Кун хыҫҫӑн кун сисмесӗр иртет те пурнӑҫи хӑш-пӗр саманта асӑрхамасӑр та ирттерсе яратпӑр пулӗ. Хӑшӗсем пирки кая юлса пулин те чарӑнса тӑрасах килет.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Иван Васильев (01.08.1882-16.02.1974) юрӑҫ, педагог, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитрӗ.
Иван Васильевич — чӑвашсен профессилле пӗрремӗш юрӑҫӗ. Хальхи Тутар Республикинчи Чӑваш Чураппан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче, Хусанти учительсен семинарийӗнче, Пермьри музыкӑпа педагогика институтӗнче вӗреннӗ.
Вӑл баритон сасӑпа юрланӑ. Чӑваш патшалӑх театрӗн управляющийӗ, Радиокомитетра юрӑҫ пулсак ӗҫленӗ, Ашхабадри тата Шупашкарти музыка училищисенче вӗрентнӗ. 1957-1974 ҫулсенче Питӗр хулинче пурӑннӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ.
Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ.
Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ.
Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ.
Тутарстанӑн Ҫарӑмсан районӗнчи Акрел чӑваш ялӗнче 1921–1922 ҫулта выҫлӑх ҫулӗсене пула вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Пушкӑртстанри Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) таврапӗлӳҫӗ вырӑна ҫитсе курса пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну паллине вырӑнти халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ, вӗсен шутӗнче Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ) йӗркелӳҫӗ те пур.
2021 ҫулта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ (ЧНӐӲА) Шупашкарта «1921 ҫулхи хресчен пӑлхавӗ «Ҫар коммунизмӗн» Чӑваш Ен территорийӗнчи политика кризисӗ» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗччӗ. Пухура историк-ӑсчахсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче выҫлӑх ҫулӗсен сӑлтавне тишкернӗ – типӗ ҫанталӑк тӑнӑ вӑхӑтра продотрядсем хресченсенчен чылай тырра пуҫтарса кайнине.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Шупашкарта Маргелов генерал палӑкне уҫнӑ. Ӑна «Ҫӗнтерӳ» паркра вырнаҫтарнӑ.
Василий Маргелов Сывлӑшпа десант ҫарӗсен командирӗ пулнӑ. Вӑл 1908 ҫулта Украинӑри Екатеринославра (халӗ ҫав хула Днепропетровск ятлӑ) ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Херсон хулине ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. 1944 ҫулта Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ.
Палӑка уҫма хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев асӑннӑ пулӑм ветерансене сума сунине тата паян Раҫҫейӗн Ҫарпа десант ҫарӗсенче тӑракансене хисепленине палӑртать тесе каланӑ.
Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ.
Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ.
Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Н.И. Ильминские халалланӑ конференци иртӗ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттерет.
Ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ регионсем хушшинче пулӗ.
«Н.И. Ильминский и этнокультурное развитие народов Поволжья» (чӑв. Н.И. Ильминский тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен этнокультура аталанӑвӗ) ят панӑ мероприятие паллӑ ученӑй ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫитес сезонта Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, актер, сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Кун пирки культура учрежденийӗн директорӗ Елена Николаева театрӑн черетлӗ сезонне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтернӗ.
Иосиф Трера халалласа вӗрентӳ форумӗ йӗркелӗҫ. Михаил Юхма повеҫӗ тӑрӑх «Шурсямга — молодой волк» (чӑв. Шурҫамка – ҫамрӑк кашкӑр) спектакль лартӗҫ. Вырӑс тата чӑваш классикине тӗпе хурса ача-пӑча спектаклӗсем хатӗрлӗҫ. Михаил Ҫеҫпӗле халалласа тулли сюжетлӑ спектакль лартасшӑн. Пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ирттерме, тӗлӗнмелле проектсем хатӗрлеме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Паян Шупашкарта Валентина Иванова журналиста асра тытса асӑну хӑми уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
Валентина Иванова ТАСС корреспонденчӗ пулса 27 ҫул тимленӗ, республикӑри хыпарсене ҫӗршыв шайне кӑларма пулӑшнӑ.
Пултаруллӑ калем ӑсти нумай ҫамрӑк журналистшӑн тӗслӗх пулса тӑнӑ, вӗсем унтан вӗренме, ун пек пулма ӑнтӑлнӑ.
Асӑну хӑмине Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Пурӑннӑ пулсан Валентина Иванова паян 85 ҫул тултаратчӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ – тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансене асӑнмалли кун. «Ӑна официаллӑ майпа палӑртман пулсан та, ун пирки Раҫҫейре тата ытти ҫӗршывра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ, ҫак кун хӗрӳ точкӑсенче пулнисем пӗрле пухӑнса вилнӗ юлташӗсене асӑнаҫҫӗ», – хыпарланӑ Елчӗк районӗнче.
Асӑннӑ районти тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансен ушкӑнӗ район центрӗнчи тӗп лапама пуҫтарӑннӑ, юлташӗсене асӑнса 1 минут шӑп тӑнӑ, палӑк умне чечек кӑшӑлӗ хун.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, чӑваш поэчӗ, публицисчӗ, куҫаруҫи, драматургӗ, театр режиссерӗ, актерӗ, музыка критикӗ, преподаватель, этнотеатровед, Иосиф Дмитриев (Трер), ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ.
Пултаруллӑ чӑваш арӗ кирек ӑҫта ӗҫлесен те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, Шупашкарти музыка училищинче актёр уйрӑмӗн заведующийӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи искусствоведени пайӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче, Казахстанри Вырӑс драма театрӗнче режиссёрта тӑрӑшнӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хучӗ.
Ҫак тӗнчерен Иосиф Трер 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уйрӑлса кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |