Паян Хусанти аэропортра ҫӗр ҫине Boeing 737 ӑнӑҫлӑ ларайман, унти пур ҫын та вилнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстан Президенчӗн ывӑлӗ Ирек Минниханов та пулнӑ.
«Татарстан» авиакомпанин самолёчӗ иккӗмӗш ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн ларма тытӑнсан арканса кайнӑ. Пурӗ 46 пассажир тата 6 самолёт ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫавӑн пекех самолёт арканӑвӗнче Тутарстан тӑрӑхӗнчи ФСБ тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Александр Антонов, спорт комментаторӗн Роман Скворцовӑн арӑмӗ Эллина вилни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Пӑтӑрмах тӑрӑх пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха официаллӑ мар калаҫусенче палӑртнӑ тӑрӑх инкек пилотсен йӑнӑшне пула сиксе тухма пултарнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче кӑҫалхи ҫулла пушар тухни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтернӗччӗ. Инкек вӑхӑтӗнче хӑшӗсем хытах шар курнӑ, теприсем — кӑштах.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫынсене резерв фончӗн шучӗпе кӗмӗл уйӑрса пулӑшмалла пулнӑ. Виҫӗ хваттерте пурӑнакан ҫынна ҫапла вара кашнин пуҫне 10-шар пин тенкӗ памалла тунӑ. Ытти хӑваттерте пурӑнакансене вара пурлӑх пӗтӗмпех е пӗр пайӗ сая кайнине саплаштарма 100-шер тата 50-шар пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи виҫӗ хваттертисене вара ҫак тупра лекмен. Шывпа хӑш-пӗр япала юрӑхсӑра тухнипе шар курнисем капла лару-тӑрупа ҫырлахма пултарайман — прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Республика прокуратури кӑлтӑка пӗтерме асӑрхаттарса Чӑваш Енӗн финанс министрӗ ячӗпе хут ҫырса панӑ. Ҫапла вара маларах асӑннӑ виҫӗ хваттерти ҫынсем валли тепӗр 240 пин тенкӗ уйӑрмалла тунӑ. Ҫынсене уйӑрса хӑварнӑ тесе Финанс министерствинче тӑрӑшакан яваплӑ пӗр специалиста вара дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта 1961 ҫулта хӑрушӑ инкек пулнине хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтермен. Ӑна аса илтерекен палӑка самана ылмашсан, 1994 ҫулта кӑна вырнаҫтарнӑ.
Ҫав ҫулхи пушарта унти вӗренӳ ҫуртне ҫӳрекен 106 ачапа 4 вӗрентекен вилнӗ. Аса илтеретпӗр, ун чух Октябрьти революцие асӑнса уяв концерчӗ пынӑ. Акт залӗ пулманнине кура классене усӑ курас тенӗ. Вырӑн ытларах пултӑр тесе стенапа чӳречесем патне партӑсене куҫарса лартма йышӑннӑ. Физика пӳлӗмӗнче упранакан бензин двигателӗ пушар сӑлтавӗ пулса тӑнӑ. Бензин тӑкӑнса кайнипе ҫулӑм хыпса илнӗ. Инкек 80 ҫемьене тӗлӗнмелле хуйхӑ илсе ҫитернӗ.
Инкеке асра тытнине палӑртса Хуракассинче ӗнер хурлӑхлӑ митинг ирттернӗ. Унта ял ҫыннисем, вырӑнти шкултан тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухнисем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара пухӑннӑ.
Ку инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Вӑрмар районӗнче пулса иртнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ кунхи ачине вӗри мунчара ҫӑвӑнтарнӑ-мӗн. Кайран, тепӗр кун ирхине, тӗпренчӗке япӑх пулса кайнӑ. Ҫавна кура ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Ҫӑлса хӑварас тесе мӗнпур тухтӑрсем ҫине тӑнӑ пулин ачана ҫӑлса хӑварма май килмен», — тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин пулӑшаканӗ Олег Дмитриев. Пуҫ миминче юн ҫаврӑнӑшӗ япӑхланса кайнипе пӗчӗкскер вилет.
Ача ҫут тӗнчерен уйрӑлнишӗн амӑшӗ айӑплӑ тесе палӑртнӑ тӗпчевҫӗсем. Ун тӗлӗшпе асӑрханмасӑр ҫынна вӗлернӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна суда ярса панӑ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗ инкек-синкек пирки пӗлтермелли тытӑма ҫӗнетесси пирки калакан йышӑну кӑларнӑ. Ӑна Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӗп управленийӗпе тата Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗпе пӗрле хатӗрленӗ.
Тытӑм епле ӗҫленине республикӑра ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче тӗрӗсленӗччӗ-ха. «Внимание всем» текен сигнала ун чух 74 электросиренӑпа тата хыттӑн пӗлтермелли 52 хатӗрпе ҫынсем патне ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне Россия-1», «Россия-24», «Россия-К» телеканалсемпе тата «Маяк», «Радио России», «Чӑваш Енӗн наци радиовӗ» радиоканалсемпе систернӗ. Ку мероприятие «пысӑк виҫҫӗнлӗх» текен йыша кӗрекен карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсене те явӑҫтарнӑ-мӗн. Урамра хыттӑн пӗлтермелли хатӗрсем вырнаҫтарман Шупашкарӑн ҫӗнӗ микрорайонӗсенче вара сасса ӳстермелли станциллӗ 2 машина вырнаҫтарнӑ та информацие ҫавсем пулшӑнипе халӑх патне ҫитернӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра, Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш Катек ялӗ патӗнчи ҫул ҫинче тӑр кӑнтӑрла пысӑк инкек пулнӑ.
Шупашкартан Вӑрмар районне хӗр илме каякан машина йӗпе асфальт ҫинче вылянса кайса хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл Белоруҫран килекен «Скания» грузовикпа ҫапӑннӑ. Фура хӑй те кювета чӑмнӑ, анчах ҫаврӑнса ӳкмен. Хӗре лартма каякан 6 машинӑллӑ кортежран пӗринчи, малта пыракан «БМВ» маркӑллӑ машина ҫинчи 22-25 ҫулти виҫӗ каччӑран пӗри те. Ҫав шутра авланма шут тытни те, чӗрӗ юлайман. «Инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-сужбин хыпарӗнче.
Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ шӑматкун, юпан 5-мӗшӗнче, инкек пулса иртнӗ — 12 ҫулхи шкул ачи 7-мӗш хутран персе аннӑ. Турра шӗкӗр, чӗрӗ юлнӑ.
Ача епле май балконран ӳкнине хальлӗхе тӗпчевҫӗсем пӗлеймен-ха. Пӑтӑрмах каҫхи пулса иртнине ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Тӑнне ҫухатнӑ шкул ачине 1 хутлӑ ҫумхуралтӑ ҫинче тупнӑ иккен — вӑл пуҫ шӑммине ыраттарнӑ, пуҫ мимине сиенленӗ тата ытти енчен суранланнӑ. Хальхи вӑхӑтра ача пульницара реанимаци пайӗнче выртать.
Пӑтӑрмах тавра тӗпчев ӗҫне ирттереҫҫӗ. Шкул ачи йӗркеллӗ кил-йышра ӳсни паллӑ.
Паян Шупашкар хулин Мускав район сучӗ полицире ҫакӑнса вилнӗ ҫыннӑн ашшӗ-амӑшне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнине саплаштарма 400 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Пӗлтеретпӗр, иртнӗ ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче халӑх йышлӑ вырӑнта ӳсӗр пуҫпа ҫӳренӗшӗн арҫынна тытса пынӑ. Административлӑ йӗркене пӑсакансене хупса хунӑ камерӑна вырнаҫтарнӑскер ҫакӑнса вилнӗ.
Хӑйӗн тивӗҫне кирлӗ пек пурнӑҫласа ҫитерейменнипе ҫын вилнӗ тесе полицин 29 ҫулти капитанне тӗрмене хупмасӑр явап тыттарнӑ.
Сӑмах май, ывӑлӗ ҫакӑнса вилнисен ашшӗ-амӑшӗ малтанласа пӗр миллион тенкӗ таран ыйтнӑ-мӗн, анчах суд 400 пин тенкӗпе ҫырлахма йышӑннӑ.
Карачай-Черкиессин ИӖМ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Домбай шырав-ҫӑлав отрячӗ Горалыкол ту каҫҫин 3 670 ҫӳлӗшӗнче Шупашкар ҫулҫӳревҫӗн виллине тупнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, арҫын сӑрт хысакӗнчен йӑтӑнса аннӑ иккен.
Аса илтеретпӗр, чӑваш ҫулҫӗревҫине авӑнӑн 3-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ. Ҫурлан 24–31-мӗшсенче ҫулҫӳревҫӗн Домбай посёлок — Джамагат ту хушӑкӗ маршрут тӑрӑх иртмелле пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн палӑртса хунӑ вӑхӑтра турист ҫыхӑнӑва тухман.
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче вӑйлӑ юр ҫунине пула шырав-ҫӑлав ӗҫне вӑхӑтлӑха чарма тивнӗ. Авӑнӑн 10-мӗшӗнче 15 ҫын тата Ми-8 вертолет шырава ҫӗнӗрен пуҫарӑннӑ. 49 ҫулхи арҫына шырассипе Раҫҫей ИӖМ службинчен пурӗ 18 ҫын тата 2 техника единици хутшӑннӑ.
Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
— Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |