Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса пурӑнать.
Вӑл 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем чечек хума тата хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн капашсӑр пысӑк ӗҫне сума сунине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, эпир чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева асӑнатпӑр. Ҫавна май Чӑваш Ен Элтеперӗ Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки хӑйӗ шухӑшне ҫырса пӗлтернӗ.
«Кашни халӑхӑн мухтавлӑ ҫыннисем пур, вӗсен ячӗсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ, ӗмӗртен ӗмӗре мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев тата унӑн чаплӑ ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗшӗн вилӗмсӗр пулса тӑчӗҫ.
Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халалӗ ӑслӑ шухӑшсемпе пуян, вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халал кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, ӗҫе хисеплеме, тӑван сӑмаха юратма вӗрентет.
Эпир ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр, вӑл хӑварнӑ педагогика еткерлӗхне упрӑпӑр, хисеплӗпӗр».
Ӗнер Чӑваш Енри пултаруллӑ мӑшӑра – Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна – асӑнса хисеп хӑми вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑмана сцена ӑстисем чылай ҫул пурӑннӑ ҫурт ҫине ҫакнӑ.
Республикӑн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Каликова асӑну хӑмине уҫма хутшӑнниех пысӑк чыс тесе палӑртнӑ. «Паллӑ скрипач, педагог тата общество ӗҫченӗ Захар Зиновьевич хӑйӗн нумай енлӗ ӗҫӗпе паллӑ. Оперӑпа балет театрӗнче вӑл чылай-чылай ҫул пӗрремӗш ҫын пулнӑ. Тамара Ивановна историе чӑвашсен пӗрремӗш опера юрӑҫи пек кӗрсе юлнӑ», – тенӗ вӑл.
Мероприятие хутшӑннӑ ытти ҫын та пултаруллӑ мӑшӑр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Паян Шупашкарти Президент бульварӗнчи 11-мӗш ҫурт ҫине Захар Шапирона тата Тамара Чумаковӑна асӑнса хисеп хӑми уҫӗҫ.
Захар Зиновьевич (26.05.1940-16.12.2015) – Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Рвҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Хусанта ҫуралнӑскер унти музыка училищинче вӗреннӗ, кайран Сартури патшалӑх консерваторийӗнче скрипка класӗнче пӗлӳ илнӗ. 1967 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче симфони оркестрӗн концертмейстерӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Захар Шапиро театрти чылай проекта пуҫарнӑ. Ҫав шутра – М.Д. Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ, балет фестивалӗ, И. Штраусӑн Европӑри Сурхури фестивалӗ, Симфони музыкин каҫӗсем, Чӑваш музыкин кунӗсем т.ыт.те.
Тамара Чумакова (28.08.1932-17.01.2016) – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов яӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче тата Чӑваш музыка театрӗнче ӗҫленӗ.
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш Енре медаль ҫирӗплетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Халӗ чи лайӑх медаль эскизне хатӗрлемелли конкурс ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта медаль эскизне хатӗрлесси пирки калаҫнӑ. Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ ирттерӗ.
Сӑмах май, совет халӑхӗн ӗҫри паттӑрлӑхне халалласа ҫитес ҫул пирӗн республикӑра палӑк лартӗҫ. Монумент федераци тӗллевӗллӗ пулӗ тесе пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Мускаври Ваганьково масарӗ ҫинче Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Раҫҫей Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ палӑка лартма тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӗн, чӑвашсене ҫырулӑх парнеленӗ, шкулсем уҫнӑ сумлӑ ҫыннӑн мӑнукӗн ывӑлӗ Владимир Павлов тата И. Яковлевӑн мӑнукӗн ачин хӗрӗ Любовь Ордынская хутшӑннӑ.
Палӑк ҫине Владимир Нагорнов скульптор хитрен ҫырса хунӑ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ывӑлне сума сунине палӑртма Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗ Пётр Чекмарёв тата Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Шупашкарти уйрӑм ҫыннӑн шӑл клиникисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ Юрий Зорин хутшӑннӑ.
Чӑваш наци музейӗнче паллӑ ӑсчах, 17 томлӑ чӑваш словарӗн авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа курав уҫӑлӗ. Ку мероприяти авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 16 сехетре пулса иртӗ.
Курава музейҫӑсем «Они стояли у истоков: лингвисты и этнографы Чувашского края конца XIX – 1-й половины XX вв.» (чӑв. Вӗсем малтанхисем пулнӑ: Чӑваш тӑрӑхӗн XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчи — XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи лингвистсемпе этнографсем ) ят парассине пӗлтереҫҫӗ.
Экспозицире Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн Антропологипе этнографи, Раҫҫейӗн этнографи, Тутарстанри наци тата ытти нумай музей экспоначӗсемпе усӑ курнӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Паллӑ ҫыравҫӑ, Шупашаар районӗнчи Тойтерек (унччен Чуралькасси) ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Илларионов (Иван Мучи) ҫуралнӑранпа авӑнӑн 29-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче вӗренекенсем Иван Мучи ҫинчен чылай тӗпчесе пӗлнӗ, унӑн кун-ҫулӗнчи паллӑ самантсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Никооаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Мучин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫыравҫӑн хӗрӗ Людмила Ивановна Фомина ҫемье архивӗнчи материалӗсене шкула парнелени пысӑк пулӑшу кӳрет. Вӗренекенсем 1928-мӗш ҫулхи, 1930-1940-мӗш ҫулсенчи «Капкӑн» журналсемпе (пичет кӑларӑмне шӑпах Иван Мучи никӗсленӗ) кӑсӑклансах паллашнӑ, ҫемьен сӑн ӳкерчӗкӗсен альбомне пӑхса тӗлӗннӗ, хайлавӗсене вуласа тишкернӗ.
«Иван Ивановичӑн пурӗ 113 псевдоним пулнӑ, вӗсен шутӗнче Утик, Хӑймала, Мами, Сӑнакан, Илтекен, Куракан... Халӑхра ӑста сатирик Иван Мучи тенипе асра юлнӑ», – тесе хыпарлать Алина Николаева.
Сӑмах май, ӗнер Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирика асӑнса литература каҫӗ иртнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче сатирӑпа юмор каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ, «Капкӑн» сатира журналне никӗслекенӗ Иван Мучи ҫуралнӑранпа 125 ҫитнине халалланӑ. Мероприятие Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе (ертӳҫи — Лидия Филиппова) пӗрле йӗркелеме палӑртнӑ. Литература каҫне ҫыравҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем, «Капкӑн» журналӑн редакторӗнче тата пичет кӑларӑмӗнче ӗҫленисем пухӑнӗҫ.
Иван Мучи Шупашкар районӗнчи Тойтирекре 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ илнӗ. Вӑл актер, тӗпчевҫӗ, литература тата театр критикӗ пулнӑ. Истори тата сатира прозин ӑсти тӗрлӗ жанрпа ӗҫленӗ май калавсем, фельетонсем, халапсем, шӳтсем, памфлетсем, юмахсем, репортажсем, очерксем ҫырнӑ. Унӑн тӗп кӑларӑмӗсем: «Кулӑшла калавсем», «Катка хыҫӗнчи этем», «Суйласа илнисем», «Хӗрлӗ кулӑш» т.ыт.те. Антон Чехов хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнчи Литература каҫӗ 13 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |