Килес ҫулхи Республика кунне ирттернӗ чух Хӗрлӗ тӳремри сценӑна епле капӑрлатасси Чӑваш Енри кашни ҫынран килме пултарать. Мӗншӗн тесен сценӑн эскиз проектне кирек кам та сӗнме пултарать. Ӗҫсенчен чи лайӑххине вара конкурс комиссийӗ палӑртӗ. Капла ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Культура министерстви йӗркеленӗ.
Сӗнес тесен эскизсене ҫак уйӑхран тытӑнса килес ҫулхи пуш уйӑхӗ таранах йышӑнаҫҫӗ. Конкурса художниксем, дизайнерсем, реклама енӗпе ӗҫлекен специалистсем, ытти ӑстапа организацисем хутшӑнаяҫҫӗ. Ӑмӑрту пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа www.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=12&id=1666438 пӑхма пулать.
Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!
Инҫе ҫӗрте ӑна илтеттӗм:
Кӗсле янратнӑ хӗлӗх-и,
Чӗкеҫ чӗвӗлтетет-и? – теттӗм.
Ачаш та ҫепӗҫ-ҫке чӗлхи!
П.Хусанкай
2013 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗпе раштавӑн 1-мӗшӗнче «Волжанка» санаторинче Раҫҫейри «Чӗвӗлти чӗкеҫ — чӗлхе пӗлни пурне те кирлӗ» вӑйӑ конкурс 10 ҫулта. Опыт. Татса памалли ыйтусем. Малашлӑх.» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлев конференцийӗ иртрӗ. Конференцие ирттерекенӗ — «Хӗрарӑмсем ӑслӑлӑхра тата вӗрентӳре» регионсем хушшинчи обществӑлла организацин чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗ (ЧРО МОО «ЖНО»).
Икӗ куна тӑсӑлнӑ ӗҫлӗ канашлура Чӑваш ен, Тутарстан, Пушкӑртстан тата Самар тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗсем опытпа паллашрӗҫ, вӑйӑ конкурса йӗркелекенсемпе тӗл пулчӗҫ. Конференцие уҫнӑ май педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Н.И.Мерлина профессор ҫапла каларӗ: «Эпир Чӑваш Республикинче тӗрлӗ вӑйӑсем ирттеретпӗр: естествознанипе «Гелиантус», математикӑпа «Кенгуру», вырӑс чӗлхипе «Русский медвежонок», акӑлчан чӗлхипе «Британский бульдог», информатикӑпа «Кит» тата ытти те.
Шупашкар 550 ҫул тултарнине (ку дата тӗрӗслӗхӗ пирки тӗрлӗрен калаҫакансем пур-ха. Юрӗ, хальхи сӑмахӑмӑр урӑххи пирки пырать) уявлама хатӗрленнӗ май чи лайӑх логотипа палӑртассипе конкурс пырать. Ӑмӑрту утӑ уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ-ха. Логотип сӗнекенсен ӗҫӗсенчен Шупашкар хула администрацийӗ улттӑшне суйласа илнӗ. Халӗ вара ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлес тесе ыйтӑм ирттереҫҫӗ. Унта эсир те хутшӑнма пултаратӑр — каҫҫи ҫапларах tvorite.ru/2013/11/04/logotip-prazdnovaniya-550-letiya-cheboksar.html.
Сӑмах май, Николай Егоров художник шучӗпе пӗрремӗш тӗслӗхӗ комиксри паттӑра аса илтерет, пирӗн халӑхӑмӑр культурипе килӗшсе тӑмасть. Иккӗмӗш варианчӗ аван-ха, анчах вӑл кӑштах юсасан кӗнеке е герб валли аван. Ыттисем вара логотипа ҫывӑх тесе шухӑшлать-мӗн маларах асӑннӑ художник. Ҫапах та вӑл вӗсене те чи лайӑх вариант тесе хаклаймасть-мӗн.
Шӑматкун Шупашкарти музыка училищинче «Ай, юрлар-и!» ятпа халӑх юррисене шӑрантаракансен регионсем хушшинчи V конкурсӗ иртмелле. Ӑна чӑваш халӑх юррисене пухнӑ Ираида Вдовина юрӑҫ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Конкурса «Музыка вӗренӳ заведенийӗсенче вӗренекен студентсем» тата «Халӑх юррине юратакансем» номинацисемпе хаклӗҫ. Хутшӑнас шухӑша республикӑри 14 районпа 2 хуларан пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Тутарстанра, Пушкӑртстанра тата Самар облаҫӗнче пурӑнакансем кӑмӑл тунӑ. Конкурс комиссине тӑратнӑ дисксем тӑрӑх 40 солиста хутшӑнма ирӗк панӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер», Элӗк районӗнчи «Валинке», Тӑвай районӗнчи «Сурпан», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Шувар», «Ямаш» тата «Ҫавал» фольклор ансамблӗсем хӑна евӗр хутшӑнмалла.
Паян вырӑс драма театрӗнче «Кӗтнӗ ӗмӗт» ятпа хӑй тӗллӗн вӗреннӗ актерсемпе режиссёрсен республикӑри конкурсӗ уҫӑлнӑ. Ӑна республикӑн Культура министерстви тата театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ йӗркеленӗ.
Конкурс тӗллевӗ шутне ҫамрӑк актерсемпе режиссерсене пулӑшассине, пултаруллисене палӑртса хавхалантарассине кӗртеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансем хальхи авторсемпе ют ҫӗршыв драматургӗсен пьесисен сыпӑкӗсене арисемпе оперӑсенчи сценӑсем, монологсем лартнӑ, пантомимӑсем, пӗчӗк спектакльсем кӑтартнӑ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енти управленийӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешекен ҫамрӑксен дружинин регионти смотр-конкурсӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи дружина членӗсен пухӑннӑ.
Конкурса хутшӑннисем пушарпа кӗрешекен хӑюллӑ ҫынсем пирки хавхаланса тата кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ, пушартан асӑрханмалли сӗнӳсене халӑхра епле сарассипе хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Саранскран килнӗ ушкӑн, ав, хуласенчи реклама хӑмисем ҫине пушара хирӗҫле листовкӑсем ҫыпӑҫтарма, кондитер хапрӑкӗсене вара «Шӑрпӑк — ачасем валли вӑйӑ мар» тесе ҫырса хунӑ канихвет, пир-авӑр хапрӑкӗсене «Туртатӑн пулсан чӗлӗм тӗпне сӳнтерме ан ман» тесе ҫырнӑ футболкӑсем кӑларма сӗннӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Саранскри «Вичкӗн куҫ» тата Шупашкарти «01 агенчӗсем» ушкӑнсем мала тухнӑ.
Сӑнсем (27)
Халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫейри академийӗн Шупашкарти филиалӗнче Олеся Федорова Раҫҫей шайӗнчи конкурса тухса кайма хатӗрленет. Хӗр — 4-мӗш курс студентки. Вӑл «Раҫҫейӗн доброволецӗ-2013» конкурсра республика чысне хӳтӗлӗ.
Унччен вӑл куҫӑнсӑр майпа суйлакан тура хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Конкурсӑн куҫӑн турне ҫӗршыври сакӑр теҫеткене яхӑн яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнӗ. Вӗсем пурте — 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Конкурса вӗсем 50 регионтан пырса ҫитмелле.
Меропияти Пермь хулинче чӳк уйӑхӗн 25–29-мӗшӗсенче пулӗ. Конкурса Ҫамрӑксен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви, Пермь крайӗн правительствипе асӑннӑ крайри добровольчествӑна аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр йӗркеленӗ.
Вырӑнти хӑй тытмӑлӑха тӗрӗслессин тухӑҫлӑхне ӗнер ведомствӑсен хушшинчи лару йӗркелесех тишкернӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ.
Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене 1 202 хутчен тӗрӗсленине пӗлтернӗ, ҫав шутран 445-шӗ — планпа пӑхманни иккен. Должноҫри ҫынсене 230 хутчен 1,95 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Пуринчен ытла явап тыттараканни — монополипе кӗрешекен служба. Хайхин тӳпи — 40 процент. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗпе Инкеклӗ ӗҫсен министерстви мӗнпур штрафӑн 15-шар процентне ҫырса панӑ, прокуратура тӳпи — 9 процент.
Ял тӑрӑхӗсем патшалӑх заказӗ пирки пӗлтерӳсем панӑ чух сахал мар йӑнӑшаҫҫӗ иккен. Чӑваш Ен Элтеперӗ вара ку ӗҫре район администрацийӗсен пулӑшмаллине, тӗрӗсрех, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ обьектсене хута янӑ чух районсен хӑйсен конкурс ирттермеллине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкар хули «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ» хула конкурсӗ ирттерме палӑртнӑ. Унта пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ӗҫлекенсем хушшинче йӗркелеҫҫӗ. Ӑна усламҫӑсене хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ. Тата малта пыракан предпринимательсен опычӗпе тин ҫеҫ ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсене паллаштарас шухӑш та пур-мӗн.
Конкурса «2013 ҫулхи чи лайӑх пӗчӗк предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх вӑтам предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «2013 ҫулхи социаллӑ яваплӑ чи лайӑх компани», «2013 ҫулхи чи лайӑх инновацилле предприяти», «2013 ҫулхи чи лайӑх усламҫӑ», «Ӳнер промыслисен тата ремеслисен енӗпе 2013 ҫулхи чи лайӑх предприниматель», «2013 ҫулхи ӑнӑҫлӑ старт» номинацисемпе йӗркелеҫҫӗ. Заявкӑсене ҫак уйӑхӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, 25-мӗшӗнче вара пӗтӗмлетме палӑртнӑ.
Республикӑра юлашки ҫулсенче «Ҫулталӑк аспиранчӗ» ирттересси йӑланӑ кӗнӗ ӗнтӗ. Ӑна йӗркелекенсем аспирантсен ӑслӑлӑх тӗпчевне ирттересси, професси шайне ӳстересси тата ӑслӑлӑх ӗҫ-хӗлне хавхалантарасси теҫҫӗ-мӗн. Кун ҫумне тата Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхпа вӗренӳ тата экономика вӑй-хӑватне аталантарасси таранах кӗртнӗ.
Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш Республикин Ҫамрӑк ӑсчахсемпе специалисчӗсен канашӗ йӗркелет.
Унта хутшӑнас тесен е аспирантурӑра вӗренмелле, аспирантурӑна кӑҫал вӗренсе пӗтернисене те айккинелле пӑрса хӑвармӗҫ. Тупӑшӑва тухма естественнӑй, гуманитари, педагогика тата техника енӗпе ӑс пухакансен юрать. Документсене чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса 25-мӗшӗччен Вӗренӳ министерствинче йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |