Чӑваш Енре «Халӑх учителӗ» ята ҫирӗплетесшӗн. Хушу проектне Элтепер администрацийӗ хатӗрленӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, «Халӑх учителӗ» ята ҫулталӑкра пӗрре, Вӗрентекен кунӗнче, парасшӑн. Ҫак ята вӗренӳ тата педагогика ӗҫӗн пӗлтерӗшне, вӗрентекенсен ҫитӗнӗвӗсене палӑртас тӗллевпе пама пуҫласшӑн.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пресс-конференци ирттерчӗ. Ҫак йӗркесен авторне ӑна пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитиех итлеме май килмерӗ-ха. Икӗ журналист чӑвашла ыйтнине илтме май килчӗ, вӗсене республика ертӳҫи вырӑсла хуравларӗ.
Пресс-конференцие итлекенсенчен пӗри: «Мероприяти мӗншӗн вырӑсла иртет?» — тесе ҫырнӑччӗ-ха. Ыйтӑва курнисенчен пӗри, Людмила Бардасова, ун пек мероприятисем патшалӑх чӗлхипе иртеҫҫӗ, пирӗн ҫӗршывра патшалӑх чӗлхи — вырӑс чӗлхи тесе ҫавӑрттарса хунӑччӗ. Екатерина Арбатова шучӗпе вара «пурте чӑвашла пӗлмеҫҫӗ», «чӑваш чӗлхи пурне те кирлӗ мар-тӑр» тесе хӑй шухӑшне палӑртнӑччӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерӗ. Унта вӑл 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвне пырса тивекен ыйтусене хуравлӗ.
Хальхи вӑхӑтра журналистсен аккредитацийӗ пырать. Заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗччен 16 сехетчен электронлӑ почтӑпа йышӑнаҫҫӗ: ag-press@cap.ru.
Сӑмах май, пӗлтӗр пресс-конференцие 40-е яхӑн журналист хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче федераци шайӗнчисем те пулнӑ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль 6 кун мар, пӗр эрне пулӗ. Ку хушӑва нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ алӑ пуснӑ.
Ҫапла кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланса 31-мӗшӗнче вӗҫленмест, ҫӗртмен 1-мӗшӗнче кӑна хупӑнӗ. Хальхи вӑхӑтра икӗ номинаципе ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ: «Вӑйӑ киновӗ» тата «Этника тата регион киновӗ». Суйлав ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн ятарлӑ «Чӑваш Ен» проектне хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн, Олег Алексеевичпа нумай сериллӗ интервью ӳкереҫҫӗ.
1-мӗш сери кун ҫути курнӑ ӗнтӗ. Интервьюра Элтепер чи интереслӗ ыйтусене хуравлать. Хӑй Элтепер вырӑнне ларассине пӗлнӗ-и вӑл? 2020 ҫулта РФ Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн патне чӗнсен мӗн туйнӑ? Ҫак тата ытти ыйтӑвӑн хуравне «Чӑваш Ен» проектра тупма май пур.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн 15-мӗш сессийӗнче Министрсен Кабинечӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки отчет тӑвӗ. Унта вӑл экономикӑпа, инвестиципе, наци тӗллевӗсене пурнӑҫланипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ кӑтартусемпе паллаштарӗ.Министрсен Кабинечӗн черетлӗ сессине онлайн мелпе пӑхма пулать.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Олег Николаев Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарнӑ. Ӑна йӗркелеме хыснаран 1 миллион тенке уйӑрнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тин ҫуралнӑ ачасене чӑваш тӗрриллӗ тум парнелеме тытӑнасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун пирки республика ертӳҫи Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртса хӑварнӑ. Ҫитменине тата кӑҫал — Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ.
Чӑваш тӗрриллӗ тума 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасене парӗҫ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн вара парнене ача ҫуратнӑ ҫуртрах пама тытӑнӗҫ.
ЧР вӗренӳ министрӗн тепӗр ҫум пулӗ. Ҫапла хушу кӑларнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.
Министр ҫумӗ икӗ пая ерте пырӗ. Вӗсем ҫамрӑксен политики, ҫамрӑксен юхӑмӗн, патриотлӑх воспитанийӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Дмитрий Захаров министрӑн пӗрремӗш ҫумсӑр пуҫне тепӗр икӗ ҫум пур. Ҫӗнӗ должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.
Шупашкарта пурӑнакан Анфиса Когурьева паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 90 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпе кинемее Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче ӑшшӑн саламланӑ.
Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑскер Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт ял хуҫалӑх предприятийӗнче агрономра тӑрӑшнӑ, каярах Шупашкара куҫса кайнӑ.
Кинемей ҫулне кура мар йӑрӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ та йӑваш. Ахаль лариччен вӑл алла йӗп тытать те тӗрлӗ япала ҫыхса чунне килентерет. Ҫавӑн пек вӑл кичемлӗхе туймасть, пурнӑҫпа савӑнса пурӑнать.
Чӑваш Енре вытрезвитель уҫасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ. Хӑҫан пулӗ вӑл?
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӑна кӑҫалах уҫасси пирки каланӑ. Вӑл куншӑн яваплӑ ведомствӑсене нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вытрезвитель ӑҫта пулассине палӑртма хушнӑ. «Пуш уйӑхӗн пусламӑшӗччен пирӗн вӑл мӗнле пулассин планне татӑклӑн пӗлмелле», - тенӗ Олег Алексеевич.
Сӑмах май, хӑш-пӗр регионта вытрезвительсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ӳсӗр тата шӑнса кӳтнӗ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |