Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫулла, утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче, Беларуҫ президенчӗпе Александр Лукашенкӑпа тӗл пуласшӑн. Икӗ пуҫлӑх пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки документсем алӑ пусасшӑн.
Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ ҫӗршыв машина механизмӗсен производствинче ҫыхӑнма ӗҫлеме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, Беларуҫре МАЗ машинӑсем туса кӑлараҫҫӗ, Чӑваш Енре вара – тракторсем, механизмсем, цистернӑсем.
Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Элтепер Беларуҫе кайма хатӗрленнӗ. Анчах кӑшӑлвирус тӗлӗшӗнчен лару-тӑру япӑхланнӑран ӗҫлӗ ҫулҫӳреве каярах куҫарма тивнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева Узбекистана чӗннӗ. Ҫитсе курма, ӗҫлӗ хутшӑнусене ҫӗнӗ шая кӑларма республика ертӳҫипе пӗрлех пирӗн тӑрӑхри делегацие те йыхравланӑ.
Узбекистанӑн Хусанти генконсулӗпе Фариддин Насриевпа Чӑваш Ен ертӳҫи Олег Николаев икӗ енлӗ хутшӑнусене аталантарас ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура сӳтсе явнӑ.
Узбекистанпа Чӑваш Ен чылайранпах туслӑ ҫыхану тытаҫҫӗ иккен. Суту-илӳ калӑпӑшӗ 2021 ҫулта 13,2 млн долларпа танлашнӑ. Чӑваш Енӗн тулашри партнёрӗсенчен Узбекистан вуннӑмӗш йӗркене йышӑнать. Экспорта пирӗн тӑрӑхран пӗлтӗр 12,8 млн долларлӑх продукци ӑсаннӑ. Кунта тӗп вырӑн электричество машинисем тата оборудовани (34,3 %), пӗрене-хӑма тата унран хатӗрленӗ япласем (12,1 %), механика хатӗрӗсемпе пайӗсем (8,1 %), керамика хатӗрӗсем (7,4 %), лакпа сӑрӑ (7,0 %) йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ.
«Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗпе саламланӑ.
«Мӗнпур муниципаллӑ служащипе патшалӑх служащине пӗр ӑнтӑлу, пӗр пысӑк тӗллев пӗрлештерет, ку вӑл – пирӗн юратнӑ республикӑмӑрти ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тата лайӑхрах тӑвасси. Эсир вырӑнта тухӑҫлӑ ӗҫленинчен чӑннипех те питӗ нумай килет. Ҫул-йӗре, коммуналлӑ тата социаллӑ инфратытӑма ҫӗнетесси, картишсемпе урамсене тата обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртесси, инвестицисем явӑҫтарасси тата ытти нумай-нумай ыйту сирӗн кулленхи тивӗҫӗр шутӗнче», — тенӗ республика ертӳҫи саламра.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти троллейбус управленийӗ йывӑр лару-тӑрура. Шупашкарти энергосбыт компани умӗнче вӑл 100 миллион ытла тенкӗ парӑмра.
Йывӑр лару-тӑрӑва шута илсе Чӑваш Ен Правительств ӑна субсиди парса пулӑшӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Финанс министерствине 95 миллион тенкӗ субсиди уйӑрас ыйтӑва татса пама хушнӑ. 80 проценчӗ – ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен, 20 проценчӗ – хула хыснинчен.
Ку укҫапа троллейбус управленийӗ парӑма татӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ҫыннисем ялта шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем шыв кӗртмешкӗн 2020 ҫулта укҫа пуҫтарнӑ, анчах паянхи кун та шыв кӗртмен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчӗн тата тата радио итлекенсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 857 объекта хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ пӑхса хунӑ. «Кашни яла шывпа тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр, анчах пӗр вӑхӑтра тумалли ӗҫ мар ку», — тенӗ Олег Алексеевич.
Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чылайӑшне хаксем ӳсни кулянтарать. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хаксем чакма тытӑннӑ. Стройматериалсен хакӗ 20 процент чакнӑ-мӗн.
Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пӗр ялта урнӑ чире пула карантин пулнине ҫирӗплетсе йышӑну тунӑ.
Ҫӗмӗрле муниципалитет округӗнчи пӗр территорире ӗнертенпе карантин. Мӗншӗнни паллӑ: Янташ ялӗнче тилӗ ами ҫынна тапӑннӑ. Каярахпа чӗрчун виллине тупнӑ. Хальхи вӑхӑтра тилӗрен шар курнӑ ҫын антираби терапийӗ витӗр тухать.
Карантин пулнӑ вӑхӑтра ялтан чӗрчунсене илсе тухма, зоопарк валли тытма юрамасть.
Паян, Космонавтика кунӗнче, Шупашкарта мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗн Андриян Николаевӑн палӑкӗ умне чечек хума сумлӑ йыш пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
«Андриян Григорьевич Николаевӑн пурнӑҫ ҫулӗ Чӑваш Енри чылай арҫын ачапа хӗрачана тӗслӗх илмелӗх пулнӑ. Ӑна курах чылайӑшӗ пурнӑҫне космонавтикӑпа тата авиаципе ҫыхӑнтарни пирки иккӗленмелле мар», – тенӗ саламлӑ сӑмахӗнче республика ертӳҫи.
Олег Николаев Чӑваш Енре Байконурта службӑра пулнисен пӗрлӗхӗ пуррине палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей вице-премьерӗ Виктория Абрамченко тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра хӑмла ытларах ӳстересси пирки калаҫнӑ. Кун пирки Олег Алексеевич Телеграм-каналта пӗлтернӗ.
Вӗсем чӑвашсен авалхи культурине, хӑмлана, аталантарасси пирки калаҫнӑ. «Симӗс ылтӑнӑн» лаптӑкне пысӑклатасшӑн, кайран унран хӑмла экстракчӗ хатӗрлесшӗн.
Раҫҫее хирӗҫ санкцисем йышӑннӑ вӑхӑтра ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫапла майпа импорта улӑштарасшӑн.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх сезонӗ пуҫланать. Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна пурнӑҫлассине Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ сӑнаса тӑрӗ.
Документра республикӑра вӑрман пушарӗнчен шар курма пултаракан ялсене палӑртнӑ. Ку списока 14 районти тата Шупашкар хула округӗнчи 119 ял кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех документра вӑрман пушарӗнчен шар курас хӑрушлӑх пур ытти территорие палӑртнӑ: вӗсем – 12 ача-пӑча уйлӑхӗ тата 15 сад юлташлӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |