Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конкурссем

Акан 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ республикӑри тата тулай чӑваш ачисем валли «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем — 2» ятпа наукӑпа практика конференцийӗ ирттерет. Унта шкулсенче 9-11 класра вӗренекенсем хутшанма пултараҫҫӗ.

Секцисем:

● Чӑваш литература пӗлӗвӗн тӗнчи

● Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗ

● Тӑван ен культури

● Культура Чувашии: история и современность (культурологи уйрӑмне килме кӑмӑл тӑвакан ачасем валли, вырӑсла)

Ятарлӑ комисси ӗҫсене дипломсемпе хаклӗ. Хутшӑнма кӑмӑл пулсан ҫитес вӑхӑтра факультет сайтне кӗрсе е шӑнкӑравласа пӗлтермелле. Хӑвӑр тата вӗрентекенӗн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, шкул ятне, доклад темине туллин кӑтартмалла. Ӗҫсене пичетлетлӗҫ. Доклад тезисӗн электронлӑ вариантне ҫав кунах илсе килмелле, калӑпӑшӗ 1 стр.

Васкӑр! Кӗтеҫҫӗ! Заявкӑсене акан 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

Пӗлтӗр, 2010 ҫулта, эпир шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвне ирттерсеччӗ. Ирттертӗмӗр кӑна мар, питӗ лайӑх чысларӑмӑр пек.

Ӑмӑртӑва пуҫлас умӗн каласа хӑварнӑччӗ ӗнтӗ — хайлавсене кӗнекен кӑларма тӑрӑшӑпӑр. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама пире ачасен ӳкерчӗкӗсем кирлӗ. Ҫавна май эпир шкул ачисем хушшинче «Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ ӳнер ӑмӑртӑвне пуҫаратпӑр.

Кӗскен: сирӗн «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» литература ӑмӑртӑвне ярса панӑ ӗҫсем хушшинче эпир суйланӑ хайлавсенчен (PDF, вӗсене хулӑм шрифтпа уйӑрнӑ) пӗрине илмелле те ун тӑрӑх ӳкерчӗк тумалла. Хайлавӗсене кунта тупма пулать. Ӳкерчӗке кӑранташпа, гуашьпе тумалла, тӗс нумай пулмалла мар (хура-шурӑ пулсан та ҫитет). Ӗҫе пуш уйӑхӗн 25-мӗшччен ярса памалла.

Малалла...

 

Егорова Ольга
Егорова Ольга

Раштавӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш филилогийӗпе культура факультетӗнче, 20 ҫул тултарнӑ ятпа, тӗрлӗрен мероприятисем иртрӗҫ. Вӗсен хушшинче сӑвӑ калакансен конкурс та иртрӗ. Университета 1-4 класра вӗренекенсем тӗрлӗ районсенчен пуҫтарӑнчӗҫ. Муркаш, Патӑрьел, Комсомольски, Элӗк районӗсенчен килнӗ маттурсем ытларах савӑнтарчӗҫ пире. Патӑрьел районӗнчен килнӗ Шурякова Екатерина тата Муркаш районӗнчи Прохорова Анастасия пире «Нарспи» сыпӑкне питех те хитре каласа кӑтартрӗҫ. Ачасен юратнӑ поэчӗсем К. Иванов, П. Хусанкай, В. Митта, А. Кӑлкан пулнине куртӑмӑр. Кашни ачах хӑйне май талантлӑ.

 Сӑвӑ вуланине сумлӑ жюри хакларӗ: Раиса Сарпи, Альбина Юрату поэтсем, В.

Малалла...

 

<p>«Театр верснисажӗ» — раштавӑн 15-мӗшӗнче ҫак ятпа Йӗпреҫ районӗнче драма ушкӑнӗсен курав-ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Пучинкери, Чӑрӑшкассинчи, Хурамалти, Хирти Выҫлинчи культура ҫурчӗсенчи тата Хумри Юнтапари ял клубӗн ушкӑнсем Хурамал культура ҫуртӗнче хайсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Районти драма ушкӑнӗсенчи артистсем ҫулран ҫул сӑнарсене лайӑхрах кӑтартма вӗренни куҫа курӑнчӗ.</p>

<p>Пучинке театр ушкӑнӗ Николай Сидоровӑн «Пушмак пӑру мыскари» комедие (режиссёрӗ — Н. Шибаева) кӑтартрӗ. Хурамалти ушкӑн вара куракансене «Ҫӗн Ҫул умӗнхи тӗлӗнтермӗш» юмахпа савӑнтарчӗ. Чӑрӑшкассисем «Упӑшки канаканни, арӑмӗ — ӗҫлекенни» постановка (ертӳҫи — И.Данилова) кӑтартрӗҫ. Хирти Выҫлинчи культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ театр ушкӑнӗ куракансем умне А. Никитинӑн «Ҫӗн ӗмерти хуняҫа» комедипе (режиссёрӗ — О. Никитина) тухрӗ. Хумри Юнтапа артисчӗсем вара З.

Малалла...

 

Л. Федотова сайчӗ
Л. Федотова сайчӗ

Авӑнӑн 20-мӗшпе 30-мӗшӗ хушшинче Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен хушшинче «Вӗрентекен сайт-портфолио» ӑмӑрту иртрӗ. Пурӗ 39 сайт хутшӑннӑ. Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетнӗ — пурӗ 6 чи лайӑх сайта палӑртнӑ:

1. Ефимов Дмитрий Владимирович, Шупашкар хулин 61-мӗш шкулӑн ӳнер вӗрентекенӗ.

2. Кузьмина Светлана Ниловна, «1-мӗш гимнази» МВУ хими вӗрентекенӗ.

3. Федотова Людмила Аркадьевна, Шупашкар хулин 60 шкулӑн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.

4. Тюлина Елена Владимировна, Шупашкарти 47-мӗш шкулӑн биологи учителӗ.

5. Александрова Екатерина Ивановна, 44-мӗш лицейра хими вӗрентет.

6. Леонтьева Раиса Михайловна, 45-мӗш шкулта ачасене вырӑс челхипе литературине вӗрентет.

 

Ҫӗнтерӳҫӗсен сайчӗсем рестпулика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ. Ӑнӑҫу сунас вӗсене!

 

Анна Семёновна (факультет сайтӗнчи сӑн)
Анна Семёновна (факультет сайтӗнчи сӑн)

Авӑн уйӑхӗн ҫиррӗммӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн пӗрремӗш курс студенчӗсем пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшрӗҫ. Ҫамрӑк хӗрсен юрри-ташшине А.С. Егорова декан ҫумӗ тата А.Шадриков, 4 курс студенчӗ хакларӗҫ.

Анастасия Владимирова куракансене хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрӑпа тата хӑй сӑввипе савӑнтарчӗ. Ольга Семеновӑн чӑваш тата Анастасия Черновӑн Инди ташшийӗсем пурне те килӗшрӗҫ. Куҫ илми сӑнарӗҫ вӗсен кашни хусканӑвне преподавательсемпе студентсем. Хӗрсем ҫӑмӑллӑн ташланине А.С. Егорова кайӑк вӗҫӗпе танлаштарчӗ. Ыттисем те кӗвӗ-ҫемӗпе килӗшӳллӗн алли-урисене хускатмасӑр чӑтаймарӗҫ.

Надежда Ильина А.С. Пушкинӑн «Татьяна Онегин патне ҫырнӑ ҫырӑва» илемлӗ вуласа пачӗ.

Ытти хӗрсем те питӗ маттур пулчӗҫ. Турӑ пани пурах вӗсенче. Пултарулӑх ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать. Никӗсӗ пур пулсассӑн малалла аталантармалли ҫеҫ юлать. Ахальтен мар О.И. Печников: «Вӗрентекенсем пур чухне вӗренӗр. Пур ҫӗре те ӗлкерме тӑрӑшӑр», — терӗ.

Ӑнӑҫу, вӑй-хал, ӗҫченлӗхпе чӑтӑмлӑх сунатпӑр пӗрремӗш курс вӗренекенӗсене!

Малалла...

 

Вӗрентекен ҫулталӑкне халалласа республикӑра «Ҫамрӑк ҫемье-2010» конкурс пырать. Ку конкурс ҫамрӑк ҫемьесем хушшинче иртет, мӑшӑрсенчен пӗри е иккӗшӗ те вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑй хумалла, вӗсем саккунлӑ мӑшӑрланура тӑмалла. Унсӑр пуҫне мӑшӑр 36 ҫултан аслӑ пулмалла мар.

«Ҫамрӑк ҫемье» конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртет. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Чи лайӑх фоторепортаж» тата «Анне, атте, эпӗ — сывӑ ҫемье» видеоролик. Палӑртмалла, «Чи лайӑх фоторепортаж» конкурса Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тимкинсемпе Ульяновсен ҫемйисем хутшӑнаҫҫӗ. Тимкинсен ҫемйинчен пурнӑҫӑн черчен пайӗ — Татьяна — Питӗркасси шкулӗнче вӗрентекенре ӗҫлет. Ульяновсен ҫемйинчен те ҫавӑн пекех: Инна Шулю шкулӗнче ачасене ӑс парать.

Ҫамрӑк ҫемьесене конкурсра ҫӗнтерме ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

Ҫапла, нумай пулмасть, пӗрремӗш хайлавсем ҫитрӗҫ. Икӗ юмах килчӗ — иккӗшӗ те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчен. Вӗсем малтанхи ӑмӑртусене те хастар хутшӑнатчӗҫ, кӑҫалхине те ирттерсе ямарӗҫ. Шел те, пурне те йышӑнма май ҫук. «Юратнӑ лаша Ҫӑлтӑр» хайлава ҫеҫ илтӗмӗр — ӑна 5-мӗш клас ачи ҫырнӑ пулин те авӑн уйӑхӗнче 6-мӗшне каятех пулӗ терӗмӗр. Тепри вара вырӑсларан куҫарнӑ хайлав ҫеҫ пулчӗ. Асаилтеретпӗр: кӑҫал эпир 1-5 класра вӗренекен шкул ачисен хайлавӗсене йышӑнмастпӑр — вӗсене тӗрӗслеме питӗ хӗн. Ҫавӑн пекех ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн чӑвашла ҫырнӑ хайлавсем ҫеҫ хутшӑнайраҫҫӗ.

«Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене литература пултарулӑхне аталантарас, ҫутҫанталӑкри, тӑван тавралӑхра пулса иртекен чи кӑсӑк енсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ, вӗрентекен ҫулталӑкне халалланӑ.

Малалла...

 

Пуласлӑхри сивӗтмӗш
Пуласлӑхри сивӗтмӗш

Чӑваш Ен дизайнерӗ Юрий Дмитриев Electrolux Design Lab техника ӑмӑртӑвенче финала тухнӑ сакӑр ӑмӑртуҫӑ шутне лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви пӗлтерет.

27 ҫулхи Юрий жюри хаклавӗ валли пуласлӑхри сивӗтмӗше (холодильнике) тӑратнӑ. Вӑл ӑсталанӑ дизайнра апат-ҫимӗҫе биороботсем тата ятарлӑ гель сивӗтет. Ҫимӗҫне хӑйне гель ӑшне хумалла пулӗ имӗш — вара унашкал сивӗтмӗшре алӑк та, ҫӳлӗксем те кирлӗ мар. Аш-какай та, улма-ҫырла та гель ӑшӗнче хӑйӗн тутине ҫухатмасть, типмест.

Финала тухас тесе пӗтӗм тӗнчерен пин ҫурӑ ытла ҫын тупӑшнӑ. Жюри сакӑр ҫын ӗҫне суйласа илнӗ, вӗсен шутӗнче — Чӑваш Енрен килнӗ ӗҫе те.

Ҫӗнтерӳҫе авӑн уйӑхӗнче палӑртӗҫ — ӑна 5 пин евро лекӗ. Хӑйӗн проектне хӳтӗлеме Юрийӗн Лондона каймалла пулӗ. Унта ҫитме, пурӑнма ӑмӑрту йӗркелекенсем пулӑшӗҫ.

 

Ыран, акан 28-мӗшӗнче, «Салют» культура керменӗнче «Ҫӗнӗ ятсем» конкурсӑн лауриачӗсен тата дипломанчӗсен гала-концерчӗ пулӗ. Концерта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те хутшӑнӗҫ.

Ӑна Чӑваш наци радиовӗ тата Шупашкар хулин эстрадӑпа цирк ӳнерне аталантаракан продюсер центрӗ йӗркеленӗ. Финала пурӗ 23 юрӑҫ тухнӑ. Конкурса 11 сехетре пӗтӗмлетме пуҫлаҫҫӗ. Каҫхине вара — гала-концерт.

 

Билет хакӗ — 200 тенкӗ, пуҫламӑшӗ 18 сехет каҫхине.

 

Ӑмӑрту положенийӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nradio.cap.ru
 

Страницӑсем: 1 ... 140, 141, 142, 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, [150], 151, 152, 153, 154, 155
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем