ЧР Элтеперӗ Олег Николаев цифра министрӗн ҫумӗ пулнӑ Юлия Стройкова валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тупса панӑ. Вӑл халӗ – пресс-служба тата протокол администрацийӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ. Ҫак должноҫ юлашки вӑхӑтра пушӑ пулнӑ.
Аса илтерер: Юлия Стройкова малтан Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Кайран цифра министрӗн ҫумӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев утӑ уйӑхӗнчи танлаштарӑмра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫакна тӗнче тетелӗнчи запроссен йышӗпе палӑртнӑ. Олег Николаев PravdaSerm хатӗрленӗ танлаштарӑмра пӗрремӗш хут ҫакнашкал вырӑн йышӑннӑ.
Пӗрремӗш вырӑнта – Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ. Вӑл 94 балл пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Тамбов облаҫӗн ертӳҫи (93 балл). Ун хыҫҫӑн Калуга облаҫӗн, Чӑваш Енӗн тата Мари Элӗн ертӳҫисем йӗркесене йышӑннӑ. Олег Алексеевич танлаштарӑмра 91 балл пухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ фурӑсене хула урамӗсемпе ҫӳреме чарасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, тӗп урамсене ҫак пысӑк машинӑсене кӗртесшӗн мар.
Калинин урамӗ, Мускав проспекчӗ, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ, Трактор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Эгер бульварӗ, Мир проспекчӗ, Гагарин тата Б.Хмельницкий урамӗсем - фурӑсене ҫак урамсемпе ҫӳреме чарасшӑн е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӗртесшӗн мар. Е чарӑнса тӑма ирӗк парасшӑн мар. Хальлӗхе тӳре-шара татӑклӑн палӑртман. Кун тӗлӗшпе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртет.
Сӑмах май, пӗлтӗр кӗркунне Элтепер пысӑк суту-илӳ сечӗсене логистика центрӗ тума сӗннӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересшӗн пулнӑ. Анчах тӗрлӗ сӑлтава пула ку пурнӑҫа кӗмен.
Хальхи вӑхӑтра тӳре-шара, иккӗмӗш референдума ирттересси пирки шутламаҫҫӗ пулин те, икӗ хулана пӗрлештересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Олег Кортунов «Регнум» информаци агентствине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, икӗ хула Шупашкар агломерацийӗпе килӗшӳллӗн аталанӗ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва татса парасси халӑхран килнине каланӑччӗ.
Кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен Шупашкарта чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем туса кӑларакан савут хута ярасшӑн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак инвестици проекчӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Савут валли База тӑкӑрлӑкӗнче 1527 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ. Предприяти «Абат» промышленноҫ технопаркӗн шутне кӗрӗ.
Инвесторсен шухӑшӗпе, Шупашкарта туса кӑларнӑ чашӑк-тирӗк ҫумалли машинӑсем импорт продукцийӗн чылай пайне улӑштарма пултарӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакансене каллех маска тӑхӑнса ҫӳреттересшӗн. Ун пек хушӑва вӑл маларах пӑрахӑҫланӑ пулин те чирлекенсем пирӗн тӑрӑхра пурпӗрех пур иккен. Унччен кунне 20-25 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ пулсан, халӗ ҫак цифра 65-66 ҫынпа танлашать.
Олег Николаев ҫынсене халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнта тата суту-илӳ центрӗсенче маска тӑхӑнма сӗннӗ. Кун пирки вӑл паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура каланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче – Тутарстанри Сиктӗрмере – паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, чӑвашсен Уявӗ иртнӗ.
Чӑвашлӑх уявне пирӗн республикӑри тӳре-шарапа артистсем хутшӑннӑ.
«Тутарстан Президенчӗпе Рустам Миннихановпа, Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Русскихпа, Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн председателӗпе Геннадий Зюгановпа, «Звениговский» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн председателӗпе Иван Казанковпа чӑваш йӑли-йӗркине халалланӑ наци картишӗсене пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр», – пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Телеграмра».
Уява ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тӗрлӗ наци ҫыннисем хутшӑннӑ.
Паян – Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Ҫав ятпа республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ.
«Ҫемье – сывӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑхӑн никӗсӗ. Шӑпах ҫемьере эпир юратупа тӑрӑшулӑх, ӑнланупа пулӑшу витӗмне туйса ҫитӗнетпӗр, чи кирли – пурнӑҫ ҫулӗпе хамӑр тӗллӗн утма пил илетпӗр», – тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.
Ҫавӑн пекех Олег Николаев «ҫемье ӑс-хакӑл ҫӑл куҫӗ тата чӑваш халӑхӗн пуян культурипе йӑли-йӗркине, ӗҫри ӑсталӑхне ламран лама куҫарса пыма, ҫирӗп сывлӑхлӑ, пур енлӗн аталаннӑ ҫынна, гражданина тата ҫӗршыв патриотне пӑхса ҫитӗнтерме пулӑшакан шанчӑклӑ хунтӑ пулнӑ май, патшалӑх политикин улшӑнми тӗп ҫул-йӗрӗ пулнӑ та, пулать те», – тесе каланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ.
Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ.
Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ.
Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ.
Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ.
Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |