Екатерина Малинина ҫамрӑк дизайнер этнотум хатӗрлет. Ҫак кунсенче вара Чӑваш тӗррин музейӗнче ҫав ӑстан «Хитре» брендпа ҫӗленӗ япалисен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлнӑ.
«3 ҫул каялла пуҫа кӗнӗ шухӑшран курав таран ҫитме чылай тӑрӑшмалла пулнӑ ӑстан. Хӑйӗн ӗҫне чунпа тӑвакан ҫӗвӗҫе тупасси хӑех пӗр пысӑк ӗҫ. Апла пулин те «Хитре» бренд чӑвашсене кирлех пулнине туйса алӑ усман Екатерина. «Ҫӗвӗ ӗҫӗ — пирӗн йӑхра ӑруран-ӑрӑва куҫакан ӑсталӑх», — тет дизайнерӑн амӑшӗ», — хыпарлать «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпани.
Екатерина Малинина хӑйӗн лавккине чӑваш эрешӗллӗ ҫи-пуҫ туянма пыракансене паллӑсен, эрешсен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парать иккен.
Чӑваш тӗррин музейӗнчи курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Ҫыннӑн мӗншӗн тӑван чӗлхене пӗлмелле? Ҫакӑн пирки калаҫрӗҫ паян «Россия 1» телеканалпа кӑтартнӑ видеоинтервьюра. Марина Карягина ертсе пыракан кӑларӑма Александр Блинов чӑваш хастарӗ хутшӑнчӗ.
Чӗлхе пӗлни ҫынпа хутшӑнма кирлӗ тесе палӑртрӗ телетӗпел хӑни. Кӑҫалхи «Хавал» чӑваш чӗлхи университетне Мурманск, Мускав хулисенчен, Осетирен те килсе ҫитнӗ. Асӑннӑ университета килнисен хушшинче — чӑвашла вӗренес текен вырӑсланнӑ чӑвашсем те, ытти халӑх ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсем пурте чӑваш чӗлхи хутлӑхне кӗме пултарнӑ.
Александр Блинов темиҫе ют чӗлхене пӗлет. Тӑван чӗлхене вӑл хӑй ӳссе ҫитсен тарӑннӑн вӗреннӗ.
Тӗнче тӑрӑх ҫӳреме пуҫласан унран: «Чӑвашла пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтсан «Кӑштах пӗлетӗп», — хурав ӑна тивӗҫтерме пӑрахнӑ.
Иркутск облаҫӗнчи Тагна ялӗнчи чӑвашсемпе ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи ҫамрӑксем пырса ҫитнӗ. Вӗсем — студентсем. Ҫавсем Мускавра, Питӗрте, Астраханьте, Томскра, Красноярскра, Чулхулара аслӑ пӗлӳ илеҫҫӗ.
Тӗлпулӑва «Студентсен туризмӗ» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Ҫамрӑксем Тагна ялӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче пулнӑ май унти экспонатсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Чӑвашсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ май тӗрлеме те вӗрентнӗ, чӑваш апачӗпе те хӑналанӑ.
Ҫамрӑксем чӑваш ташшине ташласа пӑхнӑ, чӑвашла тумланса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Чӑваш наци музейӗнче хальхи вӑхӑтра «Путём зерна. Круг чувашских праздников» (чӑв. Тырӑ ҫулӗпе. Чӑваш уявӗсен ҫаври) курав ӗҫлет.
Иртнӗ уйӑхӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑскер утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хупӑнӗ.
Курав тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе паллаштарать. Унта хресченӗн ӗҫне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннечченех канӑҫсӑр ӗҫлет хресчен. Ырми-канми тар тӑксан та вӑл ӗлӗк тӗрлӗ уяв ирттерме май тупнӑ. Хӗлле та алӑ усса ларман.
Курав тӑван халӑхӑмӑр йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен «Юлташ» наципе культура автономийӗн хастарӗсем вырӑнти ачасене чушкӑлла выляма вӗрентеҫҫӗ.
Общество организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева ӗнентернӗ тӑрӑх, Иркутскра пурӑнакан шӑпӑрлана чӑвашсен вӑййи питӗ килӗшнӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналтан пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хастарсем ку вӑййа ачасем хушшинче сарасшӑн. Ҫывӑх вӑхӑтра ку вӑййа тепӗр урамра выляттарма палӑртса хунӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗ 400 ҫулхине уявланӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Пучинке аталансах пырать. Вӑл тӑрӑхра ял хуҫалӑхӗ те ура ҫинче ҫирӗп тӑрать. Вырӑнти «Красный партизан» хуҫалӑхра 100-е яхӑн ҫын тӑрӑшать. Унта 1000 пуҫ ӗне тытаҫҫӗ, сӗт-ҫу, аш-какай тата тырпул туса илеҫҫӗ.
Ял уявне вара унтисем 2017-мӗш ҫултан пуҫласа палӑртма тытӑннӑ. Хальхинче ял-йыш вӑйӑ картине тӑнӑ, вырӑнти «Юхӑм» фольклор ушкӑнӗ, хӗрарӑмсен «Туслӑх» ансамблӗ, Пучинке шкулӗнче вӗренекенсем, Энтриелтен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем куракансене юрӑ-ташӑ парнеленӗ.
Тутарстанри чӑвашсем авалхи йӑлапа ҫулсеренех Учук ирттереҫҫӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Учука таврари ялсенчен кӑна мар, ытти районсенчен те, Самар тӑрӑхӗпе Шупашкартан та хӑнасем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ халӑх ҫынни чӑвашсемпе пӗрле авалхи хӑватсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтать, Турра парнелӗх вӑкӑр пусса чӳклет».
«Учук — халӑхӑн авалхи йӑлисене тытса пыни кӑна мар, пӗр-пӗрне курса калаҫмалли сӑлтав та. Таҫтан та килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем — «Илем», «Шуҫӑм», «Савӑнӑҫ», «Палан», «Ҫеҫпӗл», «Пилеш» ансамбльсем — вӑйӑ-кулӑпа, юрӑ-ташӑпа кӑмӑла ҫӗклерӗҫ», — хыпарланӑ Марина Карягинӑпа Олег Цыпленков хатӗрленӗ телесюжетра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Чакаҫ ялӗнчи «Ҫӑлкуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ туй йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри Светлана Васильева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче «ҫӗр пин юрӑллӑ, ҫӗр пин тӗрӗллӗ-эрешлӗ, юратнӑ Чӑваш Ене, Чӑваш Республикинче пурӑнипе мухтаннине» палӑртса хӑварнӑ. «Аваллӑхӑмӑрпа хавхаланса, наци-культура йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упраса тата малалла аталантарса, пурнӑҫӑн пысӑк пахалӑхӗпе палӑрса паянхи кун Чакаҫ ял культура ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» пултарулӑх ушкӑнӗ ӗлӗкрен пынӑ туй йӑла-йӗркине кӑтартса, юрӑ-ташӑпа ҫамрӑк мӑшӑрсене саламларӑмӑр», — пӗлтернӗ вӑл.
Чӑваш Енри паллӑ фабрика, «Паха тӗрӗ», кӑҫал пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ.
Сумлӑ куна Чӑваш Респуликин Наци вулавӑшӗ те палӑртасшӑн. Фабрикӑн пӗр ӗмӗрхине тата Республика кунне халалласа вулавӑшра «Паха тӗрӗ» эрнине ирттерӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшенчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Асӑннӑ эрне «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑри куравран пуҫӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫма палӑртса хунӑ.
Художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми 1923 ҫулта хӑйӗн сулмаклӑ утӑмне тытӑннӑ. Ҫавӑнта РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Е.И. Ефремован (1914-2000) тӳпи те пысӑк. Фабрикӑра вӑл 1930-1980-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратассипе тата аталантарссипе нумай тӑрӑшнӑ.
Ҫак эрнере нумай тӑрӑхра ӗҫпе юрӑ уявӗсем иртрӗҫ. Элӗкре Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Унта республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова та хутшӑннӑ.
«Акатуй уявӗ – чӑваш халӑхӗн мӗн авалтан пыракан йӑли. Ӑруран арӑва куҫса паянхи кун та ҫак ырӑ уяв пурне те пӗр тӗвве пухать, тапса тӑракан ҫӑлкуҫ евӗр пурне те вӑй-хал парнелет. Акатуй аваллӑхпа пуласлӑха пӗрлештерекен йӗр.
Акатуй уявӗнче эпир сирӗнпе пӗрле ҫӗр ӗҫченӗсене, тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшакан хастарсене, тӑван ене чунтан юратакансене чыслатпӑр. Ҫак уявра кашни ҫулах ҫурхи ӗҫсене мӗнлерех пурнӑҫланине пӗтӗмлететпӗр», — палӑртса хӑварнӑ министр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |