Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн хастарӗсем ҫулӑм чӗреллӗ чӑваш классикӗпе, Ҫеҫпӗл Мишшипе, ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсенче пулнӑ. Ку хыпара асӑннӑ тӑрӑхри хастар ҫын, Надежда Лисовая, ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Надежда Лисова (вӑл чӑвашсен Украинӑри ентешлӗхӗн ертӳҫи пулнӑччӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, ентешлӗх ертӳҫипе Михаил Люллинпа Остёр хулинче пулнӑ. Унта вӗсем хула администрацийӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе Леонид Мысловецпа курнӑҫнӑ.
Унтан Ҫеҫпӗл Мишшипе ҫыхӑннӑ паллӑ вырӑнсене ҫитнӗ. Евдокия Пенская вил тӑпри ҫине ҫитсе те пуҫ тайнӑ. Аса илтерер: хӗрӳ поэт Украинӑра пурӑннӑ чух Евдокия Пенскаян ашшӗ-амӑшӗн килӗнче тӗпленнӗ. Евдокия чӑваш поэчӗн ал ҫырӑвӗсене упраса хӑварассипе тӑрӑшнӑ. Евдокии Федоровна тата Давид Степанович Пенскийсен вил тӑпри ҫинчи палӑка хӑй вӑхӑтӗнче Украинӑри хастар чӑвашсем тӑрӑшнипе лартнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, чӑваш литературин классикне Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса унӑн Шупашкарти палӑкӗ умне чечек хурӗҫ. Мероприяти Чӑваш Ен Наци вулавӑшне хирӗҫ Ҫеҫпӗл Мишши скверӗнче 11 сехетре пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) — чӑваш сӑвӑҫи. Вал 1899 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи сӑввисем 1919 ҫулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаҫатсенче пичетленнӗ. Пӗрремӗш кӗнеки 1927 ҫулта «Хурҫӑ шанчӑк» ятпа ҫапӑнса тухнӑ. 1928 ҫулта Шупашкарта «Сӑвӑсем» кӗнеке пичетленсе тухать. 1959 ҫулта — «Ҫырнисен пуххи». Хӗрӳллӗ чӑваш поэзи ӗҫченӗ 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫи Никифор Мранькка ҫуралнӑ ялта, Куславкка районӗнчи Пилешкассинче, паллӑ та сумлӑ ентешӗмӗре хисеп туса асӑну хӑми уҫнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Лидия Ивановна хыпарланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑваш литераторӗсем, район адмиистрацийӗнче ӗҫлекенсем, культура ӗҫченӗсем, пӗр ял ҫыннисем пырса ҫитнӗ. Паллӑ пулӑма ҫыравҫӑн тӑванӗсем: Никифор Мраньккан ывӑлӗ Альберт Никифорович, писателӗн Наталья Альбертовна мӑшӑрӗпе — хутшӑннӑ.
«Куславккасем, эсир — маттур! Пурне те тав!!!!» — тесе палӑртнӑ Лидия Филиппова Фейсбукра.
2018 ҫулта Никифор Мраньккан Куславккари палӑкне ҫӗнетнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Никифор Мранькка «Ӗмӗр сакки сарлака» роман-эпопейӑпа палӑрнӑ. Пулас драматург тата прозаик пуҫламӑш шкултан вӗренсе тухсан Мускаври киносценаристсен курсӗнче вӗреннӗ. Унтан тӑван тӑрӑха таврӑнсан Чӑваш кинохроника студийӗнче ӗҫленӗ, унтан – хаҫат редакторӗнче.
Чӑваш Енри пултаруллӑ режиссёра, поэтне, музыка критикне, тӑлмача, сцена ӑстине Иосиф Дмитриев-Трера чӑваш тӗнчи 2018 ҫулта ҫухатрӗ. Вӑл йывӑр чире пула 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ.
Иосиф Дмитриевӑн тӑван тӑрӑхӗнчи — Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинчи — вил тӑпри ҫине халӗ палӑк лартнӑ. Палӑка тутарнӑшӑн Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗ укҫа тӳленӗ.
Иосиф Александровичӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка теорийӗпе историйӗн кафедрин профессорӗ Юлия Александровна союз председательне Сергей Павлова чунтан тав тунӑ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Петр Егоров вырӑс архитекторӗ ҫуралнӑранпа 290 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Ҫак ҫынна пирӗн патра юратаҫҫӗ тата сума сӑваҫҫӗ. Ҫакӑн пек палӑртнӑ Маргарита Красотина журналист Фейсбукра. Петр Егорова халалласа Федор Мадуров хатӗрленӗ бюста Шупашкарти Проект институчӗн умне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ арҫын ача малтан Дадиани кнеҫ ҫуртӗнче (Чулхула кӗпӗрнинче унӑн темиҫе ял пулнӑ) вӗреннӗ, кайран вӑл сӗннипе Питӗре вӗренме тухса кайнӑ. Каярах ентешӗмӗр ҫӗршыври чи лайӑх архитекторсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Петр Егоров Ҫурт-йӗрӗн император кантурӗ ҫумӗнчи шкулне (унта хӑй вӑхӑтӗнче Леблон тата Растрелли ӗҫленӗ) те ертсе пынӑ.
1842 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ Шурча вӑрҫине Муркаш районӗнчи ҫав тӑрӑхри хастарсем асра тытаҫҫӗ.
Пӑлхав иртнӗренпе 120 ҫул иртнине халалласа 1962 ҫулта Шурча ялӗнче палӑк лартнӑ. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче, унта ҫӗнӗ палӑк уҫнӑ. «1842 ҫулта пӗтӗм тавраран пуҫтарӑннӑ темиҫе пин ҫын ҫакӑнта патша ҫарӗсемпе ҫапӑҫса тискер те юнлӑ ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ку чула хура халӑха ырӑпа асӑнакан тӑхӑмӗсем 2018 ҫулта лартнӑ», — тесе виҫӗ чӗлхепе ҫырса хунӑ.
Тимӗр Тяпкин Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Козьмодемьянск уесӗнчи 38 хресчен пуҫ хунӑ, 100-е яхӑн ҫын суранланнӑ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ, Вячеслав Мартынов, ҫав пӑлхава хутшӑннисене халалласа кӗнеке ҫырнӑ, халӗ ӑна хӑтланӑ.
«Яблоки в траве» (чӑв. Курӑк ҫинчи панулмисем) регионсем хушшинчи V фестиваль ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Енре иртнӗ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Курскри Вероника Тутенко журналист, ҫыравҫӑ, художник-иллюстратор, поэт, хореограф Брянск облаҫӗнчи Лысые ялӗнче ҫуралнӑ Николай Мельников (1966-2006) поэтӑн, режиссерӑн сӑввине вуланӑ хыҫҫӑн Раҫҫейри халӑхсен шӑпи пирки шухӑша путнӑ. Поэтӑн сӑввинчи йӗркене илсе вӑл Николай Мельников ячӗллӗ фестиваль ирттерме тытӑннӑ. Мероприятире пӗринче Чӑваш Енри Елчӗк районӗнчи Шӑмалакри Венера Усанова ҫӗнтернӗ. Вӑл ял вулавӑшӗн заведующийӗнче тӑрӑшать. Ҫавна кура фестивале хальхинче кунта йӗркеленӗ.
Вероника Тутенко «Контактра» страницӑра чӑваш чӗлхине видеоклипсем урлӑ вӗренмелли те йӗркеленӗ.
Вилӗмсӗр чӑваш классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑранпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 131 ҫул ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑхӑмӑрти чӑваш хастарӗсем мухтавлӑ поэта асра тытаҫҫӗ.
Ӗнер поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ умне пухӑннӑ. Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова Фйсбукра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, палӑк умне пухӑннисен йышӗнче тӳре-шара, ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем пулнӑ.
Константин Васильевич Иванов — чӑваш сӑвӑҫӗ, чӑваш литературин классикӗ. Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районне кӗрекен Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. 1915 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тӑван ялӗнче куҫ хупнӑ. 2015 ҫулта Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртнӗччӗ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Лидия Филиппова паян сӑмах ӑстисен палӑкӗсем пирки сӑмах хускатнӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче сӑмах хускатнӑ, ыйтӑвӑн ҫивӗчлӗхне ҫирӗплетме чӑваш ҫыравҫисен вил тӑприйӗсем ҫинчи палӑксене ӳкерсе илсе вырнаҫтарнӑ.
Лидия Ивановна пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑксен шӑпи пирки пӗлтӗрех, «Капкӑн» сатира журналне йӗркеленӗ Иван Мучи юбилейне хатӗрленнӗ чухнех сӑмах хускатнӑ. Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пытарнӑ ҫыравҫӑсен палӑкӗсем япӑхни пирки хула влаҫӗсем патне ҫыру та ҫырнӑ иккен.
Ҫӑва ҫинче шӑматкунлӑх ирттернӗ-ха. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрмеленсе, ҫурӑлса пӗтнӗ палӑксем патне хальлӗхе никамӑн та алӑ ҫитеймен. Кӑҫал, ав, чӑвашсенчен халӑх поэчӗ ята пуҫласа тивӗҫнӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине уявлӗҫ. Ирӗксӗрех палӑк пирки те аса илӗн.
Лидия Филипповӑна Иван Мучин, Хумма Ҫеменӗн, Иван Ивникӑн, Николай Шелепин, Илле Тӑхтин, Даниил Эльменӗн тата ыттисен палӑкӗсен тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. «Патшалӑх политиксӗр, е, тен, депутатсен пулӑшӑвӗсер май ҫуках-тӑр», — тесе шухӑшлать Лидия Филиппова.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче VI Иванов вулавӗсем иртнӗ.
Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗн, Чӑваш Ен Наци музейӗн, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем, ҫавӑн пекех аслӑ шкулсемпе ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен преподавателӗсем тата студенчӗсем пуҫтарӑннӑ.
Иванов вулавӗсене хутшӑннисем тӗрлӗ темӑпа тухса калаҫнӑ: вӗсем чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсен пултарулӑхпе паллаштарнинчен тытӑнса К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейне уҫни таранах каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |