Тула облаҫӗнче пенсионеркӑран пилӗк килограмм сахӑр туртса илнӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Полици 73 ҫулхи ват хӗрарӑм ҫине, лешӗ килелле 5 килограмм сахӑр йӑтса пынӑ чухне, тапӑннӑ тесе шутланакан хӗрарӑма тытса чарни пирки, туртса илнӗ сахӑра тавӑрса пани ҫинчен Тула облаҫӗнчи ШӖМ управленийӗ пӗлтерет.
«Раҫҫей ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи отделӑн «Алексински» дежурнӑй пайне 73 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн ҫине тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, хӑй пурӑнакан ҫурт подъездӗнче палламан хӗрарӑм унран сахӑр пакетне туртса илнӗ», — тенӗ хыпарта.
Полицейскисем усал шухӑшлӑ хӗрарӑм кам иккенне тата ӑҫта пурӑннине тупса палӑртнӑ. Вӑл ниҫта та ӗҫлемен, унччен пӗрре мар судпа айӑпланнӑ 44 ҫулхи хӗрарӑм пулнӑ, инкеке ленкнӗскерпе пӗр урамрах пурӑнаканскер. Хӗрарӑм усал ӗҫ тунине йышӑннӑ, ҫаратни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
ШӖМ управленийӗн представителӗ журналистсене каласа панӑ май, карчӑкӑн пакетра 5 килограмм сахӑр пулнине, айӑпа кӗнӗскере тытса чарнӑ хыҫҫӑн вӗсене тавӑрса панине пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ арҫын пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче савнийӗсене савӑнтарас тесе лавккаран 50 кӗлчечек вӑрланӑ.
Уявра ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ ҫурчӗн сутуҫисем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен лавккинчен икӗ чечек ҫыххи, пӗтӗмпе – 50 чечек, ҫухалнӑ. Вӑл вара 6 пин ытла тенкӗ тӑрать.
Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе 27-ри тата 29 ҫулти арҫынсем тунине палӑртнӑ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чечек ҫыххисене савнийӗсене парнеленӗ.
Унччен те судпа айӑпланнӑ, Шупашкарта пурӑнакан арҫын лампочкӑсем сутса укҫа тӑвасшан пулнӑ. Анчах май килмен.
Арҫын вӗсене «Ясная поляна» микрорайонти Таллеров урамӗнче вырнаҫнӑ 16 хутлӑ ҫуртран йӑкӑртнӑ. Вӑл подъездри пӗтӗм лампочкӑна тенӗ пек илсе тухнӑ. Ҫакна унта пурӑнакансем пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Полицейскисем ҫакна тума пултарнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ. Вӑл – 36 ҫулти арҫын. Хайхискер ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра вӑл ӳсӗр пулнӑ, подъездран 20 яхӑн лампочка пӑрса тухнӑ. Анчах киле кайнӑ чухне ӳкнӗ те вӗсене ҫухатса пӗтернӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта 88 ҫулти кинемейӗн укҫине вӑрланӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн хваттерне палламан арҫын кӗнӗ те нухратне йӑтса тухса кайнӑ. Ватӑскер хӑй тӗллӗн утаймасть.
Арҫын 200 пин тенкӗ вӑрласа тухнӑ. Ӑҫтан тупӑннӑ-ха палламан ҫын? Ҫак ҫын, унччен те судпа айӑпланнӑ 38 ҫулти арҫын, малтан ҫак хваттере кинемейӗн мӑнукӗпе килсе курнӑ. Хайхискер ватӑ хӗрарӑмӑн укҫи ӑҫта упраннине астуса юлнӑ.
Тепӗртакран ҫак арҫын кинемейӗн мӑнукӗпе пӗр ушкӑнра пулнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл унӑн кӗсйинчен хваттер уҫҫине кӑларса илнӗ. Арҫын вӑрланӑ укҫана тӑкаклама ӗлкӗрнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти Октябрь: 50 ҫул урамра вырнаҫнӑ лавккана 42 ҫулти арҫын кӗрсе эрех, улма-ҫырла, шӑккалат йӑкӑртса тухнӑ. Вӑрра тупса палӑртма видеокамера пулӑшнӑ.
Ҫак арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ пулнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӑна раштавӑн 31-мӗшӗнче тата нарӑсӑн 2-мӗшӗнче лавккаран тавар вӑрланӑшӑн 360 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.
Хальхинче те лавккана кӗрсе вӑрланине вӑл тунман. Ҫав каҫ арҫын алӑка ҫӗмӗрсе кӗнӗ, унтан пӗр ывӑҫ иҫӗм ҫырли, икӗ мандарин, икӗ шӑккалат тата виҫӗ кӗленче эрех йӑкӑртса тухнӑ. Вӗсене кайран йӗрке хуралҫисем унӑн килӗнче тупнӑ.
Чӑваш Енре шкул ачи велосипедсем вӑрласа сутма хӑтланнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа пушӑн 12-мӗшӗччен Ҫӗнӗ Шупашкарта 3 велосипед ҫухалнӑ. Вӗсене Хӗвеллӗ, Комсомольски тата Строительсен урамӗсенчи подъездсенчен вӑрланӑ. Ҫак ӗҫе кам тунӑ?
Полицейскисем 12 ҫулти шкул ачине тытса чарнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрланӑ велосипедсене сутасси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ панӑ. Пӗрне вӑл ҫапла сутнӑ та. Халӗ велосипед ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Тепӗр иккӗшне шкул ачи сутса ӗлкӗреймен. Вӗсене хуҫисене тавӑрса панӑ.
Шкул ачине ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие шута илме пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 13 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи 18-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ лавкка алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫак сӗмсӗр ӗҫе тӑваканӗ - ӳсӗр арҫын.
Хайхискер алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Унтан темиҫе тавар илнӗ те ҫӗмрӗк алӑкранах каялла тухма тӑнӑ. Анчах ӑна лавкка ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫийӗнчех полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Шупашкрати Павлов мичман урамӗнчи 62-мӗш ҫуртра лифтсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Йӑлтах вӑрӑсене пула.
Такамсем 2-мӗш, 3-мӗш тата 4-мӗш подъездри лифтсен пайӗсене вӑрласа кайнӑ. Вӗсем вара йӳнӗ тӑмаҫҫӗ. Ҫавна май лифтсем хӑҫан ӗҫлесе каясси паллӑ мар-ха. Палӑртмалла: ҫуртра пӗтӗмпе тӑватӑ подъезд.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӗсем палламан ҫынсене, хӑйсене урӑхла тытакансене, курсан кун пирки полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 49 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл вилнӗ упӑшкин хваттерӗнчен 18 пин тенкӗ тӑракан холодильнике такамсем вӑрлани пирки каласа кӑтартнӑ.
Вӑрӑсене часах шыраса тупнӑ. Пӳрне тата пушмак йӗрӗсем тӑрӑх ҫакна палӑртнӑ: холодильнике 32-ри тата 48 ҫулти арҫынсем йӑкӑртнӑ. Вӗсем эрех ӗҫнӗ, ҫырткаламалли шыраса вилнӗ кӳршин кладовкине кӗнӗ. Унта вара хваттер уҫҫине тупнӑ.
Хайхискерсем ют ҫын хваттерне кӗнӗ, анчах ҫимелли нимӗн те тупайман. Ҫавӑнпа вӗсем холодильнике вӑрласа сутма шутланӑ. Ӑна ломбарда илсе кайма такси те чӗннӗ. Водитель ҫул ҫинче пынӑ чухне холодильнике 3 пинпе илме килӗшнӗ.
Халӗ вӑрланӑ япалана тупнӑ ӗнтӗ.
Вӑрнарта пурӑнакан 28 ҫулти хӗрарӑм ҫуралнӑ кунне поселокри саунӑра паллӑ тунӑ. Киле кайма пуҫтарӑнсан хайхискер енчӗкне тупайман. Шырасан вӑл ҫиелти тум купи айӗнче выртнине курнӑ. Анчах Мускав облаҫӗнче ӗҫлесе илнӗ 12 пин те 800 тенкӗ унта пулман. Ӑҫта кайса кӗнӗ?
Саунӑна ют ҫынсем кӗменнине шута илсе хӗрарӑм пур хӑнана та кӗсйисене тавӑрса кӑтартма ыйтнӑ. Пӗр хӗр ҫеҫ ҫакна туман, хӑвӑрт тумланнӑ та тухса тарнӑ.
Полици ӗҫченӗсенчен вӑл туалетра пытаннӑ. Ӳкӗтлесен те тухма килӗшмен. Калаҫсан-калаҫсан пӗр хӗрарӑм полицейски шала кӗнӗ. 23 ҫулти хӗр вара унта укҫана унитазра юхтарса яма, унтан ҫиме хӑтланнӑ.
Ҫак хӗр унччен судпа айӑпланман. Ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатас тӗллевпе ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |