Мечӗксем, улма-ҫимӗҫсем — полици ӗҫченӗсенчен, оргтехника — Раҫҫейри управленийӗн Шупашкар ШӖМ обществӑлла канашӗнчен. Ҫакӑн йышши парнесемпе тивӗҫтерне Кӑнтӑр посёлокри япӑх куракансен шкул-интернатри вӗренекенсене. Аслисем интернатра пӗлӳ пухакансене Ачасене хӳтелемелли кун ячӗпе тата ҫуллахи кану кунӗсем ҫывхарнипе саламларӗҫ.
«Ачалӑха аса илсе» ыркӑмӑллах акци те хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Йӗрке хуралҫисем уйӑх хушши теттесем, кӗнекесем тата канцеляри таварӗсем пухнӑ. Пуҫтарнӑ япаласене ача ҫуртне ярса панӑ тата профучетра тӑракан ҫемьесене парнеленӗ.
Юпан 19-мӗшӗнче виҫӗ ашкӑнчӑк «Перӗм-Новороссийск» пассажир пуйӑсне хӗҫ-пӑшалпа пӗрсе аташнӑ. ШӖМ-ӗн ҫул-йӗр уйрӑмӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах пирки поезд машинисчӗ шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Канашпа Йӗпреҫ станцисем хушшинче виҫӗ ҫамрӑк алхаснине пула пассажир пуйӑсӗн виҫӗ вагонӗнче тӑватӑ кантӑк чӳречи ваннӑ.
Ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Канаш хулин ШӖМ уйрӑмӗн ӗҫченӗсем тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн «вӗри йӗрпеле» ашкӑнчӑксене палӑртма май килнӗ. Киревсӗр ӗҫе пурнӑҫланӑ вырӑнта йӗрке хуралҫисем пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ пластмас стакансем тупнӑ. Айӑплисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӗсем нумаях пулмасть туяннӑ ҫӗнӗ хӗҫ-пӑшала тӗрӗслесшӗн пулнӑ. «Анчах та ӳсӗртереххи иртсе каякан пуйӑса пӗме шут тытнӑ. Ҫамрӑк ашкӑнчӑксем хӗснӗ сывлӑшпа усӑ курса пӗрекен пистолетпа алхаснӑ», — тесе пӗлтерчӗҫ ЧР ШӖМ-ӗн транспорт ҫинче ӗҫлекен ҫул-йӗр уйрӑмӗн ӗҫченӗсем.
Айӑплӑ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарса янӑ. Халӗ ӑна алхаснӑшӑнах тӑватӑ ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ е 300 пин тенкӗлӗх штраф парӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем паянхи кун та шулӗксенчен шар кураҫҫӗ. Киревсӗр хӑтланакансем, ҫынсем патне телефонпа шӑнкӑравласа, е кӗске ҫыру ярса вӗсен тӑванӗсемпе инкек пулса иртни, е банк карточки хупӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Ҫывӑх ҫыннисене пулӑшас тӗллевпе укҫа-тенкӗ куҫарса памалли счет е телефон номерне ярса параҫҫӗ.
Тимлӗхе ҫухатнӑскерсем вара суяна сисмесӗр ҫӑмӑллӑнах шулексене «кӗсьери укҫана кӑларса параҫҫӗ».
Ҫапла вара юпан 18-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулхи хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑмӑн упӑшки ҫул-йӗр пӑтӑрмахне лексе айӑплӑ пулнине пӗлтернӗ. «Явап тытасран хӑтарас» тесен 120 пин тенкӗ куҫарса пама хушнӑ. Хӗрарӑм кӑтартнӑ счет ҫине мӗн ыйтнине ярса панӑ.
Иртнӗ кунсенче ултавҫӑсем тӗп хулара пурӑнакан тата тепӗр виҫӗ ҫын патне шӑнкӑравланӑ, ывӑлӗсем автомашинӑпа ҫынна ҫапса кайнӑ тесе ӗнентернӗ. Тӑванӗсене ҫав тери хӑтарас килнӗ ӗнтӗ вӗсен: пӗр хӗрарӑмӗ — 77, тепри — 35, арҫын 50 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ывӑлӗсем патне вара хӑйсем укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн анчах шӑнкӑравласа пӑхнӑ.
Улатӑрти ял-колонири ирӗкрен хӑтарнӑскер хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Нумаях пулмасть вӑл ирӗке тарма тӑнӑ.
30 ҫулхи Обогрелов Андрея наркӑмӑшпа айкашнӑшӑн услӑвлӑ айӑплавпа 1 ҫул та 8 уйӑх панӑччӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Юпан 21-мӗшӗнче каҫхине вӑл хӑйӗн юлташӗпе карта урлӑ сиксе каҫнӑ, тарӑва пикеннӗ. Йӗрке сыхлавҫисем вӗсене ҫав куннех Улатӑрта тытса чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн Обогрелова колонири штрафниксен изоляторне лартнӑ. Ушкӑнпа тарнӑшӑн ӑна тепӗр 5 ҫул хушса пама пултарнӑ. Явапран хӑтӑлас тесе вӑл ҫакӑнма шут тытнӑ. Йӗрке сыхлавҫисем ун пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма ӗлкереймен. Хальлӗхе Республикӑри следстви комитечӗ экспертизӑсем тума йышӑннӑ, тӗрӗслевсем ирттеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳре чӑх вӑрлакана тытнӑ — кун пирки Чӑваш Енӗн ШӖМ сайчӗ пӗлтерет.
Темиҫе кун каялла 47 ҫулхи арҫын хӑйӗн пӗлӗшӗ патне хӑнана кӗнӗ пулнӑ. Лешӗ, шел те, килте пулман иккен. Самантпа усӑ курас тесе арҫын 5 чӑхха миххе чиксе хӑйӗн килне вӑшлаттарнӑ. Никам та курмасть тенӗ ӗнтӗ вӑл, анчах та кӳршӗ хӗрарӑмӗ асӑрханӑ-асӑрханах. Килти кайӑк-кӗшӗк ҫухалнине асӑрханӑ хуҫа йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, сиене пӗтӗмӗшле 1100 тенкӗлӗх хакланӑ.
Халь ӗнтӗ пуҫиле ӗҫ (уголовное дело) пуҫарнӑ, арҫын ҫакӑн йышши ытти преступленисене хутшӑнни-хутшӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |