Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Голос сердца. Посвящение Михаилу Сеспелю» (чӑв. Чӗре сасси. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа) регионсем хушшинчи марафона пӗтӗмлетме пуҫтарӑнӗҫ.
Астӑвӑм-презентацие культура тата ӳнер, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, вулакансем хутшӑнӗҫ.
Марафона Шупашкарта, Мускавра тата Хусанта ирттернӗ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине «Кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫ» литература каҫӗ ирттернӗ. Кун пирки Алина Петрова вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашас тӗллевлӗ уяв каҫӗнче ачасем кӑвар чӗреллӗ Ҫеҫпӗлӗн ҫулӑмлӑ сӑввисене тӑрӑшса вуланӑ. Унӑн пурнӑҫӗн хӑш-пӗр тапхӑрӗсене тӗпе хурса инсценировка та лартса панӑ.
«Ҫамрӑк ӑру – пирӗн пуласлӑх. Ҫамрӑксен ӑс-тӑнӗнче сӑмах ӳнерӗ пулӑшнипе ырӑлӑх, сӑпайлӑх, ҫынлӑх туйӑмӗсене ҫирӗплетесси – пирӗн тивӗҫ», — ҫапларах пӗтӗмлетет литература каҫне йӗркеленӗ вӗрентекен.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне поэзие юратакансене «Чун сасси» музыкӑпа поэзи каҫне йыхравлаҫҫӗ. Кун пирки учреждени ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Музыкӑпа поэзи каҫӗ чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Музей Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗ, 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Юпа 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче паллӑ актер, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ аст каҫӗ иртнӗ.
Чаплӑ мероприятие актерӑн асӑну хӑми патне чечек хунинчен пуҫланнӑ, унта театр актерӗсем, журналистсем, тӑванӗсем театрта пухӑннӑ. Виктор Родионовӑн пултарулӑх биографийӗ Чӑваш драматрӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӑл республикӑри театр искусствин историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.
Аса илӳ каҫне тӳре-шараран Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Сергей Павлов ҫыравҫӑн «Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.
«Ҫак кӗнеке куҫ умӗнче ҫуралчӗ тесен те йӑнӑш мар. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫипе Ольга Федорова редактор алҫырӑва самай чутларӗҫ-якатрӗҫ, ҫӗнӗлӗх кӗртрӗҫ. Кӑларӑм кӗҫӗн ҫулсенчи вулакансемшӗн ӑнланмалла, ҫав хушӑрах интереслӗ пултӑр тесе чылай тӑрӑшрӗҫ. Екатерина Васильевӑпа пӗрле ятарлӑ сӑнӳкерчӗксем тума Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе килчӗҫ. Юлия Лутошкина иллюстратор чаплӑ ӳкерчӗксем калӑпларӗ», — хыпарланӑ ҫӗнӗ кӑларӑма епле хатӗрлени пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Иванова халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, чӑваш Улӑпӗ И.Я.Яковлев ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, Шупашкарта патриархӑмӑр палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Кун пирки Лидия Филиппова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Ӗнер Шупашкара тепӗр чӑваш Улӑпӗ Иван Казанков килсе ҫитрӗ.
Тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнипе пӗрлех ЮТВ телеканал валли «Ҫынсем. Ҫулсем. Еткерлӗх» — «Люди. Годы. Наследие» кӑларӑм ӳкертӗмӗр, И.Я.Яковлев палӑкӗ умне пуҫ тайса чечек хутӑмӑр… Наци радиовӗнче вара хӑйнеевӗрлӗ марафон иртрӗ – 2 сехете яхӑн тӳрӗ эфирта Иван Казанков ентешӗмӗр-мухтавӑмӑр пулчӗ…», — хыпарланӑ Лидия Филиппова.
Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР халӑх артисчӗ Виктор Родионов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Театрта палӑртнӑ тӑрах, Виктор Иосифович – ят ҫеҫ мар, легенда. Сцена ҫинче 40 ҫул вылянӑ хушӑра вӑл 350 ытла роль калӑпланӑ. Вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех музыкант тата диктор пулнӑ. Чӑваш радиона итлекенсем ӑна «чӑваш Левитанӗ» те тенӗ.
Виктор Родионов «Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ» спектакльти Иван Яковлев сӑнарӗшӗн К.С. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа онлайн-викторина ирттерет.
Ӑна истори, филологи, управленипе право факультечӗ Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсен ассоциацийӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Викторина ирхи 8 сехетре пуҫланнӑ та 23 сехет те 59 минутра вӗҫленӗ. Ыйтусене ҫак каҫӑпа вырнаҫтарнӑ: https://onlinetestpad.com/fjrcoynpjpdui
Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче Владимир Мешков ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа пуҫтарӑнӗҫ.
Мероприяти Красноярск рабочий проспектри 100В ҫуртра иртӗ. Унта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ ентешӗмӗр, Владимир Мешков художникӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Ҫак уйӑхра Шупашкарта Николай Полоруссов-Шелепи палӑкне уҫма палӑртнӑ. Кун пирки Лидия Филиппова писатель, публицист тата журналист мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра пӗлтерет.
Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, палӑка авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, эрнекун, 12 сехетре хулари Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче уҫӗҫ.
Аса илтерер: Николай Полоруссов–Шелепи — пӗрремӗш чӑваш халӑх поэчӗ. Унӑн палӑкне тума Хусан чӑвашӗсем тата поэтӑн тӑванӗсем пулӑшнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |