Чӑваш Енри районсемпе хуласенче пӗрремӗш пулӑшу паракан онкологи пӳлӗмӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Пӳлӗмсене уйӑрмашкӑн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу алӑ пуснӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, районсемпе хуласенчи пульницасем республикӑри онкологи диспансерӗ валли пӳлӗмсем уйӑрса парӗҫ. Вӗсем регионти мӗн пур район пульницинчех пулӗҫ. Ҫавӑн пекех хуласенчи сыватмӑшсенче те ӗҫлӗҫ. Сӑмахран, Канашри медицина центрӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, Шупашкарти П.Н. Осипов ячӗллӗ 1-мӗш пульницинче, хулари 2-мӗш пульницара, хулан тӗп пульницинче, хулан 1-мӗш клиника пульницинче, хулари клиника центрӗнче тата Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче.
Чӑваш Енри каччӑ Сирире вилни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Кунашкал хыпара «Калаҫ, Канаш!» («Общайся, Канаш!») ушкӑнра пичетленӗ пулнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш хулинче ҫуралса ӳснӗ Владимир Антипов Хомс провинцийӗнче перкелешӳре паттӑрла вилнӗ.
«Военный осведомитель» паблик тӗрӗслев ирттернӗ. Хыпар суя иккен. Сӑнӳкерчӗк информаципе пӗр килмест иккен. Ку сӑн – Свердловск облаҫӗнчи Асбест хулинче пурӑнакан каччӑн.
«Про Город» корреспонденчӗ ҫав ҫынпа, Михаил Туманов ятлӑскерпе, ҫыхӑннӑ. Михаил кунашкал суя хыпар кама кирлӗ пулнине ӑнланмасть. Ахӑртнех, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ такама килӗшнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 45 минутра шалти ӗҫсен пайӗн дежурнӑй чаҫӗн хӗрӳ линине шӑнкӑрав килнӗ: Канашри чукун ҫул вокзалне сирпӗтме хатӗрленнӗ-мӗн.
Пакунлисем тӳрех вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Ку суя шӑнкӑрав пулнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫӗр варринче суйса шӑнкӑравлакана ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл Канаш районӗнчи 21 ҫулти хӗр пулнӑ.
Следователь тата прокурор ыйтнипе Канаш районӗн сучӗ ӑна 2 уйӑхлӑха тытса хупнӑ. Пуҫиле ӗҫе вара малалла тӗпчеҫҫӗ.
Кун пек шӳтлеме юрамасть. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн 5 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Владимир Антипов 28 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кунӗччен пӗр кун ҫеҫ пурӑнайман. Шел те, ҫамрӑк арҫыннӑн пурнӑҫӗ Сирире татӑлнӑ.
Владимир Антипов сержант Хомс провинцийӗнчи перкелешӳре пуҫ хунӑ. Вӑл йывӑр сурансене чӑтаймасӑр сывлама пӑрахнӑ. Халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Антипов сержант хулана «зачистка» тунӑ чухне боевиксем ҫывхарнине асӑрханӑ, вӗсене пеме тытӑннӑ. Ушкӑн командирне ванчӑк лекнӗ, Владимир ӑна ҫапӑҫуран йӑтса тухнӑ, кайран каллех таврӑннӑ. 4 сехете пынӑ ҫапӑҫура салтаксен патронсем, ҫар припасӗсем пӗтнӗ, вара Антипов сержант ушкӑна хӑрушсӑр вырӑна янӑ, хӑй вара хӳтӗлеме юлнӑ. Вӑл нумай суранланнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Вилнӗ хыҫҫӑн ӑна патшалӑх наградине пама тӑратнӑ.
Владимир Антипов 1990 ҫулта Канашра ҫуралнӑ, унтан унӑн ашшӗ-амӑшӗ Шупашкара куҫса килнӗ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, унӑн арӑмӗ тата икӗ ачи юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ.
Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре газ хакланать. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ.
Ҫитес уйӑхран 1 кубла метр газшӑн 5,53 тенкӗ тӳлеме тивӗ (халӗ — 5,36 тенкӗ). Эппин, хак 17 пус ӳсӗ.
Палӑртмалла: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ такаксемшӗн те хак хӑпарать. Республикӑри 283 муниципалитетра вӑл нумайран та 4,6 процент ӳснӗ, 14 хулапа ялта вара – 4,9-12 процент. Ку Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене пырса тивет. Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗнче тата Канашра «коммуналка» 12 процент хӑпарӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл алхаснине пула 12 район-хулара йывӑҫсене тӳнтерсе янӑ. Ҫут ҫанталӑкӑн усал вӑйӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Муркаш, Пӑрачкав, Шупашкар, Тӑвай, Красноармейски районӗсенчи йывӑҫсем ӳкнӗ. Шупашкарта, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ районӗсенче ҫутӑсӑр юлнӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсенче инкеке сирме ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енкассинчи, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил шкулӗсен, хӑш-пӗр районти уйрӑм ҫын ҫурчӗсен ҫивиттисене вӑйлӑ ҫил сӳтсе кайнӑ.
Инкек пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пӗлет тесе хыпарлаҫҫӗ Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-службинче. Унтан та ытларах — яваплӑ службӑсене вӑл ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 11 ача пахчи тума пуҫлӗҫ. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» тата «Садовый» микрорайонсенче икшер ача пахчи тума тытӑнӗҫ. «Университетский-2», «Кувшинка», «Солнечный» микрорайонсенче тата Сосновка поселокӗнче пӗрер пулӗ.
Канаш хулинче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте, Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те ҫӗнӗ ача пахчисем хӑпартӗҫ. Вӗсене хута ямашкӑн пӗтӗмпе 893,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле хулара 10 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче РФ Правительстви ҫӗнӗ ача пахчисем хута яма, 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫула ҫитнӗ ачасем валли вырӑнсем тума 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑма тин ҫуралнӑ ачине путарса вӗлернӗшӗн суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Хайхискер пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче хӑйӗн хваттерӗнче хӗрача ҫуратнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ӑна шыв тултарнӑ савӑтра путарса вӗлернӗ. Унтан амӑшӗ вилене целлофан хутаҫа хунӑ та юханшыв патне кайнӑ, отверткӑпа усӑ курса пӑра шӑтарнӑ, хутаҫа вакка чӑмтарнӑ. Йӗр ан юлтӑр тенӗ-ши – вакка юрпа хупланӑ.
Ача виллине пӗлтӗр акан 22-мӗшӗнче ҫав вырӑнтах тупнӑ. Судпа медицина экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ача вӑхӑтрах ҫуралнӑ. Амӑшне тупас тесе следовательсем судпа генетика экспертизи ирттернӗ. Ачан ДНК-профилӗ Канашра пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑмӑннипе пӗр килнӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |