Вӑрмар районӗнчи ял арҫыннисем укҫа ҫухатнӑ. Вӗсенчен пӗри йӗрке хуралҫисене 2 пин тенкӗ ҫӗтнине евитленӗ. Хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, ун патӗнче 45 ҫулти хӗрарӑм ҫеҫ пулнӑ. Унпа иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Кайран арҫыннӑн укҫи ҫӗтнӗ. Пурӗ 6 пин тенкӗ.
Шанчӑксӑр хӗрарӑма шыранӑ вӑхӑтра тепӗр ялти арҫын укҫа ҫухални пирки пакунлисене пӗлтернӗ. Вӑл та маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн патӗнче пулнине пӗлтернӗ. «Кӗмӗл» ҫипуҫ кӗсйинчен ҫӗтнӗ иккен.
Пакунлисем хӗрарӑма тытса чарсан хайхи тек тунман – укҫа вӑрланине йышӑннӑ. Укҫан пӗр пайне вӑл эрех ӗҫсе пӗтерме ӗлкернӗ.
Унччен те судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти йӗрке хуралҫисем пӗр каҫхине велосипедлӑ ҫынна асӑрханӑ. Пакунлисенчен пӗри ҫав этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ этем пулнине уйӑрса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 2 сехетре пулнӑ.
Арҫынна полицейскисем ШӖМӗн вырӑнти пайне илсе кайнӑ. Сӗм ҫӗрле велосипедпа ярӑнаканӑн ҫумӗнче тимӗр касмалли хатӗр, пассатиж тата хуҫалӑх перчетки пулнӑ.
34 ҫулти арҫын хулари Винокуров урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринчи картлашка лапамӗ ҫине лартса хӑварнӑ, 8 пин тенкӗ тӑракан велосипеда вӑрласа тухнӑ иккен.
Елчӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 35 ҫулти пӗр арҫын ҫын укҫипе ӗҫсе-ҫисе савӑннӑ. Вӑрланӑ 60 пин тенке вӑл ҫапла майпа хӑвӑрт пӗтернӗ.
Хваттерте пулнӑ 60 пин тенкӗ укҫа ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене Шупашкарти Эгер бульварӗнче пурӑнакан пӗр мӑшӑр пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 2-6-мӗшӗсенче арӑмӗпе упӑшки килте пулман. Киле таврӑнсан вӗсем укҫа ҫухалнине асӑрханӑ.
Ҫын укҫине тытаканни кӳршӗ хӗрарӑмӗн экс-упӑшки пулнине йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ. Вӑрӑ малтан арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хваттер алӑкне ватса кӗнӗ, унтан балкон витӗр кӳршӗсем патне каҫнӑ. Унтан 60 пин тенкӗ укҫа вӑрласа тухнӑ. Укҫапа вӑл хулари хавасланса-савӑнмалли заведенисем тӑрӑх ҫӳренӗ, укҫана тӑкакласа пӗтернӗ.
Кызыл хула сучӗ, ҫӗртмен 30-мӗшӗнче регионти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Тыва Республикин ҫыннисем тӗлӗшпе, вӑйпа лаша кӗтӗвне туртса илнипе айӑпа кӗнӗшӗн, йышӑну тунӑ.
Ку ӗҫе вӗсем 2019 ҫулхи ҫуркунне тунӑ. Республикӑри тӑватӑ ҫын ентешсен шучӗпе пуйма шухӑшланӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлнӑ та темиҫе лаша вӑрланӑ тесе икӗ кӗтӳҫе айӑпланӑ. Хӑратса та хӗнесе вӗсем кӗтӳҫсене «айӑпа» йышӑнтарнӑ, вӑрланӑ пек шутланнӑ ҫичӗ лаша вырӑнне пӗтӗм кӗтеве — 184 лашана — пама хушнӑ.
Суд икӗ ҫынна пилӗк ҫуллӑха ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ; вӗсемпе пӗрле ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсене ҫур ҫул сахалрах лекнӗ.
Асӑрхав ведомствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 58 ҫулти арҫын пӗр кунхине 70 пин тенкӗ укҫа ҫухалнине асӑрханӑ. Сывлӑхӗ енчен хавшак тӑванӗпе пурӑнаканскер хӑйсем патне килсе ҫӳрекен кӳршине шанман, анчах лешӗ укҫа тытнине туннӑ.
Полицейскисем лавккасенчи сутуҫӑсемпе калаҫнӑ. Вӗсем хӑйсен ял ҫынни унччен укҫа ҫуккипе нушаланнине, юлашки вӑхӑтра вӑл пысӑк купюрӑпа апат-ҫимӗҫ туянма пуҫланине пӗлтернӗ. Ҫав этем кӳршӗллӗ районсене юлашки уйӑхра таксипе темиҫе хутчен кайса килнӗ иккен.
Унччен судпа айӑпланнӑ 50 ҫулти арҫын кил хуҫисем ҫук чухне чӳречерен кӗрсе укҫа вӑрланӑ иккен.
Канаш хулинчи Разин урамӗнчи лавккана пӗр ҫамрӑк ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тӑр кӑнтӑрла ҫаратма тӑнӑ. Вӑл лавккара ӗҫлекен 23 ҫулти хӗре тапӑннӑ, магазинти укҫана ҫаратма ӗмӗтленнӗ. Хӗр хытӑ кӑшкӑрма тытӑннӑ. Хӗр шӑв-шав ҫӗклесен каччӑ 188 тенкӗ тӑракан сигарет ярса илнӗ те лавккаран тухса тарнӑ. Хӑй вӑл медицина маскипе пулнӑ.
Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтерсен каччӑна часах тытса чарнӑ.
Каччӑ лавккана ҫаратма ятарласа хатӗрленнӗ иккен: сухалне хырнӑ; тум туяннӑ, ӑна лавккаран тухсан тӗмсем хушшине персе хӑварнӑ.
Ҫамрӑкскер унччен те судпа айӑпланнӑскер иккен. Хай вӑл Тӗмен облаҫӗнчен.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм велосипед вӑррине тытса чарнӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Ҫӗрле 69 ҫулти арҫын Кӑнтӑр поселокне велосипедпа кайма шутланӑ. Анчах унӑн икӗ кустӑрмаллӑ транспорт пулман. Ӑна вӑл вӑрлама шутланӑ.
Хайхискер пӗр ҫурт картишне кӗнӗ те велосипеда илсе тухса кайнӑ. Анчах вӑл электричествӑпа ӗҫлекенни пулнӑ, Кӑнтӑр поселокне ҫитиччен заряд пӗтнӗ. Арҫын ӑна ҫул ҫинчех пӑрахса хӑварнӑ та ҫав хуҫалӑхах кӗрсе тепӗр велосипед вӑрлама тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тытса чарнӑ та ӑна 56-ри хӗрарӑм.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пӗр ҫурт машина алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хуҫи, Чемпӗр облаҫӗнчи арҫын, ӑна хупма маннӑ. Ирхине вара унти барсетка, телефон ҫухалнине асӑрханӑ. Барсеткӑри карточка ҫинче 10 пин тенкӗ пулнӑ.
Кӗҫех карточкӑпа Патӑрьелти лавккара таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Акатуйра ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Полицейскисем халӑха уява тӗрӗслесе кӗртнӗ чухне ҫав вӑрра асӑрханӑ.
Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: карточкӑна ӑна Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын панӑ. Иккӗшне те тытса чарнӑ. Укҫан пӗр пайӗ пур. Ыттине шыраҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗренӳ заведенийӗсенчен пӗринче ӑс пухакан ҫамрӑк студенткӑн укҫине вӑрланӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. 15 ҫулти яш, общежитире пурӑннӑ май, хӑйӗн пӗлӗшӗ — 3-мӗш курс студентки — пӳлӗмре ҫуккипе усӑ курса унта кӗнӗ, пикен 14 пин тенкӗ укҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Каччӑ укҫана букмер кантурӗсенчен пӗрне хунӑ.
Ҫын укҫине тытнӑшӑн вӑл халӗ питӗ кулянать иккен, анчах йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм Шупашкарти Мир проспекчӗпе утса пынӑ. Ӑнсӑртран ӑна такам пуҫӗнчен ҫапнӑ та сумкине вӑрласа тарнӑ. Хайхискер ҫаврӑнса пӑхсан таракан арҫынна курса юлнӑ.
Хӗрарӑм кун пирки полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем вӑрра хӑвӑртах тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене, документсене унӑн хваттерӗнче тупнӑ.
Ҫав ҫын - Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын, унччен судпа айӑпланнӑскер. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, урамра утакан ӳсӗр хӗрарӑма курсан унӑн тӑрук вӑрлас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӑй те урӑ пулман. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |