Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ.
Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен.
Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен.
Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.
Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.
Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм велосипед вӑррине тытса чарнӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Ҫӗрле 69 ҫулти арҫын Кӑнтӑр поселокне велосипедпа кайма шутланӑ. Анчах унӑн икӗ кустӑрмаллӑ транспорт пулман. Ӑна вӑл вӑрлама шутланӑ.
Хайхискер пӗр ҫурт картишне кӗнӗ те велосипеда илсе тухса кайнӑ. Анчах вӑл электричествӑпа ӗҫлекенни пулнӑ, Кӑнтӑр поселокне ҫитиччен заряд пӗтнӗ. Арҫын ӑна ҫул ҫинчех пӑрахса хӑварнӑ та ҫав хуҫалӑхах кӗрсе тепӗр велосипед вӑрлама тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та ӑна 56-ри хӗрарӑм.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пӗр ҫурт машина алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хуҫи, Чемпӗр облаҫӗнчи арҫын, ӑна хупма маннӑ. Ирхине вара унти барсетка, телефон ҫухалнине асӑрханӑ. Барсеткӑри карточка ҫинче 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Кӗҫех карточкӑпа Патӑрьелти лавккара таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Акатуйра ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Полицейскисем халӑха уява тӗрӗслесе кӗртнӗ чухне ҫав вӑрра асӑрханӑ.
Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: карточкӑна ӑна Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын панӑ. Иккӗшне те тытса чарнӑ. Укҫан пӗр пайӗ пур. Ыттине шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ.
Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ.
Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ.
Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицие пынӑ. Киле таврӑннӑ чухне ӑна такам тапӑнса 13 пин тенкӗ тӑракан телефонне вӑрланӑ.
30 ҫулти арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫӗрле хупахран таврӑннӑ, утса пынӑ чухне ӑна такам хыҫалтан тӗкнӗ те аллинчи телефонне вӑрласа тарнӑ.
Вӑрра тупнӑ. Ҫав ҫын та хупахра пулнӑ иккен. Шӑпах ҫавӑнта вӑл ют ҫын телефонне куҫ хывнӑ ахӑртнех. Тытса чарнӑ тӗле ун ҫумӗнче телефон пулман. Ӑна шырама тивӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхашӗнчи ферма ҫивиттине витнӗ тимӗре такам вӑрлама пуҫланӑ. Пурлӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ураланнӑ.
Ферма япӑха-юхӑна пуҫланӑ пулин те унӑн хуҫин вӑрра иртӗхтерес килмен. Пуҫтаха тупса палӑртма йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Пакунлисем вӑрра йытӑпа шыранӑ. Титан Кросс ятлӑ полици йытти кирлӗ йӗр ҫине тӳрех лекнӗ. Вӑл пытанса ларнӑ каччӑсен тӗлне ҫитсе тухнӑ.
18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем хӑйсен айӑпне ҫийӗнчех йышӑннӑ, анчах фермӑн хуҫи пуррине вӗсем пӗлмен те иккен.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ.
35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ.
«Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |