Пирӗн республикӑра ӳсӗрле вилекенсем нумай. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн ӗҫ тӑвакан органӗсенче ӗҫлекенсемпе тата районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Михаил Игнатьев Элтепер ӳсӗрсем тӗрлӗ инкеке лексе вилнине палӑртнӑ. Ун пек тӗслӗхсем йышлӑ-мӗн. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче цифрӑсене асӑнман та, анчах Михаил Васильевич чан ҫапнине кура лару-тӑру чӑннипех ҫивӗчне тӗшмӗртме йывӑр мар.
Михаил Игнатьев Элтепер вырӑнти тӳре-шаран яваплӑрах пулмаллине, инкек ӑҫта тата мӗн сӑлтавпа пулнине пӗлсе тӑмаллине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Ҫӗрпӳ, Красноармейски районӗсенче пулнӑ.
Республика Элтеперӗ Ҫӗрпӳ районӗнче йӑлари хытӑ каяша пухса тирпейлессине епле йӗркеленипе кӑсӑкланнӑ. Вӑл контейнерсене тӗрӗсленӗ, ял ҫыннисемпе калаҫнӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Николаев пӗр ял тӑрӑхӗнче пӗтӗмпе 28 лапам хатӗрленине хыпарланӑ.
Паянах республика Элтеперӗ Красноармейски районӗнче пулнӑ. Унта та вӑл йӑлари хытӑ каяша пухса тирпейлессипе вырӑнти администраци епле ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Элтепере контейнерсене муниципалитетра ҫителӗклӗ вырнаҫтарнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Енри тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансене «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе час-часах наградӑлаҫҫӗ. Паян ҫавӑн пек черетлӗ йышӑну тунӑ.
Республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, маларах асӑннӑ орден медалӗпе виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Йышра — Федерацин казначействин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн кӑнтӑрлахи стационарӗн хирургӗ, уйрӑм заведующийӗ Геннадий Арсютов тата Шупашкарта пурӑнакан Клара Груздева ӗҫ ветеранӗ.
Юлашкинчен асӑнни, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, 1962-1976-мӗш ҫулсенче КПСС Чӑваш обкомӗн секретарӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 1929 ҫулта Тӑвай районӗнчи Эльпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр ылмашӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче вӑл Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пырса тивнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР ҫутҫанталӑк министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ Александр Ефремов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Александр Ефремова вӑрман касма ирӗк панӑ чухне саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Патшалӑха вӑл 22 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.
Министр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама паянтан Николай Косулина шаннӑ. Ҫак ведомствӑра Николай Николаевич министр ҫумӗ пулса тӑрӑшать.
Ӗнер Шалти ӗҫсен министерствинче полицин генерал-майорне Сергей Неяскина савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура наградӑланӑ. Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗнче савӑнӑҫлӑ пуху иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл экс-министр пирки ӑшӑ сӑмах чылай каланӑ, министр пулнӑскере аван пӗлнине палӑртнӑ. Сергей Неяскин тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парас тенине пӗлтернӗ.
...Сергей Неяскина РФ Президенчӗн хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енре наставниклӑх институтне аталантарас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑччӗ.
Софья Савнеш автор маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, «влаҫ ку тытӑма укҫан та, урӑх енпе те пулӑшу пама хатӗр. Наставниклӑхпа вырӑнти организацисене ӗҫлеттерӗҫ. Элтепер хӑй те ҫамрӑк чух ҫакӑн витӗр тухнине, ку питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ».
Наставниклӑх институтне Чӑваш Енре 2015 ҫулта йӗркеленӗ. Анчах ун чухне ӑна сӑнав мелӗпе туса хунӑ.
Халӗ вара патшалӑх наградисем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫавна май наставниксене хисеплӗ ят парассине те пӑхса хӑварнӑ. Саккуна ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енри темиҫе артистпа преподавателе, художникпа композитора патшалӑх стипендине пама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӑслӑлӑхра, литературӑра тата ӳнерте тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн уйӑракан патшалӑх стипенди республикӑри 14 ҫынна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Вячеслав Александров тата Петр Садовников; Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Борис Кукин; Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ-вокалисчӗ Михаил Мокшанов; Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗн артисчӗ-вокалисчӗ (солисчӗ) Любовь Ильина; Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин артисчӗ Андрей Макаров; Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Назыр Гараев; И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн тӑван ҫӗршыв тата пӗтӗмӗшле истори кафедрин преподавателӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Валерий Григорьев; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн кафедрин профессорӗ, экономика наукисен кандидачӗ Иван Данилов; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электричество тата электрон аппаратсен кафедрин заведующийӗ Евгений Егоров; И.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗнче 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен ӗҫленӗ Сергей Неяскина хисеплӗ ят панӑ.
«Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен органӗсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, Сергей Неяскина Владимир Путин хушӑвӗпе утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ. Усал чӗлхесем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, министр ҫемье пукансӑр юлни унӑн ывӑлӗ спецназӑн «Гром» (чӑв. Аслати) базинче каннӑ чухне пушар тухнипе (унта вара пули-пулми ҫынсене кӗртме юраман) ҫыхӑннӑ. Министр ывӑлӗ, сӑмах май, — Чӑваш Енӗн юстици министрӗн ҫумӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Сергей Неяскин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Раҫҫейӗн Хисеп грамотипе чысланӑччӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Мускавран килнӗ ҫын, федераци службин директорӗн ҫумӗ — Раҫҫейӗн тӗп суд приставӗн ҫумӗ Денисом Фирстов, паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри суд приставӗсен ертӳҫи пулма Анвар Закирова шаннӑ. Хушӑва РФ Юстици министерствинче ӗнер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Анвар Закиров юстици органӗсенче 2001 ҫултанпа ӗҫлени паллӑ. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна пирӗн республикӑри суд приставӗсен управленийӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Аса илтерер, ку должноҫре ӗҫлеме тытӑниччен Анвар Закиров РФ Суд приставӗсен федераци службин Тутарстанри управленийӗн пуҫлӑхӗнче вӑй хунӑ. Чӑваш Енре ҫак должноҫре тӑрӑшнӑ Анатолий Иванов вара пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Мари Эла ӗҫлеме куҫнӑччӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра 16 ача пахчи хута ямалла. Ҫакӑн валли хыснаран 2 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те ӗҫ пур ҫӗрте те кал-кал пымасть иккен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӑмах хускатнӑ.
Графикпа ӗлкӗрсе пырайманнисен шутӗнче, сӑмахран, — Йӑлӑмри садик. Ӑна «Стройград» текен предприяти тума пуҫланӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи ача пахчи тӑвасси ҫинчен контракт та хатӗр мар иккен. Шупашкарти Университет урамӗнче хӑпартма пуҫланӑ ача пахчине утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ, анчах ӗҫсем вӗҫленмен.
Хӑйсен вӑйне шанман строительсем тивӗҫе субподрядчике шаннӑ тӗслӗхсем те пур. Михаил Игнатьев ӗҫе хӑвӑртлатмалли пирки асӑрхаттарса каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |