тӑрӑх, Леонид Сергеевич Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗ ҫинчен кӗнекесем ҫырать.
Автономи хастарӗ хӑш тӑрӑхри чӑваш пулнине пӗлес тесе эпир уҫӑ ҫӑлкуҫсемпе усӑ куртӑмӑр. Транспорт ҫинчи Хӗвелтухӑҫ-Ҫӗпӗр лини управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Максимов Самара облаҫӗнче 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Омскра милицин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Милицин отставкӑри полковникӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |