Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Светлана Макарова музоковеда асра тытса пухӑнӗҫ. Вӑл пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Светлана Ильинична тӑватӑ теҫетке ҫул ытла Шупашкарти музыка училищинче тӑрӑшнӑ. Телекуравҫӑсем вара Светлана Макаровӑна «Чувашия музыкальная», «Мастера искусств», «Представляем молодых» телекӑларӑмсене ертсе пыни тӑрӑх аван пӗлнӗ.
«Ее второе имя — вдохновенье» (чӑв. Унӑн тепӗр ячӗ — хавхалану) астӑвӑм каҫӗ нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Пысӑк концерт залӗнче ҫав каҫ аса илӳсемпе пӗрлех классика хайлавӗсем янӑрӗҫ.
Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна сума суса асӑну хӑми уҫнӑ.
Тани Юн (Максимова-Кошкинская) 1903 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче хальхи Етӗрне районне кӗрекен Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулхи юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Сумлӑ артист ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнӗ май паян, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Тани Юн ҫуралнӑ вырӑнта ларакан ҫурт ҫине тата Шупашкарта пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑмисем вырнаҫтарнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче Л.М. Лялькин-Ҫилкас поэта асра тытса пуҫтарӑннӑ. Кун пирки халӑх тетелӗнче Галина Хлебникова пӗлтернӗ. Мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ.
«Чаплӑ асаилӳ каҫӗ иртрӗ. Тӗлпулӑва килнисем, аякри хӑнасем тата вӗрентекенсем ентешӗн сӑвви-юррисемпе киленчӗҫ, аса илӳсемпе ял ҫыннисем кӑмӑллӑ юлчӗҫ», – тесе ҫырнӑ хыпарта.
Леонид Лялькин Патӑрьел и педагогика училищинче, каярах Шупашкарти пединститутра вӗреннӗ. Ҫамрӑклах сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ. Вӗреннӗ чухне хӑйӗн ентешӗпе Геннадий Айхипе паллашнӑ, унпа туслашнӑ.
Педагог пулнӑ май Леонид Лялькин Тӑрӑнти шкулта ачасене вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ ятпа «Пишу не карандашом, а кусочком сердца» астӑвӑм каҫӗ-портрет иртӗ.
Мероприятие чӑваш ҫыравҫисем, ученӑйӗсем, журналистсем пырса ҫитӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑхне хакалакан ытти чӑваш хастарӗ пухӑнӗ.
Астӑвӑм каҫӗнче литература анине 1928 ҫулта ҫирӗппӗн ура ярса пуснӑ ҫыравҫӑн хӑйне евӗр пултарулӑхӗпе унӑн хайлавӗсен илемне сӳтсе явӗҫ. Унта Яков Ухсайпа Мария Ухсайсен хӗрӗ, ашшӗпе амӑшӗн пуян эткерлӗхне упрассипе ҫине тӑракан Ольга Ухсай, та хутшӑнӗ.
Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ.
Иван Тенюшев журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑннӑ.
Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулти учительтен ӗҫ биографине пуҫӑннӑскер хаҫат-журналта та ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата «Булгар» издательствӑн директорӗ пулнӑ. Чылай ҫул ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Наследие М.И. Скворцова в контексте современности» (чӑв. М.И. Скворцов эткерлӗхӗ хальхи саманара) ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ӑна паллӑ лексикограф ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие Вӗрентӳ институтӗнче ӗҫлекенсем тата ытти хӑна пырса ҫитнӗ, ҫав шутра «Раҫҫей радиовӗ. Чӑваш Ен» радиора шеф-редакторта тӑрӑшакан Ольга Туркай та пулнӑ. Ҫавра сӗтеле Михаил Скворцовӑн мӑшӑрне А.В. Скворцовӑна та йыхравланӑ.
Кӑҫал чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ вӗрентекенӗ Иван Яковлев ҫуранӑранпа 175 ҫул ҫитӗ. Ҫав куна пирӗн тӑрӑхра анлӑн палӑртма хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев Элтепер Иван Яковлев пирки чӑваш культурин патриархӗ тенӗ май юбилей мероприятийӗсене ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитета йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗр эрнере татса пама хушнӑ. Мероприятисен планне вара нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитермелле.
Мероприятисене йӗркелессишӗн республикӑн Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви яваплӑ тесе палӑртнӑ.
Кӑҫал Вӗрентекенпе вӗрентӳҫӗ ҫулне паллӑ тунӑ май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 20 ҫул хушши ректорта ӗҫленӗ Лев Пантелеймонович Кураков (1943-2020) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ туса ирттерме Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче пухӑннӑ. Музейри аса илӳсен каҫӗ «Малашлӑха талпӑннӑскер» ятпа иртнӗ.
Лев Пантелеймоновичӑн хисеплӗ ятсемпе премисемсӗр пуҫне Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми те пулнӑ. Ҫак премие ӑна И.Я. Яковлев ӗҫ-хӗлне, унӑн пултарулӑх тата педагогика эткерлӗхне халӑхра анлӑ сарас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн тата халӑхӑмӑра ҫутта кӑларакан Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 150 ҫулхине паллӑ тӑвас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 1998 ҫулта панӑ.
Аса илӳсен каҫне Ҫеҫпӗл Мишши фончӗпе (директорӗ - Валерий Туркай) пӗрле йӗркелесе ирттернӗ. Йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлнишӗн, ӑса вӗрентнӗшӗн Л.П. Куракова кашниех ӑшшӑн тав туса аса илнӗ.
«Канашсем» ентешлӗх Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пухать. Ку хыпара Лидия Филиппова журналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вилӗмсӗр чӑваш поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти иртесси паллӑ ӗнтӗ. «Канашсем» ентешлӗх хӑйсен ентешӗ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен пуххине кун ҫути кӑтартасшӑн. Вӗсене чӑвашла ҫырнисене те, вырӑслисене те тиркемӗҫ. Пӗр автортан пӗр сӑвӑ йышӑнӗҫ, хайлав 100 йӗркерен вӑрӑм пулмалла мар.
Вӗсене ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен lrigel@rambler.ru электрон адреспа ӑсатмалла. «Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсен кӗнеки валли заявка» тесе палӑртмалла, автор камне кӑтартмалла.
Паян чӑваш композиторӗ Александр Васильев (9.1.1948-7.12.2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ.
Александр Георгиевич — композитор, педагог, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ.
Композитор Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче искусствӑсен кафедрин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Унӑн уйрӑмах паллӑ ӗҫӗсен хушшинче Ҫемен Элкерӗн «Хӗн-хура айӗнче» поэми тӑрӑх хайланӑ «Чакка» оперине асӑнса хӑварма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |