Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» республикӑри саккӑрмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернисен хайлавӗсен пуххипе паллаштарӗҫ.
Кӗнекене кӑҫал «СВ-Пресс» издательствӑра 80 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Унта конкурса хутшӑннӑ 44 автор ӗҫӗсене пухса пичетленӗ. Вулавӑшра хыпарланӑ тӑрӑх, конкурс ҫӗнтерӳҫисене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ.
Кӑларӑмра чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем вырӑн тупнӑ: сӑвӑсемпе басньӑсем, калавсемпе очерксем, эссесемпе пьесӑсем.
Чӑваш Республикин Лев Толстой ячӗллӗ ятарлӑ библиотека «Чувашские загадки о животных» кӗнекене Брайль шрифчӗпе вырӑсла тата чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ.
Вулавӑш ӗҫченӗсем ӑна кун ҫути кӑтартма «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, сутмалли юмахсем = Чувашские пословицы, поговорки и загадки» (кӗнекене Н.Р. Романов, В.П. Станьял тата ыттисем пухса хатӗрленӗ) кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Тупмалли кашни юмаха ӳкерчӗкпе пуянлатнӑ.
«Куҫ начар куракан ачасемшӗн ҫӗнӗ кӑларӑм паха парне пулма тивӗҫ», — шанаҫҫӗ вулавӑш ӗҫченӗсем.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнчи «Пӗлетпӗр, мӑнаҫланатпӑр» краеведени тӗпелӗнче Праски Виттипе тӗл пулу иртӗ. Вӑл — Раҫҫейре ҫеҫ мар, чикӗ леш енче те паллӑ ӑста, РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗ, чӑваш халӑх художникӗ, Раҫҫей Президенчӗн литературӑпа ӳнер премийӗн лауреачӗ, П. Егоров ячӗллӗ Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Виталий Петрович пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ, тӗнче шайӗнче ят-сум ҫӗнсе илме пултарни ҫинчен каласа кӑтартӗ, пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравлӗ.
Чӑваш кӗнекине юратакан, Чӑваш наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» клуба ҫӳрекен хастарсем паян Николай Ларионов ҫыравҫӑн «Анне пилӗ» кӗнекине хаклама пуҫтарӑнӗҫ.
Аса илтерер: «Анне пилӗ» кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал ҫулла пичетленсе тухнӑччӗ.
Кӗнекене «Анне пилӗ» повесть тата калавсем кӗнӗ. Повесть пултаруллӑ тата мал ӗмӗтлӗ чӑваш хӗрӗ Эрнеби Сетнерова пурнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартать. Хӗр – марафонҫӑ-спортсменка. Кашни ӑмӑрту хыҫҫӑн вӑл тӑван амӑшӗ патне васкать, мӗншӗн тесен ӑна тек курас мартан хӑрать. Повеҫре амӑшӗн пилӗпе малалла талпӑнакан хӗрӗн пирвайхи юратӑвӗ, тренерӗ ҫинчен те каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Республикин Наци библиотеки «Петӗр Хусанкай. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» аудиокӗнеке хатӗрленӗ. Кун пирки вулавӑш тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Аудиокӗнекене Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне тата чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш АССР К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗ П.П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев вулать.
Аудиокӗнекене Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишшин ҫуралнӑ кунӗ умӗн Шупашкарти Ҫеҫпӗл ячӗллӗ библиотекӑра «Ҫеҫпӗл — ҫӗн ӗмӗр чӑвашӗ» ятпа куҫса ҫӳрекен картинӑсен куравӗ уҫӑлнӑ.
Ӑна йӗркелекнни — Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева.
Куравра Чӑваш наци музейӗнче упранакан Георгий Фомиряков этнофутурист-ӳнерҫӗн картинисенчен пӗр пайне кӑтартнӑ. Тепӗр пайӗ Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин юн чӗри» куравра иккен.
Ольга Тургай радиожурналист, драматург «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева куравпа паллаштарнӑ май гениллӗ поэтӑмӑр ҫинчен питӗ интереслӗ каласа панӑ. Халӑх поэчӗ В.Туркай Ҫеҫпӗл Мишшин Чӑваш тӗнчинчи, литературинчи пӗлтерӗшӗ ҫинчен чарӑнса тӑнӑ.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн Аслӑ Пухӑвӗ пулӗ.
Елизавета Долгова «Контактра» тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмлетӳллӗ мероприяти Чӑваш наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче 10:00 сехетре пуҫланӗ.
Регистраци ҫав кун 9:00 сехетре уҫӑлӗ.
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсене пурне те Аслӑ Пухӑва ҫитме чӗнеҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа» кӗнекене хӑтланӑ. Унӑн авторӗ — паллӑ этнолог, религиовед, истори наукисен докторӗ Антон Салмин.
Хӑтлава монографи авторӗ, Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн Аслӑ Петӗр ячӗпе хисепленсе тӑракан Антропологипе этнографи музейӗн (Кунсткамерӑн) аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Антон Салмин олнайн-мелпе хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗн хастарӗсем тата автономи ертӳҫи, экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов та кӗнекене инҫет ҫыхӑну мелӗпе хӑтланӑ.
Антон Салмина ӑслӑлӑх тӗнчинче аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл чӑвашсен тата чӑвашсен кӳршисемпе ҫыхӑннӑ халӑхсен этнологийӗпе тата историйӗпе ҫыхӑннӑ 270 ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ, ҫав шутра — 20 монографин.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем нумаях пулмасть поэтпа чей ӗҫме пуҫтарӑннӑ. Культура мероприятийӗ хулари А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра иртнӗ. Ватӑ ҫынсемпе тӗл пулма паллӑ чӑваш поэчӗ Альбина Юрату пырса ҫитнӗ.
Поэт хӑйӗн кун-ҫулӗ, пултарулӑхӗнчи паллӑ утӑмсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ватӑсем унран асӑнмалӑх автограф та ыйтнӑ, Альбина Юрату никама та хирӗҫлемен, алӑ пусса панӑ.
«Чӑваш юрӑҫисем шӑрантаракан чылай юрра пӗлетӗп. Анчах вӗсенчен самайӑшӗн сӑввине Альбина Юрату ҫырнине эпӗ пӗлмен те», — хавхаланса калаҫнӑ тӗлпулӑва хутшӑннӑ Людмила Васильева.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗпе, тӗрлӗ преми лауреачӗпе Станислав Юхтарпа арт-тӗлпулу иртнӗ.
Станислав Юхтар (Михайлов) пултарулӑхӗ калама ҫук нумай енлӗ. Вӑл — живопись, графика, иллюстраци, прикладной искусство ӑсти. Ӑстаҫӑн пултарулӑхӗн тӗп теми чӑваш мифологийӗпе архаика культури пулса тӑраҫҫӗ.
Станислав Николаевич 1960 ҫулхи чӳк уйӑхн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн (халӗ университет) художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |