К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Ҫулталӑк сансӑр» асӑну каҫӗ иртнӗ.
Пултаруллӑ ӑста ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитрӗ. Вӑл 98 ҫула кайнӑччӗ. Тӑван театрта вара артистка 74 ҫул ӗҫленӗ.
Ӗҫтешне сума суса театр артисчӗсем унӑн вил тӑпри ҫине ҫитсе килнӗ, унта чечек хунӑ. Амӑшне асӑнма артистӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай та хутшӑннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри хастарсем Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре асӑнса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хума пуҫтарӑннӑ.
И.Я.Яковлев Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялӗнче 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ҫут тӗнчерен вӑл 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. Чӑвашсене тата Атӑл тӑрӑхӗнчи ытти вак халӑха ҫутта кӑларассипе нумай тимленӗ Иван Яковлев Чӗмпӗрти гимназире тата Хусанти университетра вӗреннӗ. Пурнӑҫне чӑвашсемшӗн тӑрӑшса ирттернӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткине, «Ылтӑн маска» наци премийӗн лауреатне Вера Кузьминана асра тытса «Ҫулталӑк сансӑр» асӑну каҫӗ иртӗ.
Пултаруллӑран та пултаруллӑ артистка ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫулталӑк ҫитет. Халӑх юратнӑ ӑстана халалланӑ астӑвӑм каҫӗ театрӑн кӑвак фойинче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Вера Кузьмина хӑйне тата хӑйӗн пурнӑҫне йӑлтах театра халалланӑ. Вӑл тӗрлӗ характерлӑ 100 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Проблемы этнографии и этнологии чувашского народа (середина XIX – конец XX в.)» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн этнографийӗпе этнологийӗн ыйтӑвӗсем (XIX ӗмӗрӗн ҫурри — XX ӗмӗр вӗҫӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна Пётр Фокин этнограф ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие институтӑн истори, филологи тата искусствоведени енӗпе ӗҫлекен специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Ларӑва институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геннадий Николаев (вӑл — истори наукисен кандидачӗ) уҫнӑ.
Пётр Фокин (1947–2007) – истори наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Мускаври патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗҫленӗ. 90 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн (монографисен, сборниксемпе статьясен) авторӗ.
Шӑ та лӑп 135 ҫул каялла Михал Шевле (Васильев) (28.09.1887-24.04.1954) ҫуралнӑ. Вӑл — патшалӑх ӗҫченӗ, юрист, Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тата революци юхӑмне хутшӑннӑ.
Михаил Шевле Шупашкар уесӗнчи (халӗ Куславкка районӗ) ҫуралнӑ. Малтан Чӗмпӗрти чӑваш шкулне экстерн мелӗпе вӗренсе пӗтернӗ, Мускаври университетра совет правин факультетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗн облӗҫтӑвкомӗн членӗ пулнӑ, уесри аппарата ертсе пынӑ, милиципе суд ӗҫне йӗркелесе пынӑ, правительство декречӗсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑнӑ, Национальноҫсен тӗп коллегийӗн пайташӗ шутланнӑ. Чӑваш автономи облаҫӗнчен республика туса хурас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чӑваш АССРӗнчи Совнарком председателӗн ҫумӗ пулнӑ.
Темиҫе хутчен те репрессие лекнӗ, 1934-1946 ҫулсенче тӗрмесемпе концлагерьсенче ларнӑ, 1949 ҫулта Казахстана ссылкӑна янӑ. Юлашки ҫулсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1960 ҫулта (вилнӗ хыҫҫӑн) реабилитацленӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта Илья Тукташ (Семёнов) ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртнӗ.
Илья Тукташ — поэт-лирик, проза ӑсти, литературовед, фольклорист, куҫаруҫӑ. Эпир ӑна Чӑваш Республикин гимнӗн авторӗ пулнӑран та пӗлетпӗр.
Илья Тукташ 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшнче Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вӑл ҫар корреспонденчӗ пулнӑ. Пурнӑҫран 1957 ҫулта уйрӑлса кайнӑ.
Вӑрӑм мар ӗмӗрӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ поэта асӑнса тӑван тӑрӑхӗнче музей уҫнӑ, Шупашкарта ун ячӗпе урам хисепленет.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Отмеченная зима. 1982. История издания книги» ҫӗнетсе хатӗрленӗ курав уҫӑлӗ. Ӑна Геннадий Айхи пултарулӑхне халалланӑ. Асӑннӑ ятпа пухса хатӗрленӗ курава пуҫласа 2019 ҫулта кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ тӗле ӑна урӑх материалсемпе пуянлатнӑ.
«Отмеченная зима». 1982. История издания книги» проект – куҫса ҫӳрекен курав. Вӑл Геннадий Айхи поэтӑн тата куҫаруҫӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать.
Курава Айхин Францири архивӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ. Ӑна поэтӑн тусӗ Николай Дронников 2015 ҫулта Чӑваш наци музейне парнеленӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳссе тӗнче уҫлӑхне парӑнтарнӑ Андриян Николаев космоса вӗҫнӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.
Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, авиацин генерал-майорӗ. Чӑваш Енре паян сумлӑ ҫынсем чылай пухӑннӑ.
Паллӑ кунпа Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнчи космонавтсем: Олег Артемьев, Денис Матвеев, Сергей Корсаков — видеосалам ҫитерчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Андриян Николаевӑн юратнӑ юррине, «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юрра, «ARTICLE» вокал ушкӑнӗ юрларӗ. Андриян Николавӑн амӑшӗн хӑй вӑхӑтӗнче ывӑлӗ ячӗпе каланӑ сӑмаха ҫырса илнине те итлеме май килчӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче паллӑ офтальмолог, академик Святослав Фёдоров ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Мухтавлӑ тухтӑр — «Куҫ микрохирургийӗ» отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексне пуҫарса янӑ ҫын.
Святослав Николаевич Шупашкарта пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул: 1958—1961 ҫулсенче — пурӑннӑ. Апла пулин те хула историне ӗмӗрлӗхе кӗрсе юлнӑ.
1960 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта куҫ шӑрҫине ылмаштарассипе ӑнӑҫлӑ операци ирттернӗ. Катарактӑпа ҫуралнӑ 12 ҫулти хӗрача ҫапла вара курма тытӑннӑ. Ҫав операци куҫ микрохирургине пуҫарса янӑ та.
Искусствӑлла куҫ шӑрҫине оргкантӑкран (плексикуҫ) Святослав Фёдоровӑн пӗчӗк хваттерӗнче Шупашкарти электроаппаратура завочӗн слесарӗпе Семён Мильманпа пӗрле хатӗрленӗ.
Шупашкарта Святослав Николаевич ун пек 4 операци тума ӗлкӗрнӗ. Унтан унӑн куҫса кайма тивнӗ. Апла пулин те Чӑваш Ене манӑҫа кӑларман. «Ромашка» операци тата диагностика конвейерӗсене хатӗрлеме вӑл Шупашкарти конструкторсене шаннӑ, 1987 ҫулта отрасльсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа техника комплексӗн пӗрремӗш филиалне уҫнӑ.
Паян Шупашкарта Святослав Фёдоров урамӗ, скверӗ пур, бюст вырнаҫтарнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Илле Тукташ поэт, прозаик, фольклорист ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ.
Илле Тукташ (Илья Семенович Тукташ) 1907 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элӗк районӗнчи Мӑн Тукташ ялӗнче ҫуралнӑ.
Вӑл «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатпа «Хатӗр пул» журнал, Самар хулинчи «Колхозник» хаҫат редакцийӗсенче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ.
1946 ҫултанпа Илле Тукташ литература ӗҫӗпе пурӑннӑ. Унӑн чи паллӑ хайлавӗсенчен пӗри — «Тӑван ҫӗршыв» сӑвӑ. 1992 ҫулта ҫав сӑвва Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ тума юрра хывнӑ.
Илле Тукташ ячӗпе Шупашкарта урам хисепленсе тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |