Кӑҫал пирӗн республикӑра Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» пӗрремӗш фестивалӗ иртӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 17-22-мӗшӗсенче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче иртӗ. Мероприятие тӗрлӗ регионти наци театрӗсем хутшӑнӗҫ. Профессиллӗ теаптрсемпе пӗрлех халӑх театрӗсене те хапӑл тӑвӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлхипе лартнӑ чи лайӑх спектаклӗсене илсе килӗҫ.
Чӑваш академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале хутшӑнма Мари Республикинчи наци драма театрӗ, Тутар Республикинчи Галиасгар Камал ячӗллӗ академи театрӗ, Хакасс драма театрӗ тата Пушкӑртстанри «Нур» театр ыйтса ҫырса заявкӑсем янӑ та ӗнтӗ.
«Ҫак фестивале хаклама эпир Мускаври театр ӳнер институчӗн (ГИТИС) критикӗсене, уйрӑмах паллӑ театроведа, театр критикне Екатерина Морозӑвӑна кӗтетпӗр. «Чӗкеҫ» фестиваль иртнӗ кунсенче Шупашкар хули Раҫҫейри наци театрӗсен коллективӗсене пуҫтаракан чи анлӑ лапамӗ пулса тӑрӗ», – тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева.
Чӑваш академи драма театрӗ фестивале Фёдор Павлов пьеси тӑрӑх СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер лартнӑ «Ялта» спектакльпе хутшӑнӗ.
Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.
Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.
Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Синкӗл районӗнчи Ялавӑрта Петр Маркин ҫыравҫа халалласа палӑк уҫнӑ. Унӑн авторӗ — Чӗмпӗр чӑвашӗ, Николай Кондрашкин скульптор.
Тимӗрпе бетонран тунӑ палӑка Пётр Маркин ячӗпе хисепленекен вулавӑш умӗнче лартнӑ. Ялавӑр — Чӗмпӗртен иртсен Самар еннелле кайнӑ енче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ ялта ҫавӑн пекех СССР халӑх артисчӗ Алексей Ургалкин ҫуралнӑ.
Пётр Маркин пӗр вӑхӑт Хусанта, унтан Шупашкарти «Ҫамрӑк коммунист» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшнӑ, чӑваш телевиденийӗнче 22 ҫул ӗҫленӗ.
Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа Хусанта ҫавра сӗтел иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ, Хусанти федераци университечӗ тата Тутарстанри наци библиотеки авӑн уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗрле пулса ирттерӗҫ.
«Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятлӑ регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел Н.И. Лобачевский ячӗллӗ ӑслӑлӑх вулавӑшӗнче иртӗ.
Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Татьяна Казакова, Тутарстан культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Юлия Адгамова, Хусанти федераци университечӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Таюрский, музейсемпе архивсен, вулавӑшсен ӗченӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Энтимӗркассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене асра тытса мемориал вырнаҫтарнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлама электрон аукцион витӗр «Стройцентр» организацие суйласа илнӗ. Мемориала уҫма пурӗ 2 миллион та 171,4 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Ҫав суммӑран 1,3 миллионне республика хыснинчен уйӑрнӑ, вырӑнти хыснаран – 755,5 пин тенкӗ, бюджет мар ҫӑлкуҫран – 113,1 пин тенкӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура факультечӗ театр пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ паллӑ датӑсене халалласа пӗрмаях ҫавра сӗтелсем йӗркелет. Кун пирки асӑннӑ учрежденире пӗлтереҫҫӗ.
Хальхине, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнине, чӑвашсен профессилле театрне йӗркелесе янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Ҫавра сӗтелте паллӑ драматургӑн, тӑлмачӑн, актёрӑн, режиссёрӑн РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, СССР Писательсен союзӗн пайташӗн сумлӑ кун-ҫулӗпе пултарулӑхне тарӑннӑн тишкернӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ авӑн уйӑхӗнче черетлӗ сезона уҫма хатӗрленет. 106-мӗш театр сезонти чаршава культура учрежденийӗ чӑваш театрне пуҫарса янӑ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятипе уҫӗ.
Иоаким Максимов-Кошкинский пирки чӑваш тетарӗ ашшӗ тесе каланине те илтме тивет. Пур енлӗ пултаруллӑ пулнӑ ҫав ҫын режиссёр та, художник та, драматург та, тӑлмач та, актёр та пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑлах кинорежиссер та, сценарист та. Вӑл ҫичӗ кинофильм тата документлӑ виҫӗ фильм ӳкернӗ.
Черетлӗ сезона театрта Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ кун, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, уҫӗҫ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ литературӑпа музыка уявӗ иртнӗ.
Мероприятие писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем пуҫтарӑннӑ. Музейра поэтӑн сӑнӳкерчӗкӗсемпе тата кӗнекисемпе паллаштаракан «Эпир – аптрамансем» курав йӗркеленӗ.
«Мероприятие Литература музейӗн наука ӗҫченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надежда» халӑх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрӑпа уҫрӗ. Сӑввин авторӗ, паллах, – Альпӑрт Канаш. Унӑн лирикӑллӑ хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрӑ кӗвӗленӗ.
Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Чурачӑк шкулӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мӑнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан Артемпа Арина Парусовсем А. Канашӑн сӑввисене пӑхмасӑр каларӗҫ», — хыпарланӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче.
Шӑмӑршӑра Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтрак палӑкне лартнӑранпа ҫулталӑк ҫитнӗ. Кун пирки ҫак йӗркесен авторне палӑка хатӗрленӗ ӑста, Чӗмпӗрте пурӑнакан Николай Кондрашкин скульптор пӗлтерчӗ.
Вӑл Николай Быков меценанта ырӑпа палӑртать. Палӑка шӑпах вӑл туяннӑ. Вӑлах Атӑлҫи пӑлхарсен хурал башнине тӑвассипе тӑрӑшать иккен.
Николай Кондрашкин пӗр шухӑшлисене, Шӑмӑршӑ районне ертсе пыракансене, депутатсене, меценантсене, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫынна пурне те тав тунӑ. Ятран вӑл Николай Быкова, Виталий Станьяла, Владимир Болгарскийе, Раиса Сарпине, Михаил Воробьева тата ыттисене асӑнса хӑварнӑ.
Шӑмӑршӑри палӑк ҫинчен, сӑмах май каласан, Марина Карягина тележурналист пӗлтӗр телесюжет та хатӗрленӗ. «Хамӑр халӑхӑн паллӑ ҫыннисене хисеплесе палӑк лартас шухӑш Николай Кондрашкин пуҫӗнче тахҫанах тӗвӗленнӗ. Унӑн тӗллевӗсем пӗчӗккӗн пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. Кӑтрак патша сӑнарне калӑплас кӑмӑлӗ те унӑн вунӑ ҫул каяллах ҫуралнӑ иккен. Атӑлҫи Пӑлхара никӗсленӗ историре тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынна тӑхӑмӗсем астуса пурӑннине палӑк урлӑ пӗлтерме тинех мехел ҫитрӗ. Тӑван халӑхӑн иртнӗлӗхӗпе, хамӑр мӗнле йӑхран тухнипе кӑсӑкланакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ, вӑл ертсе пынипе 7-мӗш ӗмӗрте пирӗн несӗлсем хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫласа янӑ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл унта.
Шупашкар районӗнчи Толиккассинче паллӑ чӑваш поэтне тата писательне, тӑлмача асра тытса палӑк уҫнӑ.
Георгий Орлов — чылай калавпа повесть авторӗ. Вӗсене вӑл ҫутҫанталӑка юратса ҫырнӑ.
Поэт палӑкне лартма ял ҫыннисем хӑйсем шухӑш тытнӑ, укҫа пухнӑ, палӑка тӑвакана тупнӑ. Ырӑ ӗҫе Валентина Порфирьева пуҫарнӑ. Стелӑна кӗнекене уҫса хунӑ евӗр тӑвас тенӗ.
Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреатне хисеп туса лартнӑ палӑка уҫма тӑван тӑрӑхӗнчи ҫынсем тата хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Георгий Орлов хӗрӗ Алла Орлова та пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |