Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ.
Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишшине асра тытса пуҫтарӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗ шӑп та лӑп 100 ҫул каялла Украинӑри Остёр хули ҫывӑхӗнчи Старогордка ялӗнче татӑлнӑ.
Поэтӑн тӑван тӑрӑхне паян чӑваш халӑх поэчӗ — Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ директорӗ Валери Туркай; Светлана Асамат поэт тата юрӑҫ; чӑваш поэтесси, драматургӗ, тӑлмачӑ Раиса Сарпи; Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн заведующийӗ Антонина Андреева; Алексей Енейкин тележурналист; Олег Цыпленков кинематографист тата Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Улькка Эльмен пуҫтарӑннӑ. Унсӑр пуҫне «Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн хастарӗсем Владимир Андреев подполковник тата Вячеслав Ильин полковник ҫитнӗ.
Чӑваш халӑхӗн паллӑ хастарӗсенчен пӗри, Ҫеҫпӗл Мишши, пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑранпа паян 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫак куна халалласа республикӑра тӗрлӗ мероприятисем иртнӗ. Вӗсенчен пӗри вӑл — Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче митинг.
Митинга Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Татьяна Казакова уҫрӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишшин ӗҫне асра тытмалли пирки каларӗ, чӑваш халӑхӗ ӑна манманни пирки асӑнчӗ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн директорӗ Елена Николаева, ЧНК пайташӗ Михаин Краснов, Лидия Сарине сӑвӑҫ тухса сӑмах каларӗҫ. Митинг палӑк умне чечек хунипе тата пӗрлехи сӑн ӳкернипе вӗҫленчӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши 1899 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Унӑн чӗри 1922 ҫулхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Украина ССРӗн Чернигов облаҫӗнчи Остер хули ҫывӑхӗнчи Старогородка салинче тапма чарӑннӑ. Унӑн сӑввисене 56 ытла чӗлхепе куҫарса кӑларнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри делеагци Хусанта пулнӑ. Сумлӑ йыш чӑвашран тухнӑ сумлӑ ӑсчахсене: Николай Ашмарина тата Николай Никольские — асра тытнине палӑртса вӗсен вил тӑприсем ҫине ҫитсе килнӗ.
Йышра философи наукисен докторӗ Василий Федотов; Чӑваш Енри Ҫыравҫӑсен союзӗн членӗ Тамара Афанасьева; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкулта географи вӗрентекен Иван Дубанов; Раҫҫей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, Шупашкарти ветерансен совечӗн членӗ Нина Димитриева; биологи наукисен докторӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ лесовочӗ Кузьма Захаров; Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Петр Митрофанов пулнӑ.
Варнава митрополита асра тытнине палӑртса Шупашкарта музей-пӳлӗм уҫнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Варнава митрополит леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑранпа 2 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче музей-пӳлӗм уҫма йышӑннӑ.
Унта Варнава 1990-2020-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ кельӑна куҫарнӑ. Келья Ҫеҫпӗл урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пӳлӗме ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса кайиччен ӑна сӑн тата видео ӳкерсе илнӗ. Кайран мӗнпур япалана хӑйӗн унчченхи вырӑнне вырнаҫтарса хунӑ.
Варнава Шупашкарпа Чӑваш Енӗн епархине 43 ҫул ертсе пынӑ. Пирӗн республикӑна вӑл куҫса килнӗ чух 35 прихут кӑна пулнӑ, Варнава ӗҫленӗ вӑхӑтра Турра кӗлтумалли ятарлӑ вырӑнсем 210-а яхӑн уҫӑлнӑ, 7 мӑнастире юсаса ҫӗнетнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗн ертӳҫинче чылай ҫул ӗҫленӗ Николай Зимин ҫуралнӑ кун, асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Пурӑннӑ пулсан Николай Зимин ҫак кунсенче 80 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн чӗри 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ.
Паллӑ музыковеда тӑван тӑрӑхра манмаҫҫӗ, асра тытаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ.
Ҫу уйӑхн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) «VII Ивановские чтения» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Константин Ивановӑн ҫуралнӑ кунне халалланӑ.
Конференцие музей ӗҫченӗсене, ученӑйсене, архивистсене, краеведсене, вулавӑшсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче тӑрӑшакансене, студентсемпе вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ.
Конференцие хутшӑнакансем чӑваш литераторӗсем Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери литература аталанӑвне епле тӳпе хывнине, К.В. Иванов Раҫҫей культуринче мӗнле вырӑн йышӑннине, Литература музейӗн аталанӑвне тата ытти ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Шуашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырӑнти хастарсем Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫулсеренех чупу йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӑмӑл атлетсен ӑмӑртӑвне кӑҫал та ирттерме палӑртнӑ. Унта спорта юратакан тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем тухма пултараҫҫӗ. Тупӑшса чупни кирлӗ мар. Чи кирли — хутшӑнни.
Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чупӑва хутшӑнас кӑмӑллисен ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Улӑп» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче ирхи 7 сехетрен пуҫласа 7 сехет ҫурӑччен пуҫтарӑнмалла.
Старт 8 сехет те 30 минутра Иккассинчен тытӑнӗ. Ҫапла вара спортсменсем «Иккасси-Кӳкеҫ» маршрутпа чупса тухӗҫ. Вӗсем район центрӗнчи Паллӑ мар салтак ячӗпе лартнӑ палӑк умне ҫитсе чарӑнӗҫ.
«Чӑвашкино» патшалӑхӑн киностудийӗ 2018 ҫулта «Люди-легенды» (чӑв. Ҫынсем-легендӑсем) ярӑмпа ӗҫлеме тытӑнчӗ. Мухтавлӑ ентешсем ҫинчен каласа кӑтартакан кашни кинокартинӑра — республикӑмӑр аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ сумлӑ та мухтавлӑ пӗр-пӗр ҫыннӑн историйӗ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗнче ҫав ярӑмри фильмсемпе «Чӑвашкинон» «Ютуб» видеохостингри каналӗнче паллашма май туса панӑ. Организацире пӗлтернӗ тӑрӑх, каналта ҫӗнӗ картинӑсене кашни эрнесерен вырнаҫтарса пырӗҫ. Ҫак эрнере, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Геннадий Айхи пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштаракан «Люди-легенды: Г.Н. Айги» фильм вырнаҫтарнӑ.
Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене тӗпченӗ Николай Ильминский (05.05.1822-08.01.1892) ҫуралнӑранпа паян 200 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Пенза хулинче ҫуралнӑ.
Николай Иванович — тюрколог-лингвист, профессор, ҫутӗҫ-миссионер, Питӗрти Император наука академийӗн член-корреспонденчӗ пулнӑ.
Николай Ильминский Пензӑри тӗн семинарийӗнче вӗреннӗ. Хусанти тӗн академийӗнче ӗҫленӗ.
Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева Ильминский нумай пулӑшса пынӑ. Пенза ӑсчахӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсен шутӗнче 1965 ҫулта тӗпченӗ «О фонетических отношениях между чувашскими и тюркскими языками» материалне асӑнса хӑварма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |