Шупашкар районӗнчи Ишекри ватӑсем пушартан ҫӑлӑнма вӗреннӗ. Сӑмахӗ кунта асӑннӑ районти халӑхӑн социалӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн балансӗ ҫинчи вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм (унчченхилле каласан — ваттисен ҫурчӗ) пирки пырать.
Унта пурӑнакансемпе нумаях пулмасть вӗренӳ ирттернӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи планпа пӑхнӑ тренировкӑра уйрӑм ертӳҫи Маргарита Илларионова унта ӗҫлекенсене тата пурӑнакансене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисем пирки аса илтернӗ. Ҫулӑм тухсан мӗнле тытмалли пирки ӑнлантарнӑ. Ҫулӑма сӳнтерекен ятарлӑ хатӗрпе епле усӑ курмаллине те кӑтартнӑ. Урама тухса вӗсем ҫав хатӗре ӗҫлеттерсех пӑхнӑ.
Кун пек вӗренӗве ҫуртра кварталта пӗрре ирттереҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене кӳрекен центрӑн Шорккари вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнчи ватӑсене пӗр фермер утӑ пырса панӑ. Мӗн тума тетӗр-и? Унти хушма хуҫалӑхра хӗлӗн-ҫӑвӗн выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Ку ӗҫре чи йывӑрри — выльӑх апачӗ хатӗрлесси тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ центр.
Выльӑх апатне хатӗрлеме социаллӑ ӗҫченсем кӑна мар, ватӑсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри Н.П. Прокопьев фермер вара вара пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми, тыр-пул парса та пулӑшать. Кӑҫалхи кӗркунне Николай Прокопьевич 500 кг фуражпа 300 кг тырӑ уйӑрнӑ, нумаях пулмасть икӗ рулон утӑ пырса панӑ.
Сӑнсем (2)
Шупашкар районӗнчи ветерансен вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче (малтанхилле каласан, ваттисен ҫурчӗсенче) пурӑнакансене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме шурӑ халатлисене вырӑна чӗнсе илеҫҫӗ. Кун пирки Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен районти центрпа районти тӗп пульница ятарлӑ килӗшӳ тунӑ.
Нумаях пулмасть Кӳкеҫри тухтӑрсем Шорккара пулнӑ. Унта Светлана Пушкина терапевтпа Светлана Игнатьева медсестра пынӑ. Вӗсем грипран епле сыхланмалли, чирӗн малтанхи паллисем, унран епле сыхланмалли пирки ӑнлантарнӑ.
Ватӑсем патне пынӑ-пынах вӗсем ыйтӑвӗсене хуравланӑ, юн пусӑмне виҫнӗ, ытти сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланасран асӑрханма ыйтать пулин те кунашкал тӗслӗх час-часах тӗлпулать. Хальхинче 75 ҫулти кинемее шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ полицейскисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемей радиопа «Ҫивӗч куҫ» куҫлӑх пирки илтнӗ. Компани менеджерӗсем вӑл мӗнпур чиртен хӑтӑлма пулӑшнине ӗнентернӗ.
Кинемей «хӗрӳ лини» телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑсемпе калаҫсан хайхискер 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Кун хыҫҫӑн менеджерсем ватӑскер патне хӑйсемех шӑнкӑравланӑ та кинемее ҫӳҫне, чӗрнине ярса пама ыйтнӑ. Кинемей мӗн каланине пурнӑҫланӑ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури кинемей ултавҫӑсене 91 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл ҫавна валли кредит та илнӗ-мӗн.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ҫынсене тӗрлӗ пулӑшу кӳрет. Ҫав шутра — юрист канашӗ те.
Центра пыракансем темле ыйтӑва та хускатаҫҫӗ: ҫӑмӑллӑх илессипе, укҫан кама пулӑшнипе, ача-пӑча уйлӑхӗсене кама канма янипе, сусӑрсене туя-урапа панипе, кӑсӑкланаҫҫӗ, вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма кама ярассине те ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Юрист пулӑшӑвне тӳлевсӗр илме ирӗк пуррисене те центр пулӑшать. Ольга Владимирова юрисконсульт кӑҫалхи 10 уйӑхра 129 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Вӗсене вӑл туянса сутни пирки килӗшӳ ҫырма та пулӑшать, тавӑҫ шӑрҫалама та. Реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсем илес ыйтупа ун патне 31 сусӑрпа вӗсен пайташӗ пынӑ. Пенсионерсемпе сахал тупӑшлисем те, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫемьесем те пыраҫҫӗ. Пӗччен пурӑнакан ватӑсем те хӑйсене ветерансене ҫурчӗсене вырнаҫтарма ыйтаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун йышшисем 10-ӑн тупӑннӑ, хальлӗхе улттӑшӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Юпан юлашки кунӗнче Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Компьютерпа — эс тесе» проектӑн пиллӗкмӗш тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Ӑна асӑннӑ культура учрежденийӗнче тӑрӑшакансем ирттереҫҫӗ. Ҫав кунах улттӑмӗш ушкӑн йӗркеленнӗ. Унта 12 ҫын ҫырӑннӑ.
Компьютера хӑнӑхтаракан черетлӗ курс вӗҫленнӗ ятпа проект ертӳҫи Нина Димитриева саламланӑ. Шупашкарти ӗҫпе вӑрҫӑ, Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен тата правӑна сыхлакан органсен ветеранӗсен организацийӗн ертӳҫи Николай Матвеев та пулнӑ. Курса ҫӳренине ӗнентерекен хута ватӑсене вӑл тыттарнӑ.
Курса ҫӗнӗрен ҫырӑннисене эрнере виҫӗ хутчен: тунтикун, юнкун тата эрнекун, 10 тата 15 сехетре, компьютер вӑрттӑнлӑхне хӑнӑхтарӗҫ.
Мероприятие «Любава» вокал ансамблӗн концерчӗ вӗҫленӗ.
Сӑнсем (3)
Ҫапла пӗлтереҫҫӗ Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ-Пашьелӗнчи Николай Тельцов пирки ӗҫченӗсем. Иртнӗ шӑматкун вӑл 80 ҫул тултарнӑ.
Николай Петровича асӑннӑ ялӑн хисеплӗ ҫынни шутланать. Вӑл Пӑлапуҫ-Пашьелне аталантарма сахал мар тӑрӑшнӑ-мӗн. Кирек кам пулса ӗҫлесен те, трактор бригадин бригадирӗ-и е вырӑнти ял совечӗн ертӳҫи-и, кирпӗч савучӗн пуҫлӑхӗ-и е сельпопа колхоза ертсе пынӑ-и, тивӗҫе вӑл чунтан пурнӑҫланӑ, халӑхра ырӑ ят хӑварнӑ теҫҫӗ.
Ырми-канми таврапӗлӳҫӗ тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе кӑсӑкланнӑ, «Пӑлапуҫ-Пашьел» тата «Фотохроника. Пӑлапуҫ-Пашьел» кӗнекесем кӑларнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та Николай Петрович общество пурнӑҫӗнчен пӑрӑнмасть. Патӑрьел район пуҫлӑхӗн канашҫи шутланать тесе ӗнентереҫҫӗ вырӑнтисем.
Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗче Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсен кунне чыслӑн паллӑ тунӑ. Ирхине 11 сехетре Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вӑтам шкулти акт залӗнче ватӑсем валли концерт лартнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Петров, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, ветерансен канашӗн ертӲҫи Геннадий Сорокин пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ.
Виҫӗ Юнтапа ялӗнчи ватӑсене «Хаваслӑ культӗҫченсем» илемлӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ, вӗри шӳрпепе хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑсене чысласси Ярмушка ялне куҫнӑ. Уява вырӑнти вӑтам шкул ачисем юрӑпа малалла тӑснӑ. Вӑйӑ картине тӑрса «Ҫӗрӗ камра» вӑййа вылянӑ. «Хаваслӑ культӗҫченсем», «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Техӗмлӗ шӳрпе ҫисе хӑналаннӑ хыҫҫӑн ветерансем хӑйсем те юрра-ташша хутшӑннӑ. Халӑха пӗрле пухса савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
Сӑнсем (31)
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӑнче пенсионерсем 218 ҫын, вӗсенчен 130-шӗ ӗҫ ветеранӗ ята тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗ 51 ҫын, салтак арӑмӗсем 6 хӗрарӑм: Зинаида Манина, Клавдия Исаева, Мария Русскова, Надежда Иванова, Лидия Мартынова тата Евдокия Арсенкина. Пенсионерсем хушшинче сусӑррисем 38-ӑн, кунсӑр пуҫне 18 ҫула ҫитмен 4 сусӑр ача.
Ваттисен кунне халалласа Штанаш ял тӑрӑхӗнче те ватӑсене пӗчӗк уяв туса чысларӗҫ. Уяв сӗтелӗ хушшине ӗмӗр тӑршшӗпе вырӑнти колхозра, фермӑра, шкулта тӑрӑшнӑ Алевтина Кашкирова (нумаях пулмасть 80 ҫул тултарчӗ), Лидия Коннова, Галина Андреева (80), Елизавета Зотова (вӑл та авӑн уйӑхӗнче 85 ҫул тултарнӑ), Раиса Сергеева, Клавдия Исаева (90-ра), Зинаида Софронова, Нина Манина (80-ра), Марфа Кассирова (75-ре), Леонид Егоров (82-ре), Зоя Прокопьева тата ыттисем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене вырӑнти ял администаци ертӳҫи Светлана Ефремова, кунта тӑрӑшакан Ираида Павлова, Ираида Семенова тата вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Николай Майоров саламларӗҫ, татах та нумай ҫул пурӑнма ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Пухӑннисен ячӗпе чылай юрӑ янӑрарӗ, ватӑсем хӑйсем те ӗлӗкхи юрӑсене шӑрантарса, ташласа уява илем кӳчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |