Пульницӑна кайсан сывӑ ҫын та чирлесе тухӗ тесе тус-юлташӑмӑрсем кӑмӑлсӑрланнине пиртен кашниех илтнӗ-тӗр. Ара, черет ларасси пӗрре тарӑхтарать. Электрон черет йӗркелени те тухтӑр патне вӑхӑтра кӗрессине пур чухне те пӗлтермест. «Ыйтма кӑна», — тесе сӗмсӗррӗн талпӑнаканӗсем хӑйсем тата мӗне тӑраҫҫӗ.
Хӑш чухне шур халатлисем хӑйсем те ҫынсем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалласа ирттермелли мероприятисен планне пурнӑҫласа, ав, Ҫӗмӗрлери фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнти ватӑсене киле ҫитсе пӑхма шут тытнӑ. Асӑннӑ тухтӑр ҫурчӗн заведующийӗ А.И. Григорьева кинемисемпе мучисен артери тата куҫӑн шалти пусӑмне юн пусӑмне виҫет, юнри сахӑр виҫине хаклать. Чӗрепе юн тымарӗсен чирӗнчен епле сыхланмаллине те вӑл ӑнлантарать.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 78 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ та ҫухалнӑ.
Кислицина Идея Макаровна авӑнӑн 20-мӗшӗнче вӑрмана ҫул тытнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗ еннелле кайни паллӑ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ватӑскер сӑрӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ пластик витре илнӗ. Идея Макаровна 150-155 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫне ҫутӑ сӑрланӑ, хӑй тулли кӗлеткеллӗ.
Кинемее курнӑ ҫынсене 8(927)998-93-94 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрӑн вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗсенче хӳтлӗх тупнӑ ватӑсем республикӑри тӗрлӗ вырӑна экскурсие тухса ҫӳреме питӗ юратаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ асӑннӑ центрта ӗҫлекенсем. Нумаях пулмасть Янӑшри тата Ишекри ваттисен ҫурчӗсенче тӗпленнисене Шупашкара кайса кӑтартнӑ.
Хулара чылайранпа пулман ватӑсем тӗп хула татах та илемленнине палӑртнӑ. Вӗсем Чӑваш наци музейне, «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексне, Шупашкар заливне ҫитнӗ. Шыв хӗррипе пӗр сехет уҫӑлса ҫӳренӗ. Унтан пӗр шухӑшлӑ пулса вӗсем чиркӗве кӗрсе тухнӑ, ҫурта ҫутнӑ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем хушма хуҫалӑх та тытаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен теплица та пур. Унта халӗ кӑҫал пӗрремӗш тухӑҫ — симӗс сухан — туса илнине пӗлтереҫҫӗ. «Вӑл — витамин ҫӑлкуҫӗ. Ӑна эпир салата та яратпӑр, яшкана та», — теҫҫӗ иккен ҫуртра ӗҫлекен социаллӗ ӗҫченсем.
Шӑмӑшсем теплицӑпа кӑна мар, ҫурт чӳречисене те тивӗҫлипе усӑ кураҫҫӗ иккен. Хӑяр, помидор тата пӑрӑҫ калчи ӳссе ларнӑ. Вӗсене теплицӑна куҫарма тытӑннӑ та ӗнтӗ. Кӗҫех ытти пахчаҫимӗҫ те: редис, укроп, салат тата петрушка — ӳссе ҫитӗ.
«Ҫын куҫӗнчен пӑхмалла ан пултӑрччӗ», — тесе кукамай калани халӗ, ҫулсем кайнӑ май, тӑтӑшах аса килет.
Ҫапла, пӑхтарасси те, пӑхасси те ҫӑмӑл мар ҫав ӗнтӗ. Теприсем, ав, ваттисен ҫурчӗсене лекеҫҫӗ. Паян эпир унта мӗн сӑлтав ҫитернине тишкерме сӑлтав лартман та ытлашши шала кӗрсе каймӑпӑр.
Шупашкар районӗнче те пур ваттисен ҫурчӗсем. Тӳррипе, халӗ вӗсене раснарах калаҫҫӗ-ха — вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм. Темле ҫавӑрттарсан та тӗллевӗ пӗр ӗнтӗ: вӑй-халӗ чакнисем вӗсенче хӳтлӗх шыраҫҫӗ. Ҫын куҫӗнчен пӑхманнисем те пур-ха: килте пурӑнма май ҫуккипе унта куҫса кайнисенчен хал пуррисем асӑннӑ уйрӑмсен хушма хуҫалӑхӗнче — пахчара, выльӑх патӗнче — тӑрмашаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫса чуна уҫаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ районти Кӑрмӑшри уйрӑма уҫнӑранпа 100 ытла ҫын хӳтлӗх тупнӑ. Паян унта 22-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш та пур. Уяв чухне саламлама шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем тата вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗсем пыраҫҫӗ. Ҫак уйӑхра унта, сӑмахран, А.Г. Григорьев 70 ҫул, А.Н. Фомина 75 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Уява юбилярсен тӑванӗсене те чӗннӗ.
2009 ҫултанпа Вӑрмар районӗнчи 209 ветеран кил-ҫуртне лайӑхлатма пултарнӑ. Кун пирки район сайчӗ пӗлтерет.
2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 714-мӗш Хушӑва пурнӑҫланӑ май кӑҫал районти 30 ветерана сертификат алла тыттарнӑ. Виҫҫӗшӗ вӗсенчен вӑрҫӑ ветеранӗсем, 27-шӗ — тӑлӑха юлнӑ арӑмсем. 22 сертификатпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ — федераци хуснинчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе кил-ҫурта лайӑхлатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |