Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 6 сехетре, Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялне хурлӑх килсе ҫапнӑ. Унта ҫулталӑкри ача ҫунса вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхине амӑшӗ, 23 ҫулти хӗрарӑм, пӗчӗкскере аслӑ ывӑлӗпе вӑхӑтлӑха хӑварнӑ.
Пушар мӗнрен тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн ЧР следстви управленийӗ ҫынна асӑрхамасӑр вӗлернӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнчченхи тӗрӗслев пырать. Пушар тухни пирки МЧСа 6 сехет те 12 минутра пӗлтернӗ. 6 сехет те 34 минутра пушара сӳнтернӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва хускатиччен Шупашкар районӗнче ытларикун пулнӑ инкек пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Элтепер яваплӑ службӑсем инкекре тӗрӗс те профессилле ӗҫленине палӑртнӑ. Инкеке пӗтерме 77 ҫын, 20 техника, васкавлӑ пулӑшу кӳрекен 7 машина пырса ҫитнӗ тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Инкек кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пулнӑ. Ҫӑлав ӗҫӗсене 18 сехет тӗлне пӗтернӗ иккен.
«Инкек сӑлтавне палӑртассипе ӗҫлӗҫ, экспертиза ирттерӗҫ. Анчах чи хӑрушши — эпир ҫынсене ҫухатни. Шар курнисем пур. Ку вӑл пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тӳрленми ҫухату тӳссе ирттернисен ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑх тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкар районӗнчи ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкек пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви шучӗпе, «Шкода-Октавия» атвомашинӑн 18 ҫулти водителӗ пӗр машинӑпа тепӗр машина хушшинчи инҫӗше тытса пыманнине пула хӑй умӗнче пыракан МАН автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Фура хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухса кайнӑ та унпа «Пежо» пӗчӗк автобус, груз турттармалли «ГАЗель» тата ВАЗ-21099 автомашина пырса ҫапӑннӑ. Ҫынсене турттаракан пӗчӗк автобусра 19 ҫын пулнӑ. Пассажирсенчен чылайӑшӗ машина хыпса иличчен тухса тарнӑ. Водительпе икӗ пассажир хӗсӗнсе ларнине пула кабинӑрах чӗрӗлле ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм хыпса илнӗ тӑваттӑмӗш ҫын салонтан тухма хал ҫитернӗ, анчах васкавлӑ пулӑшу кӳрекен машина ҫитиччен вӑл вилсе кайнӑ. Инкекре 15 ҫын суранланнӑ. Паян пульницӑра 12-ӗн выртаҫҫӗ, вӗсенчен 8-шӗ — реанимацире.
Инкек пирки «ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ е ытларах ҫынна вӗлернӗ» текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан «Шкода-Октавия» автомашина водительне тӗпчевҫӗсем ыйтса пӗлме чӗннӗ.
М7 федераци автоҫулӗ ҫинче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ҫывӑхӗнче (инкек ҫавӑнта пулнӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем авари Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче тесе хыпарални тӗрӗс мар) ҫул ҫинчи пысӑк инкек пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗнер водительпе тӑватӑ пассажир вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ чӗрӗллех ҫуннӑ-мӗн. Тӗрлӗ сурана пула 11-ӗн пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен саккӑрӑшне ӗнер реанимацие хунӑччӗ.
Вилнисен тӑванӗсен 2 миллион та 25 пин тенкӗ компенсаци илме ирӗк пур. Кун пирки Страховщиксен наци пӗрлешӗвӗн президенчӗ Андрей Юрьев пӗлтернӗ. Аманнисене те тӳлемелле. Сурана кура — 2 миллион тенкӗ таран.
Андрей Юрьев каланӑ тӑрӑх, пассажирсене турттаракан компани пассажирсен умӗнче «УралСиб» страхлакан ушкӑн Шупашкарти филиалӗнче страхланнӑ.
«УралСиб» страховка килӗшӗвӗ пуррине тата компенсацие тӳлеме хатӗррине ҫирӗплетнӗ иккен.
Компенсаци илес тесен ҫул-йӗр ҫинче инкек пулни ҫул-йӗр инспекторӗсем панӑ справка, паспорт, сывлӑха епле сиен кӳни ҫинчен тухтӑрсем панӑ справка кирлӗ.
Паян Шупашкар районӗнче, М7 федераци ҫулӗ ҫинче, Кӳкеҫри ҫул ҫаври тӗлӗнче, пысӑк инкек пулнӑ. Унта кӑнтӑрла иртни 13 сехет те 50 минут тӗлӗнче пилӗк машина ҫапӑннӑ. Инкекре тӑватӑ ҫын вилнӗ, саккӑррӑн пульницӑна лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, инкеке Skoda автомобиль водителӗ кӗртсе ӳкерме пултарнӑ. Водитель правине нумаях пулмасть илнӗскер ҫула май пыракан MAN грузовика пырса ҫапӑннӑ. Лешӗ вара, йывӑрскер, хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Шупашкар–Ҫӗрпӳ» маршрутпа пыракан "Peugeot" пӗчӗк автобус ҫине пырса кӗнӗ. Инкеке ҫавӑн пекех «Пежо» тата АвтоВАЗӑн 99-мӗш модельлӗ машини лекнӗ.
Ку инкеке куҫҫульсӗр пӑхма йывӑр пулнӑ теҫҫӗ ӑна курнисем. ГАЗель хыпса илнӗ хыҫҫӑн виҫӗ пассажир тата водитель чӗрӗллех ҫунса кайнӑ.
Паян кӗтмен ҫӗртен юр ҫуса лартнипе ҫул пӑрлакланма пултарнӑ текенсем те пур.
Сӑнсем (13)
Пӑрачкав районӗнче пысӑк пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Унта пӳрт ҫунса кайнӑ. Ҫулӑма пула ҫурт шал енчен сиенленнӗ. Ҫулӑмра 76-ри кинеми тата унӑн 18-ти мӑнукӗ вилнӗ.
18 ҫулти хӗр хӑйӗн амӑшӗпе пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Унта вӗсем кӳршӗсем патне кайса пушарнӑйсене йыхравланӑ. Хытӑ куляннипе амӑшне япӑх пулса кайнӑ, кайран ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Пӳртре кукамӑшӗ тӑрса юлнине кура ун патне 18-ти мӑнукӗ чупса кӗнӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те тухмайман. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем сӗрӗм тивнипе вилнӗ. Ҫулӑм тухнин сӑлтавӗ электропӑралукри кӗске замыкани пуль теҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Мускаври Руднево ялӗнче вырнаҫнӑ «Снежана» аш-какай комбинатӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкек сиксе тухнӑ. Газ баллонӗ сирпӗннипе унта вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ, 11 ҫын аманнӑ, вӗсенчен иккӗшне пульницӑна хунӑ.
Ҫӗршывӑн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви вертолет явӑҫтарни пирки пӗлтернӗ.
— Ҫулӑм 2500 тӑваткал метр калӑпӑш ҫинче алхасма тытӑннӑ, — пӗлтернӗ федераци шайӗнчи информаци агентствисем. — 1200 тӑваткал метр калӑпӑш лаптӑкра стена ишӗлсе аннӑ.
Аш-какай комбинатӗнчен 30-а яхӑн ҫынна илсе тухнӑ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ виҫӗ ҫын ӗҫленӗ иккен. Предприятире хуралҫӑра пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлекен Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл черетлӗ смена хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ (унта ӗҫлекенсем комбинат территорийӗнчех, ятарласа уйӑрнӑ пӳлӗмсенче пурӑнаҫҫӗ иккен). Хытӑ сасӑ илтсе вӑраннӑ хыҫҫӑн чӳрече патне чупса пынӑ. Цехран тӗтӗм тухнине асӑрханӑ, ҫӑлавҫӑсем ҫынсене кӑларнине курнӑ. Хайхи хӗрарӑм Чӑваш Ен ҫыннисем суранланманнине пӗлтернӗ.
Ҫанталӑк сивӗтнӗ-сивӗтмен пулӑҫсем пулла васкаҫҫӗ. Анчах пӑр ҫӳхе, РФ МЧСӗ вӗсене тимлӗрех, асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Пирвайхи пӑр ултавлӑ ҫав. Вӑл ҫирӗп мар, анса каясси те инех мар.
Республикӑра пулӑҫсемпе профилактика калаҫӑвӗ ирттереҫҫӗ. Аслисемпе кӑна мар, ачасемпе те. Ҫӑлавҫӑсем ашшӗ-амӑшне ачине куҫран вӗҫертме сӗнмеҫҫӗ. Кӑҫал Шупашкарти кӳлмеке, пӑр ҫине, ачасем выляма тухнӑ тӗслӗх пулнӑ-мӗн.
Ачасем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пӑр ҫине тухма хӑраҫҫӗ пулсан аслисем хӑнк та тумаҫҫӗ. Паллах, вӗсене пӑр ҫине пулӑ тытма кайнӑшӑн штрафлама пулмасть. Ҫавӑнпа ҫӑлавҫӑсемпе вӗсемпе калаҫу ҫеҫ ирттерееҫҫӗ. Вӗсем пуҫ сӗлтеҫҫӗ те ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ, анчах тепӗр куне каллех пӑр ҫинче утаҫҫӗ.
Телее, кӑҫал пирвайхи пӑр ларсан инкек пулман-ха. Анчах ку лӑпланмалли сӑлтав мар. Пулӑшӑн пурнӑҫа хӑрушлӑха кӗртсе ӳкермелле-ши?
Асӑрхаттармашкӑн: пӑр 12 сантиметр хулӑнӑш пулсан ҫеҫ хӑрушлӑх ҫук. Ҫын нумай пухӑннӑ ҫӗрте 25 сантиметр пулмалла. Халӗ вара пӑр 10 сантиметр хулӑнӑш ҫеҫ. Хӑш-пӗр вырӑнта ҫӳхерех е пачах шӑнман.
Республикӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинче вилнисене асӑнса ҫак вырсарникун Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче Панихида ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнисене асӑнса ирттереҫҫӗ. Ун пек куна 2005 ҫултанпа пӗтӗм тӗнчипе палӑртаҫҫӗ.
Асӑну кунӗнче Шупашкар тӑрӑх автоаварие лексе лапчӑнса ларнӑ, инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем вилнӗ машина хӑпартса лартнӑ эвакуатор ярӗҫ. Машина ҫине ҫул ҫинче мӗн чухлӗ ҫын шар курнине кӑтартакан цифра ҫырса хурӗҫ.
Сӑмах май каласан, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑна ҫул ҫинче 1587 инкек пулнӑ. Вӗсенче 203 ҫын вилнӗ, 1898 ҫын суранланнӑ.
Пуйма каякан вилсе килнӗ теме юрататчӗ кукамай. Ӗҫӗ ҫукран та Мускавалла е ытти хуланалла талпӑнать пуль-ха ялти чӑваш арӗ-арӑмӗ, Анчах тепӗр чухне вӗсем унтан вилсе таврӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кунта маларах илсе панӑ каларӑш вырӑнлах та мар, тен. Пулас инкекӗ килте ларса та пулать-тӗр темелле-ши?..
Шӑматкун Мускав облаҫӗнчи Красногорск районти Путилково ялӗнче икӗ чӑваш арҫынни вилнӗ. Вӗсем саккӑрмӗш хутран персе аннӑ-мӗн. Иккӗшӗ те монтажник-бетонщикра тӑрӑшнӑ. Инкек хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран сиксе тухнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Вилнӗ арҫынсем 31 ҫулта пулнӑ.
Халӗ ку инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем тӗрӗслеҫҫӗ тесе пӗлтерет «Интерфакс» информагентство.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |