Вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи чӳк 16-мӗшӗнче 125 ҫул ҫитет. Паллӑ чӑваш поэчӗпе, драматургӗпе, прозаикӗпе, патшалӑх тата общество ӗҫченӗпе ҫыхӑннӑ куна палӑртасси ҫинчен ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче республика Элтеперӗ хушу кӑларнӑ.
Паллӑ куна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те сумлӑн уявлама хатӗрленет. Унта 2024 ҫулхи кӗркунне «Ҫӗнӗ кун ывӑлӗ» спектакль кӑтартма шухӑшлаҫҫӗ. Пьесӑна Марина Карягина Ҫамрӑксен театрӗ валли ятарласа ҫырнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче Ҫамрӑксен наци театрӗсен «ҪеҫпӗлФест» фестиваль иртӗ. Юбилей ҫулӗнче театрта ӑсталӑх лаҫҫисем, форумсем, ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем йӗркелӗҫ.
Уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ветерансем чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлне – шалти служба майорне Василий Федорова асӑнса чысларӗҫ. Вӑл 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ир-ирех ведомство ӗҫченӗсем республикӑри Тӑвай районӗнчи Тӗмер тӑрӑхне Василий Валериановичӑн вилтӑпри ҫине чечек хума тата ӑна асӑнса пӗр минут шӑп тӑма ҫитнӗ.
Мероприятие Раҫҫей ФСИН регионти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Вадим Адров, ведомствӑн ветерансен организацийӗн председателӗ Александр Яковлев, уголовлӑ ӗҫпе юсав тытӑмӗн ҫамрӑк ӗҫтешӗсем, ҫавӑн пекех тӑван пиччӗшӗ Владимир хӑйӗн ывӑлӗпе хутшӑннӑ.
Василий Валерианович вӗреннӗ Тӗмер шкулӗн директорӗ чӗннипе ведомство ӗҫченӗсем шалти службӑн чаплӑ выпускникне, Федорова В. В. генерал-майора халалланӑ ҫар мухтавӗн кӗтесне ҫитсе курчӗҫ. Хӑйӗн пурнӑҫӗн 35 ҫулне вӑл Тӑван ҫӗршывшӑн халалланӑ. Афганистанри ҫапӑҫусене хутшӑннӑскер, вӑл ӑслӑлӑх ӗҫне кӳленнӗ, преподаватель пулса ӗҫленӗ. Юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ.
Ентешӗсемпе ӗҫтешӗсем унпа чӑннипех те мухтанаҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва ӑна тӗслӗх вырӑнне лартаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускаври Раҫҫей патшалӑх истори библиотекинче И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ конференци иртессине эпир унччен пӗтернӗччӗ-ха.
Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, конференцие Чӑваг Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова ертсе пынӑ, тӗп хулари библиотекӑн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн информатика проблемисене тӗпчекен центр ертӳҫи Юрий Чёрный, Мускаври чӑваш культурин пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Лира Смирнова салам сӑмахӗпе тухса калаҫнӑ.
«И.Я. Яковлев еткерне тишкерсе нумай ӗҫ тӑватпӑр. Ҫав ӗҫсене пӗтӗмлетсе форумра Олег Студенцов (гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар), Нина Литвинова (Чӗмпӗр), Галина Ертмакова (ЧР патшалӑх истори архивӗ, директор), Александр Семёнов (ЧР патшалӑх истори архивӗ), Андрей Зарубин (Чӑваш патшалӑх Наци музейӗ), Татьяна Баймушкина (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Галина Быкова (ЧР Наци библиотеки, директор ҫумӗ), Надежда Кириллова (ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ) тухса калаҫрӗҫ. Эпӗ Вӗрентекенӗмӗрӗн сӑнарне "Чувашия" ГТРК ӳкернӗ телефильмсенче камсем тата мӗнле кӑтартни ҫинчен кӗскен каласа патӑм», — хыпарланӑ «Контактра» Марина Карягина.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗн Иван Яковлевӑн мӑнукӗн ывӑлӗпе тӗл пулу иртнӗ.
Владимир Павловӑн кукамӑшӗ Лидия Ивановна Яковлева (Некрасова) Иван Яковлевӑн хӗрӗ пулнӑ, вӑл 1906 ҫулта ҫуралнӑ. Владимир — Лидия Ивановнӑн хӗрӗн Екатеринӑн ывӑлӗ. Владимир 1940 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ. Владимир Всеволодович — Раҫҫей тава тивӗҫлӗ арисчӗ, М.Н. Еромолова ячӗллӗ театрти ертсе пыракан актёрсенчен пӗри.
Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн патшалӑхӑн истори библиотекинче (Мускав) «Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел ирттерӗ.
Унта республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова; маларах асӑннӑ Мускаври ҫав вулавӑш директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Михаил Афанасьев; Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗ, философи наукисен кандидачӗ Юрий Черный; Мускаври чӑваш культурин обществин правленийӗн председателӗ Лира Смирнова; Мускаври, Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх музейӗсен, архивсен, вулавӑшсен специалисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Паян пирӗн республикӑра Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анлӑн уявлаҫҫӗ. Патриархӑмӑра сума суса Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ умӗнче лартнӑ палӑк умӗнче митинг иртнӗ.
Пухӑннисем умӗнче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова тата ыттисем сӑмах тухса каланӑ. Министр паянхи кун Чӑваш Еншӗн ҫеҫ мар, республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсемшӗн те пысӑк уяв пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Светлана Каликова Иван Яковлев халалне пысӑка хурса хакланӑ май вӑл чӑвашсемшӗн ҫеҫ мар, ытти наци ҫыннисемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине асӑнса хӑварнӑ.
Пушкӑртстанӑн тӗп хулинче, Ӗпхӳре, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул, П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ 30 ҫул ҫитнине халалласа уяв мероприятийӗсем иртнӗ. Вӗсене ака уйӑхӗн 22-24-мӗшӗсенче уявланӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 15:00 сехетре Ӗпхӳри ача-пӑча филармонийӗнче Чӑваш пӗрлешӗвӗн пухӑвӗ пулнӑ, унта вырсарни шкулӗн вӗренекенӗсем, педагогсем концерт кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар хӑнисемпе Пушкӑртстан чӑвашӗсем Чӑваш Хурамал ялне, В.В.Николаев ялне ҫитсе килнӗ.
Паян Чӑва Ен делегацийӗ П.М.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче иртекен ҫавра сӗтеле хутшӑннӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртӗ.
Унта Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Маи Элти, Самар облаҫӗнчи вулавӑшсенче, музейсемпе архивсенче ӗҫлекен специалистсем килсе ҫитӗҫ.
Конференцие хутшӑнакансем Иван Яковлев эткерлӗхне упраса хӑварас, тӗпчес тата халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Асӑннӑ енпе вулавӑшсем епле ӗҫленине тишкерӗҫ. Сӑмахран, Чӗмпӗрсенне. Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Иван Яковлев эткерлӗхне электрон мелпе сарни ҫинчен каласа кӑтартӗ.
Чӑваш Енри ачасем аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗе тата культурологийӗн кафедри ирттернӗ.
«Наследие Ивана Яковлева» (чӑв. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ) олимпиада ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче инҫет ҫыхӑну мелӗпе пулса иртнӗ. Унта хутшӑннисене сертификатсем парса хавхалантарнӑ. Олимпиадӑна, сӑмахран, Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче «Яковлевские чтения: патриотизм, гражданственность, духовность в аспекте современных социокультурных процессов» (чӑв. Яковлев вулавӗсем: хальхи вӑхӑтри социокультура улшӑнӑвӗсен саманинче патриотизм, ҫынлӑх тата ӑс-хакӑл) пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа практика конфренцийӗ иртӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче пулӗ.
Ӑслӑлӑх конференцине Раҫҫейри, Беларуҫ Республикинчи (Максим Танк ячӗллӗ патшалӑх педагогика университечӗ), Кӑркӑстанри (Ош патшалӑх университечӗ), Узбекистанри (Андижан патшалӑх пединститучӗ), Шри-Ланкӑри (Гампаха Викрамараччи халӑх медицина университечӗ), Китайри (Баодин университечӗ, Гуйчжоу педагогика университечӗ) ӑсчахсемпе педагог-практиксем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |