Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие ҫакланнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта виҫӗ ҫын вилнӗ, улттӑшӗ аманнӑ.
Инкек Воротынец районӗнче ирхи 5 сехет те 50 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Рено» микроавтобус водителӗ руле пӑхӑнтарайман, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вӑл йывӑр тиевлӗ «МАН» урапапа ҫапӑннӑ.
Салонри виҫӗ пассажир йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Тепӗр улттӑшне, ҫав шутра водителе те, пульницӑна ӑсатнӑ.
Вӗсем пурте Чӑваш Ен ҫыннисем. Мускавран шапашран таврӑннӑ. Чӑваш Ене кӑшт ҫеҫ ҫитеймен вӗсем…
Куславкка районӗнче паян ирхине, сакӑр сехет ҫитеспе, пысӑк тиевлӗ урапапа ҫӑмӑл машина пырса ҫапӑннӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, инкекре икӗ арҫын вилнӗ, виҫҫӗн суранланнӑ.
Урапасем федераци трасси ҫинче пырса ҫапӑннӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Форд Эксплорер» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ «Вольвӑпа» пырса тӑрӑннӑ.
«Фордра» ашшӗ, амӑшӗ, вӗсен 2008-мӗш тата 2014-мӗш ҫулта ҫуралнӑ ачисем тата ачасен аслашшӗ пулнӑ. Ачасене пульницӑна тӗрӗсленме илсе кайнӑ. Арҫынсем иккӗшӗ те ҫавӑнтах куҫӗсене хупнӑ. Ачасен амӑшӗн сывлӑхӗ те ҫӑмӑл мар-мӗн.
Аммиак турттаракан Чӑваш Енри урапа ӗнер инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмахӗ Сарту облаҫӗнчи Вольск хулин айккинче кӑнтӑрла сиксе тухнӑ.
Инкеке лекнӗ MAN автомобиль тулли пулман.
Сарту облаҫӗпе, унтан иртекен «Сызрань — Сарӑту — Волгоград» федераци трассипе пыракан, 3 урапаран тӑракан колонна киле пушӑлла таврӑннӑ. Вӗсенчен пӗри хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Кунта ҫанталӑкӗ те витӗм кӳнӗ-тӑр: юрлӑ ҫанталӑк пулнӑ.
Хирӗҫ ҫул ҫине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ йывӑр тиевлӗ урапа кӗпер ҫинчен пӑрӑнса каясран хӳтӗленме тунӑ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кайран фура калла хӑй ҫулӗ ҫине пӑрӑнса илнӗ-ха, анчах унта кабина ҫаврӑнса кайнӑ.
Ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ водительсенчен пӗри суранланнӑ, урапасенчен пӗри сиенленнӗ.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.
Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм. Ара, пирӗннисем, Раҫҫейрисем, нимпе те пулӑшаймаҫҫӗ-ҫке-ха. Мӗншӗн? Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр? Мӗншӗн пирӗн ют ҫӗршыври клиникӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн пин-пин ҫын вӑйсӑр медицинӑна пула вӑхӑтсӑр куҫ хупать? Ют ҫӗршыври тухтӑрсем сипленмешкӗн сахал мар укҫа ыйтаҫҫӗ-ҫке-ха. Ирӗксӗрех халӑхран пухма, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухма тивет.
Чӑваш Енре осеопетрозпа чирлекен ача нумай. Вӗсене Мускавра пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах пур чухне те мар. Чӑваш Енри кунашкал чирпе аптӑракан миҫе ача Израиьти клиникӑра сипенмен-ши?
Ҫӗмӗрле хулинче арҫын ҫунакан хваттертен тусне ҫӑлнӑ. Кунашкал тӗслӗхсем ҫак кунсенче Улатӑр тата Шупашкар хулисенче те пулнӑ.
Ҫӗмӗрлере икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте, пурӑнакан 63-ри арҫыннӑн килӗнче, ҫулӑм тухнӑ. Пушар алхасни пирки «01» пульт ҫине нарӑсӑн 23-мӗшӗнче каҫхи 6 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ.
Хайхи арҫын пирус туртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Чӗлӗм тӗпне пула матрас ҫунма тытӑннӑ. Пӳлӗмре тӗтӗм-сӗрӗм темиҫе минутрах сарӑлнӑ. Кил хуҫи вара ним туймасӑр ҫывӑрнӑ. Тусӗ килмен пулсан… Шухӑшлама та хӑрушӑ. Юлташӗ ӑна вӑратнӑ та хваттертен илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 15 минутра сӳнтернӗ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 126 пушар тухнӑ. Вӗсенче 16 ҫын вилнӗ, 21-ен суранланнӑ. Пушартан 83 ҫынна ҫӑлнӑ.
Кӑҫалхи ҫертме уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ачисем аслисемсӗрех шывра чӑмпӑлтатнӑ. Кӑкшӑм шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Павел Федотов шыв хӗрринче пулӑ тытса ларнӑ. Сасартӑк арҫын ачасем пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пуҫланӑ, Владимиров Максим инкеке лекнӗ-мӗн. Павел путма пуҫланӑ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ, малтанхи пулӑшу парса ачана ҫӑлнӑ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче администраци залӗнче «Чӑваш Республикин пушартан хӳтӗлекен служба» учрежденийӗн ертӳҫи Валерий Филимонович Игнатьев Павел Федотова Чӑваш Республикин халӑх хӳтӗлевӗпе инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитечӗн Хисеп хучӗпе чысларӗ. Шкул ачине район ертӳҫи Владимир Иванов, администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Кӑкшӑм шкул директорӗ Андрей Иванов саламларӗҫ, малашне те маттур пулма чӗнсе ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ, унӑн амӑшне хастар ывӑл ӳстернӗшӗн тав турӗҫ.
Сӑнсем (7)
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан Валентин Воронин пӗр самантра паттӑр евӗр пулса тӑрасса хӑй те шухӑшламан-тӑр. Хӑйӗн тыткаларӑшне вӑл, тепӗр тесен, паттӑрлӑх вырӑнне хумасть те. Анчах ӗҫтешӗсем ҫакна пысӑка хурса хакланӑ.
«Чӑвашэнерго» предприятин Йӗпреҫ районӗнчи электричество ҫыхӑнӑвӗнчи оперативлӑ тухса ҫӳрекен бригадинче ӗҫлекенскер вӑл чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче лавккара пулнӑ. Арҫын кӳлле путни пирки хӗрарӑм хурахлатса кӑшкӑрнине илтсе электромонтер лавккаран вӗҫтерсе тухнӑ та кӳлӗ патне чупнӑ. Пулӑ тытса ларакан этем ҫыранран 20–25 метрта путма пуҫланӑ. Электромонтер вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу машинипе пӗрле пулӑҫа вӗрен персе панӑ. Лешӗ ӑна ярса илсе шывран тухнӑ.
Валентин Воронин пирки ӗҫтешӗсем ырӑпа кӑна палӑртаҫҫӗ. Тӳрӗ чунлӑ, яваплӑ, пуҫаруллӑ тесе ырлаҫҫӗ. Электричество сетӗнче 20 ҫула яхӑн ӗҫлет. Ҫав хушӑра ӑна Промышленность тата энергетика министерствин Хисеп грамотипе те чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑтри вӑтам шкул ӗнер ҫивиттисӗр юлнӑ. Ӑна вӑйлӑ ҫил илсе кайнӑ. Ҫав ялти райпо лавккин те ҫивиттийӗ сиенленнӗ. Инкек 18 хуҫалӑха пырса тивнӗ.
Шкул ҫивиттине икӗ эрнере юсаса пӗтерме шантараҫҫӗ, строительсем ӗҫе кӳлӗннӗ. Ачасене хальлӗхе Сӑкӑтри тата Алманчӑри шкулсенче вӗрентме йышӑннӑ.
Ӗнерхи вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл патӑрьелсене кӑна мар, елчӗксемпе шӑмӑршӑсене те шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлнӑ, тӑватӑ ял ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Елчӗк районӗнчи Тип Тимӗшре хушма хуҫалӑхсен хуралтисене илсе кайнӑ, Тӑрӑмра 120 кил ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев инкеке лекнисене пӑрахмассине, пулӑшассине пӗлтернӗ. Ҫакна вӑл инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтермелли пирки канашлама пухӑннӑ паянхи канашлура палӑртнӑ.
Пирӗн республикӑпа кӳршӗллӗ Чӗмпӗр хулинче инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Унта 90 ҫулхи ватта шалтан питӗрсе хунӑ. Мучи хӑй тӗллӗн ҫӳрейменскер пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ ҫитменнине 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланнӑ.
Ашшӗне пӑхма хӗрӗ пынӑ та алӑка уҫайман — ӑна шалтан питӗрсе хунӑ. Аптӑранӑ хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешсем пусма йӑтса пырса ҫитнӗ. Унпа вӗсем иккӗмӗш хута хӑпарнӑ, балкон витӗр хваттере кӗнӗ. Старик, Турра шӗкӗр, таса-сывах пулнӑ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчӗк ача пек лӑпкӑн ҫывӑрнӑ.
Хваттере шалтан питӗрекенни кушак пулнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗн хӗрӗ ҫӑлавҫӑсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫак янавар алӑк тӑрӑх унччен те чакалтанма юратнӑ. Ҫавӑн пек аташнӑ вӑхӑтра тимӗр сӑвӑса куҫарса янӑ курӑнать.
Аслисене пула ачасем вилеҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ӗнерччен кӑна пирӗн республикӑри ҫулсем ҫинче ҫул ҫитмен 8 ача вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара 14 ача леш тӗнчене ӑсаннӑ. Вилнисенчен чылайӑшӗ урапара пассажир евӗр ларса пыраканскерсем пулнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗ.
Инкекӗ пӗри тепринчен хӑрушӑрах сиксе тухать. Шӑмӑршӑра, ав, ҫурлан 2-мӗшӗнче ӳсӗр водитель малта пыракан МАЗран иртме хӑтланса ҫулӑн сылтӑм енне тухса кайнӑ. Унти ҫуран утакансем ҫине пырса кӗрсе пӗр ҫемьери виҫӗ ҫынна вӗлернӗ. Ҫав шутра 37 ҫулти ашшӗн аллинчи 4 ҫулти арҫын ача та пулнӑ.
Унччен икӗ кун маларах Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑпа Лапра ялӗсем хушшинче 18 ҫулти водитель МАЗпа пырса ҫапӑннӑ та урапари 17 тата 13 ҫулти ачасем вилнӗ. Ҫурлан 5-мӗшӗнче ӳсӗр ашшӗне пула виҫӗ ҫулхи арҫын ача вилнӗ. Тепӗр виҫӗ ача пульницӑна лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |