«Мӗн авалтан чӑвашсем пӗрне-пӗри пулӑшса, тимлӗх уйӑрма тӑрӑшнӑ, йывӑр чухне те яланах алӑ пама пӗлнӗ. Пурне те марафона хутшӑнма чӗнсе калатӑп. Ачасене пулӑшу пани, каяллах ырӑпа таврӑнассине пурсӑмӑр та лайӑх пӗлсе тӑратпӑр. Вӗсем — пирӗн пуласлӑх. Ырӑ пурнӑҫпа пурӑнма кашни ача тивӗҫлӗ, ҫак ӑнлава пурин те асра тытмалла», — тесе каланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн председателӗпе Дмитрий Лихановпа ирттернӗ ӗҫлӗ тӗлпулура.
Пирӗн республикӑра ҫак эрнере «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафон пуҫланнӑ. Ӑна Раҫҫейри Ача-пӑча фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ кӑҫалхипе 35-мӗш хут ирттерет.
Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «КӖЛЕТ. Обыденная и обрядовая стороны клети» ятлӑ курав уҫӑлӗ. Курав музейӑн этнографи коллекцийӗнчи япаласемпе паллаштарӗ.
Кӗлет — чӑваш кил-ҫуртӗнчи уйрӑм хуралтӑ. Чылай чухне ӑна тӑватӑ стеналлӑ пураран тунӑ. Унта хресчен апат-ҫимӗҫ, тыр-пулпа ҫӑнӑх, савӑт-сапапа япаласем упранӑ. Вӗсене ҫӳпҫере тытнӑ. Ҫулла кӗлетре каннӑ.
«Кӗлет» сӑмах чӑваш чӗлхине вырӑссенчен кӗнӗ.
Чӑвашсем качча каякан хӗре туй умӗнхи кун кӗлетре тумлантарнӑ.
Тунтикун Ҫӑварни эрни пуҫланчӗ. Халӗ ӑна ӗлӗкхиллех уявламаҫҫӗ, чылай чухне икерчӗ пӗҫерсе ҫинипех ҫырлахаҫҫӗ пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте йӑла-йӗркене тытса тӑма тӑрӑшаҫҫӗ.
Самар облаҫӗнчи Чатӑрлӑ ялӗнчи чӑвашсем Ҫӑварнире савӑннӑ. Кун пирки асӑнни тӑрӑхри Анатолий Мрясов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Уява епле ирттернине видео ӳкерсе илнӗ.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Наследие» (чӑв. Еткер) этнокультура центрӗ уҫӑлнӑ, чӑвашла ӑна «Чӑваш еткерӗ» этнокультура центрӗ тесе ят панӑ. Асӑннӑ лапамра курав залӗ, ҫавӑн пекех мультимеди элеменчӗсемлӗ «Асам» зал, «Шевле» тата «Мерчен» пултарулӑх мастерскойӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Этнокультура центрне ӗнер, Ӑслӑлӑх кунӗнче, уҫнӑ. Унта республика Элтеперӗ Олег Николаев та пырса ҫитнӗ.
Центра хальхи вӑхӑтри технологисем тата ӑслӑлӑхри ҫӗнӗлӗхсем ҫине таянса уҫнӑ. Вӑл ҫамрӑксемпе ачасене тӑван халӑхӑн, ҫӗршывӑн тата республикӑн кун-ҫулӗпе тарӑнрах паллашма илӗртессе шанаҫҫӗ.
«Хӑйӗн тымарне сума сӑвакан, йӑли-йӗркине асра тытакан ҫын ҫеҫ малашлӑха ҫирӗппӗн талпӑнма пултарать», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш наци музейӗнче чӑвашла тумланса сӑн ӳкерӗнме пулать. Кун пирки Телеграмри «Чувашия сегодня» (чӑв. Чӑваш Ен паян) каналта пӗлтернӗ.
Культура учрежденийӗн сайтӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе культури тӗлӗнмелле пуяннине аса илтернӗ. Чӑн та, хушпупа тухья кирек епле хӗрарӑмпа хӗре те илем кӳрӗҫ. Арҫын вара чӑваш кӗпипе шупӑр тӑхӑнсан маттурланса кайӗ. Ун пек пӑхаттир чӑваш халапӗсенчи Улӑпӑн курӑнӗ.
Музей ӗҫченӗ вара чӑваш тумӗпе паллаштарӗ, сӑн ӳкерӗнме килӗшӳллӗ ҫипуҫ тупса парӗ.
Пушкӑртстанри пӗрисем «Асанне арчи» музей йӗркеленӗ.
Пишпӳлек районӗнчи Ситек ялӗнче пурӑнакан Иванпа Людмила Григорьевсем килтен киле ҫӳресе экспонатсем пухнӑ.
Музейра экспозицисене темиҫе пайран вырнаҫтарса тухнӑ. Григорьевсен кил картинче шыв арманӗ, тимӗрҫӗ станокӗ, лаша урапи, суха пуҫ, кивӗ вӗллесем килӗшӳллӗн курӑнаҫҫӗ.
Халӗ музей наци культура центре ҫаврӑннӑ. Унта «Ҫеҫпӗл» фольклор ушкӑнӗ те йӗркеленӗ иккен. Вӑл чӑваш чӗлхине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑвать тесе ӗнентерет «Хыпар» издательство ҫурчӗ.
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кӑҫал тухӑҫ лайӑх пуласса юмӑҫ ярса пӗлнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринче малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ. Тухӑҫ епле пуласси пирки вара шарламан.
Масляногорскри шкулта чӑваш чӗлхи урокӗнче Надежда Фидикова педагог ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ иккен. Ҫав шутра вӑл юмӑҫ пӑхни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Каласа ҫеҫ мар, хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Ачасем юмӑҫ пӑхнӑ май пучах ҫыххинчен чи вӑрӑммисене туртса кӑларнӑ-мӗн.
Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче «Рукодельница» (чӑв. Ал ӑсти) декоративлӑ прикладной ӳнер студийӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе проект ертӳҫи Светлана Андреева паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх лаҫҫине пухӑннисем Светлана Викторовна пулӑшнипе тӗрлесе пӑхнӑ. Вӑл вӗсене пӗр материал тепрнчен мӗнпе уйрӑлса тӑни, вӑл е ку эреш мӗне пӗлтерни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Пултарулӑх клубӗнчи тӗлпулусем кашни шӑматкунсерен 14 сехетрен 16 сехетчен пырӗҫ.
Светлана Андреева хулари 61-мӗш шкулта та ачасемпе заняти ирттерме ӗмӗтленет.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче Сурхури ирттерме шухӑш тытнӑ. Пуҫаруҫисем — вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем.
Авалхи йӑла-йӗркене пӑрахӑҫлас мар шухӑшпа ҫавсем тумланса ял тӑрӑх килтен-киле ҫӳренӗ. Ҫынсене савӑк кӑмӑ-туйӑм кӳрес тӗллевпе юрласа та кӑтартнӑ, ташласа та.
Ял ҫыннисем хӑйсене ҫапла сума сунӑшӑн, авалхи йӑла-йӗркене упраса хӑварас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн маттур хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ.
«Раштав ҫитсен ӗлӗк-авалтанпах Ҫветке чупнӑ. Килрен-киле ҫӳресе уявпа саламланӑ. Ырӑ йӑлана манӑҫтарас килмест», — тенӗ вырӑнти маттурсем.
Чӑваш Енри тата тепӗр тӑрӑхра 2023 ҫула чӑвашла ёлкӑпа кӗтсе илнӗ. Телеграмри @enteshsem каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ёлкӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи шкулта вырнаҫтарнӑ.
Маларах эпир Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем ёлкӑна чӑвашла капӑрлатни пирки хыпарланӑччӗ, унтан тата Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ҫавӑн пек ёлка вырнаҫтарнине пӗлнӗччӗ.
Чӑвашла теттесемпе илемлетнӗ ёлкӑсем ыттисенчен нимпе те кая мар. Унтан та ытларах — илемлӗрех те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |